Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Ав мĕнле иккен! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ вăл. — Эсир ман хĕр Микулана качча тухма килĕшессине те пĕлетĕн! Эпĕ çеç, ун ашшĕ. нимĕн те пĕлмен. Мана ухмаха тăратса хăварма шутларăр-и?!
— Сантăр, майĕ пултăрччĕ...
Наçтик тепĕр сăмаха хутшăнса хăй йăнăшне юсама хăтланчĕ. Сантăр чарса лартрĕ ăна.
— Эс паçăр, — Çтаппан еннелле çаврăнчĕ Сантăр, ― мĕншĕн апла тесе ыйтрăн манран. Халь каласа парăп. Хăйĕн шухăш-кăмăлĕнче мĕн пуррине ашшĕнчен малтан ют çынна каласа паракан хĕр — хĕр-и вăл?
Йăнăш сăмах персе яни ашшĕн мăнаçлăхне хуçнине туйса илчĕ те Çтаппан хăтана пултаруллă евчĕ тупса яманшăн хăйне хăй ӳпкелерĕ. Каçарттарса калаçнипе те юсама пулатчĕ-и, тен, ку йăнăша. Çтаппанăн хăйне çав териех пĕчĕке хурас килмерĕ. Тата вăл Сантăр Микулана хурлас-шăнрах калаçнине сисрĕ.
— Пулĕхçĕм çырлахăтр, Сантăр... — хумханчĕ пулсан та яланхи сассинчен тухмарĕ вăл. — Наçтик тĕрĕсех каларĕ. Эпир хамăр ачасен шухăшĕсене пĕлнинче сиен çук. Микула авланасси çинчен сăмах тапранчĕ те сан хĕрӳпе туслине пĕлтерчĕ. Куна илтсен эпĕ савăнтăм... Анчах эсĕ кăмăлсăрри тĕлĕнтерет. Те ман ывăл сан хĕрне тивĕçлĕ мар теесшĕн эсĕ? Хам шутпа, ман Микулана никам та тиркес çук пек...
Сайтăр ура çинĕ тăчĕ. Çтаппан мăнаçланса калаçни татăклă сăмах çине илсе пычĕ ăна.
— Акă мĕн, Çтаппан... Сан ывăлна кам тиркенипе кам тиркеменнине пĕлместĕп, пĕлме те шутламастăп. Анчах хам хĕре ăна качча пама тăхтатăп!
Çтаппан та ура çине тăчĕ. Кунта урăх ним ĕç те çуккине, малалла калаçнипе ывăлне хур кӳни çеç пуласса та ăнланчĕ.
— Пӳлĕхçĕм çырлахăтр, Сантăр... Наçтик... Эпĕ сире юратса, çирĕнпе хăталлă пулас шутпа килнĕччĕ. Тиркетпĕр тесен — хăвăрăн ирĕк. Килсе сăмах тунăшăн ан çилленĕр... — пăшăрханса каларĕ те Çтаппан çĕлĕкне тăхăнса тухса кайрĕ.
Киле те иккĕшĕ çеç юлсан, Наçтик, халь макăрса ярас пек, упăшкине ятлама тытăнчĕ:
— Мĕн турăн. Кун хыççăн кам ăслă çын тесе шутлатăр сана? Микуларан лăйăх каччă ăçтан тупăн-ши?
— Хуп çăварна! Анук ман хĕр. Ăна валли мĕнле каччă юрăхлине хам пĕлетĕп! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Сантăр.
Наçтик ирĕксĕрех шăлне çыртрĕ.
Çтаппан килне ытла та салху таврăнчĕ. Унăн чĕрине тахçантанпах ыррăн вăркăштарса пурăннă ĕмĕт сая кайрĕ. Кунашкал ăнăçсăр ĕç хĕр çураçма пĕлменрен çеç сиксе тухнă пулсан пĕр хуйхăччĕ. Анчах Сантăр хĕрне Микулана качча пама шутламанни Çтаппан пурнăçĕ улшăннине нихçанхинчен тасарах кăтартрĕ. «Çулталăк каярах, ман хуçалăх çирĕп чухне, Сантăр çакнашкал хăтланĕччĕ-и? Çук. Вăл хаваспах хăталлă пулма килĕшĕччĕ. Халĕ, ав... Микулана мĕн калас ĕнтĕ?»
Кĕçех Микула та персе çитрĕ. Хăтана кайни ăнăçлă пуласса шаннипе вăл ашшĕ мĕнле кăмăлпа ларнине астăваймарĕ:
— Кайса килтĕн-и? — терĕ хаваслăн.
— Кайса килтĕм те... — ывăлĕ çине пăхма хăяймасăр хуравларĕ Çтаппан, ― анчах усăсăр пулчĕ...
— Мĕн апла?..
— Анука... Сана парасшăн мар вĕсем...
Кĕтмен хыпар Микулана имретрĕ. Вăл ним каласа ярасса пĕлмесĕр:
— Ан тĕлĕнтер! Мĕн пулнă вĕсене? — терĕ.
— Пӳлĕхçĕ çырлахтăр, ачам... — ассăн сывларĕ Çтаппан. — Вĕсене ним те пулман, чухăн çынсемпе хурăнташланасшăн мар кăна...
Микула ашшĕне хуйхă пусарса ӳкернине сисрĕ те чĕри ыратма пуçланипе ним калаймасăр тăчĕ.
Çтаппан юлашкинчен тăна кĕрсе хăйне алла илчĕ. Шарламасăр ларсан та, пыр татăлас пек кăшкăрсан та ӳксе çухалнă япалана тупма çук.
— Юрĕ, тиркеччĕр... Тиркекене тирĕк тĕпĕ тенĕччĕ-ха. Эпир Анук чухлĕ хĕр тупăпăр. Вĕсем сан пек качча шыраса пăхчăр!
Ашшĕн сăмахĕсем Микулана йăпатма мар, тĕпсĕр çыр хĕрринех илсе пынăн туйăнчĕç. Тата тепĕр утăм тусанах çав тĕпсĕр çыра ярăнăн та нихçан каялла тухаймăн. Микула хăрушлăха çĕнтерме шут тытрĕ.
— Çук, атте, — çирĕппĕн татса каларĕ вăл. — Сантăр пичче кутăнĕшĕн Анукпа иксĕмĕрĕн телее пĕтерсе лартма памăп! Эпир ахаль те нумай çухатнă, нумай хур тӳснĕ. Хăрушлăха хирĕç тăрса çĕнтерме те вăхăт!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, ачам... Хĕрĕн ашшĕ килĕшмесен мĕн тăвас тетĕн?
— Килĕшмесен ―ан килĕшчĕр. Вĕсемсĕрех тăвăпăр. Акă Тĕмшере каятăп та хĕре лартса килетĕп!
— Кунашкал хăтлăнасшăп марччĕ эпĕ... Асатте-асаннесен, атте-аннесен йăлипе тăвасшăнччĕ...
— Уншăн эпир айăплă мар, атте. Ку çул çине пире Сантăр пичче хăй тĕртет. Хĕр вăрласси те асатте-асаннесен йăлиех. Ав, Якур мĕн туса хучĕ? Макçăм пичче харкашнă хушăра Ваçлие хĕрсĕр тăратса хăварчĕ. Манăн Ваçли хурне курас шухăшăм çук. Хĕре хамăр пата илсе килсен, хулăм укçи çинчен калаçма та çăмăлтарах!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, Микулай, ху кăмăлна килне пек ту эппин... — юлашкинчен килĕшрĕ Çтаппан.
XII
Çав каçах Мавра Лукарье патне вĕçтерсе çитрĕ.
— Мĕнле, Сантăрсем патĕнче пултăн-и? Эп хушнине турăн-ж? — хыпăнса ӳкрĕ Лукарье.
— Сывлăша çавăрам-ха, кин... Вара пĕтĕмпех каласа парăп... — Ĕç хакне ӳстересшĕн ывăннă пек курăнма тăрăшрĕ Мавра.
Лукарье пĕр вĕриленсе, пĕр сивĕленсе кайрĕ. Мавра Микулана пăсайман пек е тата Микула хĕре хăй патне илсе кайма ĕлкĕрнĕ пек те туйăнчĕ ăна.
— Мавра аппа, хăратса пăрахрăн эс мана! Мĕн пулчĕ тата, кала-ха часрах!
Лукарье сехри хăпнине сиссе, Мавра ăшĕнче рехетлĕн кулса илчĕ. Ыйтса-туса тăмасăрах пукан çине ларчĕ. Самайран тин:
— Хăрамалли нимех те çук, кин... Савăнмалли çеç, — тесе хучĕ.
— Мĕнпе савăнмалла?
— Сантăр хĕрне Микулана качча памасть.
— Чăнах-и?
— Эй, кин... хăçан улталанă эп сана?
Лукарье, сивчир хыççăн вăйсăрланса юлнă пек, пукан çине ларчĕ. Мавра çине ăшпиллĕн пăхса:
— Тĕрĕс, Мавра аппа... Эсĕ мана нихçан та улталаман. Тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пар-ха. Пĕлес килет, — терĕ.
Мавра Сантăрсем патне кайса Микула çинчен мĕнле элек сарнине каласа пачĕ те:
— Тĕттемленсен, ялтан таврăннă чухне, каллех Сантăрсен тĕлне çитрĕм. Пăхатăн: вĕсен хапхинчен Çтаппан тухрĕ. Вăл унта мĕн ĕçпе килнине пĕлесшĕн Сантăрсем патне кĕтĕм. Сантăрпа Наçтик халь-халь тытăçса каяс пек лараççĕ. Ятлаçма та эпĕ пырса кĕнипе кăна чарăннă пулмалла. Вăлтсан-вăлтсан, вĕсем мана Çтаппан хăтана килни, Анука Микулана качча пама шутламанни çинчен каласа пачĕç. Вăт, мĕнпур савăнăç çавăнта, — терĕ.
— Тавтапуç!.. — хаваслăн каларĕ Лукарье. Чăлана васкавлăн кĕрсе тутăр илсе тухрĕ те Маврана тыттарчĕ. — Ку сана ырă хыпаршăн пултăр...
— Эй, кин... Эсĕ мана пĕр иккĕленмесĕр шанма пултарăтăн. Эпĕ саншăн сĕтпе шыва кĕме те хатĕр.
— Шанатăп, Мавра аппа... Ĕнтĕ кай та хăлхуна тăратса çӳре. Мĕн те пулин илтсенех ман пата вĕçтер!
— Паллах, кин... Илтсенех кунта вĕçтерсе килĕп! — пуç тайса хăварчĕ Мавра.
Пĕччен юлсан, Лукарье труках иккĕленме тытăнчĕ: «Мавра аппа пăсни, ашшĕпе амăшĕ килĕшменни çителĕклĕ пулĕ-ши? Микула та Якур пекех хăтланмĕ-ши?» Вăл Микулана Анукран уйăрма урăх майсемпе те усă курма шут тытрĕ.
XIII
Тепĕр ирхине выльăх-чĕрлĕхне пăхма тухсан, турă шыва кĕрес умĕнхи шартлама сивĕ Сантăр сăмсине çăтăр чĕпĕтсе илчĕ, çанçурăмне çӳçентерчĕ. Анчах чĕри çав-çавах лăпкăн тапрĕ. Каç Çтаппанпа урлă-пирлĕ пулнине те маннă вăл. Арăмĕ куççуль тăкнине аса илни кăштах хумхатрĕ те, ку та пĕр саманта çеç пычĕ.
Сантăр сурăхĕсене картаран кăларса ыраш улăмĕ пачĕ. Вите алăкне уçса хăварчĕ те хапха патнелле утрĕ. Лаши витерен тухса хуçи хыççăн пычĕ.
Сантăр хапха уçса лашине кăларса ячĕ те каялла хупма тăнăччĕ — куçĕ хуралса килнипе кĕçех кайса ӳкмерĕ. Хапха хăмисене такам тикĕтпе вараласа кайнă. Чысне çухатнă хĕрсен хапхине çеç çакнашкал тикĕтлеççĕ. Нивушлĕ унăн чунтан юратакан хĕрĕ сучкана тухрĕ? Сантăр ĕнер Мавра каланисене аса илчĕ те, уншăн пурте паллă пек туйăнса кайрĕ.
«Акă, картла вылякан, эрех ĕçекен, сутăнчăк хĕрарăмсемпе явăçакан каччăпа туслашни мĕне пĕлтерет? Кам айăплă куншăн? Никам та мар, арăм! Хĕрĕн чысне упрасси, кăмăл-шухăшне хăй ирĕкĕнче тыткаласси унăн тивĕçĕ! Вăл хăйĕн тивĕçне тытса пырас вырăнне хĕре путсĕр каччăпа туслашма ирĕк панă, Сантăр пӳрте урса кайнă пек чупса кĕчĕ.
Наçтик упăшки çине пăхса, кил хушшинче темле инкек сиксе тухнине чухласа илчĕ те:
— Сантăр, мĕн пулнă сана? — терĕ çуйланса.
— Тата ыйтса ларатăн-и? — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Сантăр. — Хĕрӳ путсĕр каччăпа туслашнине пĕлнĕ вĕт эс! Пĕлнĕ çеç мар, тен, вырăнне те хăвах сарса панă?! — Наçтик мĕн те пулин хуравлама ĕлкĕриччен ăна чăмăрĕпе ислетме тытăнчĕ.
— Мĕн тăватăн?! Ухмаха ертĕн-им?! — хурланса кăшкăрса ячĕ Наçтик.
— Ухмаха ертĕм! Пыр, хапхуна тухса кур! Эсĕ хĕрне путсĕр каччăпа туслашма пулăшнă! Акă ĕнтĕ вăл пире пĕтĕм прихут умĕнче намăса кĕртрĕ!
Анука качча паманшăн Мнкула Сантăрсен хапхине тикĕтпе вараланă текен хыпар ял тăрăх çиçĕмрен хăвăрт чупса çаврăнчĕ. Кĕтерука вăрлана хыççăн ку çĕнĕ хыпар пулнăран, паян кашни çăлкуçĕ умĕнчех çакăн çинчен калаçаççĕ. Хăшпĕрисем, Анука шеллесе, Микулана ятларĕç. Çав хушăрах, Микула хутне кĕрсе, Анукран кулакансем те тупăнчĕç.
Çак хыпара Çтаппан шыв кӳме кайсан илтрĕ те килне кăмăлсăрланса таврăнчĕ. Сантăр, хăйне кӳрентернĕ пулсан та, Микула. кунашкал ирсĕр ĕç тунипе килĕшмерĕ. Çавăншăн пуçламăш хут ун çине сиввĕн пăхрĕ:
— Пӳлехçĕм çырлахтăр, Микула... Эсĕ кунашкал айкашса çӳрессе кĕтменччĕ.
— Мĕн айкашса çӳрени çинчен калаçатăн, атте? — пĕлесшĕн пулчĕ Микула.
— Ху пĕлместĕн пулать?
— Çук, пĕлместĕп, атте! Эсĕ ман çине çилленсе пăхни тĕлĕнтерет...
— Çилленмесен те тӳсме çук. Сантăрсен хапхине тикĕтпе варалама мĕнле хăйрăн? Анука хур тăвас терĕн-и? Ан тив, хĕрне сана памарĕç пултăр. Пурпĕр ăна намăса кĕртме кирлĕ марччĕ. Ку ирсĕр ĕçпе эсĕ ман пите пĕçертрĕн...
Ашшĕ сăмахĕсем Микулана уяр çанталăкра аслати çапнă пекех пулчĕç. Вăл хирĕç ăнлантарса калама сăмах тупаймарĕ. Çавна çеç лайăх ăнланчĕ: ашшĕ ним сăлтавсăрах нихçан та кунашкал авăкланманччĕ. Халĕ те нимсĕрех тарăхас çук. Апла-тăк, мĕн те пулин пулнах...
Микула ашшĕне пĕр сăмах каламасăр васкаса тумланчĕ те урама тухса чупрĕ.
Чăвашла хапха тĕлĕпе шайлашсан, ăнсăртран пек çаврăнса пăхрĕ те хапха хăмисем тикĕтлине асăрхарĕ, темле хăрушă тискерпе тĕл пулнă чухнехи пек сулăнса кайрĕ. Халь ĕнтĕ вăл ашшĕ мĕншĕн çилленнине йăлтах ăнланчĕ. «Кам ĕçĕ ку?» Анукпа пĕрле хăйне те хур кӳнĕн шутласа, тăшманĕ камне тавçăрма хăтланчĕ. Анчах никам çине те калама аптрарĕ. «Анука çак тери мăшкăл туса, айăпне ман çине йăвантараççĕ пулсан, иксĕмĕре курайман тăшман пурах. Кам вăл? Мĕншĕн кураймасть пире? Кама мĕн туса çиллентертĕмĕр эпир? Нивушлĕ Элекçей... айкашрĕ? Çук, пулма пултараймасть. Тĕмшертен кунта çитиччен тикĕт шăнса ларать. Лакунне йăтса килнине кам та пулин куратчĕ. Апла тесен, кам айкашрĕ-ши?» Микула труках Лукарьепе иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ ĕçе аса илчĕ, «Урах никам та мар. Тавăрас йăла вĕсен юнĕнче пур!» Вăл çав самантрах хăйсене Михха хур кӳнине аса илчĕ те, кăмăлĕ Атăл çинчи хум пек тилĕре пуçларĕ. Мĕнле тавăрас? Кун çинчен сӳтсе явма вăл чунран юратнă юлташĕ патне кайма шутларĕ.
Кĕтерука Якур вăрласа кайнине пĕлсен, Макçăм хĕпĕртенĕччĕ. Ĕнтĕ ун çинчен Ваçли манĕ те, килте каллех килĕшӳллĕ пурнăç пуласса шаннăччĕ. Макçăм шутланă пек килмерĕ. Ваçли юратнă хĕрĕ çухалнине хăйĕн çамрăклăхĕ иртнĕ пекех йышăннипе, çав-çавах апат çинĕ-çимен, çывăрнă-çывăрман пурăнчĕ, никампа та калаçсах каймарĕ. Верукпа Уçка та Ваçли хутне кĕнипе ашшĕне çилленсе пурăнчĕç. Макçăм çемйине хуйхă пусарчĕ. Микулапа Анук çинчен сарăлнă хыпар çеç вăхăтлăха вĕсен хушшинчи салхулăха сирчĕ. Макçăмпа Верук та Анука шеллерĕç, Микулана çилленчĕç.
— Кам шухăшлама пултарнă?
— Микуларан йĕркеллĕ ача ялта çук темеллеччĕ?
— Çтаппан кумне шел. Тем таранах хуйхăрать пулĕ? ― лесшĕнччĕ, анчах ăна хирĕç кавар тунă çĕре хăй те хутшăннă пек сунса, Ваçли çине сиввĕн пăха-пăха илчĕç.
Юлташĕ çинчен элек сарăлнăшăн чунтан тарăхрĕ Ваçли. Ку ĕçе Микула туманнине аван пĕлет вăл. Иртнĕ каç вĕсем иккĕшĕ, хальчченхи пекех, улăхсенче çӳрерĕç, килне те хăех ăсатса хăварчĕ.
— Йăнăшатăр! Микула ĕçĕ мар ку! — юлташне тӳрре кăларма тăрăшса, сăмах чĕнчĕ Ваçли.
— Халăх çăварне кĕнĕ сăмах суя мар!
— Ах, анчах... тем кăтартĕç ку ача-пăча тени! Шăпах çав вăхăтра Микула пырса кĕчĕ. Кăмăлĕ тилĕрнипе тăнпуçĕ сĕрĕм лекнĕ пек пăтранчĕ пулсан та, кил хуçисем ăшă кăмăллăн йышăнманнине сисрĕ. Макçăм, ăва яланах шӳтле сăмахсемпе кĕтсе илекенскер, халь курасшăн та мар пек, ним шарламасăр кăмака умне утрĕ. Верук та, Микула пырса кĕнине асăрхаман пек, ĕçленçи пулса ларчĕ. Ваçли кăна, паçăртанпах юлташне курасшăн çунаканскер, вăл килсе кĕнипе хавасланса, ун çине яланхи пекех ăшшăн пăхрĕ те:
— Килях, Микула! — терĕ.
Юлташĕ кăмăллăн кĕтсе илни Микулана кăштах лăплантарчĕ. Вăл вăхăта ирттересшĕн пулмарĕ, Ваçлие тула чĕнсе тухрĕ.
— Эсĕ илтнĕ-и? — терĕ Микула сăмах пуçарса.
— Илтнĕ çеç мар. Шухăшласа тăнран кайрăм ĕнтĕ. Ху килмен пулсан, пырас тенĕччĕ. Кам хăйрĕ ку ирсĕр ĕçе тума? Пĕлесчĕ! — Ваçли, такама юнаса, чăмăрĕпе сывлăша кастарса илчĕ.
— Çавăн çинчен сӳтсе явма килтĕм хам та.
— Эсĕ мĕн, камне тĕшмĕртетĕн-и?
— Кăштах чухлатăп пек те.
— Кам пулĕ тетĕн?
— Кам пуласси, паллах, кунашкал ирсĕр ĕçе пире курайми тăшман çеç тума пултарнă.
— Кам вăл пирĕн тăшман? Никампа та ятлаçса çӳремен-çке эпир? Кĕвĕçсе айкашма Анук хыççăн чупакан урăх каччă пурри те палăрмастчĕ?
— Таса хĕре çав тери хур кӳме хăйнă пулсан, унашкал тăшман пурах пирĕншĕн.
Микула вара Лукарьепе иккĕшин хушшинче пулса иртнĕ ĕç çинчен каласа пачĕ. Хăйне хăй таса тыткаланăшăн юлташĕ ырласса кĕтрĕ. Анчах Ваçли ăна мухтама мар, ятлама тытăнчĕ:
— Тăм пуç эсĕ, урăх нимĕн те мар! Алла çакланнă кайăка вĕçертнĕ!
— Ирсĕрпе яваçас килмерĕ!
— Явăçас килмерĕ! — шӳтлĕн тăрăхласа каларĕ Ваçли. — Айван эсĕ, айван... Вăт, ĕнсӳне хыç ĕнтĕ. Урăх никам та мар, çав айкашнă куна. Анукпа иксĕре уйăрасшăн хăтланнă!
— Нивушлĕ хăех айкашрĕ пулĕ?
— Тьфу! — суриш турĕ Ваçли, — виçĕ çулхи ача пекех калаçатăн! Вĕсен йыттисем сахал-и? А Хĕлип мĕн ятне?!
— Пирĕн çул çииче каллех Миххасем-и?
— Çавăншăн калатăп та. Лукарье кăмăлне тивĕçтернĕ пулсан, тен, инкек те сиксе тухас çукчĕ. Миххаран çеç йăванса кайса кулаттăмăр. Пуриншĕн те тавăрни çав пулатчĕ. А эсĕ?..
— Мĕн тăвас-ха ĕнтĕ?
— Мĕн тăвас? Тавăрас пулать!
— Мĕнле майпа?
Ваçли, çынсем илтесрен сыхланнă пек, каллĕ-маллĕ çаврăнса пăхрĕ те Микулана хăлхинчен пăшăлтатса тем каларĕ. Микула килĕшсе пуçне сулчĕ.
XIV
Кĕтмен çĕртен Микула килсе кĕни Маврана калама çук хăратса пăрахрĕ. Ануксен хапхине Микула вараланă тесе элек сараканĕ вăл пулнă-çке-ха, çавăншăн хăйне хурав тыттарма килнĕ пекех туйăнчĕ. Анчах Микула, çакна ни-мĕн те пĕлменскер, хăйне халичченхи пекех тыткалани
Мавра чĕрине лăплантарчĕ.
— Эпĕ мĕн ĕçпе килнине пĕлетĕн-и? — сывлăх суннă хыççăн сăмах пуçарса ыйтрĕ Микула.
— Чухлаймарăм-ха... Каласа парсан пĕлĕп... — сисчĕвленсе хуравларĕ Мавра.
— Каласа парсан, чĕлхӳне çыртма пултаратăн-и?
— Чĕлхесĕр çын пекех пулăп...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...