Шурă акăш çулĕ :: Камай хирĕ
* * *
— Вара мĕнле, эпĕ кунта куçса килнĕшĕн эсир хирĕç мар пуль? — ыйтрĕ Ишек калавне вĕçлесен Асанран. — Эпĕ Хум шывĕн ку енне каçмăп, мана леш енчи çĕр те çитет. Шывĕпе те пĕрлех усă курăпăр, сире эпĕ нихăçан та чăрмантармăп.
— Ку тĕлĕшпе сан ак çак ачасемпе сăмах татмалла, — пултăрĕсем енне пуç сĕлтсе каларĕ Асан. Хам эпĕ ку тăрăхпа çыхăнман. Куратăн-и, хĕвелтухăç енче сăрт пуçланать. Эпĕ унта пурăнатăп. Манăн яла ят та панă ĕнтĕ, ăна Асанкасси теççĕ.
— Ара, пирĕн валли ку енче çĕр пухутлах, — терĕ ыттисемшĕн Ешлек. — Анчах çак çаранпа кунта çити хир пĕтĕмпех пирĕн пулĕ. Эпир улăхпа Эпеç ялĕ хушшинче пĕтĕмпех тырă ӳстерме палăртнă, уя кашни çул тĕмсенчен тасата-тасата сарса пыратпăр.
— Апла алă çапар, — килĕшрĕ Ишек. — Кӳршĕре ялсем пурри аванрах та. Ĕмĕрĕпе упа пек пĕччен пурăнаймăн.
Çапла калаçса татăлнăшăн пурте хавас пулчĕç.
3
Пурнăç тути-масине лайăх пĕлекен Юман витĕр курса тăнă тейĕн. Кĕçех Хум тăрăхне Хусан ханлăхне лекнĕ чăвашсем куçса килме тытăнаççĕ. Вĕсем тахçанах çĕре кĕнĕ Капан турхан ялĕпе ун таврашĕнчен пулнă. Юман хăйĕн ентешĕсене кăмăлтан кĕтсе илнĕ, пурне те хăйĕн тавра вырнаçтарма тăрăшнă. Ентешĕсем ăна ырă кăмăлшăн тав тунă, ял пуçĕ вырăнне хурса итленĕ. Тĕрĕссипе Юман вĕсене хăйĕн çывăхне ырă кăмăлтан мар, пач урăх сăлтавпа вырнаçтарнă. Анчах кун пирки вăл никама та, çав шутра ывăлĕсене те шарламан.
Куçса килекен чăвашсем, паллах, пурте таса чунлă пулман. Ытларахăшĕ тутарсенчен хăпас тесе тарнă та-ха Хусана пăхăнакан Чăваш тăрăхĕнчен, анчах вĕсен хушшинче айăпа кĕнĕрен тавăрса çӳрекенсем те тупăнкаланă. Çавнашкаллисен пĕр ушкăнĕ Эпеç ялĕ çывăхĕнчи тӳпемре вырнаçнă, яла Вăтаел тесе ят панă. Çыннисем кусем, тупата, нимĕнрен те, никамран та хăраман. Вĕсемпе хирĕçме турă ан хуштăр темелле. Хаярланса кайсан Вăтаел арçынни пит нумай калаçса тăман, тӳрех чĕрре кĕнĕ, кирлех тĕк хăйĕнпе хиреçекен çынна ятаганпа та яшлаттарма пултарнă. Вăтаелĕнчи хăш-пĕр çын вара уйрăмах лаша вăрлама ăсталанса çитнĕ. Мĕнле кăна меслет ăсласа тупман-ши вĕсем янаварсене çĕрле пĕр шавсăр илсе тухас тĕлĕшпе. Чĕрĕ чунсем те пăч çухалнă. Чи чаплă сунарçă та, чи çивĕч сăмсаллă йыта та ӳкеймен Вăтаел вăррисен йĕрĕ çине. Лашасене тӳрех тутарсем патне, тахçан хăйсем пурăннă тăрăха ăсатнă. Юман лашисене те икĕ хутчен вăрласа кайнă. Халĕ ĕнтĕ, Юман кил-çурчĕ ыттисен хуçалăхĕсен варринче тăрса юлсан, вăрăсем ун патне пырас хăрушлăх самаях чакнă.
Кăкшăм вара ашшĕне пăхман, вăл хăйĕн çывăхне никамах та яман. «Ют çынсем мана мĕн тума кирлĕ, манăн хамăн та ывăлсем пур. Кĕçех мăнуксем çуралĕç. Пурне те çĕр кирлĕ пулать», — шухăшланă вăл. Çавăнпа Кăкшăм ялĕ питех ӳсмен, пĕчĕк ял пулса юлнă.
Çапла тата çул хыççăн çул иртнĕ. Камай ашшĕ Юман ватăлса çĕре кĕнĕ ĕнтĕ, унăн вил тăприйĕ ял масарне пуçарса янă. Майĕпен вăл та тулма тытăннă. Таврари ялсенче вара халăх йышлансах пынă. Çавна май нумайăшĕ кăмăлсăрлана пуçланă. «Ма-ха вара çав Камай çавăн чухлĕ çĕрпе усă курать, пирĕн кашнин унăннинчен темиçе хут сахалрах», — час-часах тарăхса калаçкаланă хресченсем хăйсен хушшинче. Çав сăмахсем, паллах, Камай хăлхине те кĕнĕ. Ăслăскер, вăл унашкал калаçусем ырри патне çитермессе лайăх ăнланнă, вара хăй тытса тăракан çĕре яланлăхах хăй аллинче çирĕплетсе хăвармалли меслет шухăшласа кăларнă.
Пĕррехинче Камай çĕр ыйтăвне ял çыннисем умĕнче хăех пуçласа янă та, тавлашу хĕрсе çитсен сасартăк каласа хунă:
— Ял-йыш, эсир мана ахалех ятлатăр. Эпĕ пĕр хăлаç çĕре те хам ирĕкпе ярса илмен.
— Кам ирĕкĕпе илнĕ тата? Эсĕ кунта куçса килнĕ чухне çак таврара пĕр çын та пурăнман, нимĕнле хуçа та пулман. Мĕн тăвас тенĕ çавна тунă эсĕ, çĕре те пĕтĕмпех çавăрса илнĕ — хирĕçлеççĕ ăна.
— Çук, тăвансем, эсир тĕрĕс мар калатăр, — çине тăрсах ăнлантарнă Камай. — Çĕрĕн тĕп хуçи — Çĕр хăй. Вăл каланă мана: «Камай, эсĕ мана çав тĕлтен пуçласа çав тĕле çитиччен сухала, унтан ак, тырруна пуçтарса кĕр», — тесе. Ĕненмесен Çĕр-аттемĕртен хăйĕнчен ыйтма пултаратăр.
— А мĕн, кирлĕ пулсан ыйтăпăр та, — хĕрӳленнĕ пуçтахрах арçынсем.
— Ыйтăр ара, — парăнман Камай. — Атьăр халех ман уйăн тăватă кĕтесне те çитсе курар, кашни кĕтесрех Çĕртен ку кам çĕрĕ тесе ыйтар. Енчен Çĕр сирĕн алла куçма хапăл тусан, эпĕ хирĕç мар, илĕр вара.
Хайхисем çаплах тунă. Камай хăй тытакан уйăн пĕр кĕтессине çитнĕ те чарăнса тăнă.
— Çĕр-аттемĕр, кала, ку камăн çĕрĕ? — хыттан ыйтнă вăл.
— Санăн, Камай, санăн! — илтĕннĕ çĕр айĕнчен хупă сасă.
Çакна илтсен нумайăшĕн сехре хăпнă, хăшĕсем хăранипе тара панă.
— Чимĕр, ан тарăр! Çĕр сире тивмест. Эсир вăл тата мĕн капанине итлесе пĕтерĕр, кайран-малтан сăмах ан пултăр! — чарнă вĕсене Камай.
Çынсем каллех ун тавра пуçтарăннă.
— Эй, Çĕр, эсĕ урăх хуса аллине куçма килĕшетĕн-и? — ыйтнă Камай.
— Çук, эпĕ санăн кăна пулма пултаратăп! — илтĕннĕ сасă. Камай çынсене уйăн тепĕр кĕтессине ертсе кайнă.
— Эй, Çĕр, эсĕ камăн? — ыйтнă унта татах.
— Камайăн! — илтĕннĕ каллех çĕр айĕнчен хулăн сасă.
— Эсĕ малашне кама пулăшса пырасшăн? — ыйтнă Камай.
— Сана, Камай, пĕр сана çеç, — тенĕ сасă.
Çынсем текех Çĕр мĕн каланине итлесшĕн те пулманнине пăхмасăр Камай вĕсене тепĕр икĕ кĕтесе те çитерет. Унта та çавнашкал хуравсемех пулаççĕ. Вара шăппăн саланаççĕ.
Тĕттĕмленсен Камайпа арăмĕ кĕреçе илсе уй кĕтессисене черетпе çитеççĕ, алтса тунă шăтăксен тăррисене сирсе вĕсенче ларакан ывăлĕсене кăлараççĕ. Кайран вара пĕтĕм кил-йышпа шăпăр каласах çĕрĕпе савăнаççĕ. Вĕсем савăннине пĕтĕм Кăкшăм ялĕ илтнĕ, анчах сивлесе никам пĕр сăмах калама пултарайман. Унтан кил-йыш Паттăр патне кайса кунĕпе савăннă. Хум юханшывĕн пуçĕнче пурăнакан Паттăр ялне ун чухне Хумпуç-Патăрьел теме тытăннă. Çав ял çыннисем те пуян пурăнакан Камай ывăлне пĕр сивĕ сăмах калама хăяйман.
Пурăна киле вара çак пĕтĕм тăрăха Камай хирĕ теме пуçланă. Çак ят хуçи вилсен те халăхра юлнă. Тепĕр тесен, Камай ячĕ те пĕтмен. Черетлĕ ывăл çуралсан Паттăр ăна аслашшĕ ятне хунă. Çапла вара Камайсем те, Камай хирĕ те халăх асĕнче пурăнать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...