Шурă акăш çулĕ :: Камай хирĕ
1
Ватă Эпеç эрне ытла ĕнтĕ вырăнпах выртать. Çитмĕл урлă çичĕ çул каяллах каçнăскер вăл, темскер, юлашки вăхăтра час-часах чирле пуçларĕ. Пĕтĕмĕшпе илсен пит нимех те ыратмасть пек унăн, анчах утма-хускалма май çукки пĕтерет. Ура çине тăрса темиçе утăм тума хăтлансанах чĕркуççинче яш кăна чикет те Эпеç ыратнипе ăçта тăнă çавăнтах лаш ларать. Ку эрнере вара вăл вăй вуçех пĕтнине туйрĕ. Çавăнпа арăмне каçпа ачисене пухма хушрĕ.
Чĕкеç пирвай Асанкассине, хĕрĕпе кĕрӳшĕ патне кайрĕ. Сарине нумай шухăшласа тăмарĕ, пулăшмалла пулĕ тесе амăшĕпе Эпеç ялне анчĕ. Асан вара хуняшшĕне пулă шӳрпи вăй кĕртĕ тесе пирвай Кĕтнене пулла анчĕ.
Кăнтăрлапа ашшĕ килне Кутьукпа Ешлек пычĕç. Пăртакран пĕр витре пулă йăтнă Асан та çитрĕ, хĕрарăмсене тасатма витрипех парса мал енне утрĕ, хуняшшĕ выртакан путмар çумне пырса ларчĕ. Сывлăх пирки ыйткаласан тата ватта лăплантаркаласан вăл сасартăк тĕлĕнмелле хыпар пĕлтерчĕ:
— Атте, анне, Сарине, пултăрсем, итлĕр-ха. Паян эпĕ пулă тытма Кĕтнене Хум юхса кĕнĕ тĕле антăм. Нумай иртрĕ-и вăхăт, сахал-и — пăхатăп, Хум шывĕпе турпас татăккисем юхса анаççĕ. Пуртăпа та наструкпа чутласа-якатса тунисем. Мĕн шутлатăр, ку мĕне пĕлтерекен япала?
Пурте ашшĕ еннелле пăхрĕç. Кун пек чухне чи ăслă сăмаха ваттин каламалла. Эпеçĕн вара кĕрӳшĕ пĕлтернине илтсен чун хавалĕ кăштах çĕкленнĕн туйăнчĕ.
— Ку вăл, ачамсем, пирĕн тăрăхра татах такамсем пурăннине пĕлтерет, — хавхаланса каларĕ вăл. — Шутланă эпĕ кунта халăх килмеллех тесе. Ара, вырăнĕ ытла та чаплă, чăваша пурăнма мĕн кирли пĕтĕмпех çителĕклĕ.
Эпеç чавсаланса кăштах çĕкленчĕ, арăмĕ пырса хул калаккисен айне тепĕр минтер хурсан çурма выртса-ларса малалла каларĕ:
— Ачамсем, пушă вăхăт тупăнсанах сирĕн Хум тăрăх хăпарса унта камсем куçса килнине пĕлмелле.
— Эпĕ вăл çынсем чăвашсемех пулĕ тетĕп, — шухăшне пĕлтерчĕ Асан. — Турпасĕсем чăваш каскаланине асаилтереççĕ.
— Ку аван. Çапах ку чухне чăвашсем те тĕрлĕрен пулма пултараççĕ. Вырăнтан вырăна куçакансем вĕсем хăйне евĕр çынсем. Хăшĕ ырра шырать, хăшĕ такам умĕнче айăпа кĕнĕ те тавăрасран тарса пытанать. Çамрăк чухне хам та тĕнче касса нумай çӳренĕ, такама та курнă. Çавăнпа пирвай эсир çапах та вĕсене хăвăра палăртмасăр сăнакалăр. Кайран мĕн тумаллине хăвăрах чухласа илĕр. Ырă çынсемех килнĕ тĕк питĕ аван пулĕччĕ. Кӳршĕсем усал шухăшлă тăк вара...
Эпеç каласа пĕтереймерĕ, йывăррăн ӳсĕрме тытăнчĕ. Чĕкеç пурне те упăшки патĕнчен хӳтерсе ячĕ.
...Ашшĕ хушнине кĕрӳшĕ те, ывăлĕсем те тӳрех пурнăçлаймарĕç. Тепĕр тăватă кунтан вĕсен ăна пытарма тиврĕ. Ун пек чухне пуçра такамсене шыраса çӳрес шухăш мар. Самантрах сӳнсе кукăрăлнă çуртана асаилтерекен амăшне те лăплантармалла, вил тăприне йĕркене кĕртмелле, Киремете чӳк тумалла. Вăхăт çитсен пĕрле пухăнса вилнĕ çынна асăнмалла. Çапла сисмесĕрех кун хыççăн кун, эрне хыççăн эрне иртрĕ те иртрĕ, утă çулса кĕртес вăхăт та çитрĕ.... Шăпах утăçи хăтарчĕ те Асанпа пултăрĕсене Хум тăрăх çул çӳресе вăхăт ирттересрен.
Çанталăк уяр тăратчĕ те, утта вырсарни кунччен типĕтсе капана лартас терĕç. Çав шутпа ытларикун ирпе Чĕкеç ывăлĕсемпе кĕрӳшĕ тата унăн ывăлĕ вунтăваттăри Няка Хум хĕрринчи улăха анчĕç. Курăк кăçал вăйлă ӳснĕ, вăштăр çил ăна хумăн-хумăн чӳхентерет те анлă Атăл хĕррине тухнăнах туйăнать. Хумĕсем кăна кунта кăвак мар, сип-симĕс. Таврара вара пĕтĕм çутçанталăк ырлăхпа рехетленсе савăнать. Çӳл тӳпере куçа курăнман тăри юрлать, курăк ăшĕнче путене пĕтпĕлтĕклетет, шăрчăк çатăртатать, Хум енчен тата вĕсемпе ăмăртакан шапасем шарлаттарса юрлани илтĕнет. Çутçанталăк илемĕпе киленнĕ май тăвансем пирвай Хум леш енчи халиччен пулман хуралтăсене асăрхамарĕç те. Асăрхасан вара тĕлĕннипе тăп! чарăнса тăчĕç. Тамаша-а! Çуркунне çеç унта нимĕн те çукчĕ, халĕ вара самай капмар пӳрт, ун тавра тĕрлĕ хуралтă тинтерех шуратнă-çурнă пĕрене-хăмапа çуталса лараççĕ.
— Атте, ку мĕне пĕлтерет? — ыйтрĕ Няка.
— Мĕне пĕлтерни паллă-ха. Пирĕншĕн ырра-и ку е хурлăха — çавă паллă мар, — хуравларĕ Асан. — Ну, юрĕ, кайрăмăр. Патне çитсен курăпăр.
Улăха ансан вĕсем пурте пирвай пĕр тĕмеске çине ларчĕç, хăйсемпе илсе килнĕ апат пайĕпе чӳк турĕç. Асан тĕмеске тӳпине хупах сарчĕ, ун çине типĕтнĕ аш, пашалу татăкĕсем, симĕс сухан кăларса хучĕ. Унтан хĕвел тухăçнелле пăхса çĕре тав турĕ:
— Эй, Аслă Турă, пилле! Утта чипер çулса чипер пуçтарса кĕме пар. Курăк пирĕн пĕтĕм выльăха хĕл каçмалăх пухутлă пултăр.
Çĕр Турри, Çĕр Пӳлĕхçи, Çĕр Турă амăшĕ, Çĕр Турă çулĕ, Çĕр Пихампарĕ, Çĕр хĕрлĕ çырĕ, Çĕр ашшĕ, Çĕр амăшĕ, Çĕр йышĕ, Çĕр Сулу, Çĕр — шыв кĕтен, Çĕр ними, Çĕр кăвапи, Çĕр укçи, Çĕр мăйăрĕ, Çĕр курăкĕ. Çырлахăр!
Вара пурте ĕçе пикенчĕç. Асан вăй питти-ха, Кутьукпа Ешлек те тахçанах вăя кĕнĕ арçынсем. Няка вара вĕсенчен юласшăн мар. Вшик! те вшик! тутарать кашни çава, кăшăл тӳнет умри кăвапа таран курăк унпа кашни сулмассерен. Вăхăтран вăхăт арçынсем çависене лапаткапа çупкăçласа янраттарса илеççĕ. Çава вшиклетни, курăк чăшăлтатни, хурçă юрлани, арçынсем кăшт-кашт сăмахпа перкелешсе илни пĕр шава — утă çи шавне пĕрлешет те кашнин ĕçлес кăмăлне хушса вăйлатать. Хыçра шакла кастарнă улăх якалса пырать, ун çине харăсах тăватă хулăн паккус выртса юлать. Таврана сарăлакан тин çулнă курăк шăрши сиплĕхĕпе чуна уçса хăпартлантарать. Унпа пĕрлех сăмсана кĕпене витĕр çапнă тар шăрши те кĕрет. Унсăр епле-ха ку шăрăхра...
Çапла хĕвел пуç тӳпи тĕлне хăпаричченех ĕçлерĕç, вара хӳшĕ пекки хăпартса сулхăн вырăн турĕç те апата ларчĕç. Типĕтнĕ какайпа пашалăва лĕп уйранпа сыпа-сыпа тăраниччен çисе лартсан тăваттăшĕ те сулхăна тăсăлса выртрĕç.
— Ачасем, асăрхарăр-и, леш çурт çывăхĕнче кун каçа пĕр çын курăнмарĕ, — терĕ Асан. — Кайса пăхар мар-и унта, мĕн шутлатăр?
Хул-çурăма выртса кантарса илсен тем пекехчĕ те çав, асли каланине итлемеллех. Тата çĕнĕ кӳршĕ пирки пурин те пĕлес килет. Кам вăл, ăçтисем, кил-йышĕ мĕнлерех?
Арçынсем чи çамрăккине Някана канма хăварчĕç те хăйсем Хум хĕррине анчĕç, çара уранскерсем ăшăхрах вырăн тупса шăлаварĕсене чĕркуççинчен çӳлерехе çити тавăрчĕç те шыв урлă каçса çĕнĕ пӳрт патне утрĕç. Çитесси çĕр хăлаçсем юлсан картишĕнче йытă вĕрсе ячĕ. Вăл унта та кунта çӳресе хамлатнине шута илсен ăна сăнчăртан вĕçертсе хăварнă пулас. Сассине кура анчăкĕ пысăках мар пек туйаннăран виçĕ арçын пурпĕр çурт патнех пычĕç. Ун таврашĕнче кун каçа мĕншĕн никам та курăнманни тин паллă пулчĕ. Çуртĕнче хальлĕхе никам та пурăнмасть иккен, унăн чӳрĕчисене те ни кантăк лартман, ни вăкăр хăмпипе хупламан. Çапах, йыттине килĕнче хăварнă япала, хуçи килмеллех. Хăй вăл ахăртне питĕ ĕçлĕскер, çуртне туса пĕтермен пулсан та таврашне типтерлеме ĕлкĕрнĕ. Турпаса пĕр çĕре шăлса пуçтарнă, усă курман хăма татăккисене купаласа хунă. Пӳрчĕ самай пысăк, хуралтисем те тĕреклĕ. Вăхăтлăха килнĕскер мар ку хуçа. Çапах хальлĕхе çук çынпа тĕл пулса калаçаймăн, тата ĕç те кĕтмест, çавăнпа арçынсен каялла улăха хăпармалла пулчĕ.
Хум хĕррине куçса килнĕ çын утă çулакансем патне тепĕр икĕ кунтан хăй пычĕ. Çав кун шăпах ĕнтĕ Асанпа пултăрĕсем çулнă утта чиперех типĕтсе капана хывсан хĕл каçмалăх пухутлах тесе шутларĕç те çулма пăрахса каçпа хĕвел аничченех киле кайма пуçтарăнчĕç.
— Атте, кур-ха, пирĕн пата пĕр юланутçă килет! — терĕ çак самантра Няка аллипе Хум енне кăтартса.
Пурте унталла çаврăнса пăхрĕç. Вĕсем патне, чăнах та, лутра та тĕреклĕ лаша утланнă арçын çывхарать. Акă вăл лашине чарчĕ те çаплипех çаран çине ячĕ. Çынни ку çирĕмсенчи çамрăк-мĕн. Лутра та кĕрнеклĕскер, кăкăрĕпе хулпуççи çинчи серленке мăкăрĕсем кĕпе айĕн те аванах палăраççĕ. Çумĕнче хăйĕн ятаган таврашĕ мар, лашине çапкалама саламат та çук. Сарлака пичĕ лăпкă, кăвак куçĕ, лапчăкрах кĕске сăмси çынни ку хаяр маррине, анчах хăракан йышши пулманнине палăртаççĕ.
Çамрăк çын пурне те сывлăх сунчĕ, хăйпе паллаштарчĕ. Ишек ятлă-мĕн вăл. Сăмах хыççăн сăмах, хайхи калаçу та явăнса кайрĕ. Вара Асанпа тăванĕсем, тин çеç-ха киле кайма хатĕрленнĕскерсем, ку çамрăкпа мĕн çĕрлеччен, кăвайт чĕртсех пуплешсе ларчĕç. Тĕрĕсрех Ишек хăйсен кил-йышĕ ку тăрăха епле лекни çинчен каласа пачĕ, ыттисем вара ăна çăвар карсах итлерĕç.
2
Хусан ханлăхне туса хуни Капан турхана тӳрех килĕшмерĕ. Ун шучĕпе, Ылтăн Урта вăйсăрланнипе усă курса Пăлхар патшалăхнех чĕртсе ямаллаччĕ. Чăн та, Хусанта халĕ пăлхарсем мар, тутарсемпе кăпчаксем хуçа пулнине турхан, паллах, ăнланнă. Анчах ханлăх вăл тĕл хуларан кăна тăмасть. Енчен Чăваш тăрăхĕн пуçĕ Юсуф эмирпа ытти тăрăхсен пуçĕсем çине тăрас тăк, тутарсем çаплах ашкăнайман пулĕччĕç. Ханлăхра вара хăватлă тăрăхсем пиллĕк таран. Туен тăрăхĕнче, урăхла каласан, Атăлăн сылтăм енче ытларах чăвашсем — 300 ытла кил, туçи çармăссем, пăртак ирçесем пурăнаççĕ. Атăлăн сулахай енче, Галица тата Алат тарăхĕсенче, ытларах çармăссемпе чăвашсем. Ара тăрăхĕнче те ытларах çармăссем, утмăртсем, чăвашсем. Шур Атăлăн анат енчи кукăрĕнчен пуçласа Атăла çитичченхи çĕр çинче чăваш тата нухай тăрăхĕсем вырнаçнă, анчах вĕсенче те чăваш-пăлхарсем ытларах пурăнăççĕ, вĕсĕн хушшинче тутарсемпе пушкăртсем палăрмаççĕ те темелле. Анчах тăрăхсен пуçĕсем, темшĕн-çке, ханлăха Пăлхар сĕмĕ кĕртессишĕн вуçех те çине тăмарĕç. Мĕн пуласси пулчĕ вара, Хусан ханлăхне пуçласа ячĕç, ханне те пил пачĕç. Пурăна киле тутарсем пур тăрăхсенче те тымар ячĕç. Йышлах маррине пăхмасăр вĕсем, хăюллă та чăрсăрскерсем, часах пур çĕрте те пуç пулса тăчĕç. Пĕр чăваш тăрăхĕ çеç халăх асĕнче юлнă Пулат хан витĕмĕпе халĕ те сумлă Юсуф эмира пула хăйĕн уйрăмлăхне пĕтермерĕ. Çавна май Хусан ханĕ кунта та пулин чăваш-пăлхарсене хăйсем пĕлнĕ пек пурăнма ирĕк парасса кĕтнĕччĕ Капан турхан. Пирвай вăл кĕтни тӳрре тухнăн та туйăнчĕ. Анчах темиçе çултан Хусан ханĕ чăваш тăрăхне те хĕсе пуçларĕ. Ватăлса çитнĕ Юсуф эмир ăна хирĕçлесе нимех те тăваймарĕ. Кĕçех вăл вилсе выртрĕ. Пĕлекенсем каланă тăрăх, хăй вилĕмĕпе мар. Чăваш эмирĕн тарçисем хуçине ирпе кĕтсе илеймен тет те çывăрмалли пӳлĕмне кĕрсе пăхнă тет. Юсуф вырăн çинче месерле выртнă тет. Унăн чĕри тĕлĕнче кукăр вĕçлĕ кинжал кăнтарса тăнă пулать...
Темшĕн-çке Хусан ханĕн çыннисем Юсуф эмира кам вĕлернине тĕпчесе аппаланмарĕç, хăвăрт кăна ун вырăнне тутар эмирне лартрĕç те çавăнпа çырлахрĕç. Кĕçех Хусан ханĕ улшăнчĕ, ватăлнă Улăк-Мăхаммат хăй вырăнне патшалăх пуçне ывăлне Махмута лартрĕ. Ку вара ашшĕнчен чылай хаяртарах çын. Хайхи чăваш тăрăхĕнче пурăнакансене те тем тĕрлĕ ясак тӳлеттерме тытăнчĕ: çĕршĕн, кăмакашăн, кил-çуртшăн, пĕтĕм ялшăн, илекен тупăшшăн, чикĕ урлă каçса çӳренĕшĕн. Унсăр пуçне тата ханăн унта та кунта вĕçĕмсĕр çӳрекен элчисемпе тӳре-шарине лаша тупса памалла, тăрантармалла...
Паллах, Капан турхан хăй пĕрех выçăпа аптраман, кĕлмĕçе тухман. Çинех вăл тем ĕçе те пĕлнĕ. Тумтир, атă-пушмак, ут таврашĕ, сĕтел-пукан — çаксене вăл пĕтĕмпех хăйĕн кил-йышĕпе тунă. Тата Капан сунар ĕçĕпе те пурăнма пултарнă, шутсăр юратнă çак ĕçе. Анчах турхан вăл ялта пĕрре. Нумай ал ĕçне пултаракансем те сайра. Ытти чăвашсем епле нушаланнине курса тăмашкăн вара Капан тӳсме пултарайман, çакăншăн вăл хăй айăплă пек туйнă. Халăхшăн нимĕн тăвайман пирки турхан чĕрипе те чунĕпе пăвăнса пурăннă. Вара пĕррехинче тӳсеймен, аслă ывăлĕпе Юманпа чăвашсем татах пурăнакан çурçĕр-хĕвел анăç енне кайса çĕнĕ вырăн шырама шут тытнă. Халăхра çӳрекен сăмах тăрăх, унта пурнăç кунтинчен чылай уйрăлса тăрать-мĕн. Вăл енчи чăвашсем хăйсен тĕнĕпе, хăйсен йăли-йĕркипе пурăнаççĕ иккен. Хусана вĕсем пăхăнсах каймаççĕ. Хырçă-марçă та унти чăвашсен аптратмалла нумай мар. Пуçĕ вара вĕсен те мухтавлă Пулат хан ывăлĕ, Пулат-Керим ятлăскер. «Апла тăк ун хӳттинче пурăнмашкăн шанчăклăрах мар-ши?» — тăтăшах шухăшлама тытăннă турхан. Вара пĕр çулхи çу пуçламăшĕнче Капан аслă ывăлĕпе Юманпа çула хатĕрленнĕ. Палланă тимĕрçĕсене ятарласа сунар хатĕрĕсем — упа тытмалли пĕр пăт ытла таякан темиçе капкăн, ахаль капкăнсем, хурама авăр ларттарса икĕ юплĕ сенĕксем — тутарнă.
Калас пулать, Капан хăй çав тери тĕреклĕ çын пулнă иккен. Çӳллĕскер, кервенскер, Ишеке ĕненсен, вăл кашни аллине икшер çын тытса вĕсене çĕр çине ним мар хĕреслесе хума пултарнă. Ывăлĕсем, чăн та, ашшĕ пекех çӳллĕ ӳсмен, анчах, кăклă тымарлă юман пек, самай тĕреклĕ те вăйлă çитĕннĕ. Вăя ниçта хурайманран пулĕ ĕнтĕ вĕсем пурте çав тери сунара çӳреме юратнă.
Çапла вара ашшĕпе аслă ывăлĕ икĕ лаша кӳлнĕ те урапасем çине пăчкă-пуртă, капкăнсем, сенĕксем, çавăн пекех пĕр пичке сăра, апат пĕçерме хуран, шăрттан, пĕр пĕтре тинкĕле хурса çула тухнă, пирвай Атăл, унтан Сĕве урлă каçса анăçалла кайнă. Капан пысăк юханшыв хĕрринче пурăнас пулман. Ма тесессĕн пысăк кимĕсемпех çӳреме май пур шыв тăрăхенче халăх нумай хĕвĕшет, çавна май ун пек çĕре час-часах ырă мар çынсем, тӳре-шара та пырса тухма пултараççĕ... Çапла ашшĕпе ывăлĕ тăватă кун та тăватă çĕр çӳренĕ, пиллĕкмĕш кунне сĕм вăрманта йĕри-тавра вак юханшывсем шарласа юхакан вырăна пырса тухнă. Çулĕ вĕсен çăмăл пулман. Пĕр тарăн çырма тĕлне пырса тухсан унăн пуçне хăпарсах çаврăнса иртме, тепĕр çĕрте тата юханшыв урлă кĕпер хывма та, час-часах чăтлăх касса çул уçма тивне. Çавăнпа, ывăнса çитнĕскерсем, вĕсем пĕр кун канса илме шут тытнă. Лайăхрах вырăн тупас тесе Капан ывăлне çӳллĕ йывăç çине хăпарса таврана пăхса çаврăнмашкăн хушнă. Юманшăн йывăç çине хăпарасси мĕн вăл — хайхискер чи çӳллĕ юмана суйласа илет те йăпăр-япăр унăн чи çӳлти туратти çине улăхса ларать.
— Атте! Кунтан инçех те мар, тухăç енче, тĕлĕнмелле айлăм курăнать! — илтет часах Капан ывăлĕн сассине. — Атя çавăнта каяр.
Ахаль те лайăх вырăн шырама тухнă япала, ма каяс мар. Кĕçех çав айлăма çитсе тухаççĕ хайхисем. Ун варрипе авкаланчăк шыв юхса иртет. Ытла пысăк та мар, пĕчĕк те мар. Кирлех тĕк пĕчĕк кимĕпе çӳреме пулать, анчах пысăк йыш вырнаçмаллипе ишеймĕн. Шывĕнче пулă лăк тулли, тăрă шыв вĕсене пытараймасть те чĕмсĕр чĕрчунсем куç умĕнчех каллĕ-маллĕ ишсе çӳреççĕ.
— Ывăлăм, эппин чарăнар çакăнта. Паян кăштах канар та ыран пĕтĕм таврана тишкерсе çаврăнăпăр, — хушать Капан Юмана.
Вĕсем лашисене тăварса курăк çине янă. Капан кĕсйинчен пĕчĕк хутаçра ялан илсе çӳрекен çулупа вут чулĕ тата ăвă кăларнă та кăвайт тивертнĕ. Юман пуртă илсе вĕрлĕк-шерте касса хатĕрленĕ. Ара сĕм вăрманта тем курас пур, çĕр каçма выртиччен хăйсем вырнаçнă вырăна кашкăр каçайми карта тытса çавăрмалла. Унтан икĕ арçын килтен илсе тухнă юлашки апата çикеленĕ.
— Ну, ывăлăм, пирĕн апат пĕтрĕ. Эппин сунара каймалла, — тенĕ Капан ывăлне. Вара вĕсем лашисене картана кĕртсе тăратнă та хăйсем пуртăпа сенĕк илсе вăрман ăшне уттарнă. Инçе те кайман хайхискерсем, пĕр пĕчĕкçĕ юханшыв хĕрринче упа йĕрри курнă. Пăртакран çăра курăк хушшинчен ура айĕнчен тенĕ пек куян сиксе тухнă, Капанпа Юмана чарăнса тăрсах кăсăкланса пăхкаланă. Эккей, ара кунти чĕрчунсем этеме курман та пулас, вĕсенчен шик те тумаççĕ. Хавхаланнă сунарçăсем куян тытмалли темиçе серепе туса вырнаçтараççĕ, кăшлама юратакан чĕрчуна илĕртме вĕсен варрине çамрăк ăвăс хуппи сӳсе пăрахаççĕ. Нумай та çӳремеççĕ, çĕр каçма тесе карта пăтне таврăнма çаврăнаççĕ. Ак ĕнтĕ, чылай серепене куянсем çакланма та ĕлкĕрнĕ. Питĕ селĕм пулнă вара ашшĕпе ывăлĕн каçхи апачĕ. Вут çинче вĕтнĕ вĕри какая çăлкуç шывĕпе сыпса çининчен тутлăраххи тĕнчере тата мĕн пултăр!
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...