Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Чăнах, кум, нимĕн шухăшласа тăмасăрах ĕç-ха! Кумăш сĕнни тата хăвăртрах ура çине тăрас килни Çтаппана парăнтарчĕ. Вăл Михха аллинчен куркана тытрĕ те эрехне пĕр сывламасăр ĕçсе ячĕ.
— Маттур, маттур, Çтаппан пичче! ― ырласа илчĕ Михха. ― Тата тултарса парас мар-и?
— Çитĕ. Тавтапуç! ― эрех çунтарни тăруках иртменнипе сапăнса каларĕ Çтаппан.
— Ку эрех пеккишĕн тав тума та кирлĕ мар, Çтаппан пичче. Эпĕ сана иксĕмĕр малашне те кăмăллă пурăнас тесе ĕçтертĕм. Ельпох калатăп, Çтаппан пичче, именсе ан тăр, кирек мĕн кирлĕ пулсан та, хăюллăн ман пата пырса ыйт. Вăй çитнĕ таран пулăшăп!
Урамра никам çуккине пуринчен малтан Михха асăрхарĕ. Халăх мĕнле кĕр пухăнчĕ, Огуречниковсем тухса кайнине курсан, çавнашкалах кĕр саланчĕ. Татьяна, пӳрт кĕтессине тайăнса упăшкине кĕтсе тăраканскер, Çтаппана курса, хурлăхлăн макăрса ячĕ.
— Айтурах, Çтаппан, мĕн куртăмăр эпир, мĕн куртăмăр?!
— Ан макăр, Татьяна аппа, ― Çтаппаншăн сăмах хушрĕ Михха — Чăн та, тӳсме йывăр та ĕнтĕ... Пулса иртнине каялла тавăрса юсама май çук. Малашнехишĕн нимĕн те ан пăшăрханăр. Мĕнле, Çтаппан пичче, утса çитейретĕн-и? Йывăр пулсан, халь лаша кӳлсе килтеретĕп.
— Кирлĕ мар, хамах çитетĕп, ― çирĕппĕн хуравларĕ Çтаппан.
— Тур папай пулăштăр сана, Михха, халĕ те пуç тайса тайăм çитмелле мар ырлăх турăн пире. Эсĕ килсе çитмен пулсан, тем курас пурччĕ, ― чĕререн ырă сунса тав турĕ Татьяна.
— Вăй çитнĕ таран, Татьяна аппа... Вăй çитнĕ таран... Ну, чипер çитĕр! ― сывпуллашса уйрăлчĕ Михха.
Михха килне çитсе пӳртне кĕрсенех, Огуречников ăна ӳпкелеме тытăнчĕ.
— Михаил Петрович, эпĕ сире чунтан хисеплетĕп, парăнатăп та...
— Вара мĕн? ― Огуречников шухăшне каласа пĕтерессе кĕтмесĕрех сăмах хушрĕ Михха.
— Паян эсир ман пĕтĕм ĕçе пăсрăр.
— Мĕн туса? ― кулса ячĕ Михха.
— Каласан, яланах кулатăр эсир. Ман арăм пур, икĕ ача. Вĕсене тăрантармалла тата тумлантармалла. Тата ĕмĕр тăршшĕпе уретникре çӳресе ирттерес марччĕ. Паян ман алăра телейччĕ. Çын вĕлерекенсене йĕрлесе тупнă хыççăн, хисеп те чыс пуласса, аслăрах вырăна куçарасса шансах тăраттăм. Эсир пĕтерсе лартрăр!
— Сан мĕн, станувуй пулас килет-им? ― кула-кулах ыйтрĕ Михха.
— Кули пулас килмест пуль? Тата награда парасса та кĕтеттĕм...
Михха кулма чарăнчĕ, Хăйне хăй яланхи пекех мăнаçлă тыткалама пуçларĕ.
— Акă мĕн, Григорий Петрович, шӳт тумасăр, чăннине калатăп сана. Эсĕ паян маншăн çав тери пысăк ĕç турăн. Мĕнле ĕçне ан ыйт. Ун çинчен пĕр турă та хам çеç пĕлетĕп. Ĕçне кура ахаль тумăп. Уншăн награда пама та тивĕç. ― Кĕсйинчен васкамасăр укçа енчĕкĕ туртса кăларчĕ, енчĕкрен çирĕм пилĕк тенкĕлĕх хут укçа кăларса, Огуречников еннелле тăсрĕ: ― Ак сана награда, тыт!
Огуречников укçана выçă кашкăр пек кап! ярса илчĕ те ик аллипе чăмăртарĕ.
— Тавтапуç, тавтапуç, Михаил Петрович!
— Мошков ăçта? ― аса илчĕ Михха.
— Вăл киле кайрĕ, Михаил Петрович.
— Шел... кунта пулмаллаччĕ...
— Мĕн тума?
— Мухтавлă ĕçлерĕ вăл паян. Ăна та награда пама тивĕçлĕ. ― Михха, енчĕкĕнчен вунă тенкĕлĕх хут укçа кăларса тыттарчĕ. — Акă, кăна Мошкова пар! Тӳррипе калас-тăк, паянхи ĕç саншăн ăнăçлă пулас пек ĕмĕтленсе йăнăшнă эсĕ.
— Ма йăнăшнă?
— Ма!.. Вĕсем хăйсем мĕн хăтланнине тем тусан та тунатчĕç. Акă, Çтаппанне юна ӳкериччен çапрăр та, мĕн каласа пачĕ вăл сире?
— Нимĕн те каламарĕ. Этемех мар пулĕ вăл. Данилов текенĕ тата чунсăртарах. Нимĕн именмесĕр турăш умĕнче тупа туса тунчĕ.
— Хăвах килĕшрĕн-и? Тĕрĕссипе, вĕсем Кашкăр Палюкне вĕлернине ман Хĕлип çеç пĕлет. Тата «Пакăш ращинчисем»... Вĕсене чĕрчĕлĕх тăваймăн...
Огуречников ним шарламасăр итлесе тăчĕ.
— Тата çакна та манас пулмасть, Григорий Петрович. Вăрă-хурах хутне кĕме тăни тепĕр чухне вырăнсăр та килсе тухма пултарать. Ăна паян ху та курса чухларăн. Тӳрех калатăп, эпĕ килмен пулсан, эсĕ киле чипер таврăнасси иккĕллĕччĕ. Куртăн пуль, халăх мĕнле тăвăлчĕ?
— Ку тĕрĕсех-и тен.... — юлашкинчен йăлтах килĕшрĕ Огуречников. ― Анчах çакă тĕлĕнтерет мана: ĕç тухмалла маррине малтанах пĕлнĕ пулсан, ма чĕнсе илтĕр эсир мана? Ма тупса патăр ку ĕçе?
— Ун çинчен паçăрах каларăм, Григорий Петрович, мĕншĕнне хам пĕлетĕп те турă пĕлет. Станувуй пуласси пирки те ан пăшăрхан. Пулатăн. Ман сăмах нихçан та çиле каймасть.
Çакна илтсен, Огуречников хăй мĕн çинчен сăмах тапратниие те манса кайрĕ. Унăн куçĕсем хаваслăн йăлтлатса илчĕç.
— Чунтанах тархаслатăп, Михаил Петрович.
— Мана тархаслама кирлĕ мар. Ман чĕре никама та шеллеме пĕлмест. Эпĕ çынна хама усă кăтартма пултарнипе çеç хаклатăп. Тĕнче çавăн çинче тăрать.
— Чунтан шанатăп, Михаил Петрович, — татах пуçне тайрĕ Огуречников.
XVI
Çтаппан, икĕ эрне хушши вырăнпах выртса сывалнă хыççăн, паян кил хушшине тухрĕ те чи малтанах тĕллĕн-тĕллĕн симĕс курăк тапса тухнине асăрхарĕ. Урăх вăхăтра, урăх çĕрте симĕс курăк ешернине курнă пулсан, унăн ӳсентăрана юратакан чĕри тем пекех савăнĕччĕ. Халĕ, кил хушшинче симĕс курăк туха пуçланине курсан, чĕри ыратса кайрĕ. Вăл тăруках «лаша-ĕне пулсан, кил хушшине курăк тапса тухас çукчĕ», ― тесе аса илчĕ. «Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, асатте-атте курманнине куртăм-çке эпĕ», ― ассăн сывласа, вут каски çине пырса ларчĕ те тарăн шухăша путрĕ: «Паян-ыран çулма каймалла. Кĕçех тырă вырма та тухĕç. Лашасăр мĕн тума пĕлес-ха ман... Мĕн тума пĕлес?..» Хăй сыв мар выртнă чухне ачинчен укçа ыйтса ярас шухăш темиçе хут та пырса кĕчĕ ун пуçне. Анчах ним тума та пултараймарĕ. Ачи баржа çине ĕçлеме кĕнĕ тенине илтнĕ вăл, баржи ăçта, хăш хулара тăнине пĕлмест. Микула ăçтине пĕлсе, çынран каласа ярсан та, килте пулса иртнĕ инкексем çинчен илтсен, ĕçне пуçĕпех пăрахса таврăнасран шиклĕ. Лаша илмелĕх укçа ĕçлесе тупма пултарнине те шансах каймарĕ вăл. Лаша туянма мĕн те пулин сутмалла, анчах пилĕк сурăхран урăх нимĕн те çук-çке. Пилĕк сурăх укçипех лаша илеймĕн. Тата сурăхсăр юлсан та мĕнле пурăнмалла? Мĕнпе тăла, алсиш, чăлха çыхса тăхăнăн? Мĕнпе сăхман, аçам, кĕрĕк, тăлăп туса тумланăн! Çук, капла та май килмест. Юлашкинчен Çтаппан укçа камран та пулин кивçен ыйтса пăхма шухăшларĕ, ― ун пек çыннине тупаймарĕ. Михха — укçаллă çын ĕнтĕ. Ун патне кайма чунĕ туртмасть.
— Çтаппан пичче, килте-и эсĕ?!
Кĕтмен çĕртен илтĕнсе кайнă сасă Çтаппанăн йывăр шухăшне татрĕ. Михха картиш алăкĕ урлă каçса турех Çтаппан патнелле утса пычĕ те алă тытрĕ.
— Аван-и, Çтаппан пичче! Сывлăхсем мĕнле? Çӳрекен пултăн-и-ха ĕнтĕ?
— Çӳрекелетĕп çавнашкал, ― терĕ Çтаппан сӳрĕккĕн. Хăй ăшĕнче вара: «Мĕн тума килчĕ-ши ку? Мĕн кирлĕ куна?» ― тесе шухăшларĕ.
— Эсĕ сывалса çӳреме пуçлани аван-ха, Çтаппан пичче. Кирек мĕнле пулсан та, эпĕ хам хресчен, çавăнпа хресчен пурнăçне лайăх пĕлетĕп. Хресчене сывмарланса выртма юрамасть.
Çтаппан чĕлхи çине: «Лашасăр-ĕнесĕр мĕн хресченĕ ĕнтĕ эпĕ?» ― тесе калас сăмахĕ килнĕччĕ — каласа яраймарĕ. Парăнас килмен мăнаçлăхĕ тытса чарчĕ ăна. Ун вырăнне:
— Пӳлĕхçĕм кама мĕнле пурăнма пӳрнĕ, çав майлă пурăнса ирттерме тивет ĕнтĕ, ― терĕ.
— Кăна чăнах та тĕрĕс каларăн. Эпир пурте турă аллинче, ― Çтаппанпа килĕшрĕ те Михха, тарăн шухăша путнă пек, пĕр самант ним шарламасăр тăчĕ. Унтан кăмăллăн чĕнчĕ: ― Атя-ха пӳрте, Çтаппан пичче, ман санпала пĕр-ик сăмах калаçмалли пур.
Пӳрте Çтаппанпа пĕрле Михха кĕнине курсан, Тать-яна шутсăр тĕлĕнчĕ. Анчах палăртмарĕ.
— Килях, килях! ― вашаватлăн саламласа чĕнчĕ вăл. Михха ялккасне хывса хул айне хĕстерчĕ. Турăш еннелле пăхса сăхсăхрĕ те пуçне тайрĕ.
— Телей пултăр!
Татьяна çав-çавах вашаватлăн сĕнчĕ:
— Айтурах, тĕпелелле иртсе лар-ха!
— Ларсах тăма вăхăт çук-ха, Татьяна аппа. Эпĕ сирĕн пата çакна каласшăн çеç килтĕм, — Михха самантлăха чарăнса сывлăшне çавăрчĕ: ― Эпĕ хам та сирĕн пекех хресчен. Çавăнпа хресчен пурнăçне питĕ таса чухлатăп. Пирĕн йăлара тата çакă пур-çке-ха... Ху лайăх пурăннă чухне сан тус-йышсем те нумай. Инкек-синкек çапса хуçсан, тус-йыш та çук. Ман йăла пуçĕпех урăхла. Пĕлетĕп, мана пурте усал çын тесе шутлаççĕ. Ахальтен мар сехмет ят панă. Пуринчен ытла эсир çавнашкал шутлатăр пулмалла...
— Айтурах!.. — урăх ним калама аптраса, ассăн сывларĕ Татьяна.
— Тĕрĕс, ĕçкеленĕ хушăра ашкăннисем пулнă ĕнтĕ, турă каçартăр. Анчах ĕçсен ӳсĕр кам пулмасть. Ӳсĕрĕлсен, ăсран кам каймĕ! Эпĕ те çавах. Ельпох калатăп, чĕрепе эпĕ пĕрре те усал çын мар. Сана эпĕ, Çтаппан пичче, такамран та ытларах хисеплетĕп, мĕншĕн тесен эсĕ ман кăмăллă этем, çĕрне-кунне пĕлми ĕçлеме юрататăн. Пĕлетеп, эсир пысăк инкек курнă пулсан та, ман пата пырса пулăшу ыйтас çук. Çавăнпа хам килме шут тытрăм. ― Михха, калаçма чарăнса, кĕсйинчен хут укçа кăларчĕ: ― Акă, лаша илĕр!
Михха сĕтел çине укçа кăларса хунине курсан. Çтаппан ним калама сăмах тупаймасăр:
— Мĕнле апла? ― теме çеç пултарчĕ.
— Нимле те мар, Çтаппан пичче, — лăплантарма васкарĕ Михха ― Паян ман кăмăл çавнашкал. Шанса паратăп. Хăçан та пулин тавăрса парăн!
Кĕтмен çĕртен килсе тухнă ырлăх Татьяна кăмăлне çемçетрĕ.
— Айтурах, Михха... мĕн таран пуç тайса çырлахтармалла-ши сана ку кăмăлшăн?.. ― пĕтĕм таса чĕререн тав турĕ вăл.
— Мана пуç тайма эпĕ турă мар, Татьяна аппа. Эпĕ те, сирĕн пекех, çĕр çинче утса çӳретĕп. Эпĕ те, сирĕн пекех, турă аллинче. Пурнăçра такам умне тем сиксе тухĕ? Паян пуян эпĕ. Ыран мĕнле пулассине турă çеç пĕлет. Лашасăр хресчен — хресчен мар...
Юлашкинчен Çтаппан та Михха ыхлаçлă кăмăллине ĕнене пуçларĕ. Çапах кирек мĕнле ĕçе те тăвиччен тишкерсе пăхма хăнăхнă йăлипе:
— Хушса тӳлемелли мĕн чул пулать вара? ― тесе ыйтрĕ.
— Пĕр пус та кирлĕ мар, Çтаппан пичче. Ун çинчен нимĕн те ан шухăшла. Куратăн пулĕ, укçа пани-илни çинчен хут та тутармастăп, курса тăракан чĕрчĕлĕх те çук.
Михха выçланмасăр калаçни, хут тумасăр укçа пани Çтаппан кăмăлне парăнтарчĕ. Лашаллă пулас ĕмĕчĕ мăнаçлăхне çĕнтерчĕ.
— Тавтапуç, Михаил Петрович, ― пуç тайса каларĕ вăл — Укçине кĕркуннех тавăрса парăпăр.
— Уншăн тесен пĕрре те пăшăрханмастăп, Çтаппан пичче. Эсĕ тавăрса парасса шанмай пулсан, кунта килме мар, хам пата пырсан та памастăмччĕ. Çитеймесен, татах пырса ыйтăр!
— Çирĕм пилĕк тенкĕпе лайăх лашах илме пулать. Çитмесен кăштах хушса тӳлемелĕх хамăн та пурччĕ-ха, ― чун-чĕрĕленсе хуравларĕ Çтаппан.
— Ну, Çтаппан пичче... Татьяна аппа... Лайăх лаша тупса илме турă пулăштăр сире. Тепре курнăçиччен сывă пулса тăрăр-ха! ― тесе хăварчĕ те тухса кайрĕ Михха.
XVII
Ыраш шăркана ларса иртсен, утă çулас вăхăт çитсе тăчĕ. Çамрăксем ку куна чи пысăк праçник пек кĕтсе илчĕç. Улăхри пек савăнăçлă кун-çĕр урăх хăçан пулĕ тата! Çавăнпа вĕсем: «Вăйă тума майлă çаран лектĕрччĕ те, утине çулма кайсан йĕпе-сапаллă çанталăк пултăрччĕ, утă пуçтарса кĕрес ĕç вăраха тăсăлтăрччĕ», ― тесе кĕл-тăваççĕ.
Ватăраххисем те утă çулас вăхăта хавассăн кĕтсе илчĕç. Вĕсемшĕн пулсан, утă çулма тухни — çулталăк хушши ĕçлесе тунă тухăçа пухас вăхăт çитнине пĕлтерет. Вĕсем те ăçта, мĕнле çаран лекессе пĕлесшĕн çунаççĕ, ытлашши пĕрер путек е пăру усрама пулмĕ-ши тесе ĕмĕтленеççĕ. Турра вĕсем: «Çанталăк уяр тăтăрччĕ те утта хăвăртрах çулса, капана хурса хăварасчĕ», ― тесе кĕл тăваççĕ. Çакăнтан вара «пур этеме турăпа хĕвел те юрайман» тенĕ халап тухса кайнă пулать.
Кунта ĕлĕк-авалтанпах çакнашкал йăла. Çарансене шăпа ярса, ял-ял умне уйăрса илеççĕ, кашни çаранах тĕплĕн пăхса çаврăнаççĕ, хăш çаранĕ çинче утă мĕнле ӳснине тиркештерсе тухаççĕ. Вара хăш ялăн ăçта çулмаллине шăпа ярса уйăраççĕ.
Ак, паян та Енел çĕр общинине кĕрекен сакăр ялтан аннă сакăр уполномоченнăй, чи малтанах пĕтĕм улăха урлă та, тăрăх та çӳресе, утă ăçта мĕнле ӳснине сăнаса тухрĕç те, пурте пĕр çĕре пухăнса, кашни çаран пахалăхне хакласа хучĕç. Унтан хăва хуллинчен сакăр шăпа касрĕç. Сакăр çын, кашни харпăр хăйĕн шăпине паллă туса, Касмухха тытса тăракан çĕлĕк ăшне ячĕç. Вăл кунта, ялсем суйласа янă уполномоченнăйсем хушшинче, чи асли.
Энĕшкасси ялĕнчен, иртнĕ çулсенчи пекех, çаран валеçнĕ çĕрте Çтаппан пулчĕ. Ăна энĕшкассисем вăл ялта чи тӳрĕ çын иккенне шанса çеç мар, унăн шăпи телейлине, вал янă шапана ялан лайăх çаран тухасса ĕненсе суйларĕç. Ку шанăçа Çтаппан хăй пурнăçĕнче пысăк инкексем курса тӳсни те сирме пултараймарĕ.
Çтаппан, яланхи пекех, шăпи çине чăх ури паллă туса çĕлĕк ăшне ячă те айккинелле кайса тăчĕ.
— Ырă сунакан уполномоченнăйсем! ― чиркӳре тăнă чухнехи çемçе сассипе чĕнчĕ Касмухха: ― Камăн шăпи малтан тухать, çавна «Тиреклĕх» çаранĕ пулать!
Йăлăмра кун пек лайăх çаран урăх çук. Çавăнпа кашни уполномоченнăех хăйне тухтăрччĕ тесе кĕлтурĕ. Ку çаран тухсан, ял çыннисем темиçе купа утă хушса парасси паллах.
Çтаппан та ку çаран тухтăрччĕ тесе шутларĕ. Кунпала вăл Энĕшкасси çыннисене хăйне шаннăшăн тав тума ĕмĕтленчĕ. Ытти уполномоченнăйсем пек, нихçан та халăхран ытлашши купа утă ыйтман вăл.
Пĕр уполномоченнăйĕ шăпа туртса кăларчĕ те, çавăркаласа пăхса:
— Чăх ури палли! Камăн шăпи? ― тесе кăшкăрчĕ.
— Çтаппанăн!
— Çтаппанăн! ― шавласа кайрĕç Çтаппан паллине пĕлекенсем.
— Ман шăпа! ― савăнчĕ Çтаппан та.
— Лайăх çаран яланах ăна тухать!
— Телейлĕ эсĕ, Çтаппан! ― уççăнах кĕвĕçсе каларĕç ытти уполномоченнăйсем.
Çтаппан яла савăнăçлă кăмăлпа таврăнчĕ.
— Пирĕн яла хăш çаран тухрĕ? ― тесе ыйтрĕç унран тĕл пулакансем.
— «Тиреклĕх!» ― пĕр сăмахпа хуравларĕ вĕсене Çтаппан. ― Ыран утă çулма каймалла!
Ку хыпар Çтаппан килне çитме ĕлкĕриччен пĕтĕм яла саланчĕ. Кашни килтех утă çулма кайма хатĕрлене пуç-ларĕç. Пуртă, çава илсе, тимĕрçĕ лаççинелле утрĕç.
Çтаппан та, икĕ çавапа пуртă илсе, тимĕрçĕ лаççине тухса утрĕ. Анчах, пĕр ушкăн хĕрупраç хăйĕнчен малтан çитсе тăнине курсан, ăшĕнче рехетлĕн кулса илчĕ: «Вăт, пăрчăкансем темерĕн... Манран маларах вĕçсе килме ĕлкĕрнĕ». Патнех çывхарсан, хĕрсене чĕнмесĕр, çĕлĕкне кăштах хăпартрĕ те:
— Аркади, вăй патăр! — тесе, тимĕрçе саламларĕ.
— Тавтапуç, Çтаппан! Эсĕ те çава хăйраттарас терĕн-и?
— Çавине, пурттине те хăйраттарасчĕ-ха. Йăлăмра кăштах çапă касас шухăшăм пур.
— Кирлĕ! Кирлĕ!
Хĕрсем хушшинче Анукпа Варуç хăйса сăмах чĕнчĕç:
— Тимĕрçĕ пичче, çавасене хăçан хăйраса паратăн?
— Ма çав териех васкатăр? Васкакан упăшкинчен савăнман тенине илтмен-и эсир? ― шӳтлерĕ Аркади.
Эпир качча каймастпăр! ― терĕ Анук кулкаласа. Хăй сăмахĕнчен хăй именсе, вăл ушкăн варрине кĕрсе пытанчĕ.
— Качча каймастăр? ― малалла шӳтлерĕ Аркади. ― Кур-ха вĕсене, Çтаппан, качча каймастпăр теççĕ. Хăйсем хӳресене тӳленĕ-ха! Çапла-и?
— Темле çав, хӳрисем усăнниех курăнмасть те, ним калама аптратăп!
— Ан тĕлĕнтер, Çтаппан, ― лăпланмарĕ Аркади, ― мĕнле курмастăн вара? Эсĕ сăнасарах пăх. Ав, пĕрин усăнса аннă!
Хĕрсем кашниех хăй çинчен каланă пек йышăнса именчĕç. Аркади куçĕнчен хăтăласшăн, пĕри тепĕрин хӳтлĕхне пытанма каялла чакрĕç. Мала Анук тăрса юлчĕ.
— Ав, Анук епле çиçсе тăрать? Пиçсе çитнĕ чие çырли! Çак хĕрĕн качча каяс килмест тетĕр-и?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...