Таркăн :: Киремете пуç çапни
Хветле уçă кăмăллă, савăк. Çынсемпе хутшăнма юратать. Тĕрĕссипе, çынсем ăна, унпа пĕрле Миккие те, хаваслансах хăйсем патне йыхăраççĕ. Юрлама ăста Хветле. Сасси уçă ун. Уявра-мĕнте вăл хăйĕн юрри-сăввипе пĕтĕм халăха хускатать. Кулли мĕнле тата! Хветле кулнине курсан вилнĕ çын кулса ярĕ теççĕ шурчасем. Каçса кайса, ик аллипе пĕççисене шарт та шарт! çапса шăрса ярас пек кулать вăл. Кулса халтан кайнисем ăна чарăнма ыйтсан Хветле аллине çех сулать. Пултараймастап, чĕре çакки сулланса карĕ те ĕнтĕ, ним тусан та чарăнаймастăп тет. Сăмахне вăл кулнă май аран-аран калать. Хăй çаплах кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр, кăлтăр-кăлтăр-кăлтăр кулать. Ăна пула ыттисем те йăвалана-йăвалана кулаççĕ.
Янтул выртма кайма хатĕрленсе пуп лашисене хапха умне çавăтса тухнăччĕ кăна, ун çумне, пăван пек, Савтепи пырса çапăнчĕ.
— Леш çынни мĕн ятлăччĕ, Ильмук пичче тархасшăн кала-ха часрах?..
— Хăш çынни тата?
— Ара, варманти, чӳк тунă çĕре пыни? Микки пичче ыйтман ун ятне.
— Унта такам та пынă та ...
— Ну, эппин, çамрăкки, Ивуксем тытма тăни...
— Э, леш чирлĕ йĕкĕт-и? Мĕнлеччĕ-ха? Ухтиван тереç вĕт ăна. Тытмах тăраймарĕç вĕсем, çитеймерĕç унта.
Ку тĕлте Савтепи ыйтса тĕпчемеллеччĕ пек ĕнтĕ: мĕншĕн çитеймен кантуртисем чӳк тунă çĕре? Кам тытса чарнă вĕсене çул çинче? Кам вăл маттурĕ? Ун вырăнне хĕр сулахай кăкăрне аллипе хупласа хапха умĕнчи каска çине вăйсăррăн ларчĕ.
— Сисрĕ çав ăш-чик. Çунса тухать паян кунĕпе.
Çакăнпа калаçу пĕтрĕ пуль тесе Янтул виç лашаран варринчи çине утланнăччĕ, Савтепи сиксе тăрса ун уринчен пырса уртăнчĕ.
— Тархасшăн исе кил Ухтивана кунта! Вилет вăл вăрманта пĕччен.
— Ма — пĕччен? Ун юлташĕсем пур унта, килне кайса леçĕç.
— Тĕтĕмĕ сӳннĕ вĕсен. Тăванĕсем те çук. Ашшĕне Ивуксем çапса пăрахрĕç. Хăй чирлĕ ав... Е мана вăрмана ертсе кай, э? Эп кĕрсе апат хатĕрлем те...
Янтул лаши çинчен анса чĕлпĕр вĕçне хапха хăлăпĕнчен çыхрĕ те, вĕсем Савтепипе лаçа кĕчĕç. Янтул хăй хыççăн лаç алăкне хупса лартрĕ.
— Ну, мĕн тăвăпăр, этсемĕр? Пирĕн хăна, — вăл урай варринче тăракан Савтепи çине вĕлт пăхса илчĕ, — чирлĕ йĕкĕте кунта исе килме... йăлăнать.
— Хĕр тĕрĕс калать, — терĕ алăк патĕнче ларакан Микки. — Чирлĕ çын вăрманта пурăнаймасть.
— Кунта ăна ăçта усрăпăр? Мĕн çитерĕпĕр?
— Ман пӳрт мĕн валли? — кăмака умĕнчен сас пачĕ Хветле. — Пуш-пушах-çке вăл. Халех эпир ăна Енчĕпекпе кайса тирпейлесе килетпĕр. Çыннисене ман тăвансем тейĕпĕр. Ухтиванне нумайăшĕ паллаççĕ те, халь чирлĕ вăл, тухса çӳреймĕ. Апат-çимĕçрен те аптрамăпăр, тен.
— Паллах, — терĕ Микки. — Пулăшăпăр мĕнле те пулин. Эпир нумаййăн-çке.
— Вĕсем те виççĕн тан... Виçĕ хырăм.
— Çавă лайăх та. Пирĕн йыш хутшăнать. Тĕксĕмленнĕ кил картинче Янтула Енчĕпек пырса тытрĕ, ăна çурăмĕнчен ыталанă пекки турĕ. Янтул утма чарăнчĕ.
— Эсĕ тата мĕн каласшăн?
— Сана курас килчĕ, — терĕ Ĕнчĕпек.
Янтул каялла çаврăнса арăмне хăй çумне туртса илчĕ.
— Атя, кала ĕнтĕ, ан пытар. Сисетĕп, темĕн пур сан ăшăнта.
— Кунта çынсем илтмĕç-ши? Тен, уя тухар?
— Çавăн пекех вăрттăн-и? Çывăхра никам та çук-çке.
— Выртма Микки каймасть-и? Пĕччен хăратăп эп...
— Килте-и? Эс паттăр пулаканччĕ-çке, чĕппĕм?
— Атя-ха эппин урама...
Вĕсем хапха умне тухса тăчĕç. Енчĕпек йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ.
— Калама та хăрамалла. Эс тытса вĕтĕн тата ăна. Мана пула кантур айĕнчи тĕттĕм шăтăка çакланăн.
— Нимĕн те ăнланмастăп. Киле юлма та хăран эс, калама та хăран. Тен, эппин, кун пирки ыран калаçса ларăпăр? Халь ман вăхăт çук.
Мĕн кирлĕ арçынна пурнăçра? Кил тĕлĕшĕнчен шанчăклă пултăр ун. Арăмĕ пĕр ăна çеç савтăр. Хăй вăл юратсан та пултарать мăшăрне, юратмасан та темех мар. Чи пахи — арçын туйăмне вăхăтра пусарма пулăштăр вăл, хĕрарăм тенĕскер. Пурнăçĕ ӳпне-питне çаврăнса кая пуçласан çеç этем арăмĕ çинчен аса илет, унпа чунне уçса калаçасчĕ тесе ăна шырама тытăнать те тепĕр чухне тупаймасть те вара.
— Эс ĕненместĕн пулмалла мана, Ильмук.
— Ма, ĕненетĕп. Тӳррипе кала эс. Пат татса...
— Каяр кунтан пăрахса. Килĕшмест мана кунта.
— Эп хам та пĕр кун тăмăттăм та вĕт, валтан вырăн тупса хурас пулать. Унсăр май çук. Мĕн-мĕн килĕшмест-ха сана?
— Пачăшки канăç памасть. Пĕрмай пăхать, пăхать вара, хыпса çăтса ярĕччĕ çавăнта.
— Ара, хитре те эс, мĕнле пăхмăн? Эпĕ те сана çавăнпа качча илтĕм.
— Сан тăрăхлассипе. Мана вăл йăлăхтарса çитерчĕ. Ман çирен куçне илмест. Вăл халĕ те таçтан пирĕн еннелле пăхса тăрать пулмалла-ха.
Çав самантра чăн та пӳрт чӳречи çиллессĕн шалтлатса хупăнни илтĕнчĕ.
Янтулпа Енчĕпек лашисене çавăтса уй хапхинелле шăппăн утрĕç.
Çĕрле Янтул Шурчана Ухтиванпа ун тусĕсене ертсе пырса вырнаçтарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...