Таркăн :: Киремете пуç çапни
Эппин, ĕçсе лартаççĕ вĕсем паян Миккипе иккĕшĕ. Чун каниччен пехлеççĕ.
Тĕрĕссипе каласан, укçи хăйĕн пĕр çынна ĕçмелĕх кăна. Икĕ çынна пуç патне пымалăх. Виçĕ çынна çăвар ăшне йĕпетмелĕх. Персе супассисем е кӳпсе тултарассисем пирки сăмах та пулма пултараймасть. Укçи пулсан та ун патне çити ĕçмест халь вăл. Ухмах пуçпа тем персе ярасси пур. Е такама тытса вĕтĕн.
Анчах хальхинче те ни ĕçеймерĕ, ни сыпаймарĕ Янтул. Хывăх вĕçтерсе пуш çăвара вылятни çеç пулчĕ. Лавкка умĕнче вăл Михапара курчĕ.
— Атя-ха, калаçмалли пур, — уй хапхинелле пуçне сĕлтрĕ лешĕ.
«Виççĕн пултăмăр иккен-ха ĕнтĕ, тăваттăмăш çын тупăнĕ-ши пĕрех хут?» — çĕтĕлсе шухăшласа пычĕ Янтул пур-çук укçине тарлă ывăçĕнче чăмăртаса тытса.
Вĕсем уличчаран тухрĕç, сылтăмалла пăрăнчĕç.
— Мана эсĕ ăçта ертсе каян? — терĕ Янтул Сематти варĕнче чарăнса. — Уссăр супăльтетсе çӳреме ман вăхăт çук.
Михапар Янтул хăлхи патне пĕшкĕнчĕ.
— Ырăсене чӳкленине курнă-и эс? — ыйтрĕ вăл пăшăлтатса.
— Мĕне?! — терĕ Янтул кăшкăрса. Ăна Михапар ун еккине пăхмасăр кунта чĕнсе тухни те, вăл никам çук çĕртех пăшăлтатса калаçни те тарăхтарса ячĕç.
— Ну, эппин, мĕне... — Михапар йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. —Киремете...
— Мĕн — киремете?
— Чӳкленине курнă-и?
— Вара мĕн, курман пулсан? — терĕ Янтул çаплах çĕтĕлсе.
Михапар кулса ячĕ.
— Капла эпир тăршшĕпе пĕр-пĕринчен тĕпчесе тăрсан ним çинчен те калаçаймăпăр. Ан çиллен-ха эс, Ильмук. Сан патне эп канашласа пăхма килтĕм. Темиçе ялпа пĕрлешсе çынсем киремете чӳклеме тухасшăн. Çаплах çăмăр çумасть ав.
— Кана эс ма мана калан? Чӳклеччĕр ара.
— Вĕсем сана та чĕнесшĕн.
Янтул хĕпĕртесе йăл-л çуталса илчĕ.
— Хальччен чĕнместчĕç-çке? Ялан вăрттăн-карттăн хатланаççĕ. Мана курсан калаçма чарăнаççĕ...
— Пуп çăккăрне çиян-çке эс, мĕнле хăрамăн? Халь ăнланнă вĕсем сана. Эпĕ те нумай ĕнентертĕм.
— Мĕнле «пуп çăккăрĕ» пултăр? Халăх çăккăре вăл.
— Ну, паллах ара. Пуп панче ĕçлен-çке-ха çапах. Ун сăмахне итлен...
— Эс илместĕн те мана тарçа...
— Э, çапла çав. Эпĕр пĕринчен-пĕри пуян вĕт... Ял çыннисем санран ютшăнмаççĕ текех. Хăйсемпе пĕрле киремете чӳклеме чĕнесшĕн ав.
Янтулăн кирек хăçан та енчен енне. Халĕ çеç вăл тарăхупа кевĕлсе тăратчĕ, пĕр сăмах ун кăмăлне улăштарчĕ.
Хăй хĕпĕртенине пытарасшăнччĕ вăл — пытараймарĕ.
— Аван, аван, — терĕ çиçме чарăнаймасăр. — Ака-сухаран пушаннă халь.
— Асту, кирлĕ мар çынсене ан шăт эс...
— Камăн мĕн ĕç пур пирĕн çумра? Чӳклемелле те чӳклемелле.
— Чӳклĕн. Пĕлсен кантурсем тăрăх сĕтĕрсе тинкене кăларĕç. Штрав тӳлеттерĕç, киремет вырăнне тустарса пĕтерĕç. Салакайăк мана кăшт çеç выçă вĕлермерĕ.
— Хăйне хупса лартасчĕ ăна. Ытла кӳслемккеленсе карĕ.
— Э, калама манас мар. Лайăх кăна кӳсек хатĕрлесе хур эс.
— Мĕн тума?
— Сых ятне ара. Чӳк тунă çĕрте кирлĕ пулма пултарать. Кантуртисем пырса хуплĕç те...
— Э, вĕсене валли эп чи çирĕп чукмар тупса хурап.
— Тата кăштах... укçа çук пуль çав сан?
— Эрех илме-и?
— Ĕçес шухăш мар-ха ку чухне. Выльăх туянма килĕрен укçа пуçтараççĕ. Кам мĕн чул парать — çавăн чул.
Чӳк тунă çĕрте выльăх пусаççĕ тенине илтнĕ-ха Янтул. Вăл хăй те сисмерĕ — ывăç тупанĕ çинчи укçине юлташне тыттарчĕ.
— Акă.
Михапар пĕр вăхăтрах савăнчĕ те, вăтанчĕ те.
— Калап çав мĕн тесе... Хамăр çын эс, Ильмук. Эп ĕçлесе парса пулăшăп ĕнтĕ чӳк тунă çĕрте.
Унăн, пысăк кил-йыш пуçĕн, укçи çук-мĕн мĕскĕнĕн.
— Ма эсĕ çех ĕçлемелле? Пĕрле ĕçлĕпĕр. Чӳкне ăçта тăваççĕ тен-ха эс?
Михапар кăшт шухăшласа тăчĕ те — каламарĕ.
— Вырăнне тупăпăр-ха ăна. Тепĕр ик кунтан эсир пирĕн пата пырăр.
— «Эсир»?!
— Микки те çӳрет чăвашсемпе пĕрле.
Михăпарсен ялне вĕсем тĕттĕм пуласпа пырса кĕчĕç. Çеньял çыннисем килти кулленхи ĕç-пуçа тирпейлесе пĕтернĕччĕ пулас ĕнтĕ, хальччен каçхи апат та çикеленĕ пуль, хапха умĕсемпе картишсенче ыйхăллă çын сассисем илтенкелетчĕç, çулу çапни курăнатчĕ.
Урамра Янтулсене Михапарсен кĕçĕн хĕр ачисем асăрхарĕç. Килне чупса кĕчĕç те, хăнасене хирĕç вĕсен ашшĕ тухрĕ.
— Пĕр саманта картишне е лаçа кĕрсе ларăр-ши е...? — терĕ вăл, çӳллĕ те ырхан çын, икĕ лутра этĕм умĕнче хăйĕн чухăнлăхĕшĕн ырăмарланса, васкаса ӳксе. — Эп халĕх... — Янтулпа Микки çăвар уçма та ĕлкĕрейменччĕ, Михапар каялла килне чăмрĕ те самаях кĕттерчĕ. Урама юлнисем ура çинче тăрсах чĕлĕм туртрĕç, унтан çывăхри пир каски çине ларчĕç кăна — Михапар курăнчĕ. Вăл урам тăрăх шăппăн утса кайнăран Янтулпа Микки те иккĕленсе ун хыççăн сулăнчĕç, çын кăмăлсăррине сисни вĕсен чĕлхине те çыхрĕ.
Уйра тин Михапар йӳççĕн кулнă пекки турĕ.
— Карчăкпа урлă-пирлĕ калаçса илтĕмĕр. Мĕнле арçын вăл — чӳк тунă çĕртен апат юлашкине киле чĕреспе йăтакан? Тата чĕресĕ хăть çын ĕретлĕ пулин, — аллинчи шыв чĕресне тăсса кăтартрĕ Михапар, — ку тем пышшĕ. Исе кай та исе кай. Тен, ачасем валли пĕрре чĕре сури тумалăх парса ярĕç тет...
— Ма? Хĕрарăм тĕрĕс калать, — пӳлчĕ ăна Микки. — Апачĕ те юлма пултарать. Ун çумне пирĕн Ильмукпа иксĕмĕрĕн тӳпене хушăпăр. Эпир тутă çынсем.
— Вăрманта апат анать вăл.
— Ун пекех ашкăнма эпир ачасем мар-ха. Пуп килĕнче çиме хырăм хытăрах выçтăр. Хăть çав енчен сиен тăвас ăна.
Маттур этем Микки тесе шухăшларĕ Янтул. Михапар кил-йышĕ çурма выçă пурăннине лайăх пĕлет вăл. Тĕп апат-çимĕçĕ вĕсен (вĕсен çеç те мар, çур ял ытлин) яшка. Ирхине яшка, каçалапа яшка, тепĕр кун та, тепĕр уйăхран та — яшка, яшка... Юрать-ха çулла пахча çимĕç ярса çăратма пулать. Янтул чиксе пынă çăкăр татăкĕсене Михапарăн кĕçĕн хĕрĕсем канхвет çинĕ пек çиеççĕ.
Тулта каç пулнăччĕ ĕнтĕ. Уй çулĕпе васкамасăр утнăçем Янтул Хветле каланисене аса илсе пычĕ. Киремет пирки усал калаçма мар, шухăшлама та юрамасть иккен: тытма пултарать. Пĕр ӳсĕр çын паттăрланса киремет йывăçĕ патне пырса шăнă тет те çур çултан шăнкăрт çеç вилсе выртнă...
Янтул хăраса йĕри-тавра пăхкалать. Куçа курăнакан тăшманпа мĕн тумаллине пĕлет вăл. Вăй çитет-и, çитмест-и, хирĕç сикет. Тепĕр чух аяла пулса юласси те часах. Çапах чунне кантарать. Киремечĕ мĕнле япала-ши? Кур-ха эс, мĕнле... куштан вăл тесшĕн те — шарламасть. Усалăн ури улттă тенĕ, унпа çыхланиччен упапа çыхланас тет Янтул. Шухăшлама та кирлĕ мар киремет çинчен... Анчах хăй çаплах вăрахчен хăпса пĕтеймест-ха унран.
Вĕсем вăрмана çитсе кĕреççĕ. Микки малта утса пырать. Çулсăр-мĕнсĕрех вăл анаталла анчĕ, вар тăрăх кайрĕ, тăвалла хăпарчĕ. Темле лупашка урлă каçрĕç вĕсем, уçланка тухрĕç. Тĕттĕмре айлăмра, вут çути йăлтлатса илчĕ. Тӳре-шарасемпе пупсем киремет картисене çине-çинех ватса е вараласа çӳренĕрен ял çыннисем кĕçĕрлĕхе кунта хурала килнĕ-мĕн, темиçен хирĕç тухса Михапарпа ун юлташĕсене палларĕç те пĕрле вут патне таврăнчĕç. Вĕри кĕл ăшне çĕрулми хунă пулнă та, ăна уçлан уйранпа çирĕç. Ирччен Янтул пĕр тĕкме сыппи çумне хутланса выртса кăштах çывăрса илме те ĕлкĕрчĕ. Тĕкми ирхине киремет карти сыппи пулчĕ.
Çынсем тăрса çăвăнса килчĕç те чӳк апатне пĕçерме вутă янтăласа хучĕç. Халăх çинчи ĕç пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Калаçаççĕ çынсем, шӳт тăваççĕ. Анчах кашнинчех хуллен, киремет карти еннелле шикленсе пăхса.
Хĕвел тухнă çеç-ха, вăрманта пăчă. Пĕр курăк çулçи, пĕр турат хускалмасть. Кайăк-кĕшĕк сасси те çук. Çутçанталăк та Янтула киреметрен хăраса лăпланнă пек туйăнать. Мĕнле хăрамăн-ха, чăвашăн кашни утăмне киремет мĕлки хупласа тăрать иккен те. Таврари пур инкек-синкек çавăнтан килнине ачи-пăчи таранччен пĕлеççĕ. Халиччен ăна чӳклесе парнесем парса кунăçтарса тăман пулсан, тен, тĕнчере пĕтĕмпех ӳпне-питне çаврăнса кайĕччĕ теççĕ ват çынсем.
Михапарпа Микки уçланкă хĕрринче чĕлĕм туртса лараççĕ. Янтул ватă хурăн айĕнче анаталла пăхса тăрать. Çакă-и-ха вăл, киремет таврашĕ, тет тĕлĕнсе. Хăйне шанса кунта илсе килнишĕн савăннă вăл. Киремете чӳкленине пуçласа курать Янтул, çавăнпа пурне те астуса юласшăн, ăнланасшăн. Анчах хăшĕ вăл, киремечĕ, мĕнле япала вăл, пуринне те сехре хăпартса тăраканскер, пĕлмест Янтул. Чикме хулинчи йĕкĕт, Михайлов Спиридон, вĕреннĕ çын ĕнтĕ, Янтул пекех, чăвашсенчен татăлса пурăнать, вăл та киреметпе хĕртсуртсене каçа хирĕç асăнасшăн мар. Янтул каярахпа асăрхарĕ те, арçынсем шăрăх çанталăкрах çĕлĕксемпе килсе, киремет картинчи кĕлĕре çĕлĕкĕсене сулахай хул хушшине хĕстерсе, пуçĕсене пĕксе тăчĕç. Тайма пуçа хĕç витмен тенĕ-çке. Сых ятне Янтул та Çере темиçе пĕрчĕ табак тăкать. Усал-тĕселе ман тĕлтен сир, киремет, çырлах тет.
Карти ку такана евĕрлĕ айлăмра, уçланкăра. Йĕри-тавра тĕкмепе тытса çавăрнă. Ик-виç юпа тăрринче — лаша пуç шăммисем. Картин тăршшĕ çур ана пĕвĕ пек пуль, урлăшĕ — ун чĕрĕкĕ. Виçĕ енче — алăксем. Çуммипе çăл шывĕ шăнкăртатса юхса выртать. Картин пĕр пуçĕнче (хĕвеланăç енчи пуçĕнче!) виçĕ стеналлă витнĕ хуралтă. Вăл чӳк тунă чух апатланмалли вырăн-мĕн.
Тен, çавăнта киремет вăрттăнлăхĕ? Çывăхри алăкран кĕме тăнă Янтула Михапар каялла карт туртрĕ.
Хыпса илнĕ Янтул ун аллинчен вĕçерĕнчĕ.
— Эс мĕн, ухмаха ертĕн-и?
— Юрамасть унта кĕме! — терĕ Михапар. — Вилессӳ килет-им сан?
Янтулăн чунĕ сӳ! турĕ. Вăл çынсем патне чакса тăчĕ.
— Ма — вилмелле тет?
— Эс ват çынсенчен ăйт. Унтан («картан хĕвелтухăç пуçĕнчи алăкĕнчен», — терĕ Янтул хăй ăшĕнче) чӳк тунă чух пусмалли выльăх-чĕрлĕхе çеç çавăтса кĕреççĕ.
Тепĕр ик алăкĕн те пĕлтерĕшĕсем пур-мĕн. Çурçĕр енчи — шыв ăсса кĕмелли. Хĕвеланăç пуçĕнчи — çынсем çӳремелли терĕç. Карти варринче — хуçăк тăрăллă йывăç курăнать. Ун тураттисем çине киремете кӳнĕ парнесене çакса пĕтернĕ: пир таткисем, çĕн çăпата... Йывăçран инçе те мар — вăрăм сĕтел. Унтах вут вырăнĕ, ӳпĕнтерсе хунă пысăк хурансем...
Çынсем пуçтарăнма тытăннă. Пурте çĕнĕ е çунă кĕпе-йĕмпе. Аллисенче е хул хушшинче чашăк-тирĕк. Янтул кунта та пулин çынсенчен уйрăм, иçмасса. Çийĕ-пуçĕ те ун ĕçе çӳремеллиех, çĕлĕк те илсе килмен вăл. Пĕлмен кунта мĕн кирлине.
Халăх хушшинче Янтул хăй пек тепĕр çынна асăрхарĕ. Пĕр çамрăка. Çирĕмсенчен çеç иртнĕ пулас-ха вăл, Янтул шучĕпе — ача кăна, анчах темшĕн чирлĕ сăнлă. Пичĕ путса кĕнĕ, тути хуралса ларнă. Çӳллĕ хăй, хытанка, çырă çӳçлĕ, кăшт палăрса тăракан пит шăммиллĕ. Янтул пекех, хула тумĕпе килти тума хутăш тăхăннă вăл. Йăлтăрти хура шăлаварпа, çăпатапа, кивĕ улача кĕпепе. Унăн çĕлĕк те, чӳк апатне çимелли чашăк та çук. Вĕсем куçĕсене çутатса пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Çамрăк хăй тавра тĕркĕшекен çынсем хушшинчен тухса Янтул патнелле иртрĕ те, ӳкнĕ пек, çĕре ларчĕ...
— Эс кам, ырă çыннăм? — Кăна Янтулран йĕкĕт мар, таçтан пырса тăнă старик ыйтрĕ. Ытла та çемçен, ăша кĕрсе ыйтнипе тĕлĕннĕ Янтул ун еннелле тинкерчĕ. Кун пек шăлса, кăвакарчăнла кăвăлтатса никам та калаçманччĕ-ха унпа ку таврашра, ку, путех, ырра мар. Эппин, асăрханса тыткала хăвна. Куçĕсем те мĕнле пĕчĕккĕ те хаяр ку çыннăн, пăсара куçĕсем пек. Ытти çынсем кам мĕнле пĕлнĕ — çавăн пек тăхăнса килнĕ, хурални час ан палăртăрччĕ тенĕ, ку — сухалĕ, куç харшийĕ таранчченех — чăлт шурă.
— Ма чĕнместĕн? — кăвăлтатрĕ шурсухал тепĕр хут.
— Эп мĕн темеллине пĕлмерĕм-ха...
— Юрĕ, ним те ан кала, унсăрах пĕлетĕп эп сан ятна. Кам панче пурăннине те пĕлеп. (Кăна вăл айăпа хурса каларĕ пулас.) Пурне те пĕлеп! — тесе хучĕ шурсухал юлашкинчен.
Янтул хăлхине тăратрĕ. Мĕн-мĕн пĕлет-ши ку сĕмсĕр? Неушлĕ пурне те чухлать? Вăл пуçне çĕклерĕ.
— Эп нимĕн те ăнланмарăм-ха, мучи.
— Сан ăнланма кирлĕ мар, сан итлемелле çеç. Эс хурала каян. Ăçта тăмаллине калĕç сана.
Вăл пăрансан пăхать Янтул — ни чирлĕ йĕкĕт, ни ун юлташĕсем çук.
Вăл Михапара шыраса тупрĕ.
— Ку шурă тум кам пулчĕ?
— Килĕшрĕ-и сана? Эсир калаçса тăнине куртăм эп.
— Килĕшесси-качки, хурала кайма хушрĕ.
— Илтрĕм-ха эп. Киремет картине аякран астуса тăмалла теççĕ. Тӳре-шара килсе хупласран унта, пĕр-пĕр усал çын ĕçе чăрмантарасран. Старикки вăл Тĕмеркке ятлă, киремет пăхакан теççĕ ăна.
— Эс кӳсек хатĕрлеме хушнăччĕ мар-и? Ĕç ун патне те çиткелет-и?
— Ара ĕнтĕ... Эпир вăрманта-çке. Эс ăçта тăрас тен?
— Ав çавăнта, — хăйсем килнĕ еннелле кăтартрĕ Янтул.
— Юрĕ, кайса тăр эппин. Эп пырса çитерĕп сана.
— Чылаях шала кĕмелле-ши?
— Ну, ĕнтĕ ара, ху пĕл. Киремет карти унтан ан курăнтăр çеç. Унсăр кирлĕ мар çыннине çавăрса яма кая пулĕ.
— Тата тепĕр сăмах, Михапар. Пĕр чирлĕ йекĕт пурччĕ кунта...
— Э, Ухтиван вăл. Шуркас ачи. Йăлтах аптраса çитнĕ. «Хитре ят — Ухтиван» тесе шухăшласа Янтул вăрман ăшнелле утрĕ-утрĕ те карта куçран çухалсан кĕлетки-çурăмне лăшт ячĕ, çĕре тăсăлса выртрĕ, йăл кулчĕ. Лайăх вăрманта! Вара тăрса ларса пуçĕ тавра «чупса çаврăнчĕ». Мĕн савăнтарчĕ ăна çĕре выртса йăванмалăхах? Пĕри — ирĕке тухни-ха. Палламан çынсем хушшинче вăл, хăйне кам та пулин хыçалтан пырса чап тытса сăнчăрласа лартасса кĕтнĕ пек, кĕлетки-çурăмне хытарса çӳретчĕ. Халĕ хăйпе хăй хуçа. Пĕлĕтпе çĕр те вăрман, тата Янтул... унăн çăмрăк арăмĕ ялта. Ун шанчăклă тусĕсем юнашар. Михапарпа Микки. Таврари йывăçсем те Янтула чĕмсĕр туссем пек туйăнаççĕ. Нихçан та сутмаççĕ вĕсем çынна. Çав вăхăтрах ăна тăшманран хӳтĕлеççĕ, шăрăхра сулхăн параççĕ, сивĕре ăшăтаççĕ.
Мĕнле йывăçсем-ха ун çывăхĕнче? Чăваш юратакан çăка ĕнтĕ. Хурăн. Юман саркаланса ларать. Пилеш пур. Лутра кăпчанкă тĕми. Туя чăнах кирлĕ пулĕ-ши? Туя çеç те мар-ха, кӳсек. Вăйлă арçын тăп-тăр кăнтăр кунĕнче вăрманта, алла пăшал тытнă пек, чукмар тытса ларас-и? Такам кулса вилĕ.
Э, тата мĕн савăнтарчĕ-ха ăна? Хальччен курман киремете чӳкленине курать вăл...
Таçта чăштăрт, чăштăрт тунипе Янтул ура çине сиксе тăчĕ. Пĕр старик шур лашана çавăтнă та çулсăр-мĕнсĕрех киремет карти еннелле танккать. Унччен те пулмин, шур вăкăр çавăтнă этем курăнса карĕ. Хулă йăтнă хĕрарăм хыçалтан ланкăштатса пырать. Кусем курăнми пулнăччĕ кăна, шурă сурăх хурса çыхнă урапаллă этем тухрĕ...
Чӳк тунă чух пусмалли выльăхсем ĕнтĕ. Халăх пуçтарăнса пĕтрĕ пулас, вăрман пушанса юлчĕ. Кĕтӳ иртсе кайнă пек, кив çулçăсем çинче çеç урлă та пирлĕ йĕр выртать.
Ан куртăр тесе Янтула юри ăсатмарĕç-ши аяккалла? Чăнах, кунта килнин мĕн усси капла?
Тепĕр тесен ма курма çук тет? Çывăхарах пырас та хуллен пăхса тăрас.
Йывăçсем хушшипе каялла утрĕ вăл, киремет карти çывăхĕнче пĕр ватă çăка тĕлне пытанчĕ. Кунтан та нумай курма çук-мĕн, çӳллĕ хӳме хупласа тăрать. Çăл патне çынсем тухнă...
Вĕсем кĕрсе алăкне тайма ĕлкĕрчĕç-и, çук-и, Янтул хӳме çумĕнчи хурлăхан тĕмĕсем хушшине чăмрĕ, карта хушакĕ çумне тĕршĕнчĕ. Киремет хурами тавра Тĕмеркке старик тем кăштăртатса çӳрет. Виçĕ пуç выльăха картана илсе кĕнĕ те, пилĕк-ултă çын вĕсене пусма хатĕрлеççĕ пулас, тăрăххăн шыв ярса тем тĕрĕслеççĕ. Шыв яраççĕ те каялла чакса пăхса тăраççĕ. Выльăх чĕтренсе шывне сирпĕтмесен ăна пĕр еннелле çавăтса каяççĕ. Тăр-тăрр! чĕтренсе шывне сирпĕтсен çынсем хавассăн шавласа выльăхне тепĕр еннелле тăратаççĕ.
«Ку мĕне пĕлтерет-ши? — шухăшларĕ Янтул. — Тата ма виççĕшĕ те шурă тĕслĕ?» — Вăл çамрăк шурă ута шеллерĕ. Тем ырă мара сисет пулас ĕç выльахĕ, макăрнă пек, кĕçене-кĕçене ярать, мĕскĕн, тапăртатать, туртăнать, çапах вĕçерĕнсе тармасть, айван. Ăна çыхса пăрахма тытăнсан Янтул сиксе тăчĕ те хăлхисене хупласа вăрманалла кĕрсе карĕ. Чупрĕ-чупрĕ те çĕре персе анчĕ. Пăшăрханнипе (тата ӳкессе те çемçе çĕре ӳкнĕ) ним ыратнине пĕлмере вăл, питне çех хăрăк турат чĕрсе илнĕ; çĕкленчĕ. Чӳк тунине, ытах, улĕмрен те курма пулĕ, халь ăна хурал тăма хушнă. Ывăçĕпе хупласа чĕлĕм туртрĕ Янтул, вăрман тăрăх уткаласа çӳрерĕ. Нӳрлĕх çуккипе йывăç çулçисем сайралса юлнă та, витĕрех курăнса ларать вăрман, çын килнине те таçтанах илтме пулать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...