Шурă акăш çулĕ :: Хан керменĕ
Тăван чĕлхепе калаçнине илтнĕ чăвашсем хаваспах ун патне пычĕç.
— Хă, кунта чăваш сутуçисем те пур-çке, — хавхаланчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Аттуш эпĕ пирĕн халăх çыннисем ытла мĕскĕн-çке, çак ĕçре те ыттисене çитеймеççĕ тесе шутлама тытăннăччĕ.
— Апла мар, ырă çыннăмсем, пĕртте апла мар, чăвашсем татах пур ку пасарта. Ыттисенче те. Анчах вĕсем мăсăльманланнă та тутарла пуплешеççĕ.
— Эсĕ вара мăсăльманланман-им-ха? — калаçăва хутшăнчĕ Питтăпай.
— Ия, мăсăльманланман, — çирĕплетрĕ сутуçă.
— Ăçтисем вара эсĕ? — кăсăкланчĕ Питтăпай.
— Хам эпĕ Çарăмсартан, — хаваспах ăнлантарчĕ çамрăк. — Лавкка хуçи вара Сĕве леш енчи çын, Чăваш улусĕ текен çĕртен. Унта Çĕрпӳ ятлă хула пур, çавăнта пурăнать,
— Чăнах Çĕрпӳре-и? — тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Ара, суймастăп ĕнтĕ. Эй-пух! Тупата Туршăн, уйăхшăн-хĕвелшĕн! Çак лавкка хуçи — Çĕрпӳ çынни Шахман. Ку пасарта та, аяларахринче те унăн лавккасем татах пур. Çавăнпа чăвашсем ниме те пултараймаççĕ тесе ан шутлăр, — лавкка тытаканни хăй пулнăн мухтанарах сăмахларĕ сутуçă.
— Шахман-ха эппин, — хăй тĕллĕн тем шухăшласа каларĕ хан. — Çавăн чухлĕ лавкка уçмалăх укçа ăçтан тупать вара вăл?
— Эй, ара, Шахман вăл çав тери пултаракан этем. Кунта, Хусанта çурт лартма кирлĕ тимĕр япаласем туянать те Çĕрпĕве илсе кайса хаклăпа сутать. Услам укçине пухать-пухать те Хусанта тата тепĕр лавкка уçать, пухать-пухать те татах уçатъ. Тупата, ку тĕлĕшпе вăл тепĕр тутартан та ирттерет, — хуçине акăш-макăш мухтаса пĕтерчĕ ытлашши калаçма ухата сутуçă.
Çĕрпӳ-Пулат ăна тек итлесе тăмарĕ, вăрт! пăрăнса айккинелле утрĕ.
— Эй, ырă çынсем! Эсир мĕн, нимĕн те туянмастăр-им? Йӳнĕпех паратăп! Эппин мĕн ахаль сӳпĕлтетсе тăтăр тата?! — кăшкăрса юлчĕ кӳреннĕ сутуçă.
Хан ăна юплесе аппаланмарĕ, тимĕр-тăмăр сутакан лавккасем еннелле ватлăхне пăхмасăр вашлаттарса утрĕ. Пĕрин умĕнче чарăнса хаксемпе кăсăкланчĕ, теприн умĕнче...
— Ку этеме-и! — тарăхса такама чăмăрĕпе юнарĕ вара. — Кур-ха эс ăна, мана улталама хăять, путсĕр! — Унтан Питтăлайран ыйтрĕ: — Эс пăхкаларăн-и кунта хăвна Шахман кӳрсе тăракан япаласем чăннипе мĕн хак тăнине?
— Пăхасшăнччĕ-ха, — урăх нимĕн калама аптранăран хуравларĕ Питтăпай.
— "Пăхасшăнччĕ-ха..." — йĕкĕлтешсе илчĕ хан. — Пурте çапла эсир, çын пурлăхне нимĕн вырăнне хумастăр. Эс сĕннипе ĕçе илменччĕ-и-ха эпĕ Шахмана?
Çĕрпӳ-Пулат хăйĕн çыннисемпе тек нихăшĕнпе те калаçмарĕ. Вăл кирлĕ япаласене хăех, никампа канашламасăрах туянчĕ, хыççăн Çĕрпӳрен килсе çитнĕ лавсем çине те хăех тиеттерсе ячĕ, вара Питтăпая караванпа пĕрле таврăнма хушрĕ, хăй Чакăр хуралçисемпе çавăнтах çула тухрĕ. Питтăпай Хусанта пулса иртнине çул тăршшĕпе асаилсе пычĕ, Атăл хĕрринче ирхи сулла кĕтсе çĕр каçнă чухне те çавна пула çĕрĕпе çывăраймасăр нушаланчĕ, Çĕрпӳ патнелле çывхарса пынăçемĕн вара хăйне ытларах та ытларах айăплăн туя пуçларĕ. Чăнах çав, хан Шахмана ĕçе Питтăпай сĕннипе илнĕ... Хаксен уйрăмлăхне курсан та вăл ун пирки хуçана каламарĕ... Аван мар капла, ах, аван мар!
Питтăпай ертсе пыракан караван таврăнсан икĕ кунран Çĕрпӳ-Пулат кермен лартас ĕçпе çыхăннă пур çынна та пухрĕ. Йыш самай пысăк иккен, çĕр çын ытла. Уйрăмах кирпĕч çапакан нумай. Кермене купаласа хăпартакансенчен чылайăшĕ вĕсене ку таранччен курман та темелле. Чăннипе лешсем, тен, кунта пуринчен кирлĕреххисем. Ара, кирпĕч çапасси чăвашшăн çĕнĕ ĕç. Çинех çав тери йывăрскер. Çавна пула-ши кирпĕч çапса хĕртекенсем ыттисем пек саланса пĕтмен, пĕр çĕре пуçтарăнса вырнаçнă. Тата темшĕн Шахман вĕсен хушшинче ларать. Тӳррипе вăл пуçлăхсен хушшинче пулмалла пек. Тата тепĕр ăнланмаллах мар япала — хулара пурăнакан Хурал çыннисем те кунта темиçен килнĕ. Хан чĕнмесĕрех. Эппин кам йыхравланă вĕсене? Тата мĕн сăлтавпа?
* * *
...Çакна ăнланаканни кунта Çĕрпӳ-Пулат хăй çеç пулнă.
Хусантан таврăнсан тепĕр куннех хан Шахмана хăй патне чĕнтерчĕ. Вăл килнĕ тĕле картишĕнче çуммăн лартнă саксем çине караван Хусантан кӳрсе килнĕ металл япаласене хуртарса тухтарчĕ.
— Салам, хисеплĕрен те хисеплĕ хан! Çав тери хавас сана курма. Мĕнле кайса килтĕр Хусана? Сывлăху еплерех? — пĕчĕк хапхаран кĕнĕ-кĕмен пуç тая-тая Çĕрпӳ-Пулат патнелле утрĕ Шахман.
— Аликĕм салам! — типпĕн хуравларĕ ăна хан. — Акă çак япаласене турттарса килтĕмĕр. Пурте кирлисем-и, мĕн калăн?
— Пурте кирлисем, хаклă хан. Мĕн тери лайăх пĕлетĕн эсĕ хăш япала кирлĕ-кирлĕ маррине. Тупата, ку тĕлĕшпе Питтăпайран ирттерен.
— Юрĕ, юрĕ, — кăмăлне кăштах çемçетрĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Эс кил-ха патнерех, тĕплĕнрех куçласа ил сак çинче мĕн-мĕн выртнине.
Шахман ырри-усаллине нимĕн юплемесĕр саксем патне çывхарчĕ, ретпе хурса тухнă япаласене пăхса тухрĕ.
— Тепĕр хут калатăп, мухтавлă хан, питĕ пĕлсе туяннă эс кусене. Кашни япали паян мар тăк ыран кирлĕ пулатех.
— Эппин ăт кала-ха мана, Шахман, çак тăваткал йĕс тăпсасем мĕн хак тăраççĕ? Тата юнашаррисем, вăрăммисем?
Шахман халĕ ĕнтĕ тӳрех сисчĕвленчĕ, тăпсасене хĕсĕк куçне татах хĕсерех пăхса тем шухăшларĕ. Айккинчен пăхсан вăл çак самантра сак çинчи япаласен хакĕсене асаилме тăрăшрĕ темелле. Чăннипе Шахман хан мĕншен çапла ыйтнине ăнланасшăн пулчĕ.
— Хаксем вĕсем ялан тĕрлĕ, — терĕ пăртакран. — Ĕнер апла, паян капла, ыран татах улшăнаççĕ.
— Эс сăмаха таçталла пăрса ан яр, — сассине хăпартрĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Кала, ак çак йĕс тăпса мĕн хак тăрать?
— Ну... — Шахман каллех аса илем пекки турĕ.
— Кала хăвăртрах! — тарăха пуçларĕ хан.
Шахман халĕ ĕнтĕ йăптах ăнланчĕ.
— Эпĕ илсе килнĕ чухне вăл... — терĕ те иккĕленерех, вара тăпса хакне çирĕппĕн каласа хучĕ.
— Эпĕ вара ăна икĕ хут йӳнĕрехпе туянтăм! — татса хучĕ Çĕрлӳ-Пулат. Унтан сак çинчи япаласене пĕрерĕн-пĕрерĕн тыта-тыта хура пуçларĕ. — Акку та йӳнĕрех, ак ку та, ак ку та! Çапла вара эсĕ мана ĕнтĕ хăçантанпа çарататăн! Намăссăр этем!
Çĕрпӳ-Пулат тарăхнипе пур сака та тапа-тапа япаласем качки тӳнтерсе ячĕ, унтан Шахман умне пырса тăчĕ.
— Нумай пуйрăн-и ĕнтĕ мана çаратса? — тарăхнăран хăрăлтатса тухакан сасăпа ыйтрĕ вăл. — Манман-и-ха эсĕ чăвашсем вăрра тытсан мĕн тунине?
Шахман хан умне чĕркуçленсе ларчĕ, унăн халачĕн аркине тытса чуп турĕ, нишлĕ çын сассипе тархаслама тытăнчĕ:
— Хаклăран та хаклă, хисеплĕрен те хисеплĕ Çĕрпӳ-Пулат хан! Каçар, тархасшăн! Чăнах та эпĕ сана кăштах улталарăм. Нумай мар, кăшт кăна. Хакĕсем ку япаласен эпĕ туяннă чухне чăннипех хальхинчен пысăкрахчĕ. Эпĕ сана кăшт çеç ӳстерсе каларăм. Пĕлетĕн-и, юратнă хан, çулçӳревре кĕтмен тăкак çав тери нумай тупăнать. Ман вĕсене епле саплаштарас? Ат, суйма тивет вара тепĕр чухне. Кашни вак-тĕвекшĕн сана, пĕтĕм чăваш халăхĕн пуçне, чăрмантарма аван мар пек...
— Суятăн, эсремет! — халĕ ĕнтĕ тарăхмаллипех тарăхса кайрĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Куртăмăр эпир эсĕ Хусанта мĕн саплаштарнине. Миçе лавкка унта санăн, э? Пĕр сăмахпа, сана пĕтĕм халăх умĕнче сут тăвăп. Хальлĕхе калаймастăп-ха, хăрах аллун пӳрнисене татма хушăп-и е пĕтĕм аплуна, тен икĕ аллуна та — кун пирки эпĕ шухăшласа пăхăп. Анчах так ахаль хăвармастăп. Пирĕн халăхăн йăли çапла, ху пĕлен. Халĕ тăр! Тухса кай ман картишĕнчен!
Хан сылтăм аллипе хапха еннелле тăсса кăтартрĕ те Шахман умĕнчен пăрăнса утрĕ. Шахман хăпăл-хапăл сиксе тăчĕ, каллех хан умне чупса пычĕ, чĕркуçленсе ларчĕ, ăна халат аркинчен тытса чарма хăтланчĕ.
— Итлесем мана, хисеплĕ хан! — йăлăнчĕ вăл. — Эпĕ пĕтĕмпех каласа парăп, пĕтĕмпех. Вара эсĕ пурне те ăнланăн. Хан, юлашки хут итлесем манăн сăмахăма. Кайран кирек мĕн ту, хăвăн кăмăлу.
Çĕрпӳ-Пулат чарăнса тăчĕ, Шахмана çӳлтен аялалла тĕсесе пăхрĕ.
— Кала эппин, — терĕ вара. — Эс тата мĕн ăсласа кăларнине итлесе пăхам.
— Хаклăран та хаклă Çĕрпӳ-Пулат, эпĕ калас сăмах саншăн кӳренӳллĕн илтĕнме пултарĕ, çапах, тархасшăн, эсĕ мана вĕçне çитичченех итле, — хана куçран аялтан çӳлелле анчăк çурилле пăхса пуçларĕ сăмахне Шахман. — Пĕлетĕн-и, эпĕ чăнах та пуясшăн пултăм, çавăнпа сан укçупа вăхăтлăха усă куртăм...
— Вăхăтлăха! Усă куртăн-и?! — тарăхнине ниепле пусараймасăр шăмарса кăшкăрчĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Ăслăран та ăслă, пурне те ăнланакан хан! Тархасшăн мана итлесе пĕтер, — каллех йăлăнчĕ Шахман.
— Кала эппин, — кăшт лăпланчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Анчах сăмахна тăсса ан яр. Санашкал путсĕр пуш параппан çапнине итлеме манăн ерçӳ çук.
— Хаклăран та хаклă ханăм! Эпĕ чăннипе сана юрас тесе пуйма шутларăм! — шанăç сахаллине чухланăран кăшкăрса ячĕ Шахман.
— Ак...
Çĕрпӳ-Пулат тарăхса тем каласшăн пулчĕ курăнать, анчах тĕлĕнсе аптранипе калас шухăшне çухатрĕ. Шахман çакăнпа усă курса юлма тăрăшрĕ, васканипе сăмахсене çăта-çăта ăнлантарчĕ:
— Хаклăран та хакпă ханăм! Каçар мана çакăншăн, анчах эпĕ санăн хĕрне Илпенесе юратса пăрахрăм. Питĕ лайăх ăнланатăп, чăрсăр, юрахсăр шухăш-ĕмĕт ку, анчах чун-чĕрене ниепле итлеттереймерĕм. Вара эпĕ санран ăна мана качча памашкăн ыйтса пăхас тенĕччĕ.
— Эсă хан хĕрне качча илесшĕн-и? Йăлтах ăсран тайăлтăн-им, ачамккă? — тарăхнине мансах мăшкăлласа кулса ячĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Ху камне мантăн-им?
— Манман, манмастăп та, кашни самантра асра тытса пурăнатăп! сăмахне хĕрӳллĕн малалла тăсрĕ Шахман. — Çавăнпа эпĕ çапла шутларăм: кам-ха эпĕ юратнă ханăмран хĕрне качча пама ыйтмашкăн? Эмир мар, бек мар, мăрса мар, турхан та пулин мар. Эппин мĕнле кăшт та пулин танлашма пултарăп çав шайри çынсемпе? Сан валли япаласем туянма çӳренĕ майăн çак шухăш патне çитрĕм вара: эпĕ вĕсемпе мул-пурлăхла тата укçа-тенкĕ çех танлашма пултарăп. Хусанта та, Чулхулара та ятлă çынсемех ахаль пуянсемпе тăванлашнине чылай пĕлетĕп эпĕ. Вара каллех суту-илĕве кӳлĕнтĕм. Анчах ăна анлăн сарса ямашкĕн манăн, чухăн чăваш ачин, укçа ăçтан тупас? Каçар, хан, санăннипе усă куртăм кăштах. Эпĕ Çĕрпӳ-Пулат кĕрӳшĕ пулса тăрсан пĕрех манăн пĕтĕм мул хан аллине куçать тесе шутларăм. Эсĕ çав-çавах Илпенесе мана качча пама килĕшмесен-и? Ун чухне эпĕ мĕн ĕçлесе пухнине пĕтĕмпех сана тавăрса панă пулăттăм... Юратнăран та юратнă хан! Халĕ ĕнтĕ эпĕ сана пĕтĕмпех, пĕр сăмах суймасăр, пĕтĕм чуна уçса каласа кăтартрăм. Малалла мана мĕн тăвăн — ку санăн ирĕкӳ.
Шахман хăй Çĕрпӳ-Пулата пĕтĕмпех парăннине палăртса пуçне пĕкрĕ те хан мĕн хуравласса ура çине тăмасăр кĕтсе ларчĕ.
Хăй илтнипе кăштах минренĕ Çĕрпӳ-Пулат аллисене хыçалалла тытса картишĕнче каллĕ-маллĕ уткаларĕ, каллех Шахман патне пырса чарăнчĕ.
— Тăр! — хушрĕ вăл ăна. Лешĕ тăрсан çапла каларĕ: — Çапах эпĕ сана каçарма пултараймастăп. Епле хăйнă эсĕ хан хĕрне качча илес пирки шухăшлама? Кам тесе шутлатăн вара хăвна?
— Эпĕ хама хам та ăшра çапла чылай ятланă, — айăплăн хуравларĕ Шахман. — Анчах эпĕ темиçе те...
Шахман шанăçне çухатнăн алă сулчĕ те сăмахне каласа пĕтермесĕрех татрĕ.
— Мĕн — "темиçе те" тата? — тарçине сăмах вĕçлеме хистерĕ хан.
— Сан хĕрӳ тавра тепĕр каччă явăннине курнă та... Вара шутларăм, эпĕ унран мĕнпе кая терĕм.
— Кам тата вăл, çав эсремет? — ыйтрĕ Çĕрпӳ-Пупат. — Ма чĕнместĕн? Кала пĕр пуçланă япала!
— Эй, Турăсем, каçарăр! Эпĕ калас теменччĕ, — тӳпенелле пăхса кăшкăрчĕ Шахман. Унтан Çĕрпӳ-Пулата шăппăн пĕлтерчĕ: — Питтăпай вăл. Илпенесе качча илес ĕмĕт пур-ши унăн, çук-ши — кăна пĕлместĕп, анчах эпĕ вĕсене час-часах пĕрле куратăп.
Хан тарăхăвĕн чикки тулсах çитрĕ пулмалла. Вăл каллех Шахманран хăпрĕ, сарлакан пусса каллĕ-маллĕ уткаларĕ, чăмăрĕсене черетпе сула-сула хăй ăссĕн такама ятларĕ.
— Çапах, Шахман, эпĕ сана каçарма пултараймастăп, — терĕ уткалама пăрахсан. — Эсĕ темле ăнлантарсан та мана çаратнă. Халĕ тата эсĕ тепĕр çылăха кĕтĕн — юлташна сутрăн. Çавăнпа эпĕ сана пурĕпĕр айăплама тивĕç.
— Хисеплĕ хан, халĕ эсĕ мана хăв тĕллĕнех айăплама пултараймастăн ĕнтĕ, — сасартăк хăюлланчĕ Шахман. — Мĕншĕн тесессĕн айăпăм сан кил-йышупа çыхăннă. Чăвашсен йăлипе ун пек чухне пуçлăхăн айăплă тесе шутлакан çынна халăх умĕнче сут тумалла.
Çĕрпӳ-Пулат тарçине пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанĕ таран тĕсесе илчĕ. Хă, шеремет! Айăплав самантне тăсмалли меслет тупрĕ-тупрех. Чăнах та çав, халĕ хан ăна хăй тĕллĕн айăплама пултараймасть ĕнтĕ.
— Юрать, — ирĕксĕртен килĕшрĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Сана ĕçри юлташусем умĕнче сут тăвăпăр. Анчах вĕсем сана вăрланăшăн каçарасса ан та ĕмĕтлен. Чăвашсем вăрра ĕлĕк-авалтан чи япăх, чи путсĕр çын вырăнне хураççĕ.
Çакăн пирки пуçтарнă та ĕнтĕ кермен тăвакансене. Анчах сăлтавне хальлĕхе ханпа Шахмансăр пуçне никам та пĕлмен...
* * *
Акă Çĕрлӳ-Пулат хăйне ятарласа лартса панă хыçлă пукан çинчен тăчĕ, пурне те шăпланма хушса алă çĕклерĕ.
— Шахман, эс ма унта ларан? Сан паян халăх умĕнче явап тытмалла, ирт кунталла, — хушрĕ вăл.
Шахман тӳрех тăмарĕ, тем шухăшлакаларĕ, вара кӳршисемпе пĕр-икĕ сăмах перкелешсе илчĕ те мала иртрĕ, ханпа халăх хушшинче чарăнса пухăннă çынсем енне çаврăнса тăчĕ.
— Халăх! — пуçларĕ вара сăмахне Çĕрпӳ-Пулат. — Паян эпĕ сире çав тери усал хыпар пĕлтерме тивĕç. Маншăн кăна мар, сирĕншен пуриншĕн те усал хыпар. Çак çынна, Шахмана, эпĕ питĕ шаннăччĕ. Çавăнпа ăна çав тери яваплă ĕç туса пыма хушрăм. Вăл манăн çын пулса, ман ятпа ĕç туса ăçта кăна çитмерĕ пулĕ. Анчах чăннипе вăл манăн ятăма, хан ятне ячĕ, вăрра тухрĕ. Кермен тума кирлĕ япаласем ман шутран туяннă май вăл вĕсен хакĕсене ӳстерсе кăтартнă, çапла манăн укçана хăй кĕсйине нумай чикнĕ. Пĕлетĕр-и, унăн Хусанта темиçе лавкка пур. Чи пысăк пасарсенче. Çав лавккасене Шахман пĕтĕмпех ман укçапа уçнă. Çакна эпир, нумаях пулмасть Хусана кайса килнĕ çынсем, хамăр куçпа хамăр куртăмăр. Çавăнпа чăн сăмахăн суйи çук. Хăвăрах пĕлетĕр, эпĕ ăна вăрăпа тытнă май хамăн ирĕкпех пӳрнине е аллине те таттарма пултарнă. Анчах вăл çак путсĕр ĕçе ман хĕрĕме юратнипе турăм тесе ăнлантарма пăхать. Çавна май эпĕ ăна сирĕн умăрта сут тума тивĕç. Мĕн калăр, халăх? Мĕн тăвăпăр çак кукăр алăпа? Мĕнле тӳрлетĕпĕр ăна? Шахман çип йĕппи мар, ампарти тырра та мар, çав тери нумай мул-пурлăх туянмалăх укçа вăрланă. Тĕрĕссипе вăл мана çаратнă. Çавăнпа ăна ниепле те каçарма юрамасть. Ыттине хăвăр татса парăр, халăх.
Кермен тăвакансем кĕрлесе кайрăç. «Ăт путсĕр этем!», «Çĕр мĕнле чăтать-ши унашкал çынсене!» тенисем илтĕнчĕç. Кирпĕч çапакансем кăна хальлĕхе нимех те шарламарĕç. Вĕсем пурте тенĕ пекех малалла мĕн пуласса кĕтнĕн Шахман çинчен куç илмесĕр пăхса лараççĕ. Тĕлĕнмелле, Шахман хăй те хан айăплавĕшĕн питех хыпăнса ӳкмерĕ, каçару ыйтма васкамарĕ, ун вырăнне хăюллăн малалла пĕр-икĕ утăм турĕ те çынсене шăпланма ыйтса алă çĕклерĕ.
— Халăх! Эпĕ мĕн... чанах та... — пит тăнăçлах пуçлаймарĕ вăл сăмахне, анчах часах хăйне алла илчĕ, хăюллăнрах калаçа пуçларĕ. — Эпĕ чăнах та хан укçине кăштах илсеччĕ. Анчах хам пуяс шутпа мар. Ăт! Эпĕ вăл укçана сире валеçсе парас тесеччĕ. Кирпĕч çапакансене патăм та ĕнтĕ. Ыттисене черет çитмерĕ-ха.
Шахман калама чарăнчĕ те пурне те пăхса çаврăнчĕ. Халăх ăна кăсăклансах итлет иккен. Çĕрпӳ-Пулат вара тĕлĕннипе çăварне карса пăрахнă. Тарçи çапла каласса вăл шутлама та пултарайман. Çакă лайăх та Шахманшăн. Халĕ унăн хана йăлтах анратса ямалла, вăл ăна-кăна ăнкарса иличчен халăха хăй енне çавăрмалла. Унсăрăн-и? Унсăрăн Шахман ним мар пӳрнесемсĕр е халĕ ĕнтĕ, суеçтерни çиеле тухас тăк, алăсăр та юлма пултарать.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...