Таркăн :: Сăпай Ваçук
Ваçук ним калама, ним тума аптрарĕ. Тата ытларах хăраса ӳкрĕ.
— Тем сӳпĕлтетет... Мĕнле лаç? Кам вилме выртнă?
— Ав лешĕ мĕн? — çӳçе тĕми еннелле пуçне сулчĕ Ульти.
Сăнарах пăхрĕ те Ваçук, йывăç тĕми çумĕнче çăва çинче темле хуралтă ларнине асăрхарĕ. Çынсене питех ан курăнтăр тесе пуль, ахăртнех, çиеле çулçăллă туратсем уртса янă.
— Мĕн вăл? Унта мĕн? — чĕлхи типсе ларнине туйса çăварĕнчен аран темиçе сăмах хĕссе кăларчĕ Ваçук.
— Пырса пăх ара, — сĕнчĕ Ульти. — Эс арçын вĕт.
— Хăратăп, — тӳррипех каласа хучĕ Ваçук. — Темĕн выртать унта. Тен, сиксе тăрĕ те...
— Сиксе тăрассинчен иртнĕ вăл. Арихве инке лашине вилме килсе хупнă.
— Лашана хупнă?! — Халь кăна хăраса чĕтресе тăнăскер, Ваçук сасартăк савăнса кайрĕ. Лаша яланах çыннăн тусĕ, ăна пулăшаканĕ пулнă-çке. Иккĕнччĕ вĕсем каç еннелле сулăннă пушă уйра, кив çăва çинче, ак виççĕне çитрĕç.
Вăл хăюллăнах хуралтă патне утса пычĕ, алăк шыраса пĕр енчен пăхрĕ — çара стена пулчĕ; тепĕр енче те çавах. Виççĕмĕш стенара та ни алăк, ни чӳрече касман. Хуралтăн тăваттăмĕш енне çеç йывăç тĕмĕ хупласа тăрать. Пĕтĕм витине-лаçне çуркамсенчен хăпартнă-мĕн. Тăррине хуп витнĕ.
Паçăрхи вырăнтах Ульти витре хĕррине тăнкăр-тăнкăр тутарчĕ.
— Сана мĕн? — лаç кĕтессинчен пуçне кăларче Ваçук.
— Эс таçта ан кай-ха, хăратăп эп пĕччен, — терĕ Ульти çурма саспа.
— Хайхи паттар мĕн калаçать, — кулчĕ Ваçук хăй тĕллĕн. Халь вĕсем чăн та улшăнчĕç темелле. Хăраканни хăрами пулчĕ, хăраманнин пуç тӳпинчен сĕрĕм тухса тăрать. — Эп чӳрече шырарăм.
— Ав çав турат куçĕ панчен лайăх курăнать, — куçĕпе кăтартрĕ Ульти.
Ваçук çавăнтан кайса пăхса тăчĕ-тăчĕ те хĕрача патне таврăнчĕ. Сăнĕ-пуçĕ хăйĕн шап-шурă.
— Ку мĕнле япала, Уль?.. Çăва патне тĕшмĕшне-мĕнне! Мĕн мыскари ку?!
— Ан кăшкăр-ха эс, ача. Ялта мар-çке эс. Кунта ваттисем çывăраççĕ, киремет кати те инçе мар... Мĕнле, вилеймен-и лаши?
— Итле-ха, малтан ăнлантарса пар эсĕ мана. Ку мĕне пĕлтерекен йăла? Ма выçăхтарса вĕлереççĕ ĕç выльăхне?
— Эп ăçтан пĕлем? Ăна Сухвун мучи ячĕпе парне кӳнĕ тет. Пĕлтĕр вилнĕ усал старик пурччĕ пирĕн урамра. Çавă хăйне пĕртен-пĕр лашипе асăнма хушса хăварнă пулнă.
— Пусса пăрахма çук-и лашине кирлех пулсан? Ма асаплантараççĕ мĕскĕне?
— Вăл хăй вилĕмĕпе вилмелле тет.
— «Тет». Ытла нумай пĕлетĕн эс. Атя, кайрăмăр! — тесе Ультие аллинчен ярса тытрĕ Ваçук.
— Ăçта, киле-и?
— Киле сана. Витене кĕретпĕр. Вĕренне салтса яратăп...
Хуралтă çумне çитнĕ Ульти аллине карт туртса илчĕ.
— Ун пек ăна каялла пур пĕрех килсе кăкараççĕ. Хăй татса кайсан çеç çăлăнма пултарать вăл.
— Ăçтан таттăр чӳхсе çитнĕ лаша? Тен, вилнĕ вăл? Атя-ха кĕрсе пăхар.
Çӳçе тураттисене сиркелесе вĕсем лаçа пуçĕсене чикрĕç. Леш стена çумĕнче урапа ларать-мĕн. Туртисене çӳлелле çĕкленĕ. Вĕсен хушшинче тепĕр стена çумĕнче кӳлмелли хатĕрсем. Çĕр урайĕнче çӳрен лаша выртать. Ăна сӳс вĕренпе чĕлпĕр тăршшĕ ярса кутсăр ӳречинчен кăкарнă — пыр та тат эс ăна. Шакăр шăмă тăрса юлнă мĕскĕнĕн. Ĕçлесе ывăннă урисене ачасем еннелле тăснă, пуçне çĕре хунă та паш-паш-паш сывласа выртать. Тути юнăхса çуркаланса пĕтнĕ. Пуçĕ çитнĕ таран пĕтĕмпех кăшланă лаша. Урапа ӳречи, кустăрма тукунĕн çӳл енĕ шап-шурă. Курăк тымарĕ шыраса çĕре кăшланă вăл.
Хăйне кăкарнă вĕрене татма çеç ăс çитереймен янавар. Хăйĕн хуçине — çынна — шаннă ĕнтĕ, айван, мана вăл усал тăвас çук тенĕ пуль.
Ачасем çине пăхас тесе пуçне çĕклерĕ те вăл ăна лашт çĕре ӳкерчĕ, пĕтĕм кĕлеткипе туртăшса ӳсĕрсе илчĕ. Хупнă икĕ куçĕнчен шăпăртатса куççуль юхса анчĕ.
— Çук, пăхаймастăп, — тесе Ульти каялла чакрĕ, анчах каймарĕ, йывăç кутне çĕре хутланса ларчĕ.
Ваçукăн çилли килсе çитрĕ. Кирек мĕн пултăр тепĕр тесен кĕрет те вĕренне салтса ярать вăл. Йыснăшне каласа парать. Лаша хуçисене намăслантарсан та аванччĕ, ӳлĕмрен ан хăтланччăр ун пек. Е... хăйне валли туянасчĕ ку лашана, хăй çиес çăкăра ăна парĕччĕ ача.
Çапла сĕмленнĕ май вăл пĕр енчен кĕме тăчĕ витене — лаша уринчен шикленчĕ. Сасартăк тапса ярĕ те... Вара лаша пуçĕ патĕнчен иртрĕ те вĕренне салтма тапранчĕ — салтаймарĕ; вилĕ тĕвĕпе çыхса пурантарса лартнă-мĕн. Ытти шухăшĕ те пустуй кăна ун: яла çитсе çынсемпе калаçса çӳриччен лаши те вилсе кайĕ... Ун çинчен çынсене пĕлтерме те юрамасть ав. Йыснăшĕпе те çывăх мар вăл...
Тахăш вăхăтра ун çумне Ульти пырса тăнă, куçĕнчен пăхса йăл кулчĕ.
— Эс пирĕн çăкăр пирки манман-и? Тен, мĕне парар ăна?..
— Лашана-и? — савăнсах аса илчĕ Ваçук. — Чăнах та-çке. Шывне те ĕçтерĕпĕр-и?..
Ульти çӳçе турачĕсем хушшинчен витрине йăтса кĕчĕ. Хĕвĕнчен çăкăр чĕллине кăларчĕ. Вĕсем лаша пуçĕ вĕçне кукленсе ларчĕç.
— Çăкăрне пĕр тăруках парса пăхар-и? — ыйтрĕ Ваçук.
— Тен, икке уйăрар? — терĕ Ульти.
Çăкăрне Ваçук çурмаран уйăрчĕ те пĕр татăкне Ультие пачĕ, теприне хăйне хăварчĕ.
Хĕрача хăйĕн тӳпине витрене чиксе кăларчĕ.
— Ма шыва чикрĕн? — терĕ Ваçук.
— Анне çапла тăвать, — ăнлантарчĕ Ульти.
Вара Ваçук та çăкăрне шывра тытса тăрса ислетрĕ те çĕре лаша сăмси умне хучĕ. Хăйсем стена çумне чакса ларчĕç.
Чĕре сури тумалли шăрша туйса илнĕ лаша куçне чалт уçса ячĕ те çăкăр татăкне хыпрĕ. Урисене хăй айне пуçтарса тирпейленсе выртасшăнччĕ вăл — вăй çитереймерĕ.
— Кĕлермелле кайса ӳкмен-ши вăл? — терĕ ача.
— Çу-ук. Куран пулĕ — вилме выртнă. Выçă пурăнса пăх-ха хăв.
— Эппин, часрах çăкăрна çитер.
— Ме, эсĕ пар.
— Ма ху памастăн? Сан пай-çке вăл.
— Эс арçын, сана килĕшет. Çылăхран хăрамалли те çук сан — эс вырăс ачи. Анне каларĕ — сана тем тума та юрать терĕ.
— Мĕнле вăл — тем тума та юрать? Пуçхерлĕ çӳресен те вăрçмаççĕ-и?
— Тăрса пăх-ха пуçхĕрлĕ, мĕн пулĕ унта. Лашана вилĕмрен çăлас пирки калаççĕ сана, çавна та ăнланмастăн...
— Ачасене кайса чĕнеп те...
— Никама та пĕлтермелле мар тесе каларăм-и эп сана?
— Пĕччен мĕнле вăй çитерес ман ăна ура çине тăратма?
— Ма пĕччен? Эпĕ те пур-çке.
— Ну, иккĕн пулар. Пурĕ пĕр сахал.
— Шухăшла эс. Пуç пур вĕт сан. Хамăр иккĕн эпир, пуçсем иккĕн. Алăсем миçен.
— Çапла та-ха вăл... Атя-ха эппин, ута хускатса пăхар. Вĕсем кутсăр патне пырса çĕре ларчĕç те тĕкрĕç, тĕкрĕç лашана çурăмĕпе хырçинчен, лешĕ тапранмарĕ те. Анчах çăкăр таткине каллех хыпрĕ. Шыв ĕçтерме хăтлансан çех сасартăк хускалчĕ те витрене сирпĕтсе ячĕ. Лаша çăварне шыв пĕр тумлам та лекмерĕ.
— Шăвартăмăр лашана, — терĕ макăрас патне çитнĕ Ваçук.
— Ма, шăвараймаççĕ тетним, шăваратпăр, — хатарланса витрине тытрĕ Ульти. — Атя, кайса ăсса килетпĕр.
— Халь тин-и? Кĕçех тĕттĕм пулать.
— Луччă никам курмасть. Усал-тĕселе хăратма пирĕн алăра тимĕр пур.
— Вĕсем хăраççĕ тет-и тимĕртен?
— Хăрамасăр. Тимĕре ăна вут çинче хĕртеççĕ тет. Вут-кăвар —таса япала.
Туссем шыв еннелле анса кайрĕç.
Вăл çĕре Ваçук телĕкри пек ирттерчĕ. Куçне хупать кăна — вилме выртнă лаша курăнса каять. Шакăр шăмă вăл. Пуçне çĕклемелĕх вăйĕ юлман. Хăй вилĕмрен çăлăнассине те шанми пулнă пулмалла, çăкăр шăршине туйсан мĕнле тĕлĕнсе, анăраса, хăраса пăхрĕ ачасем çине. Тата шыва мĕнле антăхса çăтрĕ кайран. Нумаях ĕçеймерĕ, каллех тăкса ячĕ, çапах çунакан ăшне кăштах пусарчĕ пуль.
Тарăхнипе Ваçук утиялне сирсе пăрахать. Кур-ха эсĕ: ытти лашасем ĕç хыççăн курăк çисе çӳреççĕ, куна çăва çине кайса хупнă, çынсен темле йăлине пула унăн выçă хăрăнса вилмелле иккен. Мĕншĕн?
Унтан тепĕр майлă шухăшласа пăхать ача. Лаша вырăнĕнче хăй пулас пулсан унта пĕр кун тăмăттăм тет. Вĕренне кăшласа тат та тухса тар.
...Урапа çинче халĕ çавăнпа сĕмленсе пырать çамрăк Сбоев, вунсаккăрти йĕкĕт. Кашни чĕрчунăн, вăл шутрах этемĕн те, пурăнмалли, сисмелли-туймалли, ăнкармалли хăйне уйрăм «тĕнче», уйрăм чикĕсем пур пулĕ тет. Сăмахран, çак тавралăх пире пĕр майлă курăнать, çавна пĕр-пĕр чĕрчунсенчен чи ăсли, лаша мĕншĕн хăйĕн вилĕмне лăпкăн кĕтсе выртнинчен, хирĕçлеменнинчен, вĕренне çыртса е кăшласа татма пĕлменнинчен тĕлĕнетпĕр. Ну, эппин, ача тĕлĕнет тейĕпĕр.
Çав вăхăтрах, тен, йытă е лаша, хурт-хăмăр «шухăшĕпе» эпир те, этемсем, нумай чухне ухмахла хăтланатпăр, çиелтех выртакан япаласене курмастпăр? Урма тытăннă йытă, ăслăраххи, хирте темле курăк тупса çисе сывалать. Тен, этемлĕхе хĕн-хур кӳрекен йывăр чир-чĕртен хăтăлма та çавăн пекех ансат, асăрхамастпăр çеç эпир ăна?
...Касса татма юрамасть иккен ута кăкарнă чĕлпĕре. Апла, тен, пĕр-пĕр чул катăкĕпе сăтăрса çийĕнтерес ăна, хăй татăлнă пек курăнтăр? Е хăйрапа хырас?
Çенĕкре выртакан Ваçук тăрса хуллен пӳрте кĕрет, сĕтел сунтăхне уçса хăйра шырать. Аллине хытса кайнă çăкăр таткисем лекеççĕ. Ваçук вĕсене те арки çине пуçтарать. Ыранччен çеç ан вилтĕр лаша, вара ура çине тăратаççĕ ăна Ультипе Ваçук.
Те кăтăш пула пуçланă ача, ун хăлхине такам ĕнĕрлени пырса кĕрет. Е йытă улать-ши? Сасă таçтан çĕртен тухнă евĕр илтĕнет. Пĕр тикĕс тахçанччен янăраса тăрать, вĕçнелле çеç йытă вĕрнĕ пек пĕтет. Ăна хирĕç çинçерех сасă тăсса ярать. Тепĕр сасă хутшăнать. Тата...,
Ваçукăн çӳçĕ чăшăл! хускалатъ. Вăл тăрса çенĕк алăкне тытса пăхать — сăлăп хунипех-мĕн-ха. Пур пĕрех хăрушă кунта. Çĕр те пĕр алă тăсăлать тейĕн ача еннелле тĕттĕмрен. Вăл пӳрте вирхĕнсе кĕрет, алăкне кĕрслеттерсе хупать.
— Эсĕ-и, Васĕк? — ыйтать мăн аккăшĕ.
— Эпĕ.
— Ма çывăрмастăн? Мĕн пулчĕ?
— Темĕн улать унта... Хăратăп эп.
— Йытă пуль ара. Кашкăрсем çывхарнине сиссен çапла канăçсăрланаççĕ вĕсем. Халех пӳрте сарса парăп.
— Йытă мар ку. Сассисем урăхла.
— Ăçта-ха. — Урай хăмисем йывăррăн шатăртатаççĕ. Чӳрече уçăлса стена çумне çапăнать. Тулта çынсем мăкăртатни илтĕнсе каять.— Мĕн унда сирень? — тет Ваçук мăн аккăш.
— Тукмаксем яла хупăрласа илнĕ! — кăшкăрать урамран хăранă сасă.
«Тукмак» мĕнне пĕлет Ваçук. Вăл халтан кайса çĕре ларать. Пĕтрĕ лаша, пĕтрĕ лаша тет вăл, сăмахĕ суяна килессе тилмĕрсе.
Пӳртре халь пурте вăраннă, чӳречесем патĕнче тăраççĕ. Куккăшĕ хунар çутса картишне тухать. Аллинче пуртă ун.
Ваçук та унран юлмасть. Арçын арçынсен çывăхĕнче пулмалла-çке-ха. Картасене тĕрĕслеççĕ вĕсем. Пахчана тухса хунарпа суллаççĕ.
— Кашкăр — тĕттĕм кайăкĕ, çутăран хăрать вăл, — тет Протопопов.
Хапха умĕнче вĕсен тавра тата темиçе çын пуçтарăнать. Кашниех мĕнпе те пулин авăрланнă — пуртăпа, тимĕр сенĕкпе... Теттĕмре вут çути чăлт та чăлт сикет: такам чĕлĕм тивертесшĕн. Таçта питлĕх çапаççĕ, шакăртма шакăртатать. Йытăсем татса хыпас пек вĕреççĕ; ача макăрни, алăк сасси... Кашкăрсем уласа ярсан çеç пĕтĕм ял шăпланса пусăрăнать.
— Паçăр виç енчен улатчĕç, — тет Ваçуксен кӳрши Мирун-Мăрси,— халĕ пĕр çĕре пуçтарăнчĕç. Тапăнма хатĕрленеççĕ пулас.
— Ял тулашне тухса вут хумалла мар-ши?
— Кам кайĕ унта вут хума? Эс хирте вут хурса çӳрĕн, тукмакĕсем çав вăхăтра сан сурăхусене пусса кайĕç.
— Тен, вĕсем шăп çак самантра пирĕн картара хурах тăваççĕ? — тет Ульти ашшĕ çӳçенсе. — Эпир кунта юмах çаптарса тăратпăр, вĕсем пирĕн сурăх юнне сăхаççĕ.
— Чĕлхе çине килни ума килет тенĕ, ан асăн.
Ваçук Иван Степанович çумне тĕршĕнет.
— Кĕрер, кукка. Ыран ман ир тăмалла.
«Мĕншĕн тăмаллине ыйтать те ак вăл, эп ăна лаша çинчен каласа паратăп», — шухăшлать пысăк вăрттăнлăха хăй çеç пĕлнипе ывăннă Ваçук. Анчах Протопопов ыйтмасть.
— Кĕрĕпĕр, — тет вăл. — Çĕрĕпе тăраймăн урамра. Пурте турă аллинче эпир.
...Тахçанччен çывăраймасть вăл. Лăпланма кăна тытăнать —хĕрарăм тăвăнса макăрнисем илтĕнеççĕ: пĕринне ĕнине çурнă, теприсенне сурăхĕсене пăвса кайнă...
Тул çутăлнă-çутăлман Ультисем патне чупса каçрĕ Ваçук. Пăхать — çук хĕрача. Амăшĕ яшка çакса янă, тĕпелте хуран айне çатрака хурса тăрать. Вырăс ачи çине кăмăллăн пăхать. Кил хуçине хытă та хаяр çын теççĕ, вăл килте чух Ультипе амăшĕ чĕрне вĕççĕн утса çӳреççĕ. Халĕ — чип-чипер ав, кулманни çех.
Ашшĕ курăнмасть.
— Аван-и, Хвелюк инке?
— Килях, ачам. Тĕпелелле ирт.
— Ларса тăма вăхăт çук çав. Мана Ульти кирлĕччĕ.
— Мĕн тума-ши тата? Кĕтӳ хăвалама ятăм-ха эп ăна.
— Эп ăна хирĕç тухам-и?
— Хăвăнне хăв пĕл ĕнтĕ. Кирлĕ пулсан тухăн та çав. Ӳлĕмрен килсе лар эппин.
— Мĕн-и, Хвелюк инке... Яшка пиçсе аниччен Ульти пирĕн пата каçтăр-и?
— Юрĕ ара. Ашшĕ киличчен çеç таврăнтăр. Унччен йăмăкĕ те çывăрать-ха.
Картишĕнчен тухсанах Ультие курчĕ Ваçук. Хулă йăтнă та васкамасăр утса пырать вăл.
— Эс хатĕр-и?
— Мĕн тума?
— Ара, ĕнтĕ... лаша патне кайăпăр терĕмĕр-çке?
— Чăнах та-çке.
— Кайни те ахаль пуль унта халь тин? Анне калать — ял çине пĕр кĕтӳ кашкăр тапăннăччĕ тет...
— «Тет». Эпĕ хам пăхса тăтăм. Пур пĕр çитсе курмалла ăна. Çисе янă пулсан шăммине çĕр чавса пытармалла. Пирĕн тус-çке вăл. Мĕнле шанса пăхрĕ ĕнер.
— Вара мĕн туса тăратпăр эпир кунта? Халех кĕреçе илсе тухам та...
— Манăн та илмеллисем пур. Уйра кĕтсе тăрăп эп сана.
Пĕр вăхăтрах хире тухрĕç вĕсем. Кив çăва еннелле васкарĕç. Пĕчĕк Ульти пысăк кĕреçе йăтнă, Ваçук аллинче хыт çăкăр таткисем чикнĕ хутаç.
Хир варринче малтан çӳçе тăрри курăнчĕ. Унтан вите палăра пуçларĕ. Шурă чулсем хур кĕтĕвĕ пек тухса выртрĕç. Çăва çывхарнăçем ачасен утăмĕ хулленленсе-хулленленсе пычĕ те, вите ик-виçĕ чалăш юлсан чарăннăччĕ вĕсем — лаша кĕçенсе ячĕ. Вăйсăррăн кĕçенчĕ, çапах хăй савăннине систерчĕ тыткăнри ут. Ваçук — хутаççине, Ульти — кĕреçине ывăтрĕç те витене-лаçа вирхенсе кĕчĕç. Лаша урисене пуçтарса, тирпейленсе выртнă та ачасем çине пăхать...
Лешсем сăваннйпе макарса та кулса анă мăйĕнчен ыталаса илчĕç.
— Чĕрĕ, чĕрĕ! — кăшкăрса сиккелерĕ Ваçук.
— Чарăн, — терĕ ăна Ульти. — Çынсем илтсен иксĕмĕре те лекет. Лаша та пĕтет.
— Э, чăнах-çке. Атя, курăк татса парар. Шыв ăсса килер. Ĕç нумай пирĕн...
Вĕсем йăрансем тăрăх упаленсе çӳресе ухлĕм татрĕç. Лаша сывлăмлă курăк çине пуçне чикрĕ, кăмăрт-кăмăрт тутарса çиме тытăнчĕ.
Ачасем лапчăнса пĕтнĕ витрепе шыв хĕрне чупрĕç.
...Кăнтăрла иртсен яла мăйне вĕрен татăкĕ çыхнă ырхан лаша сулланса пырса кĕчĕ. Вĕрен вĕçне урипе пуссан вăл, кĕл тунă пек, пуçне çĕрелле пĕксе илет.
Малтанах ăна никам та асăрхамарĕ-ха. Урам хушшинче кĕр енне темле выльăх та çӳрет. Унтан пĕр старик сăнаса пăхрĕ те ун çине — кăшт çеç кайса ӳкмерĕ. Тепри кутăн кайса ларчĕ.
Тапранчĕ вара ялта шăв-шав, калаçу. Лашана курни пĕр хăраса аяккалла тарать.
Курăк çикелесе çӳресен-çӳресен ырхан ут тăлăх Арихве алăкĕ умне пырса тăчĕ, ура çинчех çывăрса кайрĕ. Çавна кĕтнĕ ватăсем ăна хупăрласа илчĕç те вĕрен вĕçне тыта-тыта пăхрĕç, канашларĕç.
Сăмах пĕрре пулчĕ вĕсен.
— Сухвун старик йышăнман парнене. Вăл унсăрах çырлахнă. Лашан пурăнаç кунĕ пĕтмен, — терĕç.
Çапла çăлăнса юлчĕ ĕçчен лаша тискер вилĕмрен.
Ваçука е Ультие курсан вăл лавпа пулсан та вĕсен патнелле пăрăнса пăхма пикенетчĕ. Е кĕçенсе те пулнн хăй иртсе кайнине систерсе хăваратчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...