Шурă акăш çулĕ :: Хан керменĕ
— Тата акă мĕн, халăх,.. — Шахман пурне те тепре пăхса çаврăнчĕ те сасартăк пуçĕнчи калпакне хывса çĕре çатлаттарчĕ. — Тата акă мĕн. Çав укçана Çĕрпӳ-Пулат хан мана хăй пачĕ. Вăйпах!
Халиччен шăпах итлесе ларнă халăх кĕрлесе кайрĕ. Унтан та кунтан тĕрлĕ сасăсем илтĕнчĕç:
— А-а-а...
— Ав еплерех иккен!
— Апла вăл мĕншĕн сана айăплать, э?
— А ма укçа панă вара вăл сана?
Шахман хăюллансах кайрă те çынсем патнелле тата темиçе утăм турĕ.
— Хан мана хăйĕн хĕрне качча парасшăн. Анчах эпĕ пуян мар-çке. Çавăнпа вăл мана укçа тыттарчĕ те Хусанта суту-илӳ йĕркелесе яма хушрĕ. Ман чухлĕ мул-пурлăх пухсан Илпенесе çураçма пыр терĕ. Эпĕ Хусанта чăнах та лавкка уçрăм вара, анчах пуйма шутламарăм. Услам туса илнĕ пĕтĕм укçана сире, кермен тăвакансĕне валеçсе пама шут тытрăм. Ма тесессĕн хан сире çав тери мăшкăллать, мĕн тери йывăр ĕçшĕн ятне туса çеç тӳлет. Пĕлетĕр-и эсир кирпĕч çапакансене Хусанта мĕн чухлĕ тӳленине? Çав ĕçшĕнех пирĕн ханран вунă... çук, вун пилĕк хут ытларах тӳлеççĕ унта. Кирпĕч хуракансене те, тăм çăракансене те, платниксене те, ыттисене те вунă-вунпилĕк хут нумайрах тӳлеççĕ. Эпĕ таçта та çитсе курнă çын, çакна питĕ лайăх пĕлетĕп, çавăнпа сиртен мăшкăлланине тек тӳсме пултараймарăм. Хан ман шухăша таçтан пĕлнĕ те тарăхсах кайнă, халĕ мана тавăрасшăн. Ăт! Халĕ сире пĕтĕмпех каласа патăм ĕнтĕ, эсир манпа кирек мĕн тăвăр — сирĕн ирĕк.
Тĕлĕнсе кайнă халăх пĕр самант шак хытса ларчĕ. Тупата, шăна вĕçни илтĕнмелле. Пуринчен малтан тăна кĕрекенни Çĕрпӳ-Пулат пулчĕ.
— Эс... Эс епле хăятăн çапла суеçтерме?! — тарăхнипе тутине чĕтретсе кăшкăрса ячĕ вăл — Эпĕ сана хамăн хĕрĕме парасшăн-и? Кам вара эсĕ? Эмир-и? Бек-и? Тен, мăрса? Нивушлĕ эпĕ сан пек çынна хĕре качча парса ята янă пулăттăм? Халăх! Çак çын халĕ турăсем умĕнче иккĕмĕш хут вилĕме тивĕç пысăк çылăха кĕчĕ. Хăйĕн айăпне пытарас тесе вăл намăса пĕлмесĕр куç кĕрет суеçтерет.
Çынсем те тăна кĕчĕç ăнтĕ.
— Чăнах та путишле капла. Хан хĕрне тарçине качча парасшăн пулать...
— Шахмана та ĕненес килет. Суйсан та çын çав териех суеçтерес çук. Суян та чикки пур.
— Кирпĕч çапакансене вара вăл укçа чăнах та панă, — илтĕнчĕç сасăсем.
Шахман çынсем мĕн каланине юплесе тăчĕ-тăчĕ те каллех алă çĕклерĕ. Кăсăкланса çитнĕ халăх ăна итлес тесе самантрах шăпланчĕ.
— Халăх, эсир тĕлĕнетĕр пулĕ, мĕнле-ха пирĕн хан хĕрне çак çынна парасшăн тетĕр пулĕ. Шухăшлăр-ха хăвăрах, тата кама качча парĕ вăл ăна? Хусан эмирне е бекне-и? Хусанти ятлă çынсем пирĕн хан пеккисене халĕ нимĕн вырăнне хумаççĕ. Çавăнпа Çĕрпӳ-Пулатăн ирĕксĕрех хамăр хушăрах кĕрӳ шырама тивет. Анчах унăн кĕрĕвĕ ахаль çын пулсан та çĕрме пуян пулмалла. Çавăнпа хăй пачĕ вăл мана укçине. Эпĕ çын япалине ĕмĕрне тĕкĕнмен, тĕкĕнессĕм те çук. Акă сирĕн умăрта çĕр çыртса тупа тăватăп!
Шахман çеремлĕрех вырăна куçрĕ те сасартăк чĕркуçленсе ларчĕ, тупа сăмахĕ кала пуçларĕ:
— Аслă Çĕр! Çĕр амăшĕ! Сирĕн умăрта хам таса çын пулнине шантарса тупа тăватăп.
Эй, ĕçчен халăх! Сирĕн умăрта тӳрĕ чунпа выртса çĕр кăшлатăп. Туррăн çĕрне таса пирки кăшлатăп. Хамăн та чун таса пирки çак çĕре кăшлатăп. Эпĕ хан укçине ахальтен илнĕ пулсан мана турăсем нихăçан ан каçарччăр, çĕре суя чунпа кăшланăшăн мана çакăнтах çĕр çăттăр е эпĕ хам вилĕмпе вилсен ман ӳте ăн йышăнтăр.
Çапла каларĕ те Шахман халăх умĕнчех çĕре çыртса илчĕ, чăмлакаланă-чăмламăн çăтсах ячĕ. Çакна куран халăх ахлатса илчĕ. Çĕрпӳ-Пулат та тек нимĕн калама пĕлмерĕ. Чăнах, мĕн тейĕн кун хыççăн, мĕнле витерĕн çынсене. Анчах ĕç-пуç кунпах вĕçленмерĕ-ха.
— Çĕрпӳ-Пулат хан, эс ма вара çынна çав тери нимĕн вырăнне хумастăн?
— Ма пире çав тери сахал тӳлетĕн? — кăшкăраша пуçларĕç хăюллăраххисем.
— Суять Шахман, пĕтĕмпех суять! — ăнлантарма пăхрĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Хусанта унта кирпĕч пачах çапмаççĕ, унта чул çурт лартаççĕ. Кирпĕч çапакансене епле тӳленине вăл петĕмпех хăй ăсласа кăларчĕ! Ĕненмесен Питтăпайран ыйтăр.
Анчах çынсем ăна юплемерĕç ĕнтĕ.
— Çĕр çыртса тупа тăвакан çын суймастех!
— Суеçтернĕ тĕк ăна халех, пирĕн умрах çĕр çăтмалла! — хирĕçлерĕç çынсем хуçана.
— Халăх, эсир тăнлăр-ха, пирĕн хан хăйĕн валли кермен кам укçипе лартать тата? — хĕтĕртрĕ çынсене Шахман. — Хысна укçипе лартать вăл. Эпир панă хырçă-марçă укçипе лартать. Хăй мана çаратрĕç тесе янрашать.
—У-У-У!
— Чăнах çапла пулса тухать-иç, — сĕрлесе кайрĕ халăх.
Çĕрпӳ-Пулат халĕ çынсене нимĕн ăнлантарма май çуккине чухларĕ ĕнтĕ, нимĕн тăвайман енне алă сулчĕ те хурал хӳттипе хăй пурăнакан кивĕ кермене чакса кайрĕ. Юрĕ-ха, вăхăт çитĕ, вырăна лартĕ вăл ку путсĕр этеме. Епле намăссăр! Нимрен хăрамасăр суеçтерет. Туррисем те шеллеççĕ, çитменнине çав путсĕре. Ма-ха чăнах çĕр çăтмарĕ ăна?
Халăх вара çаплах тем ĕрлешрĕ те ĕрлешрĕ. Шахман çаплах тем ăнлантарчĕ те ăнлантарчĕ.
3
Халăхпа пуху вĕçне çитиччен юлмасăр Çĕрпӳ-Пулат çав тери йăнăшнă. Каярах вăл çакна хăй те аван ăнланса илчĕ. Анчах мĕн тăвăн: чавса çывăх та çыртма çук.
Сых пулмалли хыпара хана пуринчен малтан Питтăпай, пĕлтерчĕ. Вăл улус пуçĕ патне каçа пăхмасăр пычĕ, ун патне кĕртмешкĕн хуралçăсене тархасласа ӳкĕтлерĕ, питĕ кирлĕ хыпар, хан ăна вăхăтра пĕлмесен пысăк инкек пулма пултарать тесе хăратрĕ. Пуху хыççăн çилли халĕ те иртмен хан маçтăра сиввĕн кĕтсе илчĕ.
— Сан мĕн сиксе тухна тата, нивушлĕ ыранччен кĕтме пултараймастăн? — кăмăлсăррăн ыйтрĕ вăл.
— Хисеплĕ хан, манăн ĕç енĕпе нимĕн та сиксе тухман. Анчах ĕçлекенсем вара пысăк улшăнусем тăвасшăн, — пĕлтерчĕ Питтăпай. — Вĕсем эсĕ ĕçшĕн сахалтан пилĕк хут ытларах тӳлеме тытăнмасан кермен тума пăрахатпăр теççĕ.
Сӳнмен кăвар çине типĕ пуленке пăрах кăна, вăл самантрах хыпса илет. Çĕрпӳ-Пулат та çаплах хĕрсе кайрĕ.
— Пилĕк хут?! — тарăхса кăшкăрса ячĕ вăл. — Эсир мĕн, пурте ухмаха ернĕ-им? Эпĕ сире ахаль те улусра урăх ниçта ĕçлесе тупайми укçа тӳлетĕп. Тата мĕн çитмест сире? Е эсир çав путсĕр Шахман суеçтернине пурте ĕненсе пăрахрăр-и? Питтăпай, эсĕ хăв та пĕлетĕн-иç вăл суйнине. Хусанта кирпĕч çапакансене мĕнле тӳлени пирки вăл мĕн калама пултартăр? Ху пĕлен, хальлĕхе кирпĕч çуртсем вырăссем кăна лартаççĕ.
— Çĕрпӳ-Пулат хан, каçар та, укçа нумайрах ыйтаканни эпĕ мар. Эпĕ сана пуху мĕнле вĕçпеннине çеç пĕлтерес терĕм. Ма тесессĕн халăх ыран сан пата хăй мĕн йышăнни çинчен евитлеме элчĕсем ярать. Вĕсем килни саншăн кĕтмен япала ан пултăр тетĕп-çке, тивĕçлĕ хурав хатĕрлеме вăхăт пултăр тетĕп.
— Эсир пурте пĕр çӳпçерен! — алă сулчĕ хан. — Тăтăн çавăнта çăвар уçмасăр. Ма Хусанта кирпĕч çапманни çинчен эпĕ пĕлтернине халăх умĕнче çирĕплетсе каламарăн, э? Пурте пĕр каварлă эсир.
— Ара, хисеплĕ хан, унта пурте хĕртнĕ тимĕр пек кăварланса кайнăччĕ. Кам итлесе ĕненĕччĕ мана? — тӳрре тухма пăхрĕ Питтăпай, анчах Çĕрпӳ-Пулат ăна тек итлесшĕн пулмарĕ, «Каях ĕнтĕ» тесе тепре апă сулчĕ те шалти пӳлĕме кĕрсе çухалчĕ.
«Ма кӳреннĕ вăл мана çав териех? — шухăшларĕ Питтăпай хан картишĕпе хапха патнелле утнă май. — Эпĕ çурт лартакан маçтăр, хан пулăшуçи мар, çапах пултарнă таран ун хутне кĕретĕп. Тата мĕн кирлĕ ăна?» Çапла хăй шухăшĕпе айкашса пыраканскер Питтăпай пĕчĕк хапхаран кĕрекен Илпенеспе кăшт çеç çамка-çамкан çапăнмарĕ. Çакă хĕршĕн те кĕтмен япала пулчĕ.
— Ай-уй! — терĕ вăл айккинелле йăпăрт пăрăнса.
— Каçар, — аванмарланчĕ Питтăпай хĕре çул панă май. — Тем шухăша путнăччĕ те...
Анчах Илпенес иртсе каймарĕ.
— Маçтăр, кала-ха, эсир халĕ ĕнтĕ мĕн, пирĕн кермене хăпартма пăрахатăр-им? — ыйтрĕ вăл.
— Кам апла калать? — тӳрех нимĕн хуравлама пĕлменрен ыйтрĕ Питтăпай.
— Мана тус хĕрсем каларĕç. Сăмахĕ вара пĕтĕм Çĕрпӳ тăрăх çӳрет тет. Маçтăр, эсĕ те пире пăрахса каятăн-и? — ыйтрĕ Илпенес.
Унăн сассинче хĕр Питтăпай ĕçлеме пăрахнăшăн çеç мар, тата темĕн урăххишĕн те пăшăрханни палăрчĕ. Мĕншĕнне-мĕнне каччă çак самантра юплесе тăмарĕ, хĕре лăплантарма тăрăшрĕ.
— Çук, эпĕ пăрахса каяс çук. Ыттисем те, тен, тăна кĕрĕç-ха. Такамсем пăтратаççĕ вĕсене, — терĕ вăл лăпкăн.
— Пĕлетĕп, кам пăтратнине те пĕлетĕп.
Илпенес пуçне усса картишнелле икĕ-виçĕ утăм иртрĕ, чарăнса тăчĕ, Питтăпай еннелле çаврăнчĕ.
— Маçтăр, эсĕ, тархасшăн, мана... Пире пăрахса ан кай, — терĕ шăппăн. Вара вăтанса пуçне пĕкрĕ те керменелле вăшт кăна чупса кайрĕ.
Пыр та ăнлан хĕр упраçа. Уйрăмах хан хĕрне. Çапах Питтăпай чунра темĕнле ырă-ырă туйăм ăшшăн хумланса сарăлнине сисрĕ. Çав туйăм ăна хавхалантарса-хăпартлантарса ячĕ, вăл хăйне халĕ кĕç-вĕç çӳлелле вĕçсе хăпарас ăмăрт кайăк пек туйрĕ.
Анчах хавхаланмалли-хăпартланмалли унăн чăннипе сахал пулнă. Çакна вăл тепĕр кун ăнланоа илчĕ. Пулни-иртни ханпа унăн кил-йышне çех тивмелле пек те, чăннипе вара Питтăпая та хăрах çунаттипе пырса çапать-мĕн.
Кăнтăрла тĕлнелле хан хапхинчен Шахманпа икĕ арçын — пĕри кирпĕч çапнă, тепри кермен хăпартнă çĕрте ĕçлекенскерсем — пырса шаккарĕç. Çавсем иккен пуху суйласа янă элчĕсем. Хуралçăсем вĕсене кермене кĕртмерĕç, картишĕнчех кĕтсе тăма хушрĕç те Çĕрпӳ-Пулата элчĕсем çитни çинчен кайса пĕлтерчĕç. Хан час тухмарĕ. Тепĕр тесен вăл пачах курăнмасан та, элчĕсене хӳтерсе яма хушнипех çырлахма та пултарнă. Çапах Çĕрпӳ-Пулат апла тумарĕ, çур сехетрен керменрен тухса Шахманпа тусĕсем патне пычă.
— Мĕн çăмăлпа çитрĕр? Итлетĕп сире, — лăпкăн ыйтрĕ вăл.
Шахман малалла пĕр-икĕ утăм тухрĕ, калпакне пуçĕнчен илсе хана пуç тайнă-тайман сăмахне пуçларĕ:
— Хисеплĕ Çĕрпӳ-Пулвт хан, хамăр пуçарнипе мар, халăх ыйтнипе килтĕмĕр эпир сан патна. Халăх вара çапла калама хушрĕ: кермене тунă çĕрте ĕçлекенсене пурне те малашне ĕçшĕн пилĕк хут нумайрах тӳлеме тивет санăн. Унсăр пуçне санăн пурне те çав кермене хăвăн укçупа е хысна укçипе тунине ĕнентерсе памалла. Кермене хысна укçипе лартатăн тăк вăл санăн мар, улус пуçĕнче тăракан пуçлăха халăх вăхăтлăха панă çурт кăна пулать. Ытах ăна хăвнах илес тесен, санăн хыснаран кермен лартма тăкакланă укçана пĕтĕмпех саплаштармалла, малалла пур ĕçе те хăвăн укçупа тутармалла. Пĕтĕм сăмахăмăр пирĕн çакă. Ыттине каласси — калас марри эсĕ пире мĕн хуравланинчен килет.
Шахман сăмахне вĕçлерĕ те элчĕсем каллех виççĕшĕ те хана пуç тайрĕç, вăл мĕн хуравласса кĕтрĕç. Çĕрпӳ-Пулат нумай шухăшласа тăмарĕ. Хуравне вăл ĕнтĕ унчченех хатĕрленĕ пулмалла.
— Эсир ыйтнине эпĕ пурнăçа кĕртмелли ыйту тесе шутламастăп, эсĕ, Шахман, ĕнер халăха куç кĕрет улталарăн. Çак ĕçшĕн пилĕк хут ытларах сире никам та тӳлемĕ. Унашкал ĕçшĕн ăçта мĕн чухлĕ тӳленине эсĕ пĕлме те пултараймастăн, ма тесессĕн ку чухне кирпĕч çуртсем Мускавра çех лартаççĕ. Эсĕ унта пулса курман. Çавăнпа эпĕ сана халăх умĕнче хăв пĕтĕмпех суеçтернине йышăнма сĕнетĕп. Çапла тусан эпĕ сана вăрланăшăн та каçарăп, Хусанти лавккусене тытса илнипех тата хăвна Çĕрпӳрен хăваласа янипех çырлахăп. Тата акă мĕн. Хысна укçипе çурт лартатăп-и эпĕ е хамăннипе — ку сирĕн ĕç мар. Эпĕ хан пулнине, урăхла каласан сире ертсе пыма турăсем хушнă пуçлăх пулнине ан манăр эсир. Çавна май эпĕ, Шахман, сана çех мар, халăха пăтратакансене пурне те айăплама пултаратăп. Халĕ тухса кайăр ман патран.
Шахман хăйпе килнĕ арçынсемпе тем канашласа илчĕ.
— Эппин, хан, тепĕр сăмахне те калам, — терĕ вара. — Халăх пире çапла та хушнă. Çынсем ыйтнине тивĕçтермесен халăх сана курултай пухма хушать. Хамăр хушăри хирĕçĕве унта çех тĕрĕс татса пама пулать тесе шутлать.
— Мĕске-ер?! — тем пек лăпкăн курăнма тăрăшрĕ пулин те тарăхнине пытараймасăр кăшкăрса ячĕ Çĕрлӳ-Пулат. — Курултая хăçан тата мĕнле ыйту татса панă чухне пухмаллине пĕлетĕр-и эсир? Курултай вăл патшалăх пĕлтерĕшлĕ пуху.
— Эпир те хамăр ыйтăвăмăра патшалăх пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатпăр, — хăнк та тумарĕ Шахман. — Курултайра эпир ĕç укçи пирки кăна мар, хамăр патшалăх тытăмĕ пирки те калаçасшăн.
— Мĕске-е-р?!! — пушшех тарăхса кăшкăрчĕ Çĕрпӳ-Пулат. — Хурал! Кăларса сирпĕтĕр ку путсĕрсене! Курăр-ха вĕсене, манăн тарçăсем патшалăх ыйтăвĕсене татса пама ăнтăлаççĕ. Турăсене чĕнсе килмелле мар-и тата сирĕн пата? Хурал тетĕп! Мĕн пăхса тăратăр?!
Хуралçăсем Шахманпа юлташĕсене хулран тытса хапха патнелле сĕтĕре пуçларĕç.
— Хан, эсĕ ахалех хирĕçлетĕн. Эсĕ пулмасан курултая Хурал çыннисем пухĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн майлă! — асăрхаттарма ĕлкĕрчĕ Шахман хăйне картишĕнчвн тĕксе кăлариччен.
Çĕрпӳ-Пулат вăл хăратса каланине аванах илтсе юлчĕ. Çапла, кермен тăвакансен пухăвĕнче Хурал çыннисем те пурччĕ çав. Мĕн тума пынă вĕсем унта? Тата курултай пухса мĕн тăвасшăн вĕсем? Ханпа улусри хăш-пĕр паллă çынсем хушшинче тавлашу яланах пулнă-ха та, анчах вĕсем нихăçан та курултай пăхса тухас шая çитмен. Ашшĕ каласа панинчен Çĕрпӳ-Пулат унашкал тавлашусем унччен те кĕрлекеленине пĕлет. Паллă çынсем уйрăмах Çĕрпӳре шкул уçассишĕн тăрăшнă иккен. Çĕрпӳ ханĕсем — Çĕрпӳ-Пулат ашшĕ те, аслашшĕ те, мăн аслашшĕ те ачасене вĕрентме пуçлассине хирĕçлемен. Хирĕçлеме тет-ха, вĕсем Чăваш улусĕнчен уйрăм патшалăх туса хума ĕмĕтленнĕ. Ухмах çынсем пулман-тăр хансем, вĕреннĕ çынсемсĕр патшалăха тытса пыма май килмессе, паллах, аван ăнланнă. Анчах шкулта хăш чĕлхепе вĕрентесси çинчен сăмах пуçлансанах паллă çынсем хăйсем те аптранă, тăвлашма тытăннă. Пĕрисем ачасене, тутарсем пек, пĕлӳ тĕнчине араб çырулăхĕ урлă кĕртмелле тенĕ, теприсем тата кириллица алфавичĕ çăмăлрах, ăна йĕркелессе те Дунайçи пăлхарсем йĕркеленĕ, унăн саспаллийĕсемпе чăваш сăмахĕсене çырса кăтартма аванрах тенине илтнĕ-мĕн, тăван чĕлхепе пĕлӳ илмешкĕн вара ачасене çăмăлрах пулать теме пăхнă. Хăйсем вĕренменскерсем хăш меслечĕ меллĕреххине ăçтан пĕлччĕр ĕнтĕ вĕсем. Камсем вĕрентмелли пирки те хансемпе паллă çынсем нумай тавлашнă. Пĕрисем чĕлхе тĕлĕшпе пире тутарсем çывăхрах, вĕсене чĕнсе илер тесе сĕннĕ. Теприсем каллех вырăссене ытларах килĕштернĕ, вĕсем вăйлăрах аталанса пыраççĕ, эппин çĕннине нумайрах пĕлеççĕ тесе ĕнентернĕ. Ачасене вĕрентме шкулсем туса лартмалли, вĕрентекенĕсене лайăх тӳлемелли çинчен сăмах пуçарсан вара паллă çынсем тавлашма сасартăк пăрахнă. Хыснана ытлашши укçа никамăн та парас килмен. Çапла вăхăт иртнĕ те иртнĕ, ĕмĕр ытла хушăра Чăваш улусĕнче пĕр шкул та уçăлман. Халĕ ун пирки сăмах хускатакан та çук.
Эппин курултай пухсах мĕн тăвасшăн улусри паллă çынсем? Нивушлĕ хăпартма пуçланă кермене тума пăрахтарасшан? Çакăн чухлĕ ĕçленĕ хыççăн пăрахсан мĕн чухлĕ укçа, вăй, пурлăх сая кайĕ. Пухăнасса вара курултай çыннисем пухăнаççех пулмалла. Унсăрăн Шахман хăйне çапла сĕмсĕррĕн тыткаламĕ. Ах çав путсĕре! Ăçтан тупăнчĕ çĕр çăтманскер Çĕрпӳ-Пулат тĕлне...
Пулас курултай çинчен кунĕпе шухăшласа çӳренĕрен тем каçпа Çĕрпӳ-Пулат хăйне сасартăк япăх туйса илчĕ, сĕтел хушшине апата ларнăскер пĕр кашăк пăтта та çиеймерĕ, чĕри ыратнипе ахлатса кăкăрне ал лаппипе сăтăркаларĕ те пуçне сĕтел çине чашăкпа юнашар хурса шăпланчĕ.
— Атте! — хăраса кăшкăрса ячĕ Илпенес. — Атте, мĕн пулчĕ сана?
Ашшĕ хуравламаннине курса хĕр çавĕнтах пĕр тарçине хулари паллă эмелçĕ патне чуптарчĕ. Лешĕ нумай та кĕттермерĕ темелле, анчах Илленесшĕн çак вăхăт ĕмĕрпе танлашнăн туйăнчĕ. Эмелçĕ, çамрăклăхне тахçанах маннă хĕрарăм, Çĕрпӳ-Пулата ал тунинчен тытса, куçне уçтарса пăхрĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...