Таркăн :: Киремете пуç çапни
...Янтул хăйне пĕр пысăк юман кутĕнче сывламасăр итлесе тăнине асăрхарĕ. Киремет картинчен инçе килчĕ-ши вăл? «Тен», терĕ те Янтул (тен, çак йывăç тăрне çеç хăпарса пăхса ларас?) шухăшĕ вĕçне те тухма ĕлкĕреймерĕ, юман çумне патак тăратса ун тăррине хăпарса карĕ. Шел, кунтан чӳк тунине мар, киремет картине те пулин курма çук. Çĕре анма тытăннă Янтул хăлхине çынсем калаçни пырса кĕчĕ. Сассем еннелле пăхрĕ те вăл — сехри хăпса тухрĕ. Виççĕн çывхарса килеççĕ-мĕн. Малта — темле хăйпак этем. Ун хыçĕнче Ивукпа полици салтакĕ. Неушлĕ кантур йыттисем ăна тытма килеççĕ? Вĕсене ертсе килекенĕ — çвитетлĕ-ши? Тытмалла пулсан ма ялта тытмĕччĕç? Мĕн тесен те, ку ханттарсем чӳк тунă çĕре кайма тухнă...
Вĕсем çывхарса çитеспе Янтул патаккине пăшал пек тăратса турат çинчен тӳп сиксе анчĕ те, хăйпак этем кутăн кайса ларчĕ. Ивукпа полицейски тарма пикенчĕç.
— Эй, эсир, ан кайăр! — кăшкăрчĕ Янтул хыçалтан. Паттăрсем чарăнчĕç, хăраса каялла çаврăнса пăхрĕç, васкамасăр Янтул патне çывхарчĕç.
— Эс мĕн ухмахланнă, Ильмук? Çынсене хăратса çӳрен. Темшĕн тата йывăç тăрне улăхса ларнă.
Сăнĕсенченех, хăйсене мĕнле тыткаланинченех, Янтула «Ильмук» тенинченех паллă: вĕсем ун патне килмен. Шухăшĕсем урăх çĕрте вĕсен. Эппин, сасартăках «йӳнелме» те кирлĕ мар-ха.
Кантурта хăй хăртаса çырнă ĕç хучĕсене тӳрлеттерме Микки патне çӳренине Янтул пĕле пуçланăранпа Ивук унпа яланах шăл йĕрсе те тăрăхласа калаçаканччĕ. Хăйне ытлашши тарăхтарман чухне Янтул та йышăнать вăл «вăййа» — алай туса ирттерсе ярать. Çилленсен çех унăн пĕрре-пĕрре Ивука хăй вараланчăкĕ çине сăмсипе тĕкес килет.
«Ун пек мар ăна, ак мĕнле çырмалла, йĕпе сăмса!»
Янтул пуçне пĕр чее шухăш пырса кĕчĕ.
— Пĕр кĕтӳ хир сысни тапăнчĕ те, ухмахланăн унта. — Шăйрăлнă питне Янтул тата ытларах тăрмаласа хĕретрĕ. — Йывăç тăрне хăпарса кайма ĕлкĕреймен пулсан хальччен манран нимĕн юлмастчĕ. Асавĕсем чике тăршшĕ, çурăмĕсем кусар пек, куçĕсене-пуçĕсене пăхма хăрушă. Чисти шуйттансем ĕнтĕ.
— Ан калаç, пирĕн вăрманта хир сысни пур-и? — йĕри-тавра чăл-чал пăхрĕ Ивук. Хăйпак этемпе полицейски те Янтул çывăхнерех куçса тăчĕç.
— Пулмасăр, — терĕ те Янтул итленĕ евĕрлĕ турĕ, — вăрман-çке. Таçти-таçти сĕмлĕх-ушахсемпе çыхăнса тăрать те вăл. Кашкăрĕ унта, упи, çĕлен-калти... Ав, итлĕр-ха! — Янтул йăпăр-япăр çеç юман тăрне хăпарса карĕ. — Пиртен инçе те мар вĕсем!
— Мĕнсем?— ыйтрĕ Ивук.
— Эп ăçтан пĕлем! — терĕ Янтул çӳлтен. — Те хир сыс-нисем, те ар çурри ашкăнать. Вырăнĕ çавнашкал кунта темĕн те кĕтме пулать...
Çав самантра вăрманта темле кайăк мяу! терĕ те, Янтулăн хăйĕн те çӳçĕ чăшăлл! хускалчĕ. Хăйпак этем йывăç вулли тăрăх çӳлелле тапаçланма тытăннăччĕ, Ивук ăна çĕре туртса антарчĕ те юман тăрне хăй хăпарса ларчĕ. Тепре хăпарма тăнă хăйпака полици салтакĕ тĕксе ӳкерчĕ. Полиципе Ивук пĕр турат çине вырнаçрĕç. Виççĕмĕш хут мекеçленме тăнă хăйпак юлашкинчен хăй персе анчĕ те çухăрса йывăç çумне пырса тĕршĕнчĕ. Вăл ирсĕр çын пулсан та (каламасăрах паллă, кантур йыттисене кунта çавă ертсе килнĕ), хĕрхенчĕ ăна Янтул, çĕрелле пĕшкĕнсе аллинчен тытрĕ те çӳле туртса хăпартрĕ. Лешĕ юман тăрринче те макăрма чарăнмарĕ-ха.
— Эпир, — терĕ вăл сĕлекипе куççульне ансăр пичĕ тăрăх сăтăркаласа, — таса тĕншĕн тăрăшатпăр, эсир мăшкăллатăр манран.
— Кам сана асапланса çӳреме хушать? — тарăхса кайрĕ Янтул. — Лар килӳнте, карчăкупа шăкăл-шăкăл калаç...
— Калаçăн унпа... Турчка илсен...
— Эсир ăçта кайма тухнă, Ивук хоспотин?
— Иван Ильич! — тӳрлетрĕ Ивук çирĕппĕн. — Пирĕн ĕç паллă вăл: кама та пулин тытмалла, йĕрлемелле, бунтă тума чармалла. — Ивук тепĕр турат çинче сĕнксе ларакан хăйпак еннелле çаврăнчĕ. —Ухтиванне эс ху куçупах куртăн-и?
— Ак халь сана корнă паках кортăм. Киремет варне пырчĕ. Тосĕсене ертнĕ.
— Нумайăнччĕ-и?
— Иккĕн-виççĕн... Шайкии, тен, урăх çĕрте поль.
— Аппен так пирĕн алăра вăл.
«Ку калпайсем1 паçăрхи йĕкĕте тытма килнĕ! — сехĕрленсе ӳкрĕ Янтул. — Вĕсене ахаль те унта пыртармалла мар. Мана шанса хурала тăратнă! Ярас мар вĕсене унта».
— Эсир шыракан çын ватă-и, çамрăк-и?
— Ну, çамрăк пултăр, вара мĕн?
— Çӳллĕ. Çырă çӳçлĕ. Хитре... Çапла-и?
— Хитрине курман, пĕлместĕп. Çынни çавă. Ăçта куртăн эс ăна?
— Йăлтăркка хура шăлаварпа?..
— Ну, паллах, мĕн те пулин тăхăннă ĕнтĕ, нимсĕрех мар пуль.
— Хура шăлаварпа...
— Çаплаччĕ-и, Ивакин?
Хăйпакăн хушамачĕ çапла-мĕн. Вăл пуçне кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ. Унăн пуçĕ те лапчăк иккен.
— Вăл таранчченех сăнаман эпир...
— «Эпир». Сурăх!
— Çав йĕкĕтпе тепĕр ик çамрăк ак ăçталла иртсе карĕç, — Киремет варĕ еннелле мар, урăх çĕрелле тĕллесе кăтартрĕ Янтул.
— Хăçан?
— Эсир киличчен нумай валтан та мар. Хытăрах утсан çитме те пултаратăр вĕсене.
— Мĕнле ялччĕ-ха ку енче, Ивакин? Хушаматна улăштарма тивет сан, илтетни? Ивукин тенĕ майлă илтĕнет.
— Ку енче Шуркас, И... хоспотин.
— Вот сана «И хоспотин». Урăх илтем мар эп Ивакин тенине.
— Ăнлантăм, ...хоспотин.
— Неушлĕ ку Ухтиван каллех хамăр яла килет? Ну, эп ăна... Çапах та валтан чӳк тунине çитсе курасчĕ пирĕн. Ман хырăм хурăн тăррине карĕ, хам юман тăрринче, — шӳт тума хăтланса пăхрĕ Ивук. — Çисе тухсан актне çырăпăр...
— Пултарсан кайса çи-ха эппин, — йĕкĕлтерĕ ăна тарăхнă хăйпак хуллен.
— Ăçта чӳк тăваççĕ. Камсем чӳклаççĕ? — пĕлмĕше печĕ Янтул.
— Асту, Ильмук пĕлмесĕр юлтăр, — терĕ Ивук. — Таврари пур ял халăхĕ Киремет варĕнче те. Шурча та пуш-пушах.
— Çавăнти çынсем пуль-çке, паçăр киле саланчĕç.
— Ан калаç? Эпир курмарăмăр-çке?
— Чăвашсем аслă çулпа çӳреме юратмаççĕ çав вĕсем
— Эсĕ, Ильмук, анса пĕлсе кил-ха аппен. Тен, аслисем кайса пĕтеймен.
— Хир сыснисем таткаласа тăкчăр-и мана?
— Аллунти кӳсек мĕн валли?
— Ман пуç пĕтсен айăпĕ санра пулать.
— Атя, юрĕ. Апатне эс ман валли çех илсе кил. Ку упăтисен хырăм выçман тет. Вĕсем ларччăрах кунта, курак пак. — Полицейскийĕ вырăс иккен те, вăл чăвашла пĕлмест, хăйпакăн хисепĕ çавнашкал-мĕн. Çавăнпа пĕр вăтанмасăрах калаçрĕ Ивук.
Янтул çĕре анчĕ те йăпшăнкаласа Киремет варĕ еннелле утрĕ. Виçĕ катемпи курăнми пулсан темрен сехĕрленсе ӳкнĕ пек туса каялла сирпĕнсе тухрĕ. Вара юман айне пырса «кураксене» шăппăн ларма хушса хăварчĕ те урăх еннелле кĕрсе кайрĕ. Утсан-утсан тин кирлĕ еннелле пăрăнчĕ. Малта сасартăк сассем илтĕнчĕç. Пĕри мăкăр-мăкăр турĕ те, пĕрлешнĕ çĕр те пĕр сас ăна ахлатса ярса хупласа хучĕ. Вара каллех пĕччен сас мăкăртатрĕ; ăна пĕрлешнĕ сассем хупласа хучĕç. Темĕнле хăват туйăннипе Янтулăн çӳç тĕпĕ чăшăл-л! хускалчĕ. Халăх киремет картинче кĕлле тăнă иккен, шурă старик хыççăн кĕлĕ сăмахĕсене ушкăнпа каласа пырать.
— Сырлан киремечĕ... Тарăн варти кирелӳ!.. Уй пуçĕнчи ырăсем,— тархаслать Тĕмеркке старик.
— Сырлан киремечĕ! Тарăн варти кирелӳ! Уй пуçĕнчи ырăсем! — кĕрлесе каять юнавлă сасă. Апат шăршипе пуçтарăннă кайăк-кĕшĕк сывлăша пăрр! çĕкленет. — Тен, эпир... пĕлмесĕр калаçса... е усал шушласа... çиллентертĕмĕр сире, каçарăр...
Хăй мĕн çăмăлпа килнине аса илчĕ те Янтул ушкăн хыçĕнче тăракан Миккипе Михапара тула чĕнсе тухрĕ.
— Ухтиван ăçта?
— Мĕн пулчĕ? — терĕç лешсем.
— Кантуртисем ăна тытма килеççĕ! Халех хăтармалла! Çак самантрах!
— Чирлĕ вăл. Пĕçертсе пăрахнă ăна.
— Пур пĕр улах çĕрелле исе каймалла! Атъăр халех. Вĕсем йывăç сулхăнĕнче выртакан йĕкĕте хуллен тăратса вăрманалла çавăтса кĕрсе карĕç. Хăйпе пĕрле килнĕ икĕ çамрăк, хĕрпе каччă-ши е арăмĕпе упăшки-ши, ун патне хурала юлатпăр терĕç. Микки апат-çимĕç илсе килме пулчĕ.
Кĕлĕ вĕçленнĕ, халăх çаплах çиме ларайман-мĕн-ха, тем хатĕрĕ çитеймен пуль ĕнтĕ. Çынсем киремет карти йĕри-тавра кĕпĕрленсе тăнă, хăшĕ чĕлĕм туртать, хăшĕ сăмах ваклать. Сывлăшра пиçнĕ апат шăрши кĕрет. Янтул вăрманти мыскарасем çинчен каласа парсан çынсем каçса кайсах кулчĕç. Ĕненментереххисем кайса пăхма та ӳркенсе тăмарĕç. Темиçе йĕкĕт «кураксене» тум-тир пĕркенсе хăратма вăрманалла утрĕç. Ивукпа ун тусĕсене ни апат кайса çитермелле мар, ни хăйсене кунта чĕнсе килмелле мар терĕç ватăсем.
Анчах киремет хуралçи Тĕмеркке юмăç урăхла шухăшланă-мĕн. Унăн тӳре-шарапа урлă пуласси килмен. Янтул пек килен-каянпа апла та, капла та пырĕ, пуçлăхсемпе пăсăлас мар тенĕ вăл. Халăх саланса пĕтнĕ-пĕтмен калпайсене чĕнтерсе килтернĕ Тĕмеркке, вĕсене кам улталанине каласа панă, лăйăх кăна хăналаса янă...
Янтулпа Микки килелле утаççĕ. Çула май вĕсем «кураксене» те аякран пăхса иртрĕç. Лешсем тĕрĕссипе кураксем пек мар, упăтесем пек курăнса юлчĕç. Пĕри юманăн аялти туратти çинех анса ларнă та мăйне тăсса çĕрелле пăхать.
— Тупăнчĕ ĕнтĕ ял халăхне калаçмалли, — мăкăртатрĕ Микки кулкаласа. — Чи паллă çын пулса тăтăн халь эс.
Хăйне Янтул çав самантра чăнах та паттăр пек туйса пычĕ.
— Ма хамăр ял халăхне çеç?! Унта кӳршĕ ялсем те нумайăнччĕ.
— Мĕн тен?! — Микки куçран куçа тăрса калаçнă чухне илтсех пĕтереймесен те чиперех ăнланать. Çын сăнне курмасан, тулта — пушшех вара, темиçешер хут кăшкăрма тивет.
— Унта ытти ялсем те пурччĕ тетĕп!
— Çапла! Вулăсĕпе калаçаççĕ ĕнтĕ сан пирки.
Янтул хăраса ӳкрĕ. Ак сана паттăрлăх. Шăппăн пурăнас вырăнне пĕтĕм халăха хăй пирки калаçтарать-и вăл? Кантуртисене те кирлĕ мар çĕртен тарăхтармарĕ-ши Янтул?
Шухăшĕпе вăл Ивук çине çитрĕ.
— Çыру ĕçне япăх пĕлекенскер, тиеке мĕнле кĕме пултарнă вăл?
— Кам, Ивук-и? — ятне каламасăрах тавçăрса илчĕ кăшт маларах иртсе Янтул еннелле кăмăллăн пăхса пыракан Микки. — Вырăна кĕме ăна ашшĕ укçи пулăшнă.
— Вырăнта ларма халь эс пулăшан: хучĕсене турлете-тӳрлете паран!
— Уншăн вăл мана эреке ĕçтерет. Макăрать те ĕçтерет, мĕншĕн тесен хытă вăл.
— Тиеке эп сана лартăттăм, Микки!..
— Ма, иксĕмĕр те пушкармалла эпир вăл ĕсре. Анчах пире иксĕмĕре те ăçта лартма пултараççĕ, пĕлетĕн-и эс?
— Кантур айĕнчи путвала-и? — тет те Янтул, унăн чунĕ сӳ! туса илет. — Михапарсем ларса курнă унта, каларĕç...
Янтул-Ильмук пытанса пурăннине Ивукпа вĕшле полицейски мар, пуп та мар, чи малтан ӳсĕр Микки пĕлчĕ. Пĕр ăшă вырăс эрни кун, çуракине тухас умĕн, Янтул хуçа сĕтелли çинче шалти пӳртре сапаланса выртакан çыру хатĕрĕсене асăрхарĕ. Килĕнче никам та çукчĕ те Салакайăк чиркӳре, матăшки праçвир майри патĕнче кӳршĕре, Хветлепе Енчĕпек картишĕнче, — Янтул вăр-вар сĕтел хушшине кĕрсе ларса пăхрĕ. Шурă хута, хур тĕкĕпе кăранташа, чернил кĕленчине тунсăхланă аллипе тыта-тыта ачашларĕ, вĕсене хăй пĕлнĕ пек вырнаçтарса тухрĕ, пур-çук тусанне шăлса тасатрĕ. Пӳлĕхçĕм, хучĕ мĕнле яка, хур тĕкне мĕнле хитре шĕвĕртнĕ, çырас килмен çĕртен çырмалла. Манман-ши Янтул çырма? Çук иккен, манайман-ха. Алли çех кăштах хытнă.
Тухса кайма тăнă тарçă вырăн пуçĕнче пĕр кĕнеке курчĕ те тӳсеймесĕр ăна уçкаласа пăхрĕ. Сăвăласа çырнă юмахсем-мĕн.
Жил-был поп,
Толоконный лоб.
Пошел поп по базару
Посмотреть кой-какого товару, —
тенине вуласа илнĕ хыççăн Янтул кунта та пулин пуп çинчен тесе пăрахма та хатĕрччĕ, тата пăртак вуларĕ те хăй ăçтине те, хăй кам иккенне те — йăлтах манса кайрĕ. Кулчĕ вăл, хурланчĕ, хĕпĕртесе кĕнекипе сулкаларĕ...
Сасартăк çын сасси пырса кĕчĕ Янтул хăлхине. Макăл пăхрĕ те вăл — тӳперен çĕре персе анчĕ: ун умĕнче Микки тăра парать. Хăй ӳсĕр пулас, мĕскĕн, тайкаланать. Сăмахне, тен, пĕрремĕш хут çеç те мар калать-и.
— ...ларса вуламастăн, Ильмук? — аçа çапнă пек илтĕнсе кайрĕ ун сасси.
— Эп картинккисене куртăм, — терĕ те Янтул пӳртрен тухса сирпĕнчĕ. Пахчара тăна кĕчĕ вăл. Кĕнекине çаплах аллинчен вĕçертмен иккен хăй. Тепĕр хут уçкаласа пăхрĕ те ăна — пĕр ӳкерчĕк пулин хуть унта!
Кĕнекине хума пӳрте кĕнĕ Янтула Микки пĕр хут татки тыттарчĕ.
— Эсĕ ытлашши çырса ан çӳре, — терĕ. Хут листин пĕр хĕррине лешĕ икĕ сăмах çырса хунă-мăн: «Ятманов Янтул» тенĕ.
Тахçанччен хăраса пурăнчĕ таркăн. Хăй çинчен пупа каласа парассипе хăратса пурăннă пек туйăннăшăн Миккие курайми пулса çитрĕ. Калаçу-мĕн тапранас-тăвас пулсан чăваш йăлипе шат та патах тунасшăнччĕ вăл; курман, илтмен, пĕлместĕп. Микки каланă кун пӳрте кĕмен, хучĕ-кăранташĕсене курман; курсан та, тытман пулаттăм, мĕншĕн тесен хут пĕлмест. Микки йăлтах суять т. ыт. те. Анчах сăмах тухмарĕ. Микки сутмарĕ ăна. Сутма мар, ут кӳлмелли хатĕрсене уя хăварса çухатнăшăн Салакайăк Янтула тӳлеттерме тытăнсан ун айăпне Микки йăлтах хăй çине илчĕ. Вăл кун хирте эпĕ ĕçленĕччĕ, ут таврашне эп çухатрăм терĕ.
Микки суйнине пĕле тăркачах — вăл Янтул сăн-питĕнчен те паллăччĕ — пуп мăшт пулчĕ те тухса кайрĕ. Çухалнă япаласемшĕн кама та пулин тӳлеттересси пирки сăмах-юмах урăх пулмарĕ вара.
Упăшки пупăн тăван пиччĕшĕ иккенне, лешĕ ăна ача чух амантса хăварнине Янтулпа Енчĕпеке Хветле шăтнăччĕ. Ун çинчен тĕплĕнрех ыйтса пĕлес тесе Янтул калаçу хускатма тăрсан Микки çăвар та уçмарĕ.
Янтул вулама-çырма пĕлни пирки те текех тапратмарĕ вăл. Паян çеç ав кулкаласа «Вулăсри тиек ĕçне эпир санпа иксĕмĕр те пултармалла пуль» тенĕ майлă çавăрса хучĕ.
Ĕкки янă самантсенче Миккирен кăмăллă çын çук. Калаçать, кулать, култарать. Унтан чĕмсĕрленсе ларать те ик-виçшер кун никампа пуçласа сăмах хушмасть. Ăçта та пулин ĕçкĕ тупсан персе супать те, урăличчен кирле çĕре çитсе ӳкес тенĕ пек, часрах килне танкăлтатса таврăнать. Тытăнать вара пупа пăсăрлантарма. Йăлтах аса илет: Сашок япăх вĕреннине, вăл çынсене юратманнине, пуп çĕрле вăрана-вăрана апат çинине,.. пурне те, пурне те. Эс пуп мар, сысна кĕтӳçи; Салакайăк мар, çăхан тет. Çав вăхăтра Архангельскисем патĕнче пĕр-пĕр ют çын е ытти тарçисем пулсан вĕсене хуçасем васкаса кăларса яма тăрăшаççĕ. Миккие ӳсĕрĕлсе йăванса кайтăр тесе эрех сĕнеççĕ. Лешĕ ĕçмест, пулăштухне çеç илсе кĕсйине чикет. Картишнелле тухса шăвăнĕччĕ Салакайăк, Микки хыçалтан тухса пĕтĕм ял илтмелле кăшкăрасран хăрать.
Ун пек чухне килте никама итлемест Микки, Шурча пупĕн курпун тарçи. Никампа ăнкая килмест. Пĕр çын çех ăна тăна кĕртме пултарать. Вăл çын — унăн арăмĕ Хветле, шурчасемех. Вăрçмалли объект та ĕнтĕ Миккин ĕмĕр улшăнми — Шурча пупĕ Архангельский, вăлах Элексантăр атте, вăлах Салакаиак. Хайĕн хуçи. Кирек мĕнле ятлаçнă самант ан пултăр, арăмне курсан кăна мар, вăл сывăхра пуррине пĕлнипех Микки лăп пулать те, арăмне хăйне кӳрентернĕ пек, йăвашшăн кулкаласа унран каçару ыйтать. Ăна «килне», картишĕнчи хура пӳрте, ертсе каять.
Хветлен хăйĕн те Шурчара пӳрт пур, çырма леш енчи урамра Миккипе иккĕш пĕрлешнĕренпе пуш-пушах вăл. Пĕри ялти ватта юлнă пĕччен хĕр пулнă, çитменне хăрах куçне ача чухне юста лексе шур илтернĕскер, тепри асат хуçнă мĕскĕн; пĕри чăваш, тепри вырăс — малтанах ял хушшинче вĕсенчен тăрăхласа кулакансем те тупăнкаланă. Пурăна киле шăл йĕренсем шăлĕсене çыртнă. Халĕ ялта чылайăшĕ вĕсем çине ăмсанса пăхать.
Мĕн енчен пит сулмаклă Хветле сăмахĕ Микки умĕнче, мĕнпе пăхăнтарать вăл упăшкине, ăна ни Марфа Ефимовна, ни пуп пĕлмеççĕ. Вăрçса итлеттермест Хветле Миккие, мĕншĕн тесен вăрçма пĕлмест. Пачах пĕлмест. Вĕсем пĕрне-пĕри юратма пултарасси пирки çеç пуппа ун майри тĕлĕкре те тĕлленмеççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...