Шурă акăш çулĕ :: Хан керменĕ
— Мĕншĕн ăна ку таранччен сĕтел хушшинче лартатăр?! Халех вырăн çине вырттарăр! — хушрĕ вара татăклăн.
Тарçăсем хана тепĕр пӳлĕме йăтса куçарчĕç, халачĕпе аттине хывса мамăк тӳшек çине вырттарчĕç. Ахаль те пăчă тесе эмелçĕ ăна нимпе те виттермерĕ. Малтанах вăл Çĕрпӳ-Пулата хăй илсе килнĕ курăк шывне çур курка ĕçтерчĕ. Унтан вырăн пуçне сĕтел шутарса ун çине пĕр чашăкпа — çакăрпа тăвар, тепринпе шыв ларттарчĕ. Хан вир пăтти юратнине ыйтса пĕлсен ăна та пĕр чашăк илсе килтерчĕ. Вара кĕскен кĕлĕ туса илчĕ:
— Пуç вĕçне ĕçмелли-çимелли лартрăм. Чирсем, ĕçĕр-çийĕр те çырлахăр, тухса кайăр. Пуç вĕçĕнчен иртен-çӳрен пулĕ. Усал ан тăвăр, катăк-пăсăк ан тăвăр.
Ун хыççăн эмелçĕ хана тепре тишкерсе тухрĕ, хăй илсе килнĕ тепĕр тĕрлĕ курăк шывне ĕçтерчĕ. Вара вырăн тавра çаврăнса тепĕр кĕлĕ каларĕ:
— Аминь, Турамăш! Усапа-тĕселе çак ырă çын патне ан яр. Килĕшпе, çурт-йĕрпе сыхла. Пӳлĕхçĕ, усал-тĕселе ан яр. Килĕшпе, çурт-йĕрпе сыхла. Таса Турă, эс те усал-тĕселе ан яр, килĕшпе, çурт-йĕрпе сыхла. Турамăш, виç тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн усалтан-тĕселтен сыхла. Çинĕ çимепе çӳренĕ карташĕнче пуснă урапа усал-тĕселе сир. Пӳлĕхçĕ, виç тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн усалтан-тĕселтен сыхла. Çинĕ çимепе çӳренĕ карташĕнче пуснă урапа усал-тĕселе сир. Таса Турă, виç тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн усалтан-тĕселтен сыхла. Çинĕ çимепе çӳренĕ карташĕнче пуснă урапа усал-тĕселе сир. Эй, Турамăш! Эй, Пӳлĕхçĕ! Эй, Таса Турă! Хăвăр панине сыхлăр, упрăр, усал-тĕселе, пирĕн хана курайман тăшмансене сирĕр. Аминь!
Çĕрпӳ-Пулат çак хушăра куçне уçса пăхрĕ, тем каласшăн пулса туртăнчĕ, анчах эмелçĕ кĕлĕ тунине курчĕ те шарламарĕ, каллех куçне хупрĕ. Хальхинче вăл аванах сывлама тытăнчĕ, пăртакран çывăрса кайрĕ пулмалла. Кĕлĕ туса пĕтерсен эмелçĕ ăна тата тепре тĕплĕн тишкерсе пăхса тухрĕ. Унтан сетел çине хăй илсе килнĕ икĕ кăкшăма лартрĕ те Илпенесе çапла хушрĕ:
— Вăрансанах пĕчĕк кăкшăмри шыва çур курка ĕçтеретĕн те апат çитеретĕн, Вара пысăкрах кăкшăмри шыва хăй кăмăл тунă таран ĕçтеретĕн. Ыран аçуна кунĕпех хăв пăхса пурăн. Тата кунĕпех вырăн çинче выртма тăрăштăр, нумайрах çывăртăр. Чире ку иртмелле, анчах пăлханма юрамасть. Асту вара, çак кунсенче ăна усал хыпар ан пĕлтер, инкек пулас тăк ун çинчен те ан шарла, нуша килсен те пулăшу ыйтса ан чăрмантар. Асту, хĕрĕм, ан ман эпĕ мĕн хушнине!
Çапла хытарса эмелçĕ тухса кайрĕ. Илпенес вара çĕрĕпе ашшĕ çумĕнче куç хупмасăр ларчĕ. Çĕрпӳ-Пулат ир енне вăранчĕ те çумра ларакан хĕрне, вырăн пуçне лартнă чӳк апатне курчĕ, унтан кантăкран урамалла пăхрĕ. Хĕвелтухăç хĕрелнĕччĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ кун пуçланнине систерсе керменпе кӳршĕллĕ пысăках мар çăкалăхра кайăксем шăхăрса та чĕвĕлтетсе тĕрлĕ юрă янрататчĕç.
— Хĕрĕм, эпĕ мĕн, нумаях çывăрнă-им? — ыйтрĕ Çĕрпӳ-Пулат.
— Çук, аттеçĕм, нумай мар. Халех тăмасан та юрать, кан тепĕртак, — ăшшăн хуравларĕ Илпенес, — Эмелçĕ кӳрсе панă ак çак шыва çур курка ĕç те...
Ахаль чухне мăнаçлă хан халĕ хĕрне çав тери хăвăрт итлерĕ, вăл курăк шывĕ ярса панă куркана пĕр сăмахсăр пушатрĕ, унтан тула тухса кĕчĕ те каллех вырăн çине выртрĕ.
— Хĕрĕм, эсĕ те кайса вырт. Эпĕ хама аванах туятăп, — хушрĕ хăй.
Çапах Илпенес хăй пӳлĕмне каймарĕ, тарçисене ашшĕ пӳлĕмне икĕ сак юнашар ларттарса вырăн сартарчĕ те унта выртрĕ. Самаях кăтăш пулса илнĕ-ши вăл е кăшт çеç-ши — юнашар такам ура сĕтĕрсе утнипе вăранчĕ. Ашшĕ тăрса кайнă иккен, картишне тухнă, тарçăсем унăн вырăнне пуçтара та пуçланă. Илпенес те вăшăл-вăшăл тăрса ларчĕ, унтан çăвăнмалли пӳлĕме кайса кăмканри лĕп шывпа питне йĕпетсе уçăлчĕ, вара ашшĕне шыраса картишне тухрĕ. Çĕрпӳ-Пулат лаша витинчеччĕ, сырăш çумĕнче хăйĕн юратнă урхамахне ал лаппипе çурăмĕнчен ачашшăн шăла-шăла тем пуплетчĕ. Илпенес юлашки сăмахĕсене çеç тăнласа юлчĕ. «Тахçан эп те çамрăк пулнă-çке. Çӳрен тиха. Турта лаши...» — ассăн сывласа каларĕ Çĕрпӳ-Пулат, вара, витене хĕрĕ кĕнине курса, шăпланчĕ.
— Атте, эс хăвна мĕнле туятăн? — ыйтрĕ Илпенес.
— Аванах, — кĕскен хуравларĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Кермен хăпартнă çĕре кайса пăхас тетĕп-ха, унччен урхамаха апат парас терĕм.
— Атте, тен, сана унта çӳремесен те юрать? — хирĕçлерĕ Илпенес. — Эмелçĕ санăн темиçе кун канмалла, нимĕн пирки те шухăшламалла мар, пăлханмалла та мар терĕ.
— Мĕнле вăл — шухăшламалла мар, пăлханмалла мар? — кăмăлсăрланчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Этем тени вилсен те виçĕ кун шухăшласа выртать тет.
— Çапах та эмелçĕ хушнине шута хурасчĕ, — ӳкĕтлерĕ Илпенес. — Пĕлмесĕр каламасть пуль.
Те хĕрне итлесе, те хăйне хăй халĕ те-ха сывах туйманран Çĕрпӳ-Пулат çак куна та, теприне те килĕнче ларсах ирттерчĕ. Вăл хушнипе Илпенес тепĕр кун кермен тăвакансем патне ĕç-пуç еплерех пынине пĕлмешкĕн кайса килчĕ. Хан хĕрĕ унта хăй мĕн курнине ĕненмерĕ. Кермен тунă çĕрте пĕртен-пĕр çын — Питтăлай маçтăр кăна çӳретчĕ. Вăл та нимĕн тума аптранăран кайма хатĕрленнĕччĕ. Çынсем мĕншĕн ĕçе тухманнине Питтăпай нимĕнпе те ăнлантараймарĕ, «темшĕн пурте Шахмана итлеççĕ» терĕ çеç.
— Илпенес, эсе куншăн пит ан пăшăрхан. Вăхăт иртнĕçем халăх та Шахман чăннипе кам иккенне ăнланса çитĕ, — шантарчĕ тата. — Вара каллех ĕçе пуçăнăпăр. Анчах ханăн çав вăхăт çитессе алă усса кĕтсе лармалла мар пек туйăнать. Унăн, ман шутпа, халех Хусана сумлă çынсене ямалла. Шахман лавккисене пурне те тупчăр вĕсем, çав лавккасем кам кĕсйине тултарса пурăннине тĕплĕн уçса паччăр. Унсăрăн Шахманпа тусĕсем халăха тĕппипех пăтратса яма пултараççĕ.
Те тĕрĕс турĕ Илпенес, те йăнăшрĕ, анчах маçтăр мĕн сĕннине ашшĕне каласа пама хаяймарĕ, вăл пăлханса каллех чирлесе ӳкесрен хăраре. Питтăпай каланин тӳрĕлĕхĕ вара нумай кĕттермерĕ. Темиçе кунран Çĕрпӳ-Пулат патне Хуралăн Çĕрпӳре пурăнакан çыннисем килчĕç те икĕ эрнерен курултай пухма йышăнни çинчен пĕлтерчĕç. Хан вĕсене лăпкăнах кăларса ячĕ, хăйне элчĕсем умĕнче çирĕп тыткаларĕ, анчах вĕсем кайсан каллех вырăнпа выртмаллах чирлесе ӳкрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...