Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Кай, тимĕрçĕ пичче! Тем каласа вăтантарăн эсĕ! ― Анук вырăнне Варуç сăмах хушса каларĕ.
— Ха, сан качча каяс килмест-и?
— Каяс килсен те, эсĕ илейместĕн ĕнтĕ. Ашши пĕтнĕ сан, тимĕрçĕ пичче! ― тахăшĕ çивĕччĕн хуравларĕ.
Хĕрсем хушшинче каллех хаваслă кулă илтĕнсе кайрĕ. Килĕштереççĕ вĕсем тимĕрçĕ пиччене. Аркади çаплах парăнасшăн пулмарĕ:
— Çирĕм пилĕк çул каярах, хам çирĕм çулта çеç чухне пулсан, хăрах уран сиксех пыраттăн та-ха!
— Тăхта-ха, тимĕрçĕ пичче, акă Натали аппана каласа парăпăр та, вăл вара лайăх авлантарĕ.
— Парăнатăп, парăнатăп, хĕрсем! Тархасшăн, арăма каласа ан парăр. Пĕтнĕ пуçăм çав пулать вара! ― кула-кула каларĕ те Аркади хăйра ларкăчĕ çине хăпарчĕ. ― Çтаппан, кил, малтан сан çавусене хăйратпăр!
— Манне мар, ― терĕ Çтаппан, ― малтан çак пăрчăкансен çависене хăйраса пар-ха. Вĕсем манран маларах вĕçсе килнĕ.
— Хăйраттар, хăйраттар, Çтаппан пичче. Эпир кĕтетпĕр! — янăрарĕ Анук сасси.
Аркади, çакна çеç кĕтнĕ пек, çав самантрах хĕре тăрăхлама тытăнчĕ:
— Ха, качча каяс мар текене мĕн хăтланать! Çтаппанăн маттур каччă пуррине чухлать-мĕн. Ашшĕне юрама тăрăшать.
Анук вутлăн-хĕмлĕн пулса кайрĕ. Савнă каччине тимĕрçĕ ăнсăртран çеç асăнчĕ пулсан та, унăн чĕринче мĕн пуррине каччă ашшĕ уççăн курнă пекех туйăнчĕ ăна.
— Каччăшăн калаççĕ пулĕ, асту!
— Калаç, калаç! ― татах тăрăхларĕ Аркади. ― Çтаппан ывăлне пит хавас кайăттăн та, лекĕ-и-ха вăл сана.
Анук урăх ним сăмах тупса калаймасăр çунса тăчĕ. Ун хутне вара Варуç кĕчĕ:
— Ытла та çак эсĕ, тимĕрçĕ пичче, ват çынна хисеплени каччăна ăмсанни пулать-ши вара?
Анукпа Варуç сăмахĕсем Çтаппан кăмăлне килĕшрĕç. Вăл хĕрсем çине ăшшăн пăхрĕ те:
— Ват çынна хисеплени паха, хĕрсем. Ват çынна хисеплекен çамрăкран çын пулать, ― тесе ырларĕ. Çавине Аркадие тыттарса, хăйрине çавăрма тытăнчĕ.
Килте Çтаппан хăйраттарса килнĕ çависене авăр лартрĕ. Унтан утă турамалли кĕреплисене тĕрĕслесе урапа çине хучĕ, Сарай тӳпинчен капан варри антарса урапă хыçне çыхрĕ. Утă çулнă çĕрте кирлĕ пулакан япаласене пурне те хатĕрлесен, пӳрте кĕчĕ.
— Йăлăма илсе кайма мĕнле апат-çимĕç хатĕрлем-ши ĕнтĕ? — терĕ Татьяна.
Ку ыйту пĕрре те ăнсăртран пулмарĕ. Утă çулнă çĕре кашни хресчен лайăх апат-çимĕç илсе кайма тăрăшать, лайăх тумтирне тумланать. Ĕмĕртенпех, утă çулма мĕнле хатĕрленсе пынинчен, кам мĕнле пурăннине сăнас йăла пур. Çыннăн пуянни, чухăнни çавăнта лайăх курăнать.
Çтаппан йăлăма кирек хăш çулта та ытти хресченсенчен лайăхрах хатĕрленсе каяканччĕ. Куншăн унăн арăмĕ тăрăшать. Халĕ те, акă, Татьяна упăшкинчен ыйтрĕ пулсан та, вăл мĕн илмелли çинчен шухăшласа аптранипе мар, пур ĕçе те упăшкин ирĕкĕпе тума хăнăхнăран çеç ыйтрĕ.
Çавна пула Çтаппан та:
— Ху кăмăлна мĕн килĕшет, çавна хатĕрле, — терĕ. Кăштах шухăшласа тăрсан астутарчĕ — Сăрине илме ан ман!
— Сăрине виçĕ витре кĕрекен пичкепех хатĕрлерĕм те-ха... Шăрттан та пур. Тата тулă çăнăхĕнчен пашалу пĕçертĕм... Сĕт пулсан, сĕт çинче çăрмаллаччĕ те, пулмарĕ ĕнтĕ...
Арăмĕ ĕне çуккине аса илтерни Çтаппан чĕрине те ыраттарчĕ, анчах палăртасшăн пулмарĕ.
— Çук япала çинчен калаçма та кирлĕ мар. Хамăр сывă пулсан, ĕни те пулĕ. Эпĕ Макçăм кумсем патне кайса килем-ха.
— Мĕн ĕçпе?
— Сĕрекене канса пăхас тетĕп. Пĕр-икĕ тĕлте пысăках мар шăтăксем пурччĕ пек астăватăп.
— Кайса кил эппин, ― килĕшрĕ Татьяна. ― Йăлăмра пулă аван кĕрекенччĕ-ха. Хамăн та пулă шӳрпи сыпас килекен пулчĕ.
XVIII
Тепĕр кун Энĕшкасси ялĕн урамĕнче ирхине ирех урапа кустăрмисем шăлтăртатни, лашасем кĕçенсе-тулхăрса чупнисем илтĕне пуçларĕç. Ял вĕçĕнче çамрăксен юрри çăл шывĕ шăнкăртатса юхнă пек янăрать.
Саркайăкăн савăнасси
Улăхри утта çуличчен.
Пирĕн выляса-куласси
Атте килĕнчен тухиччен...
Урамри хаваслă шав Çтаппан кăмăлне те çĕклерĕ. Вăл лашине кӳлсе юлашки хатĕрĕсене тиерĕ. Çав вăхăтра картиш алăкĕ умĕнчен Макçăм кăшкăрса иртсе кайрĕ.
— Кум, атя, кайрăмăр!
— Пыратăп, халех пыратăп!
— Айтурах, эпир паян çынсенчен кая юлтăмăр-çке? — хыпăнса ӳкрĕ Татьяна.
— Нимех те мар. Атăл шывĕ урлă сиксе каçас çук. Перевоз патĕнче пурĕпĕр тытăнса тăма тивет, ― арăмĕн кăмăлне лăплантарасшăн пулчĕ Çтаппан. ― Лар эппин, кайрăмăр!
Татьяна урапа çине хăпарса ларчĕ.
— Ме, тилхепене тыт! Анчах картиш алăкне уçмасăрах тилхепене ан турткала.
Ахальтен каламарĕ Çтаппан çак сăмаха. Унăн лаши, тилхепене кăшт турткаласанах, вырăнтан тапса сикет. Чипер лаша лекнĕшĕн Çтаппан чунтанах çавăнать. Ун лаши лайăххинчен ялйыш та тĕлĕнет.
Çтаппан лашине кил хушшинчен çавăтса тухрĕ те картиш алăкне хупрĕ. Унтан, урапа çине хăпарса ларса, тилхепине Татьяна аллинчен илчĕ.
— Ну, Ваçка... кайрăмăр!
Макçăмсене Энĕш юханшывĕ урлă каçсанах хуса çитрĕç вĕсем. Хыçра вĕçĕ-хĕррисĕр лавсем килнине курсан:
— Ытла каях юлман-ха эпир, ― терĕ Çтаппан.
Ку кун çуллахи илемлĕ кунсенчен пĕри пулчĕ. Янкăр тӳпене хăпарнă сар хĕвелĕн çут пайăркисем çĕр çине ылтăн ука пек ярăмăн-ярăмăн сапаланаççĕ. Кăнтăр енчен йăвашшăн вĕрекен варкăш çил улăх тулли ем-ешĕл курăкпа хăва тăррисене тӳлеккĕн хумхатать. Çултан инçех мар, чикен курăк тăрринче, вĕт кайăксем илемлĕ юрă шăратаççĕ.
Çтаппан пыр çыххине салтса кăкăрне уçрĕ. Таса, уçă сывлăша ӳпке тулли çăтса, Макçăм еннелле çаврăнчĕ.
— Кум, туятăн-и? Çанталăк ытармалла мар-çке паян?
— Çапла! Çанталăк калама çук аван тăрать! — килĕшсе пуçне сулчĕ Макçăм.
— Тепĕр тăват-пилĕк кун çакнашкал тăрсан, ыраш вырма тухмалла пулать!
— Çапла! — каллех килĕшрĕ Макçăм.
Перевозра халăх ярмарккăри пекех. Сакăршар урапа çĕклекен икĕ паромпа Атăл урлă ырми-канми çын каçать. Черет çитессе кĕтсе тăракан çамрăксем вăхăта ирттермелле шыва кĕреççĕ, юрă шăрантараççĕ.
Саваласа тунă сар хăмине
Ывăс туса пулать-ши?
Юратса пурăнакан сар ачине
Мăшăр туса пулать-ши?..
Макçăмпа Çтаппан та перевоза çитсе лашисене тăратрĕç. Урапа çинчен аничченех Çтаппан каллĕ-маллĕ пăхкаласа илчĕ те:
— Паян каçса кайма пулĕ-ши кунта? ― терĕ.
— Каçатпăр. Манран çеç ан юл! ― хуравларĕ Макçăм. Çтаппанпа Макçăм, хăвалăха çуртарса пырса, перевозăн анат енне, Атăл хĕрринерех тухрĕç. Лашисене перевоз кĕперĕ çывăхне çавăтса çитерчĕç.
Макçăм урапа çинчен анса кумăшĕ патне пычĕ те:
— Ĕнтĕ парома каçарса килме каймалли çеç юлчĕ. Вара халех леш енче пулатпăр, ― терĕ.
Çав вăхăтра пĕр пушă паромĕ леш енчен таврăнчĕ. Кĕпер çумне çыпçăнса, паромне кăкарса лартма ĕлкĕрнĕччĕ кăна — Макçăмпа Çтаппан кĕпер анине пычĕç. Çынсем ăнланса иличчен:
— Эй, кам урапи ку? Атьăр, тиес! Парома тытса тăрас мар! — текелесе шавлăн калаçса, Макçăм урапана туртинчен ярса тытрĕ. Çтаппан хыçалтан тĕкрĕ. Тата виç-тăватă çын хутшăнса, паром çине çакăр урапана часах кĕртсе вырнаçтарчĕç. Унтан лашисене çавăтса кĕчĕç. Макçăм тӳрех хӳре тытма тăчĕ. Çтаппан та паром çинчине курсан:
— Мĕн пăхса тăратăр, салтса ярăр парома! ― терĕ. Кĕпер çинче тăракансем, парома салтса, шалалла тĕксе ячĕç.
Атăл хĕрринче ӳснĕ этемсемшĕн Атăл урлă каçасси савăнăç çеç. Макçăмсем те, часах йăлăм енне каçса, перевоз кĕперĕ çумне çыпçăнчĕç. Ним чарăнмасăр урапа-лашасене хăйăр çине кăларса хăварчĕç те каялла каçса килчĕç. Макçăм паром çинченех арăмне чĕнчĕ:
— Верук! Лашана çавăтса кил хăвăртрах!
Перевоз кĕперĕ умĕнче тăракан этемсем хушшинче шав çĕкленчĕ:
— Мĕн терĕ вăл?
— Лашине çавăтса килме хушрĕ!
— Черет урлă каçса каяс тет-и вăл?
Çынсем мĕншĕн шавлани Макçăм хăлхине те пырса кĕчĕ. Хăйне тӳрре кăларса, вĕсене лăплантарас шутпа:
— Эпĕ халь çеç килсе тăнă тесе кам каларĕ çавăнта? Манран малтан килнисем мĕншĕн çыран хĕрринчех тăраççĕ-ши тата?! ― тесе пурте илтмелле кăшкăрчĕ — Верук, хăвăртрах çаврăнкала! Ыттисене чăрмантарас мар!
Малтан Çтаппан, ун хыçĕнчен Верук хăйсен лашисене кĕпер урлă çавăтса пырса тăратрĕç. Çыран хĕрринчи çынсем хушшинче ӳпкелешсе калаçнисем илтĕнчĕç:
— Ытла та пилсĕр çак Макçăм текенни!
— Чее çын мар-и, ара...
— Эсир ма чее мар? Сире чее пулма кам чарчĕ? Тăмсай пулас мар тесен, паром илме каймаллаччĕ! ― çапла калаçкаласа, Макçăм кĕпер çине тухрĕ. Çтаппанпа иккĕшĕ вĕсем хăйсен ураписене часах паром çине кĕртсе вырнаçтарчĕç те ытти çынсене пулăшма тытăнчĕç.
Йăлăм енче лашасене кӳлсе тăратсан, Макçăм паçăрхи сăмахне аса илчĕ.
— Куртăн-и, каçрăмăр вĕт! Эсĕ каçăймăпăр тесе хуйхăраттăн!
— Маларах каçни çав тери аван пулчĕ-ха ку. Каçчен хӳшĕ туса пулă шӳрпи пĕçерсе çиме те ĕлкĕрĕпĕр.
— Хам та çавăншăн васкарăм мар-и! ― хаваслăн кулкаларĕ Макçăм.
Пилек-ултă лав, вĕсенчен маларах каçса, хӳшĕ тума тытăннă-мĕн. Çул хĕрринчех тăват-пилĕк хĕр карталакса утă çулаççĕ. Анук та унтах.
— Эй, чиперккесем! Пире валли те хӳшĕ çине витме çулса хатĕрлĕр-ха!
— Çулса хатĕрлетпĕр! — шăнкăрав сассине янăратса юлчĕç хĕрсем.
Хӳшĕ тумалли вырăнта Çтаппансем чарăнчĕç.
— Лашасене тăварса тăрас мар, ― сĕнчĕ Макçăм.
— Тăвармастпăр, ара. Япаласене пушатса хăваратпăр та тӳрех хăва касма каятпăр, ― килĕшрĕ унпа Çтаппан.
Вĕсем патне Сантăр пырса тăчĕ;
— Сĕрекине илсе килмерĕр-и?..
— Сĕрекесĕр Атăл урлă мĕнле каçатăн пуль, ― хуравларĕ Макçăм.
— Сĕрме кайма йыш çитет-и?
— Эпир Çтаппан кумпа иксĕмĕрех-ха.
— Апла тесен, виççĕмĕшне мана йышăнăр.
— Ма йышăнас мар, йышăнас. Пулă кĕнĕ чухне пурин валли те çитекенччĕ. Акташ кӳллинче кăçал никам та сĕрмен пулмалла-ха!
— Çӳçвар кӳллинче те пулă нумай пулаканччĕ, ― Макçăм пулă тытма илсе каяс тенипе савăнса татах сăмах хушрĕ Сантăр.
Çтаппанпа Макçăм лашисене çавăрса кайрĕç. Хăва касмалли вырăн хӳшĕ тума чарăннă çĕртен ик-виçĕ анкарти тăршшĕ çеç. Кантăр пек ларакан чăтлăхра хăвине те часах касса çитерчĕç. Вĕсем хӳшĕ тумалли вырăна каялла таврăннă çĕре унта тата икĕ ушкăн каçса çитрĕ. Тепĕр икĕ сехетсенчен йăлăма килекенсем пурте каçса пĕтрĕç, кашниех хӳшĕ тума васкарĕ. Ку тĕлте сăртанкăрах вырăн. Кунтан «Тиреклĕх» çаран çеç мар, ытти ялсен çаранĕсем те ывăç тупанĕ çинчи пек курăнаççĕ. Хĕвелтухăç енче, хӳшĕсенчен тăват-пилĕк утăмра — чăнкă çыран. Аялта, чăвашсен улăхĕпе марисен улăхĕ хушшинче, Элнет юхса выртать. Унăн таса шывĕпе апат пĕçереççĕ. Утă çулса ăшша пиçнĕ çамрăксем унта шыва кĕрсе уçăлаççĕ.
Халăх сурать — кӳлĕ тăвать тенĕ пекех, кăнтăрла иртсе сеппер апачĕ тĕлне, халь çеç сип-симĕс курăк ешерсе ларакан вырăнта, çĕр хӳшĕ шăтса ларчĕ. Тăват-пилĕк хӳшĕ умĕнче пĕрер вучах туса, апат пĕçерме кăвайт чĕртрĕç, Йăлăма каçнă Энĕшкасси çыннисем çĕнĕ çĕрте те килти пекех пурăнма тапратрĕç.
Çтаппанпа Макçăм хӳшĕ туса пĕтерчĕç те япалисене унта вырнаçтарчĕç.
— Ĕнтĕ кайрăмăр-и, кум? ― ыйтрĕ Макçăм.
— Кайрăмар, кайрăмăр! Пулă пуçтарма кирпет илем-ха, ― терĕ васкаса Çтаппан. Хӳшĕрен кирпет çакса тухрĕ те Сантăра чĕнчĕ,
— Пыратăп! — хаваспах килĕшрĕ Сантăр. — Парăр, сĕрекине хам йăтам!
— Типĕлле йывăр мар вăл, хам та йăтса çитеретĕп!.. ― сĕрекине хулпуççийĕ çине хучĕ Макçăм...
— Атте, эпĕ те пырам-и? ― ыйтрĕ Уçка.
— Пыр, пыр! ― ун хутне кĕме васкарĕ Çтаппан. Уçка хавасланса кӳлĕ еннелле чунма тытăннăччĕ кăна — ашшĕ кăшкăрса пăрахрĕ:
— Ăçта чупатăн, йĕксĕк ачи?
Уçка кăмăлĕ пăсăлнипе макăрса ярас вĕçне çитрĕ.
— Эсĕ, мĕн, малтан çитсе пулăсене хăратас тетĕн-и? Ав, пыр хыçран! Пĕр утăм мала ан тухнă пултăр!
Лапалла ансан, вĕсем мăй таран çӳллĕ курăк ăшне кĕчĕç. Çанталăк ытла тӳлек тăнипе нимле сас-чӳ те илтĕнмест. Ăнсăртран вĕсен тĕлне пырса тухнă кайăксем кăшкăра-кăшкăра вĕçсе кайни тата хумханса юлнă сĕлĕ тăрăллă курăксем чăшăлтатса илнĕ сасăсем кăна шăплăха самантлăха татаççĕ.
Кӳлĕ курăна пуçласан, вĕсем тата асăрханарах утма тытăнчĕç. Макçăм, ачине пӳрнипе юнаса, асăрханарах пыма хушрĕ. Акă вĕсем кӳлĕ хĕррине тухса тăчĕç.
Пĕр пăхсан, çăра хăвалăх хушшине пытаннă пысăк кӳлĕ шăппăн тĕлĕрсе выртать. Анчах вăл çиелтен пăхсан çеç çапла. Унăн хăва çулçисен мĕлки ӳкнипе ешĕл-симĕссĕн йăлкăшакан шывĕнче çĕршер те пиншер пулă хĕвĕшет. Вĕсем, кӳллĕн тĕкĕр питне шăтарса, хĕвел пайăрки çинче шурă хупписемпе йăлтлатса илеççĕ те каллех шыв тĕпнелле чăмаççĕ. Акă, вĕтĕ пулăсем ывăçласа сапнă пăрçа пек пĕр харăс çӳлелле сикрĕç те каллех шыва ӳксе çухалчĕç. Темĕнле пысăк пулă, икĕ еннелле хум ярса, кӳлĕ варринелле çурса кĕрсе кайрĕ.
— Пăхăр! Пăхăр! ― тӳçеймесĕр кăшкăрса ячĕ Уçка.
— Шăп... Мĕн янăратăн! ― пӳрнипе юнарĕ ачине Макçăм. Анчах хăй те чăтса тăраймарĕ, пуçĕпе кӳлĕ еннелле сулса илчĕ: ― Куртăр-и?
— Куртăмăр, куртăмăр! ― пăшăлтатрĕ Сантăр.
— Пирĕн пай та пулĕ-ха кунта... ― терĕ Çтаппап.
Сас туса пулăсене тартасран йĕсем хуллен курăк çине ларчĕç, тăли-çăпатисене салтса пăрахрĕç.
— Шала эп кĕретĕп, ― терĕ Сайтăр.
— Ма эсĕ? Хам кĕретĕп! Çтаппан кум пуллине пуçтараканĕ пултăр! ― терĕ Макçăм.
— Ненай, унашкал ĕç тухать-ши вара? Сĕрекепе шала кĕресси ман ĕç пулаканччĕ мар-и? ― кăштах шӳтлесе каларĕ Çтаппан.
— Апла тусан та пырать. Эпир Уçкапа пулă пуçтарăпăр! ― çавăнтах килĕшрĕ Макçăм.
Кам мĕн тумалли çинчен калаçса татăлнă хыççăн Çтаппан сĕрекен пĕр вĕçне тытрĕ.
«Асатте-асанне, атте-анне... ачасем, хурăнташсем, тăвансем, пил тăвăр, пулă нумай тытма пулăшăр», ― тесе пăшăлтатса илчĕ те сĕрекине кӳлĕ варринелле туртса кĕрсе кайрĕ. Макçăм ăна хăй тăракан уçланка çаврăнса тухма хушрĕ.
Сĕреке хутаçĕ ăшăха тухса çĕр çинчен шума пуçласанах, пĕр çăрттанĕ, ухă пек вĕçсе, сĕреке урлă каçса ӳкрĕ. Ун хыççăн татах тепĕр çăрттанĕ ярăнчĕ.
— Ой-йой, сикеççĕ! ― ашшĕ шăп пулма хушнине манса кăшкăрса ячĕ Уçка.
— Миçе каламалла сана! ― юнавлăн пăхса хăтăрчĕ Макçăм.
Уçка çăварне аллипе хупласа тăчĕ.
— Куртăр-и? ― терĕ Сантăр та хумханса. ― Тарса хăтăлчĕ-хăтăлчех кулатник çăрттанĕ!
— Ан шарлăр-ха, атьсемĕр! Пире паллисем тараймарĕç пулмалла... ― сĕрекен аялти вĕренне туртрĕ Макçăм. Çерем çине уланкă, хурапул, ылтăн карас, çăрттансем тухса ӳкрĕç.
Уçка пуринчен малтан пĕр пысăк çăрттанне ярса тытрĕ те çӳле çĕклерĕ:
— Пăхăр, пăхăр! Мĕн пысăкăш ку?!
— Икĕ кĕрепенккерен пĕр мăскал та кая пулмасть! ― терĕ Макçăм.
Çав вăхăтра çăрттан сасартăк çĕлен пулă пек авкаланса илчĕ те Уçка аллинчен тухса ӳкрĕ. Тепĕр хут ярса тытма ĕлкĕриччен шыва чăмрĕ.
— Ах-ти, йĕксĕк пуçĕ! ― ятлаçса илчĕ Макçăм, ачине çутăлтарса ячĕ. ― Çавна тыткалаймастăн! Мĕн ачи эсĕ?!
Тепĕр чухне Уçка макăрса та янă пулĕччĕ. Халь, пулла алăранах тартнипе тарăхнăскер, питçăмартийĕ хĕмленнине те туймарĕ.
— Эккей, ара, кум, ма унашкалах ятлаçатăн? ― Уçка хутне кĕрсе сăмах хушрĕ Çтаппан. ― Тарчĕ пулсан — тар-тар! Пире пайли пулман ĕнтĕ вăл! Пире пайлисем сĕрекерех! ― тепĕр çăрттанне илсе, Макçăма тыттарчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...