Шурă акăш çулĕ :: Камай хирĕ
Тĕрĕслесе пăхма тесе сунарçăсем тепĕр кун сăсар тытмалли серепесем хатĕрлеççĕ. Чее чĕрчунсене илĕртме вĕсен варрине ĕнер тытнă куян татăкĕсене хураççĕ. Серепе лартма кайнă чухне Юман шыв хĕрринче каллех упа йĕрри курать. Эппин утаман шыв ĕçме ялан кунта анать. Ывăлĕ каланине илтсен ашшĕ ăна упа сукмакĕ çине капкăн лартма хушать. Тĕрĕслес тĕк тĕрĕслес ку вăрмана! Пĕр тесен, кунти вăрман тискер кайăкпа, кайăк-кĕшĕкпе тулли ахаль те паллă ĕнтĕ. Вара Капанпа Юман вăхăта сая ярас мар тесе каялла васканă. Пĕлекен çулпа вĕсем килне виçĕ кунранах таврăннă, кил-йышне хăйсем мĕн-мĕн курни, çĕнĕ çĕр паха тирлĕ чĕрчунсемпе, пăчăр, ăсан, карăк йышши кайăксемпе, мăйăрпа, хăмлапа, кăмпа-çырлапа çав тери пуянни çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Кил-йыш тек шухăшласа тăман, çĕнĕ çĕре куçса кайма шут тытнă.
Тепĕр кун Капан хушнипе унăн тăватă ывăлĕ тӳрех ултă лав кӳлнĕ. Кашни лав çине мул-пурлăх, чăх-чĕп, апат-çимĕç, сăра пички тиенĕ, урапасенчен тата вăкăр, икĕ ĕнепе пушмак пăру кăкарнă. Унсăр пуçне лавсем хыççăн икĕ теçетке сурăх хăваланă. Çапла темиçе кунран вĕсем çитес çĕре çитнех. Капан пирвай ывăлĕсене Юман улăхса таврана сăнанă юман патне илсе кайнă, йывăç тавра тăратса тухнă, ун кутĕнче кăвайт чĕртнĕ те пĕр чĕрес сăра ăсса кĕлĕ кала пуçланă:
— Сывă-и, вăрман хуçи! — тенĕ тĕреклĕ юмана пуç тайса. — Эс пулăшнипе эпир çак чĕресрен ялан сăра ĕçĕпĕр, сăра пичĕки пирĕн нихăçан пушă ан тăтăр. — Унтан кăпăклă сăрана пĕр алтăр ăсса виçĕ сыпкăм сыпнă та юлашкине юман айне тăкнă, кĕллине малалла тăснă: — Манăн ывăлăм та сан ятлă, вăл санăн вăрманна килчĕ, ăна пур енчен те ырлăх сун, ăна та мана юратнă пек юрат.
Кĕлĕ вĕçлесен Капан пашалупа шăрттан татăкĕсем илнĕ, вĕсене юман айне тĕпретсе тăкнă. Ăна кура ыттисем те çаплах тунă. Ун хыççăн пурте сăра ĕçнĕ, апат çинĕ. Унтан черетпе сăрнайпа шăпăр каланă, черетпе ташланă, юлашкинчен пурте чĕркуçленсе юмана пуççапнă. Чӳк ĕçки ирттерсен кил-йыш çак юман çумĕнчех çĕр каçнă.
Тепĕр ир вĕсем унччен Капанпа Юман тупса палăртнă вырăна çитнĕ, тӳрех ĕçе пикеннĕ. Юман унччен лартса хăварнă серепесене пăхса çаврăннă. Тĕлĕнмелле, пĕр серепи те пушă пулман! Вăл куянсемпе сăсарсене пухса таврăннă тĕле унăн шăллĕсемпе ашшĕ вăрман касса пĕрене хатĕрлеме пуçланă та ĕнтĕ. Пурте туслă ĕçленĕрен ĕç кал-кал пынă. Каçпа Юман упа капкăнĕ çинчен аса илнĕ те сых енне сенĕк илсе ăна пăхма кайнă. Вырăна çитнĕ те хайхискер шалт тĕлĕннĕ: ара упа мар, капкăнĕ те çук иккен! Чăн та, курăк çинче ăна айккинелле сĕтĕрнине палăртакан йĕр юлнă. Юман çав йĕре йĕрлесе кайнă, вара кĕçех упа-утамана курнă. Ун патне пыма хăрушă пулман ĕнтĕ, ма тесессĕн упа икĕ йывăç хушшипе иртме хăтланнă та капкăнĕпе вĕсенчен çакланнă ларнă. Шухăшласа тăрсан-тăрсан Юман тискер кайăк патне çывхарнă та ăна сенĕкпе хырăмран пĕррех тăрăнтарнă. Упа çавăнтах вилсе выртнă.
Çав кунранпа Капанпа ывăлĕсем темиçе эрнелĕхе сунара çӳреме пăрахнă. Ара, куян-сăсаршăн вăхăт сутса çуремелли тапхăр мар халĕ вĕсен пурнăçĕнче. Тата вунпилĕк пăт упа ашĕпе çăвĕ пилĕк çынна нумайлăха çитме тивĕç. Вăй питти те тĕреклĕ, пур ĕç те ал çемми арçынсем çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçлесе часах аванах пурăнма май килекен хуçалăх туса лартнă. Мăрье кăларнă кăмакаллă аслă çурт ун çумне тĕксе лартнă пысăк кĕлет, выльăх вити, лупас, мунча — мĕн кирли пурте пулнă ĕнтĕ кунта.
— Ну, ывăлăм Юман, эсĕ халĕ кунта тĕплен, — тенĕ вара Капан аслă ывăлне. — Хам эпĕ ял турханĕ пулнă пирки халăха пăрахса каяймăп, анчах кăмăл тĕвакансене çак тăрăха куçса килме сĕнĕп. Çапла вара эсĕ кунта пĕччен пулмăн.
— Эпĕ юлма хирĕç мар, — килĕшнĕ Юман. — Анчах пĕччен арçын вăл пурнăç хуçи мар. Мана арăм кирлĕ.
— Чăн сăмахăн суйи çук, — хуравланă ăна ашшĕ, вара кăшт шухăшлакаласан хальлĕхе кунта вăталăх ывăлĕсене юлма, выльăха, хуçалăха пăхса пурăнма хушнă. Хăй вара Юмана тăван ялне илсе кайса хăвăрт кăна авлантарнă. Çакăн хыççăн çамрăк мăшăр тӳрех çĕнĕ хуçалăха куçнă, çĕнĕ пурнăçпа пурăнма пуçланă.
Кун иртет те çĕр иртет, çула çул ылмаштарать. Юманăн пурнăçĕ те, ĕçĕсем те ăнса пыраççĕ. Вăл ака-суха лаптăкне çулсерен сарать. Кил-йыш та хушăннăçемĕн хушăнать. Çинех Турă ăна ывăл хыççăн ывăл пиллĕк таран парнелет. Пурăннăçемĕн хайхи аслине, Камая, авлантарма та вăхăт çитет. Юман хĕр шырама хăйĕн тăван ялне каять, çĕр те пĕр тенкĕ калăм укçи парса ывăлĕ валли пулас кинне çураçать. Туйне çав тери хăвăрт та чаплă ирттереççĕ, хĕре хупса та тăмаççĕ васкаканскерсем, çамрăк упăшкапа арăмĕ туйранах ут утланса Юманăн çĕнĕ хуçалăхне вĕçтереççĕ. Каярах Юман çапла ытти ывăлĕсене те черетпе авлантарса пырать. Хайхи кил-йыш пĕтĕм хастарлăхпа çĕр аслăлатнă, хуçалăха тĕреклетнĕ. Юманăн кинĕсем те упăшкисенчен юлман, вăй питтискерсем, вĕсемпе тан тунката кăкланă, суха тунă, тырă акнă, вырса кĕртнĕ.
Анчах пурăна киле Юман аслă ывăлĕ Камай сӳрĕкленнине сисет. Калас пулать, Камай вăл аслашшĕ пекех тĕреклĕскер те хăюллăскер, ĕçрен хăраманскер пулнă. Юман та, Капан та унпа яланах мухтаннă. Çавăнпа-и, Камай сӳрĕкленни Юмана самай пăшăрхантарнă. Пĕррехинче вăл унпа кун пирки калаçса илет. Камай хăй мĕншĕн хуçалăх ĕçĕнчен писнине пытарса тăмасть, ашшĕне куçран пăхса тӳррĕн хуравлать:
— Атте, санăн хуçалăху аслă. Кил-йышу та пысăк. Анчах эсĕ самрăк мар ĕнтĕ. Эс вилсен манăн тӳпе кунта мĕн чухлĕ пулма пултарĕ? Кам татса парĕ çакна? Шăллăмсемпе пурлăхшăн вăрçăнса каймăпăр-и эпир?
— Вара? — ăнланмасть ашшĕ.
— Манăн хам тĕллĕн пурăнас килет. Ун чухне мана санран нимĕн те кирлĕ пулмĕччĕ. Шăллăмсемпе те хирĕçмĕттĕмччĕ, — тет Камай.
— Мĕнех, уйрăлса тух эппин, — хирĕçлемест Юман. — Эпĕ сана тытса тăмастăп. Хăвăн пайна та хам пĕлнĕ пек тӳрех уйăрса парăп.
Камай вăйлă та хăюллă çеç мар, шухă та пулнă. Ашшĕ уйрăлса тухмашкăн ирĕк парсанах вăл пирвай кил-йышĕпе кунти тĕрĕс мар патшалăхран таçта аякка-аякка, кăнтăра, ăшă çĕре кайма шут тытнă. Анчах ывăлĕсем инçе çула тухассине хирĕçлеме пăхаççĕ. «Пурнăç вăл эпир çук çĕрте кăна лайăх теççĕ халăхра, — ăнлантараççĕ вĕсем ашшĕне хăйсем мĕншĕн хирĕçленине. — Ют чĕлхене пĕлмесĕр епле вырнаçăпăр ытти халăх хушшине?» «Эпир çын пач çук çĕрте вырăн тупăпăр», — иккĕленерех çине тăнă Камай. «Эпир лайăх вырăн тупасшăн. Анчах лайăх вырăн пушши пур-ши? — килĕшмен каллех ывăлĕсем. — Ку тăрăх тата мĕнрен япăх? Çĕрĕ кунта — мĕн чухлĕ тасатма пултаран — пĕтĕмпех хăвăн. Вăрманта тискер кайăк кĕшĕлтетет. Тир тума та, какай хатĕрлеме те ан ӳркен кăна». Хайхи ывăлĕсем ӳкĕтлесе çитереççĕ-çитереççех ашшĕне.
Калас пулать, Камайăн тăватă ывăл пулнă: асли — Кăкшăм, вăталăххисем — Паттăрпа Ишек, кĕçĕнни — Керемет. Камай вĕсене çамрăклах авлантарса пынă. Хайхи черет вунпиллĕкри Керемете çитет. Çакна пĕлсен Юман Камая çапла хушать:
— Ывăлăм, кунта пирĕн пурнăç питă ăнса пырать. Эсĕ пирвай аслаçу патне кайса ăна пуççап, унтан хамăр юмана кайса пуç тай. Унсăрăн турăсем пире çилленме пултараççĕ, — тет.
Камай пĕчĕк пичĕке сăра, упа ашĕнчен пĕçернĕ шăрттан, типĕтнĕ ăсан ашĕ илнĕ те аслашшĕ патне кайнă. Анчах Капан унччен вилсе те выртнă иккен, аслă мăнукĕ ăна пытарма та ĕлкĕреймен...
Çав тери хуйхăрса таврăнать Камай килне, çав хуйха пусарма хăйсен асамлă юманĕ патне пырать. Анчах юманăн йĕрри те юлман. Ăна Сăр леш енчен килнĕ вырăссем касса кайнă-мĕн, вуллинчен пĕр пăрăс касса кăларнă та, пуленесемпе чуптарса ăна Сăр шывне сĕтĕрсе тухнă, унтан Атăла çити юхтарнă. Ахăртне, çĕршер çулхи юманран вĕсем карап текен пысăк кимĕ чутласа кăларнă. Çав хăватлă юманран юлнă турат-тымарпа турпас пӳрте çулталăк ăшăтмалăх пулнă теççĕ, анчах вĕсене Юман кил-йышĕ тĕкĕнме хăяйман. Каярах çав тĕле аслатиллĕ çумăр вăхăтĕнче аçа çапать те юман юлашкине вут хыпса илет, таврари вăрман пĕтĕмлех çунса пĕтет. Çавăн хыççăн темшĕн-çке Камай кил-йышĕн пурнăçĕ ăнма пăрахать. Тырă начар пулать, выльăх-чĕрлĕх чирлеме тытăнать, икĕ ĕни те хĕсĕр юлаççĕ. Аптранă Камай ашшĕ патне кайса канашласа пăхать.
— Камай, ман шутпа, санăн урăх çĕре куçмалла, — сĕнет Юман ывăлне. — Асамлă йывăçа касса вырăссем пысăк çылăх тунă, çавăнпа турăсем унти çĕре тухатнă пулмалла.
— Ăçта куçса каймалла тет вара? — аптрать Камай. — Анăçалла куçас — унта вырăссем. Çурçĕрелле хăпарас — унта лайăх вырăнсене ытти чăвашсем йышăнса пĕтернĕ теççĕ. Тухăçалла каяс — вăл енче талккишпех сĕм вăрман çеç пулас.
— Акă мĕн, — тенĕ вара ашшĕ ывăлне, — эпĕ сана пĕтĕ кĕсре парнелĕп, вăл кĕç-вĕç хăмламалла. Çав кĕсре ăçта хăмлать — çавăнта юл пурăнма.
Нимĕн тума аптранă Камай ашшĕне итлет, пĕтĕм кил-йышĕпе çула тухать. Кил-йышĕ унăн пĕчĕк пулман ĕнтĕ. Ĕçлеме пултараканнисем çеç вуннăн: хăйпе арăмĕ, авланнă виçĕ ывăлĕпе кинĕсем тата хальлĕхе хусах ывăлĕпе хĕрĕ. Вунă лавпа çула тухаççĕ хайхисем, пĕтĕ кĕсре хыççăн каяççĕ. Вăрман çулĕ çăмăл мар, вĕсен чăтлăх касма та, кĕпер хывма та тивет. Капла хĕнпе çӳресен кĕсре те вăрман варринчех хăмласа пăрахма пултарать. Пурăн вара çак чăтлăхра... Çапла шутласа Камай пĕр тĕлте вăхăтлăха чарăнать те ыттисене вырăнтах тăма хушать, хăй тӳпеме хăпарать. Ăçта таврăнмалли паллă пултăр тесе йывăç вуллисем çине пуртăпа картсем туса хăварать, чăтлăхрах вырăнсене тасатса пырать. Пăртакран вăл пĕр юханшыв хĕррине çитнĕ. Унăн шывĕ хура, анчах уçă пулнă. Çавăнпа Камай юханшыва «Хура шыв» тесе ят панă. Чи пахи — юханшыв çыранĕсем сĕвек пулни. Шывĕ те тарăн мар. Кăшт пăхкаласа çӳресен Камай унта лавпа каçмалли вырăн та тупса палăртать. Леш енче тăваллă вырăн асăрхать те пĕр çӳллĕ йывăç çине улăхса таврана тинкерет. Вара тĕлĕнсех каять. Кун çути таçта çитиех саланать, вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Камай малалла каяс йĕртен тухăçалла лапам тăсăлать, унăн та вĕçĕ палăрмасть. Чылай сăнаса ларать турат çинче Камай тавралăха. Вара çапла шут тытать: тĕпленсе ларма кунтинчен лайăхрах вырăн тупасси тек пулмĕ. Вăл йывăç çинчен анать те виçĕ-тăватă çухрăмра юлнă кил-йышĕ патне таврăнать, ывăлĕсене калать: «Инçех каймăпăр, канма чарăнăпăр. Çав хушăра пурте тавралăха лайăхрах пăхса çаврăнăпăр. Ман шутпа, умри вĕçсĕр лапамра пирĕн валли вырăн çителĕклех», — тет.
Кĕçех вĕсем çитес çĕре çитеççĕ, пĕр чăнкă çыранлă юханшыв хĕррине канма чарăнаççĕ. Арçынсем лашисене тăвараççĕ, вĕсене тăлласа, кĕсрине вара çаплипех курăк çине яраççĕ, хуран çакма юппĕ икĕ шалча çалса вĕсен урлă хурпашка хурса параççĕ. Унтан хĕрарăмсем апат пĕçерме хатĕрленнĕ хушăра таврана пăхса çаврăнаççĕ. Пĕр-икĕ сехет çӳреççĕ — пур çĕрте чаплă курăк ӳсекен çаран. Юханшыв çыранĕсем аяларахра икĕ енĕпе те сĕвекленме тытăнаççĕ. Камай ывăлĕсене шыв тарăнăшне пĕлме хушать. Лешсем хывăнаççĕ те шыва кĕреççĕ кăна, çак самантра таçтан-çке вăйлă хум капланса килет, вăй питти арçынсене çырана турпас пек кăларса ывăтать. Вара Камай ывăлĕсене чарать те шыва чӳк тăвать: хăйпе илнĕ çăкăр татăккине унта тĕпретет. Унтан кĕлĕ тăвать: «Эй, пĕсмĕлле! Шывра пурăнакан ырă, сана эпир пуççапатпăр. Элĕ кунта пурăнма килтĕм, мана, манăн кил-йышăма, пĕтĕм выльăхăма ĕçтер. Манăн çăкăра йышăн, эпир паянтан пĕр-пĕрне пĕлекен пулăпăр», — тет. Хăй пăхать — çăкăр тĕпренчĕкĕсем самантрах пута-пута куçран çухалаççĕ. Камай тӳрех тавçăрса илет: ку юханшывра пулă тулли кĕшĕлтетет. Вара арçынсем васкасах лавĕсем патне таврăнаççĕ, пĕрин çинчен чĕркесе хуна сĕреке илеççĕ те шыва кĕреççĕ, иккĕ сĕрсех тулли витре пулă тытаççĕ. Çак вăхăталла Камай кинĕсем те вăрмантан серте татса таврăнаççĕ. Питĕ тутлă та техĕмлĕ шӳрпе пĕçерсе çиет вара кил-йыш.
Çакăнтанпа ĕнтĕ вĕсем ку юханшыва Хум теме тытăнаççĕ. Çапли çапла-ха, пурте аван темелле, анчах кĕсре темшĕн халĕ те хăмламасть. Çавăнпа Камай çĕр çывăрмасăр шухăшлать, ирпе вара аслă ывăлĕсене, Кăкшăмпа Ишеке, калать: «Пире кунта юлмашкăн турăсем хушмаççĕ пулинех. Кĕсре, ав, çав-çавах хăмламасть. Урăх вырăн тупма тивет. Çăкăрпа пуртă тата сенĕк илĕр те шыв урлă каçăр, хамăр çул тытнă еннелле кайăр, таврăннă чухне аташса каясран хăвăр иртнĕ вырăнсене паллăсем туса хăварăр. Кунта ыран каçхине таврăнмалăх çӳрĕр», — тет.
Ывăлĕсем ашшĕ хушнине нимĕн пăркаланмасăр итленĕ. Каç енне хайхисем самай пысак юханшыв тĕлне тухнă. Юханшывĕ питĕ меллĕскер: шывĕ нумай, пулăсем сике-сике выляççĕ. Çыран хĕррипе хырлăх ӳсет. Анчах çĕрĕ хăйăрлă, ун çинче вăрман хăртса уй тусан та тырă тулăх çитĕнтереес çук. Тавралăха каç сĕмĕ аннă май пиччĕшĕпе шăплĕ малалла кайман. Анчах Кăкшăмĕ йывăç çине улăхса таврана тинкерсе илнĕ. Талккишпех сĕм вăрман çеç курăннă. Вара, вăрманта çĕр каçсан, пер тăвансем каялла таврăнма шут тытнă. Ара, ку тăрăхра тыр-пул акса ӳстересси çинчен ĕмĕтленмелли те пулман.
Тепĕр кун кăнтăрла иртсен Кăкшăмпа Ишек ашшĕ патне таврăнаççĕ, ăна хăйсем мĕн курнине каласа параççĕ. Шăп çав самантра калаçакан арçынсем патне Камай хĕрĕпе мăнукĕ пыраççĕ те савăнăçлă хыпар пĕлтереççĕ: «Асатте, пирĕн кĕсре хăмларĕ!» Халĕ ĕнтĕ пӳрт-çурт вырăнĕ пирки мĕн калаçмалли, Камайăн ашшĕ хушнине итлемелле. Вăл çавăнтах пĕр чĕлĕ çăкăр илет те ăна çĕре тĕпретсе сапать, хăй çав хушăра кĕлĕ тăвать: «Эй, çĕр, йышăнсам манăн çăкăрăма, эпĕ ăна сана парнелесе паратăп. Эпĕ кунта пурăнма килтĕм, йышăнсам мана, манăн кил-йышăма, выльăх-чĕрлĕхĕме. Эсĕ ман çăкăрăма çимесĕр эпĕ санăн çăкăрна çимĕп, эсĕ мана мĕн чухлĕ тырăпа курăк ӳстерсе парăн, çавăнпа çырлахăп». Çак самантран Камай тек ĕнтĕ ăçта пурăнас пирки пуç ватман, кăмăлĕ те унăн самаях çĕкленнĕ.
Каçхи апат çисенех вăл пурне те çапла каланă:
— Урăх эпир ниçта куçса каймастпăр, çакăнтах тымар ярăпăр.
Вара çийĕнчех пурне те ырана валли ĕç хушса тухнă.
Тепĕр кун арçынсем ирпе ирех выльăх карти тытса çавăрнă. Унтан тырă акма меллĕрех вырăн суйласа илнĕ те пулас уя унта та кунта тĕл пулакан уйрăм йывăçсемпе тĕмсенчен тасатнă. Тепĕр виçĕ кун хушшинче кил-йыш самай пысăк лаптăка çурхи тырăсем акса хăварнă. Акана вĕçлесенех пĕр лăш канмасăр çурт-йĕр тума пуçăннă. Вăй питти пилĕк арçынпа пилĕк ĕçчен хĕрарăм ĕçе пикенсен вăл еплерех ăнса пынинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Часах кунта капмар çурт, ун çумне тĕксе лартнă кĕлет, выльăх вити, лупас, мунча ӳссе те ларнă. Чăн та, кун çинчен калама канас, Камай кил-йышĕн вара ĕнсе хыçса илмелĕх ерçӳ тупăнман, арçынсем çĕрле арăмĕсемпе йăпанмалăх вăй юлмиччен ĕçленĕ. Çапах чăтать чăваш, вăйне кун каçа пĕтĕм шăм-шак сăрлатма тытăниччен пĕтерсен те тепĕр кун çывăрса тăнă-тăман арçынни каллех алла пуртă-пăчкă тытать, хĕрарăмми выльăх пăхать, апат пĕçерет, пахчара аппаланать. Акă ĕнтĕ мĕн кирлине пĕтĕмпех туса лартрĕç темелле, пӳртре мăрьеллĕ кăмака купаласа хăпартрĕç, мунча çумне лаç тĕксе лартрĕç. Ĕнтĕ кăштах сывлăш çавăрса яма пулатчĕ пек. Анчах Камай никама та канса ларма памарĕ.
— Акă мĕн, ачамсем, — терĕ вăл ирхи апат вăхăтĕнче ывăлĕсене, — çĕр хальлĕхе кунта ирĕк. Май пур чухне ăна ытларах çавăрса илмелле. Сирĕн каярах уйрăлса-аппаланса нушаланиччен тӳрех хăвăр хуçалăхăрсене йĕркелесе ямалла. Кун пек ырă тăрăха пурăна киле пирĕн йĕрпе ытти çынсем те хаваспах куçса килĕç, унччен пирĕн йăхăн кунта тĕп хуçа пулса тăмалла.
Çавăнтах камăн ăçта вырнаçмалли пирки калаçса татăлаççĕ. Паттăр Хум тăрăх ашшĕ хуçалăхĕнчен пĕр-икĕ çухрăм çӳлерех çурçĕрелле хăпарать те унта вырăн йышăнать. Кăкшăм унран кăшт айккинерех вырнаçать. Керемет, чи кĕçĕн ывăл пулнă май, ашшĕпех юлать. Ишекĕн вара Хум тăрăх аната анма тивет. Тĕпленсе лармашкăн кашнинех черетпе пĕтĕм кил-йышпа пулăшаççĕ. Ишеке черет чи юлашкинчен çитет. Çапах вăл та Хум хĕррине çурт лартма ĕлкĕрет. Ыттине вара кил-йыш утă çипе вырма вĕçленсен туса пĕтерме шутлать-мĕн.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...