Таркăн :: Сăпай Ваçук
Ачасене мĕншĕн килĕштернине туятчĕç пулмалла та ял çыннисем, калаçу-тăву тухмарĕ ял çине. Ĕнтĕ пурнăçĕ те хуллен çĕнелес енне çаврăнса пыратчĕ пулĕ çав. Тĕне кĕмен чăвашсен хисепĕ чакнăçем чакатчĕ. Чиркӳсем, шкулсем уçăлатчĕç. Чиркĕвĕсем — ытларах, шкулсем — сахал, çапах вĕсем те халăхсене хутшăнма пулăшнă...
Ульти ашшĕне ялта кăнтăш (хытă çын, куштан) теççĕ. Нумай чухне вĕсем тип яшкапа çеç пурăнаççĕ-мĕн. Пĕртен-пĕр ĕне сĕтĕнчен пулакан çăва Яшмул Шĕнерпуçне кайса сутать...
«Тимĕр пăрçа вăл! Ачисене хăртса усрать!» — Ультие курсан çине-çинех ун ашшĕне аса илет Ваçук мăн аккăш. Ялти çамрăк пуп, Иван Васильевич Золотницкий, ун пек каланипе килĕшмест. Прихутри пуп ял çыннисем кам мĕнле йӳнеçсе пурăннине пĕлет вăл. Пурнăç никĕсĕ чăвашăн, тĕпрен илсен, çĕр-çке-ха. Ăна та пулин арçынна çеç параççĕ. Çав пĕр ят çĕрĕпе Ульти ашшĕн тăватă çынна усрамалла. Тăрантармалла та тумлантармалла вĕсене. Хырçă-марçă тӳлемелле... Тыррине те ачана пăхнă пек пăхмалла. Апла та е пăр çапса каять ăна, е çумăр çумасть...
Юлашки çуне кайса çутать теççĕ. Тата ăçтан туптăр Яшмул пĕр пус укçа?
Унтан... Темле чухăн пулсан та, чăваш кĕр мăнтăрĕпе выльăх пусса чӳклеме туса ирттерет, унсăр тыр-пул перекетне кĕтмелли çук теççĕ. Тырă киветме кĕр сăри пăтти пĕçереççĕ. Кил-йыш сывă пурантăр тесе кил-йыш пăтти, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетĕр тесе карта пăтти пĕçерсе чӳклеççĕ...
Тата вилнисене асăнса юпа тунине илĕр. Кашнинчех выльăх пусаççĕ, ĕçкĕ ĕçеççĕ.
Выльăх пусмалли сăлтавсем урăх та нумай: пĕр-пĕр инкек пулать — киремете парне кӳмелле, туй-çуй чухне — хăна кӳртмелле... Пысăк уявсенче пĕтĕм хурăнташ-тăван, кӳршĕ-аршă пуçтарăнать. Ун чул хăнана пĕрре кĕртсе кăлармах çур çул ĕçлемелле. (Уявра мĕн тумаллине палăртса чăвашсем ăна ĕçкĕ теççĕ çеç.)
Çапла вара пĕр уйăхсем, уйăх çурăсем чăваш йĕркеллĕ урăлаймасть те. Кĕрекерен кĕрекене. Ĕçкĕрен ĕçке.
Урăлкаласан пăхать те пирĕн пĕлĕш — пуснă пек выльăхне тĕм-тĕкĕр1 çисе янă, çăнăх — ырçи тĕпне тăрса юлнă. Хĕл пуçланнă кăна-ха. Ун вырăнне «çынтан юлман» вăл...
Чăкăлтăш теççĕ Яшмула (Ульти ашшĕне). Мĕнле чăкăлтăш пулмăн ун пурнăçĕпе?!
Хăйне кӳрентернине час манаймасть вăл. Пĕр урлă сăмахшăн çĕр сивĕ сăмах каласа хума пултарать. Ачисене ним мар тăрласа илет. Шăллĕ, Мăрси, «шыва кĕнĕ» — унпа хутшăнма пăрахнă вăл. Протопопов пуп çемйине «курмасăр» çӳрет.
Мĕнле кăлармалла тĕрĕс çул çине Яшмул пеккисене? Епархирен васкатаççĕ. Турă ĕненĕвне япăх саратăр, тăрăшмастăр теççĕ. Ĕç тĕне кĕртнинче çеç мар-çке. Тĕрĕс çул тени кашни халăхăн хăйĕн унăн. Пурне те пĕр евĕрлĕ шухăшлаттарма çук. Прихутри çынсенчен тăхăр вунă проценчĕ тĕне кĕнĕ. Чиркĕве çӳреççĕ. (Астусах тăрсан тет хăй ăшĕнче Иван Васильевич Золотницкий пуп). Çав вăхăтрах киремете пуç çапаççĕ. Пĕрне-пĕри хăйсен «чăн» ячĕпе чĕнеççĕ. Чӳксем тăваççĕ...
Чăвашсем калашле, чăн сăмахăн суйи çук. Тĕрĕссин тĕрĕсех калас пулать: тĕне кĕмесĕр юлнă вунă процентне Иван Васильевич «шыва кĕнĕ» тăхăр вунă процентĕнчен мала хурать. Кусем — юлашки вунă проценчĕ — ăслă, мăн кăмăллă, ятлă-шывлă. Ял вĕсем хыççăн тĕне çеç мар, вута кĕме хатĕр. Вĕсем — ял кĕтӳçисем.
Православие малтан йышăннă тенисенчен икĕ çын чиркӳ таврашĕнче ăшă вырăн тупма ĕмĕтленсе Золотницкий тавра йăпăлтатса çаврăнаççĕ. Кусене ĕненӳ мар, тупăш илĕртет. Хăйсен интересĕ. Паян вĕсем Христус тĕнне йышăннă. Ыран, лару-тăру улшăнтăр кăна, çавăн пекех çăмăллăн, пуринчен малтан мусульман тĕнне, буддизма е тата мĕне те пулин урăххине йышăнма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсен пуçĕнчи турă — укçа ятлă. Хăйсене çеç ăслă теççĕ вĕсем.
Май килес пулсан ачасене çеç вĕрентĕччĕ Иван Васильевич — шкул çурчĕ çук, кĕнекесем тупма кансĕр, вĕрентекенсем сахал.
Ульти савăк хĕрача. Хăюлăхĕ те ытлашшипех ун. Ашшĕн хытлăхне хирĕç вăл пиллĕкре чухнех çапла протестлеме ăс çитернĕ. Мăннисем ĕçре чух хăйсен кассинчи ачасене пуçтарнă та, пĕр уçлам çăва пĕтĕмпех шăратса, çара çупа, — пĕр тумлам шыв ямасăр! — пăтă пĕçерсе панă. Пĕçересси-мĕн ĕнтĕ... Кĕрпи ним чухлĕ те сарăлман, хуралса çунса çеç ларнă. Ачасем тиркесе тăман, каçса кайсах çинĕ. Хуранне тап-таса туса хăварнă. Хăйсем хуп-хура пулнă.
Килти «лару-тăру» çинчен нихçан та калаçмасть Ульти çынсем патĕнче. Апата та лармасть. Тавах, тутă, халь çеç çирĕмĕр тет кăна кĕскен. Хĕр чăмăркки иккенне туять пуль, мĕскĕн. Хăйĕн ӳсмелле те ӳсмелле-ха.
...Золотницкисем патне уяв чухнехилле тумланнă Хвелюк пырса кĕчĕ.
— Аван пурнаççĕ-и? — терĕ те вăл куçĕпе Ваçука шыраса тупрĕ, унран ыйтрĕ. — Ульти кунта мар пуль? Намăсĕ-симĕсĕ çук та вăл ачан, такам патне те пырса кĕме пултарать вăл.
— Ма? Ульти лайăх ача, — матăшки сас париччен сăмах хушма ĕлкĕрчĕ шалти пӳртрен тухнă Иван Васильевич. Унтан кĕнеке вуласа ларакан Ваçук еннелле çаврăнчĕ. — Паян килмен пуль вăл кунта?
— Çук, — терĕ леш. — Тем пулман пулĕ вĕт?
— Пуласси-качки... — тытăнарах тăчĕ Хвелюк. — Эпир хăнана кайма хатĕрленнĕччĕ те, ачасене хампар тӳпинчен мăйăр антарма кăларса ятăм. Кĕтсе ларатпăр-ларатпăр — çук ачасем...
— Тен, картара-мĕнте вĕсем?
— Тухса чĕнсе те, шыраса та пăхрăмăр — ниçта та çук.
— Мыйăрĕ-менĕпех? — тĕпел кукринчен пуçне каларчĕ матăшкă. Чăвашсем кĕркунне татса типĕтнĕ тутă мăйăра хутаçпа темиçешер çул пӳрт ум е хампар тӳпинче çакçа усранине пĕлеççĕ Золотницкисем. Хăйсем те нумай иле-иле çине.
— Çук, мăйăрĕ вырăнчех, пăхрăм тухса. Эпир ăна кăштах кучченеçлĕх илесшĕнччĕ, — ăнлантарчĕ Хвелюк.
Вăл кайрĕ.
— Тен, пăхкалăн тухса? — терĕ Иван Васильевич Ваçука вырăсла.— Лаша кӳлсе тăратнăскерсен, кĕтесси пуль. Е çăмăл ача пулса мăйăр хутаçне антарса пар.
Ваçук йăпăр-япăр тумланчĕ те урам урлă чупса каçрĕ. Ультисен картиш алăкне уçса кĕнĕччĕ кăна, хампартан Яшмул тилĕрсе тухрĕ, вĕрен таткипе пумăкласа çыхнă темĕнле хутаçа тапа-тапа ывăтрĕ.
— Çăва патне ачу-пăчуна! — ахăрашрĕ вăл. — Пурринчен çукки вĕсен!
— Мĕн пулчĕ? — хутаç патне сиксе ӳкрĕ Ульти амăшĕ. Хутаççине çĕклерĕ те вăл анăраса тăчĕ. — Кăна... кам хăтланма пултарнă?
— Хĕрӳсенчен ăйт! — кăшкăрчĕ Яшмул. — Акă кур — мĕн туса хунă арçурисем! — Хутаççине çумĕнчи пеккипе чашт тутарчĕ те вăл, пылчăк çине çĕре улăм муклашки тухса ӳкрĕ.
Урамра çынсем курăна пуçланăччĕ. Хвелюк хутаç çĕтĕкĕпе улăмне кăпăр-капăр пуçтарса кӳлсе тăратнă урапа çине хучĕ, кут айĕнчи улăма кăпкалатрĕ.
— Мăйăрĕ çукпа пĕрехчĕ унта, — терĕ вăл никам çине пăхмасăр.— Эп хам маннă пашалу.
Яшмул та шăпăртах пулчĕ. Сасартăк васкасс ӳкрĕç вĕсем. Сăра лакăмне урапа çине мала тухса лартрĕç. Кучченеç хучĕç. Хвелюк кӳршĕ карчăкне чĕнсе пычĕ, — пытаннă ачисем тухиччен кил хураллĕх терĕç пуль, ахăр. Вара урапа çине ик енне ларчĕç те хапхаран тухрĕç, уялла пăрăнчĕç.
Такамран тарнă пекех туйăнчĕ çакă Ваçука.
— Чӳклеме ирттерме кайрĕç, карчама пехлеççĕ ĕнтĕ, — терĕ Мирун-Мăрси ăмсанса.
— Çук, автан сăри ĕçме, — тӳрлетрĕ карчăк.
— Тен, мăйăр çитерсе кăтартма? — йĕплесе илчĕ Мирун. Пурте кулса ячĕç.
Тарăхнă, тĕлĕннĕ, вăтаннă Ваçук хăйсен еннелле каçрĕ, анчах пӳрте кĕмерĕ, лупас айне иртсе юпа çумне таянчĕ.
— Ухмах, тăмсай, анра-сухра! —терĕ вăл шăл витĕр. Унтан каллех:— Ухмах, тăмсай, анра-сухра!
Кĕçĕн алăка уçса хупни илтĕнчĕ. Çын картаналла лаплаттарса иртрĕ, ним уямасăр пылчăк çăрса çӳрерĕ — Мирун-Мăрси ку. (Çитĕнсен тин тĕне кĕртнипе ялта ăна икĕ ятпа та чĕнеççĕ. Хăшĕ Мирун тет, хăшĕ — Мăрси. Хăй ĕлĕкхи ячĕпе чĕнсен çилленет.) Çывăхра пурăнать тесе Ваçук йыснăшĕ ăна выльăх пăхма, карта-хура тасатса тăма хушнă. Темшĕн юратмасть Мирун Ваçука. Ваçук хăй пек çук çын иккенне кашни утăмра систерсе тăрать. (Эсĕ ăраскална пула çех шурă пӳртре пурăнатăн. Ахаль пулсан эс манран та япăх çын тесшĕн вăл. «Эй, уксах!» — тет вара чĕннĕ чухне.)
Мирун куçĕ тĕлне пулас мар тесе Ваçук пусмапа лупас тӳпинчи утă çине выртрĕ, шăннă аллисене çанă ăшне хире-хирĕç чикрĕ. Никама та курас килмест халь Ваçукăн. Мируна пушшех те вара. Пиччĕшĕ, Яшмул, хăйсемпе хутшăнма пăрахнине никама систермесĕр пурăнас вырăнне, Мирун-Мăрси пиччĕшсем çинчен ял тăрăх сăмах акса çӳрет. Çав вăхăтрах хăй, паянхи пек, ялан пиччĕшсем тавра явăнать, çаврăнкалать. Хăв ухмаха юлнине ма çынсене кăтартас?
«Эй, ăссăр, ăссăр», — кирлĕ сăмаха тепĕр хут аса илчĕ Ваçук. Анчах унчченхи хĕрӳлĕх сисĕнмерĕ ун сассинче.
Вăл шухăша кайрĕ. «Кам — ăссăр?» — терĕ вăл. Кама питлерĕ паçăр Ваçук? Малтан çав йăлăхтармăш Мируна-ха. Унтан вара? Хăйне-и?
Тарăхни паллă-ха. Ăна хапха умĕнче çăвар карса тăракансем тарăхтарчĕç. Мĕнле вăл çын килĕнчи вăрттăнлăха курса шăл йĕрсе тăмалла? Çын çумĕнче камăн мĕн ĕç пур? Ырă та мар вăл — çынтан кулни. Кулăшĕ те çук унта, Мирун сӳпĕлтетнинче.
Тен, ытлашши çилленме те кирлĕ мар çынсене? Усал сунса кулмаççĕ вĕт вĕсем Яшмултан. Паян вĕсем санран кулаççĕ, ыран эс вĕсенчен кул. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Пурнăç çавăн çинче тытăнса тăрать. Кашни япалана трагеди вырăнне шутласан тĕнчере пурăнма та çук.
Вăтанни пирки тесен, Ультипе ун йăмăкĕшĕн вăтанчĕ Ваçук. Тата— ăмсанчĕ вĕсене. Кур-ха эсĕ — хĕрачасем пуççăн ампар тӳпинчи хутаçа пушатса улăм тултарса хăварнă. Мĕнле хăпарма пултарнă вĕсем унта?
Ваçук çĕрелле пăхса илчĕ. Хăй вăл çакăнта тем парсан та хăпараймасть пуль пусмасăр. Хăпараймĕччĕ те, хапартмĕччĕ те. Вăл урăхла çын çав.
...Пĕр эрнекун (ун чухнехи «пушă» кун) Ульти йăмăкĕ Сетруна урамран чупса кĕнĕ.
— Ульти, теп, Ульти, — чĕвĕлтетрĕ вăл тĕпелте чашăк-тирĕк çăвакан аппăшĕ тавра, —пулăшам-и сана?
— Çуса пĕтерсен-и? — тенĕ лешĕ йăмăкĕ çине кулкаласа пăхса. — Ытла чее-çке эсĕ. Ĕçе тытăннă чухне вăл тухса тарать, ĕç пĕтсен килсе кĕрет.
— Ну ан çиллен ĕнтĕ ырă аппам, — Ультин алли ерçӳллĕ маррине кура ним хăрамасăр сĕртĕннĕ ăна Сетруна. — Урай шăлса парам-и эппин?
— Мĕнлĕ вăл — шăлса парам-и? Ман валли çеç-им вăл?
— Шăлам-и урай?.....
— Ма эс ăна манран ыйтса тăран? Ак тата санпала. Тыт та шăл.
Сетруна армутирен çыхнă шăпăрпа ун-кун шăлкаласа илнĕ те каллех аппăшĕ патне пынă.
— Урамра эп кама курнине пĕл, Ульти?..
— Пупа пуль ара.
— Пупа мар, вĕсен тарçине, Ваçука. Икĕ чул катăкĕпе мăйăр кăтса ларать.
— Маншăн пулсан... — тенĕ Ульти калаçу ăçталла пăрăннине туймасăр.
— Хĕрсем те мăйăр çиеççĕ. Пурин те пур мăйăр, пирĕн çех çук.
— Ма çук? Пирĕн те пур. Ав хампар тӳпинче çакăнса тăрать.
— Э ун пекки вăл çиме юраманни, таçта та пулĕ. Эсĕ илсе кĕр ăна, çисе пăхар.
— Илсе кĕрсе пăх-ха, мĕн тути калĕ. _
— Мăйăртан мĕн тути калатăр, мăйăр тути ĕнтĕ.
— Çапла пулмасăр! Пĕçеркке тути калĕ. Ăна кучченеçлĕх усраççĕ.
— Çынсем валли-и? Вара хамăр çимесĕрех юлатпăр-и?
— Çынсем пире кучченеç çитерĕç.
— Мăйăрах-и? Эп пĕрре те çисе курман кучченеç мăйăр.
— Хальччен çимен пулсай ӳлĕмрен çийĕн...
Çук, ăна шанса пурнасшăн мар Сетруна, унăн халĕ çиеç килет.
— Урамра пурте майăр шаклаттарса лараççĕ, эпĕр çех шăп-шапăрт, — йĕрмешет вăл.
Ăна Ульти те асăрханă-ха. Çынсем çăкăр çиеççĕ, Ультисен çук çăкăр, çынсем мăйăр катаççĕ ав, вĕсем «шăп-шăпăрт». Ма вĕсем пĕрмаях çынсенчен катăк?
Тен, Ультисен мăйăрĕ — мăйăр та мар вăл? Чапшăн çакса янă пăрçа хутаççи. Е, мăйăр пулсан та, ăна хальччен хурт çисе яма пултарнă. Тутанса пăхмалла ăна. Пĕр-ик курка илнипех нумаях иксĕлмĕ.
Хăвăрах куратăр ĕнтĕ, Ульти кăшт çеç çиçе пăхасшăн пулнă мăйăрне. Çынсене кăтартмалăх. Пĕтĕм хутаççине пушатасси ăнсăртран килсе тухнă-мĕн.
Мăйăр патне çитме виçĕ чăрмава çĕнмелле иккен.
Пĕрремĕшĕ — хампар алăкне питĕрсе тăракан йывăç çăра. Уççине ашшĕ пытарса тăрать. Ăна тупмалла. Тупсан — уçма пĕлмелле. Уçсан алăк хыçĕнчи пĕрнери йĕрĕхе парне памалла. Унсăр вăл хăйĕнчен иртсе мĕн те пулин илнĕшĕн çăпан кăларма пултарать. Е куçа пăсĕ. Чиркӳ умĕнче тупнă юратнă теттине — хурт пуççине хурĕччĕ Ульти, —ашшĕ курĕ ăна. «Мĕншĕн хунă-ха ку япалана пирĕн хĕр?» — тейĕ. Эппин, е нухрат тупса хумалла, е çимелли мĕн те пулин памалла. Ку — иккĕмĕшĕ пулчĕ. Виççĕмĕш чăрмав — мăйăрне çӳле çакни. Ăна мĕнле хăпарса илмелле? Пĕр эрнерен пур чăрмавсене те çĕнмелли майсем тупса пĕтерчĕ Ульти. Ашшĕпе амăш ĕçе, йăмăкĕ урама выляма кайсан хампара уçса йĕрĕх пĕрнине пĕр кашăк нимĕр, хурса пачĕ, çакăнпа çырлах, йĕрĕх, ыттине ан кур терĕ. Вара малтанах хатĕрлесе хунă шĕвĕр вĕçлĕ шăчă илсе кĕчĕ те мăйăр хутаççине курăнман айккинчен так! тĕкрĕ. Хутаç ун-кун сулланкаласа илчĕ те шăпланса тăчĕ... Ăçтан та пулин шăтма мар, йĕр те пулмарĕ ăна. Тепре тĕкрĕ — каллех çапла. Виççĕмĕш хут тĕксен шăчи вĕçĕ хуçăлса ӳкрĕ, хутаççине нимĕн те пулмарĕ. Паллах, ăна амăшĕ çăлкăш пиртен çĕленĕ, ĕмĕре пымалли япала вăл.
Пӳртрен çĕçĕ илсе тухрĕ те Ульти пукан çинчен çӳпçе çине, çӳпçе çинчен ӳпĕнтерсе хунă кăвас чĕресĕ тăррине, унтан хампар кашти çине хăпарчĕ. Вара аллине тăсрĕ те — çитмест алли! Мăйăрне ашшĕ ачисем илме пултарассине асра тытса çакнă-мĕн хампар тӳпине — шăп икĕ каштан варри тĕлне, каштасем çинчен алă çитмелле мар çĕре çакнă.
Ашшĕ чееленнĕ пулсан Ультин те чееленмелле! Вăл анса стена çумĕнчи авăрсăр çавана илсе хăпарчĕ те ун вĕçĕпе чашт! тутарчĕ. Мăйăр çĕр урайне шапăр! юхса анчĕ. Пĕр чашăк шакки чул урайне сапса янă пек сирпĕнчĕ. Вара те хутаç шăтăкне мăйăр капланса ларчĕ, сасартăк юхма чарăнчĕ.
Пĕр саппун мăйăр пуçтарчĕ те хĕрача пахчари мунча çенĕкне кайса пытарчĕ. Мунчине тепĕр эрнесĕр те хутас çук-ха. Йăмăкĕ киле таврăнсан вĕсем мăйăрне урамри çынсем умĕнчĕ çимĕ хăварас тесе кăшт çеç тутанса пăхнăччĕ, шаклаттарма тытăнчĕç те чарăнаймасăр йăлт çисе ячĕç. Хайхискер, ирĕксĕрех тепре кайса «антармалла» пулчĕ. Шăччипе тĕкрĕ çеç Ульти — мăйăр шапăртатса анчĕ, пуçтарса кăна ĕлкĕр. Тăкăнчĕ-тăкăнчĕ те, пĕр енĕ пушанма пуçласан, йывăр енĕ кашт! туртса антарчĕ, хутаç çĕре лаплатса ӳкрĕ...
Çакăн хыççăн чылай вăхăт хушши Ультипе ун йăмăкĕ мăйăр катса çӳрерĕç. Çынсене те вĕсем ывçи-ывçипех паратчĕç. Тархасшăн.
— Ха, Ульти пĕртте хытă мар, — тени хĕрачана темле мухтанинчен те хаклă пек туйăннă.
Хăй мĕнле çын иккенне, чăвашла мĕнле калаçнине çынсен питĕнче «вулать» Ваçук. Э, ку сăмаха шухăшламасăр персе ятăм, тăхтамаллаччĕ кăштах: куна пĕлнĕ çĕртех йăнăш каласа хутăм, шел, çаплах чăвашла вĕренсе çитеймест тейĕ: ку çын мана темшĕн шеллет-çке — хăйне тăрантаймĕ тет-ши? — Иванкка тете паян никама та курмасть, ачисем выçă пуль ĕнтĕ тет т. ыт. те. Çунать Ваçук, хĕрхенет, савăнать, хурланать, ӳкĕнет, тарăхать. Хăй тутă çӳренĕшĕн вăтанать. Ультипе ларнă чухне çеç чунĕ канать ун. Нимĕн те хĕсмест, пусса тăмасть. Хăй вырăсĕпе чăвашне те, уксаххине те манса каять вăл. Этем иккенне çеç астăвать. Кирек мĕн каласан та вырăнлине курать. Чĕнмесĕр ларсан та лайăх вĕсене. Килĕшет ăна Ульти. Хĕрача та ун еннелле туртăнать ав.
Пĕлтĕр вĕсен хушшинче çакăн пек калаçу пулса иртнĕччĕ.
УЛЬТИ. Тĕрĕс ят панă сана ялта. Эс чăнах та сăпай.
ВАÇУК. Эп сăпайран каламаççĕ ăна. Ман хушамат вăл. Сбоев сăмаха калама йывăр чăвашсене. Çавăнпа Сăпай туса янă. Сăпай Ваçук теççĕ. Уксах текенсем те пур.
УЛЬТИ. Юратса калаççĕ ăна, ухмах.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...