Таркăн :: Сăпай Ваçук
Кай-кай-кай та çав! Мĕн пуçласа вĕçне çитичченех ваттисен йăлине те, çутçанталăка та, закона та хирĕçле вĕсен хушшинчи ĕçсем. Пĕтĕмпех ӳпне-питне. Кутăн-пуçăн. Юлташла çех çӳренĕ чухне хăяматаччĕ-ха. Çӳрĕç те, чарăнĕç те тетчĕ Анна Никитична. Чĕрере вĕсем уйрăлса каясса кĕтсе. Хăль пăхать те — ĕç шалтан шала кĕрсе пырать. Çавăнпа чармалла вăл çыхăнăва! Пăсмалла вĕсене! Ура хумалла.
Пур енчен те ют вĕсем пĕр-пĕриншĕн. Çут тĕнчене те тĕрлĕрен кураççĕ-ăнланаççĕ вĕсем. Пĕриншĕн тĕнче упа йĕнни пек тăвăр, теприншĕн — кăвак тӳпе пек аслă. Пĕри хаяр киремете пуç çапать, тепри — çӳлти турра. Пĕри вĕсенчен — чăваш, тепри — вырăс...
Ку сăмаха вăл никам çĕнтерейми тесе шутлать, çавăнпа чи юлашкинчен калать. Çапла, пĕри — тӳпе, тепри — çĕр. Вĕсем нихçан та пĕрлешеймĕç...
Ульти хăй умĕнче ырă пулма хăтланса çӳренине курас килет Анна Никитичнăн, ялти пуп майрин. Е макăрнă куçпа çӳретĕрччĕ вăл. Вара хĕр Ваçука тыткăна илме ĕмĕтленни сисĕнĕччĕ, халăх умĕнче ăна хăртса тăкма пулĕччĕ. Çук вĕт, çаплах евĕк те никама пăхăнми сăнлă вăл.
Ăнланать пурнăç курнă хĕрарăм: хĕрача_мĕн чул мăн кăмăллăрах, çавăн чул ытларах каччă чунне вут хыптарать...
Ку туслăх çапла пуçланнă-мĕн.
Сакăр çул каялла пулнă вăл. Пĕчĕк Ваçук Урхас Кушкă ятлă ялта мăн аккăшсен садĕнче ларнă. Макăрасси килнĕ ун — макăрма вăтаннă вăл: пахча карти витĕр пур енчен те чăваш ачисем пăхса тăнă. Çывăрасси килнĕ — килĕнче Ваçук кăнтăрла çывăрса илме юратнă — кунта çывăрма выртма та хăранă. Сасартăк ют çынсем хушшине лекнĕскер, хăйне вăл тымарĕ-мĕнĕпе тăпăлтарса кăларса урăх вырăна чиксе лартнă çамрăк йывăç пек туйнă. Пурте ют пулнă ун йĕри-тавра. Ĕмĕрне те хăнăхас çук эп кунти пурнăçа, хăнăхма та кирлĕ мар, пирĕн хамăр ялтах лайăх тесе шухăшланă Ваçук. Унтан амăшне аса илнĕ те, чĕри лаштăр çурăлса кайнă ун.
Ма пăрахса хăварнă ăна амăшĕ? Пĕр эрне пĕрле пурăнăпăр та яла таврăнăпăр тенĕскер, Ваçук çывăрнă чух тухнă та тарнă.
«Аннӳ усал тĕлĕк курнă, çавăнпа килне васкарĕ. Сана илме килет вăл», — тенĕ Ваçука кукашшĕ.
«Килмесĕр, килет. Пирĕнсĕр пуçне ун тăванĕ те урăх çук», — тенĕ мăн аккăшĕ те.
Тепле-çке. Хальхинче те лаша аран тупнăскер, мĕнле килĕ вăл тепрехинче? Çуран — инçе. Çулне те астуса юлмарĕ Ваçук.
Малаллине вăл пĕр хушă тĕлĕкре курнă тейĕн. Такам ăна пуçĕнчен панулмипе çатлаттарнă. Тен панулмийĕ улмуççи тăрринчен çапла ӳкнĕ пулнă? Пăсăк çăмартапа ун кĕпи умне вараланă. Таçтан пĕчĕк хĕрача сиксе тухнă çав самантра, Ваçука чăвашла тем кăшкăрнă вăл. Лешĕ ăнланманнине кура ăна хăйĕн пĕчĕкçĕ çирĕп аллипе аллинчен çатăрласа тытнă. Ваçук ун çирĕп аллине лайăх астăвать. Вĕсем картишне чупса кĕнĕ. Хĕрача Ваçука пусă патне çавăтса пынă, валашкари ăшă шывпа ун кĕпине çуса тасатнă. Ачан çамкинчи мăкăльне кăтартса кулнă. Ваçукран вăл пусахласах тем пĕлесшĕн пулнă-мĕн, ун еннелле кăтартса тем палканă.
— Не понимаю, — тенĕ вырăс ачи хуллен.
— Не пăнимуй? — тĕлĕннĕ хĕрача. — Нимуй? — тата ытларах тĕлĕннĕ вăл. Вара хăй çине тĕллесе кăтартнă та: — Ульти, — тенĕ. Ультилете кĕскетсе çапла каланă.
Э, мĕн ятлине ыйтать пулĕ-çке вăл.
— Васĕк, — тенĕ вуннăри Сбоев.
— Ваçук, Ваçук, — тесе сиккеленĕ хĕрача.
Тепĕр кун сада тухнă-тухман каллех ĕнерхи пĕчĕк хĕрачана курнă Ваçук. Вăл тенкел çинче пуканелле выляса ларнă. Хăш вăхăтра кĕнĕ вăл сада, ăçтан кĕнĕ? Каярахпа картишĕнче те çавахчĕ. Ĕçке-мĕне кайнă чух мăн аккăшсем хапхи алăкне шалтан сăлăп хума калатчĕç. Хапхи айĕнчен те кăткă кĕрес çук. Картишне тухсан пăхатчĕ те Ваçук шалт тĕлĕнетчĕ: çенĕк умĕнче Ульти кулкаласа тăра паратчĕ. Ăçтан пырса кĕретчĕ вăл «выляма» — паян кунччен те пĕлмест йĕкĕт.
Çĕтĕк-çатăкран çĕленĕ пӳрнеккее кăтартнă Улъти.
— Пу-ка-не! — тенĕ вăл хыттăн, хăлхасăрпа калаçнă чухнехилле. Ваçук сăнанă тăрăх, пĕр-пĕрин чĕлхине ăнлансах кайман çынсем кăшкăрса калаçаççĕ.
— Пу-га-ни, — тенĕ Ваçук ун хыççăн.
— Пу-ка-не!
— Пу-га-не.
— Лайăх! — савăннă Ульти. Вара тенкел çинчи çĕççе кăтартнă. — Çĕ-çĕ!
— Си-зи, — тенĕ Ваçук такама çиме сĕнне евĕр.
Ульти каçса кайса кулнă.
— Çĕ-çĕ! — тенĕ вăл çемçен, тӳсĕмлĕн. — Çĕ-çĕ!
— Сезе.
— Юрать, икĕ сăмах пĕлен ĕнтĕ. Маттур. Малалла кайăпăр.
Çапла Ваçука чăвашла вĕрентме тытăннă Ульти. Мĕн курнă — ăна каланă. Пĕчĕккĕскер, хăйне мăн çын вырăнне хурса виçĕ çул аслă Ваçука хăйĕн хӳтлĕхне илнĕ вăл: ăна аллинчен тытса вырăнтан вырăна куçара-куçара лартнă, çăварне çырла хыптарнă, çӳçне тураса якатнă. Чăвашла пĕлмен Ваçук Ультие калаçма вĕренеймен ача пек туйăннă пулмалла. Хĕрачара халех пулас амăшĕн туйăмĕ палăрнă.
Чăваш ачисемпе паллашса пĕтнĕ Ваçук. Вĕсемпе пĕрле вăрмана мăйăра, йĕкеле, кăмпана чупнă. Лаша утланса выртмана кайнă. Çынсем калаçнине илтсе тата Ульти вĕрентнипе чăвашла перкелешме тытăннă вăл. Кăмăлне пĕр япала пăсас мар пулсанах Ваçук хăйне телейлĕ çын тейĕччĕ. Чăнах ара. Юлташсем пур ун халь. Чăвашла ăнланать вăл. Чăваш пурнăçне те хуллен хăнăхса пырать. Çынсенчен уйрăм вăл, çавă ырă мар. Калаçса-кулса ларакан ушкăнра Ваçук курăнтăр кăна — çынсем шăп пулаççĕ. Ачасем те яланхи пек мар унпа. Темле тăлланчăк. Вăл эп вырăс пулнăран çапла тетчĕ те Ваçук — тĕрĕс мар-мĕн. Священник патĕнче пурăннăран вăл. Юратмаççĕ чăвашсем пупсене. Урхас Кушкă пупне Протопопова вара уйрăмах. Ăна пула ун тăванне-пĕтенне те килĕштермеççĕ.
Иван Степанович Протопопов Чулхула таврашĕнчи нумай ачаллă пуп кил-йышĕнчен тухнă пулнă. Ун пиччĕшĕсем, шăллĕсем, тетĕшсем, куккăшсем — Попов Воскресенский, Боголюбов, Вознесеньев тата ытти çавнашкал хушаматлă пупсем, тияккăнсем, настоятельсем, учительсем пĕтĕм Атăл тăрăхне саланнă. Иоанн атте (Протопопов ĕнтĕ) «суя тенлисене сăвап çулĕ çине кăларма» кăмăл тунă-мĕн. Ăна епархирен чăвашсем хушшине Урхас Кушкă ялне янă. Ытти чылай пуп пекех, виçеллĕ таран çăткăн пулнă Протопопов, хăйĕн прихутĕнчи çынсене юратман. Юратмасси пĕр енчен чăвашсем хăйне килĕштерменнинчен те килнĕ пуль-ха. Тепĕр енчен тата çыннисем хăйсем майлă пурăнма тăрăшни, вĕсем вырăсла пĕлменни, пуп каланине итлеменни тарăхтарнă. Протопопов шухăшĕпе, Раççей çĕрĕнче вырăссем çех пурăнма тивĕç, вăл — вĕсен çĕрĕ. Паллах ĕнтĕ, вырăссемпе юнашар ытти вырăс мар йăхсене сасартăк таçта хăваласа яма çук. Çавăнпа вĕсен пĕртен-пĕр çул — часрах Христос тĕнне йышăнса вырăсланса каясси.
Урхас Кушкари иккĕмĕш пуп, Иван Васильевич Золотницкий, çамрăк та сăпай этем кхм! тесе ӳсĕркелесе чăвашсен çепĕç чĕлхине, вĕсен тĕрри-эрешĕсене мухтама хăтланнине хирĕç Протопопов шăртланса аллине çеç сулнă:
— Çук вĕсен нимĕн те! Пур пулсан та, ним тума та кирлĕ мар вăл.
Хăйне Протопопов таврара чи ăсли, тавçăрма пултараканни тесе шутланă. Вăл пурăнма та пĕлет иккен, малаллине те курать т. ыт. те. Килти çемьесем, Золотницкий пеккисем, ытти вырăссем — çурма ăслă. Вырăс маррисем, тĕрлĕ вак халăхсем — выльăх шайĕнчи çынсем. Вĕсене хăйсене усă пултăр тесе улталама та, ирĕксĕрлесе тĕне кĕртме те, тĕрлĕ майпа хăратма та юрать...
Пуйса кайнă Протопопов. Темиçе крепостла хресчен тытнă вăл. Мусульмансен минаречĕсем пек, тăватă кĕтесре тăватă башньăллă пысăк çурт, чăн-чăн улпут çурчĕ, тутарса лартнă. Çурчĕ ял хĕрринчи йывăç чиркӳрен çӳллĕ пулнă. Тăват-пилĕк лаша, çич-сакăр ĕне-выльăх, карта тулли сурăх, хурт-хăмăр, хур-кăвакал, чăх-чĕп — мĕн тенĕ вăл пулнă унăн. Анчах хăй канăçсăррипе нимле апат та ӳте кайман ун. Таврарине пурне те пĕлсе, курса, илтсе тăма тăрăшнă Протопопов. Прихутра вăл çитмен кĕтес юлман. Кун каçа темиçе хут башньăсем тăррине хăпара-хăпара пăхнă. Çывăхри вăрманта тĕтĕм тухнине курсан чăвашсем унта киремете пуç çапаççĕ пуль тесе лаша кӳлтерме васканă.
Чӳк тунă çĕрте тытнă чăвашсене Протопопов «хут çине ӳкернипе» (ячĕсене хут çине çырнипе) хăратнă, итлеменнисене штраф тӳлеттернĕ, вулăс кантурне чĕнтерттернĕ, хуптарса авнă вĕсене. Протопопов çыннисем киремет картисене тустарса çӳренĕ, йытă е сысна виллисем çака-çака хăварса ирсĕрленĕ. Чиркӳ праçникĕ чух е вырăс эрни кунĕсенче çынсене чиркĕве хăваласа пуçтарнă...
Ваçука пĕлсе çитерехпе çеç чăвашсем ăна хăйсен йышне илнĕ. Халĕ Ульти кăна унпа ним суясăр калаçать. Кăшт пушансанах урам урлă чупса каçать вăл. Яланах выçă сăнлă хăй. Анчах сĕтел хушшине чĕнсен лармасть. Апата ларма мар, хăй Ваçука мĕн те пулин тыттарать. Лешĕ — илет.
Ку — пĕрре. Тепри — акă мĕн. Хăй пысăкланнăçем чăвашсен пурнăçне ытларах ăнланнă пек вăл. Йăлисене те чылайăшне ăнкарать Ваçук. Çав вăхăтрах, тĕрĕссипе_— нимĕн те пĕлмест. Çиелтен курать — шала кĕреймест. Икĕ хутлă пурнăç тейĕн чăвашсен. Икĕ хутлă тир пек. Çиелти суйи, хӳтлĕхшĕн уртса яни. Чăнни — шалта, чĕрĕ çумĕнче. Ăна пытарса усрас тесен чăваш çынни ухмаха персе çӳреме те, патак çиме те хатĕр.
Çак яла килсен икĕ çултан-ши вăл, Ваçукăн тепĕр çывăх этем тупăнчĕ — Иван Васильевич Золотницкий. Çӳллĕ вăл. Хура. Кунĕ. Прихутри иккĕмĕш пуп. Хваттере ăна хăйсен хĕрĕ Лиза валли туса лартнă çурта янăччĕ Протопопов. Апат çиме те Иван Васильевич вĕсем патнех çӳретчĕ. Çуртне пăхса тăма тĕп килти пĕр карчăка хушнăчче. Пĕр хĕл Ваçук Протопоповсен Шупашкарти хурăнташĕ патĕнче вĕренсе пурăнчĕ. Çуркуннепе яла таврăнсан пăхать те ача — Иван Васильевичпа Лиза пĕрлешнĕ! Çĕнĕ килте ĕнтĕ лашапа ĕне те, сурăхсем те, хур-кăвакал та, йытăпа кушак таранчченех пурччĕ. Анчах йытти хурсенчен хăраса кĕлет айĕнчен тухма пĕлместчĕ, кушакки хӳме тăрринчен анмастчĕ. Хут вĕренме Золотницкисем патĕнче ансат пулĕ тесе Ваçука пурăнма та вĕсем патнех куçарчĕç. Куншăн Ваçук хăй те, Иван Васильевич та савăннăччĕ...
— Уй чӳкĕ турĕç-и кăçал, Ухатер пичи?
Юнашар ларса пыракан лавçă аяккалла карт туртăнчĕ те йĕкĕт çине сехĕрленсе пăхса илчĕ.
— Ма ыйтатăн эс ăна манран? Мĕн тума кирлĕ вăл сана, хула çыннине?
— Ара, ĕнтĕ... хамăр ял-çке-ха. Пĕлес килет.
— Нумай чухне килте мар эп. Халĕ те ак эпир кунта. Çав хушăра ялта тем пулса иртет. Чӳкне тăвас тесен... пур-ха вăхăчĕ. Ăна ыран ,ĕç çине тухмалла тенĕ чух тин тăваканччĕ.
— Эп килсен тепĕр çул вăйлă пулнăччĕ.
— Унран каярахпа та темиçе хут чӳкленĕ! — пӳлчĕ Ваçука лавçă çĕткеленсе. — Халĕ пĕрмай чарма пăхаççĕ ав. Çулсеренех пурнăç хытса пырать. Çынсем нумайланса кайрĕç ялта. («Ют çынсем нумайланса карĕç» тесшĕн пулчĕ Ухăтер, çисрĕ ăна Ваçук.) Уй чӳкĕ тума юрамасть теççĕ. Киремете пуç çапма та юрамасть... Йăлтах тӳресем хушнă пек тумалла, вара тин тĕрĕс пулать иккен.
«Пăх-ха, мĕнле шăртланса кайрĕ йăваш çын», — тесе шухăшласа пычĕ Ваçук.
— Ун вырăнне выльăхсем тĕрĕс-тĕкел пулĕç. Атту киремете парне кӳме кăна мĕн чул выльăх пусатчĕç.
«Халĕ пупа çылахтармалла», — теме тăчĕ те Ухатер — шăп пулчĕ. Ырăмарланса тилхепине туртрĕ:
— Но!.. Çывăрсах карĕç ĕнтĕ.
Парне выльăхне Ваçук ăнсăртран курчĕ. Курчĕ те ăна вилĕмрен хăтарчĕ.
Ун мăн аккăшсем патне пĕррехинче каç кӳлĕм Ульти хыпăнса пырса кĕчĕ. Килĕнче ачасемпе кил хуçи çеçчĕ, Золотницкий пуп. Ульти тĕпелелле иртсе Ваçука çавăтрĕ те пĕр сăмах каламасăр картишнелле туртрĕ. Тăлăх ачан куккăшне, ялти аслă пупа, юратмасть те вăл, унпа та, ун умĕнче те çăвар уçмасть. Тутине тăп тытать те вара, лешне тухса каясса кĕтнĕ евĕр, чалăшшăн кăна пăхса тăрать. Е, хальхи пек, хăй тухса утать.
— Никама та каламастăп тесе тупа ту! — терĕ вăл картиш варрине чарăннă-чарăнман. Терĕ çеç те мар-ха — хушрĕ. Çине тăрса каларĕ.
Ваçук кăн-н пăхрĕ. Шухăшласа тăчĕ.
— Мĕн — каламалла мар? — ыйтрĕ вăл сых ятне.
— Нимĕн те калама юрамасть! — куçне-пуçне вылятса илчĕ хĕр ача. — Çур сăмах, чĕрĕк сăмах та! Чĕрне хури чухлĕ те. Никама та! Ваттисем калаçнине илтрĕм.
«Мĕн илтрĕн?» — тесе ыйтасшăнччĕ Ваçук — хĕрачан хаяр сăнне курчĕ те пуçне çеç сĕлтрĕ.
— Юрать.
— Ун пек çеç сахал! — тарăхса кайрĕ Ульти. — Мĕнле эс ытла лăпкă! Тĕлĕнмелле япала-çке ку. Хăрушă япала. Тупа ту эс! Çĕр çырт!
Ваçук пуçĕнче урăх щухăш пулас, вăл пӳрт ум еннелле анасласа пăхать.
— Ну, çак ачапа! — тесе ăна хулĕнчен лăскать макарма хатĕр Ульти. — Эсĕ мĕн, çывăрса тăман-и? Халиччен çур çула çитеттĕмĕр.
— Ман выляс килмест, — тет юлашкинчен Ваçук. — Эпир каçхи апат çимен... Хырăм выçрĕ.
Ульти куçĕсене чарса пăрахать.
— Эс мĕн, вăйă тетни кăна? Чĕлхесĕр янавар выçă вилет, тăрайми пулнă, эсĕ пĕр апат çименнишĕн калаçан. Халех çăкăр илсе тухса парап та — кайрăмăр.
Вăл пӳртелле ыткăнчĕ те унтан часах пĕр пысăк чĕлĕ çакăр та çур витре шыв йăтса тухрĕ.
— Ку — мĕн тума? — тĕлĕнчĕ Ваçук витре çине хăраса пăхса. Тен, ăна шыв ĕçме хушĕç?
— Кирлĕ! — Ульти ачана кăштах çăкăр хуçса пачĕ. Ыттине хуçаланса хăйĕн хĕвне чикрĕ. — Кирлĕ!
Вĕсем витрене ик енчен тытрĕç те хыçалти алăкран пахчана тухрĕç, уялла талкăшрĕç. Харăс утманнипе витри чӳхенет, шывĕ сирпĕнет, урисене хăмăл тăрăнать. Утрĕç-утрĕç вĕсем. Лупашка урлă каçрĕç, каялла çаврăнчĕç. Ваçук Ультие шаннă та, хăйсем ăçталла утнине те пăхмасть. Пăхсан та пĕлсех пĕтерес çук вăл — уншăн ют хир ку. Пуçне чикнĕ те вăл çăкăр чăмласа пырать.
Юлашкинчен таçта çитсе чарăнчĕç вĕсем, шывне çĕре лартрĕç.
— Куратни? — терĕ Ульти пăшăлтатса. Хăй ача хыçне пытанчĕ.
Ваçук йери-тавра пăхкаласа илчĕ. Мĕн курмалла-ши ун? Шурă чул муклашкисем ĕнтĕ, канав, çӳçе тĕмĕ... Пĕр минутран тин вăл хăйсем кив çăва патĕнчине асăрхарĕ. Пулнă кунта Ваçук унччен те. Выльăх çитерме килсен курса çӳренĕ. Анчах ял енчен килнĕ. Халĕ вĕсем юри, çынсем курасран, уй енчен çаврăнчĕç иккен. «Шыва кĕнисене» — Христос тĕнне йышăннисене ялта çапла калаççĕ — халь урăх çĕре пытараççĕ. Кунта «суя» тĕнпе пурăнаканнисем çеç вăрттăн-карттăн килкелеççĕ. Çын пытарма чарнă.
Çывăхрах такам те сывлăш туртрĕ, те ассăн сывларĕ — харт! турĕ те, Ваçук шарт сикрĕ. Ульти çăварне аллипе хупланă та Ваçук хыçĕпе сехĕрленсе пăхса тăрать.
— Сана мĕн пулчĕ? — ыйтрĕ Ваçук хыттăн.
Пӳрнипе çӳçе тĕми еннелле тĕлленĕччĕ Ульти — сасартăк çĕре хутланса анчĕ, пӳрнине çăварне хыпрĕ.
— Мĕн пулчĕ теп?
— Акă кур, юн тухрĕ! — юнланнă кача пӳрнине Ваçук сăмси патне илсе пычĕ савăннă Ульти.
— Мĕн сăхрĕ?
— Нимĕн те сăхман, эпĕ хам çыртрăм, — терĕ хĕрача мухтанса. — Эпĕ астумасăр çăва еннелле тĕллесе кăтартнă.
— Вара мĕн пулчĕ уншăн?
— Юрамасть ун пек.
— Ак, эппин, эпĕ те... — тесе çăва еннелле кăтартма тăначчĕ Ваçук, хĕрача хĕрелсе кайса ун аллинчен уртăнчĕ.
— Ан ухмахлан. Часрах сулахай кача пӳрнене çыртса юн кăлармасан пĕр çул хушшинче вилет çын.
— Ытла нумай пĕлетĕн! — терĕ Ваçук тарахлăса. Анчах урăх тĕллесе ашкăнмарĕ.
— Пĕрне-пĕри ятран чĕнме те юрамасть кунта, — терĕ Ульти. _ _ _
Хĕрача каланине хирĕç вăл ялта чух пĕр сăмахпа тавăраканччĕ: «Тĕшмĕшленни», — текенччĕ. Халь нимĕн те шарламарĕ. Çитменнине, каç пуласси те инçе юлмарĕ...
— Киле кайăпăр-и? — терĕ вăл çăмăлттаййăн, хĕрача урăхла шухăшласса кĕтмен пек.
Лешĕ Ваçук çине тĕлĕнсе пăхрĕ.
— Эсĕ мĕн, çакăншăн çеç килтĕн-и? Лаç хӳми витĕр те пулин пăхмарăн-çке. Вилекен чĕлхесĕр янавара та курмарăн... Тен, халиччен вилсе те выртнă вăл...
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...