Ĕмĕр сакки сарлака. 1-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
Анук пĕчченех арласа ларнă çĕрте, юратакан каччи çинчен шухăшласа, чĕрине килентерме тăрăшрĕ. «Вăл та ман пекех тунсăхлать-и, тен... Аппа ятарласах чĕнмен пулсан, нимпе те килессĕм çукчĕ, нимпе те уйрăлас çукчĕ чун савнинчен. Киленсе кĕтĕрччĕ çакăнта... мĕн таран савăнăттăм-ши?» Микула çак самантра ăçтине тата мĕн тунине пĕлесшĕн ĕмĕчĕпе ăна шырарĕ.
Анчах кĕтмен çĕртен Элекçей пырса кĕни Анукăн ĕмĕт-шухăшĕсене татрĕ. Вăл, каччă çине кăмăлсăррăн пăхса, сӳспе хӳтĕленсе ларчĕ.
Элекçей Анук патне пырса алă пачĕ те:
— Мĕншĕн улаха тухмарăн? Пирĕн ял çамрăкĕсем кăмăла каймарĕç-и? — терĕ ӳпкеленçи пулса.
— Кирлĕ мара ан калаç. Сирĕн ял каччи-хĕрĕсем мĕншĕн кăмăла каймаççĕ-ши? Аппа тухма хушмарĕ...
— Тĕрĕс, Элекçей... Улаха эпĕ ямарăм ăна. Вăл ман юратакан йăмăкăм вĕт. Хам куç умĕнче лартса савăнам терĕм, — Анук хутне кĕренçи пулса сăмах хушрĕ Плаки.
Сасартăк карталăк умне лав çитсе чарăннă сасă илтĕнсе кайрĕ. Анук чӳрече витĕр пăхса пĕлесшĕнччĕ, чӳрече куçĕ шăнни кансĕрлерĕ.
— Кам килчĕ-ши, тухса пăхам-ха!
Анчах ытла та васкамасăр тумланнипе ĕлкĕреймерĕ — икĕ каччă пырса кĕчĕç те тӳрех Анук патнелле утрĕç.
Хĕрен чĕри, ырă мара сиссе, çуйлăн вăркăшма тытăнчĕ. Анук, кĕнчелеççийĕ çинчен тарса, кăмака умĕнче кăштăртатакан аппăшĕ патне чупса пычĕ.
— Ма таратăн? Е манран харатăн-и? — кӳреннĕ сасăпа чĕнчĕ Элекçей.
— Чăнах, Анук, ма тартăн? Каччăсем çисе ямаççĕ вĕт сана! — ӳпкелешрĕ Плаки.
— Аминь! — аллнне сулчĕ Элекçей, Вара виççĕшĕ те Анук патнелле ыткăнчĕç.
— Аппа, аппа! Тархасшăн, хӳтĕле! — каччăсем мĕн шухăшлине йăлтах тавçăрса йăлăнчĕ Анук.
— Мĕн аташатăн? Камран хӳтĕлемелле сана? ―каччăсене çул парса каларĕ Плаки.
— Эсĕ те-и?..
Виçĕ каччă, виçĕ кашкăр путеке тытнă пек, ярса илчĕç Анука.
— Кăравул-ул! Çăлă-ăр!.. — кăшкăрса ячĕ Анук. Анчах ăна никам та илтмерĕ. Алăк патне йăтса пырсан çеç:
— Тăхтăр-ха, çарамас ăçта илсе каятăр? — терĕ те Плаки, çакăнса тăракан кĕрĕке илсе, Анук çине хучĕ.
Анук, вĕçерĕнме хăтланса, хурлăхлăн кăшкăрчĕ:
— Аппа, аппа! Ман çамрăк пуçăма мĕн хака сутрăн?!
— Анук, ăслă пул. Анрашса яла ан култар. Ыран хăвах тав тăвăн! — елтрерĕ Плаки.
— Анук, ахалех турткаланатăн, — мăнаçланса сăмах хушрĕ Элекçей.
— Ан тив, кăшкăртăр. Хĕрупраçăн йăли çавнашкал, ― Элекçей хутне кĕчĕ Плаки.
Урамра Анука кĕрĕкĕпе чĕркесе çуна çине вырттарчĕç. Элекçей лашине хăваларĕ. Плаки сăхсăха-сăхсăха:
— Турă телей патăр сана, Анук! — тесе пăшăлтатса юлчĕ.
Анук çул тăршшĕпех кăшкăрса пычĕ. Унăн сассине илтекенсем те пулчĕç. Анчах хута кĕрсе çăлас шухăшлисем çеç тупăнмарĕç.
Çапла майпа ăна Касмухха килне илсе çитерчĕç.
Пӳртре Анук макăрма та пăрахрĕ. Пурпĕрех усăсăррине, ĕнтĕ никам килсе те çăлас çуккине ăнланчĕ вăл. Алăк еннелле ыткăнчĕ, анчах ăна çавăнтах ярса тытрĕç.
Анук куççулĕ витĕр те йăлăнса пăхрĕ:
— Праски инке... Эсĕ те, Петĕр пичче... Кăларса ярăр мана, тархасшăн. Ĕмĕр тăршшĕпех сире тав туса пурăнăттăм...
— Кин... Çаплах каласа чĕнем-ха ĕнтĕ... Эсĕ кăларса янăшăн мар, кунта илсе килнĕшĕн тав тăвăн-ха. Куççуль кăлармалла мар, савăнăçпа çиçмелле сан. Е ху кам килĕнчине чухласа илеймерĕн-и? Тăна кĕр. Эсĕ хисеплĕ Касмухха Петĕр килĕнче. Сана унăн çемйи пулма илсе килнĕ. Куççульне шăлса типĕт те сĕтел хушшине лар. Ан хирĕл.
Сĕтел çинче çăра пăс кăларса пăхăр сăмавар ларать. Çыххи-çыххипе сушкă, клентĕр выртать. Пĕр тирĕкĕпе пыл, тепринпе — çу, пулштух эрех, кăкшăмпа пыл-сăра.
— Эсир камне пĕлмен эпĕ, пĕлессĕм те çук! Эсир хăвăрăн пуянлăхупа хăвăр пурăнатăр. Эпир хамăрăн мĕн пуррипе телейлĕ. Эпĕ Элекçее тем чул та каларăм, халь сирĕн умра татах астутаратăп: юратман эпĕ ăна, нихçан та юратассăм çук! Луччă тытса та ан тăрăр мана! — терĕ юлашкинчен Анук.
Унăн йĕплĕ сăмахĕсем Касмуххапа Праски мăнаçлăхне тиврĕç. Анчах Касмухха çав-çавах шарламарĕ. Праски те, Анук шăртланнине илтмен пек, кăмăллăн курăнма тăрăшса:
— Кин, кин... Иксĕр мăшăрланса пурăнма пуçласан, юрату та килĕ. Эпир те ашшĕпе, хĕрпе каччă чухне, пĕр-пĕрне пĕлмен. Мăшăрлантăмăр та чунтан юратакан пул-тăмăр. Ак ĕнтĕ вăтăр çула яхăн килĕштерсе пурăнатпăр. Эсир те çавах пулăр. Сĕтел хушшине лар та пирĕн çăкăра çыртса пăх, — терĕ. Ашĕнче: «Тăхта-ха, кин тусан пурне те астутарса тавăрăп», — тесе шухăшларĕ.
— Чăнах, мĕн çитменшĕн юнтарса тăратăн? Асран кайнă пек, пирĕн пурнăçа тиркетĕн? — юлашкинчен тӳсеймесĕр сăмаха хутшăнчĕ Касмухха. — Эсĕ пирĕн пурнăçа тĕлĕкре те курман, курас та çук. Пĕлетĕн-и, хула пек кил-çурт пур ман, лавкка, икĕ лаша, сăвакан виçĕ ĕне, картиш тулли сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп, вăтăр вĕлле хурт-хăмăр, пĕтĕмпех Элекçейĕн вĕсем... Телей мар-и ĕнтĕ ку?..
— Анук... ―çепĕççĕн чĕнчĕ те Элекçей ун патнелле утăмларĕ.
— Ан кил, ан кил ман пата! Эпĕ нихçан та сан арăму пулас çук!
— Курăпăр! — терĕ Элекçей.
Каллех виççĕн Анука ярса тытрĕç те алăк патнелле йăтса кайрĕç.
Анук хăйне ăçта илсе каясса ăнланчĕ. Текех вара ашшĕ-амăшĕ килне, юратакан каччи патне те таврăнма çук. Анук тискер кайăк чĕрнине çакланнă чĕпĕ пек çуйхашрĕ:
— Кăраву-ул!.. Çăлă-ăр!.. Кăраву-ул!..
— Кин, кин... ма кăшкăратăн... Аçу-аннӳ йăлипе пул. Сана никам та усал тăвасшăн мар... — терĕ те Праски, хĕре илсе тухса кайсан, пӳрт алăкне шалт! хупса лартрĕ.
Анука амбар умне йăтса пычĕç, алăкне уçрĕç. Малтан амбара Элекçей кĕрсе тăчĕ, вара Анука тĕксе кĕртрĕç. Амбар умне юлнă икĕ каччă сасăпах кулса ячĕç.
— Пулнăччĕ хĕр, халь ĕнтĕ çук хĕр!
— Элекçей — турă çынни ятлă каччăччĕ, халĕ ĕнтĕ вăл та çук! — сăмах хушрĕ тепри,
* * *
Пуринчен малтан Ваçли тăна кĕчĕ. Анчах юлташне йăпатма ниепле витĕмлĕ сăмах та тупайман пирки:
— Ну-и, ну... Ман сурансенчен юн кайма чарăнманччĕ — сана çапса хуçрĕç, — терĕ хурлăхлăн.
Микула хăрушă инкек çитсе çапнине тавçăрчĕ. Чĕри çеç çав-çавах парăнасшăн пулмарĕ, юратакан хĕрне çăлма хистерĕ.
— Энĕшкасси хĕрне вăрлани нумай пулать-и?
— Нумаях пулмасть-ха. Урам тăршшипех кăравул кăшкăрса пычĕ теççĕ.
— Ăçталла илсе кайнине илтмерĕр-и?
— Касмухха килне терĕç пулас.
— Атя, Ваçли! — терĕ ура çине тăрса Микула.
— Ăçта, килнĕ-и?
— Килне çав. Çăлас пулать!..
— Кащкăр çăварне лексен... — Кĕтерук ăраскалне аса илсе аллине сулчĕ Ваçли. Вара салхуллăн хушса хучĕ: — Ĕнтĕ вăл...
Ваçли хăй шухăшне вĕçлеймерĕ пулсан та, Микула ăна ăнланчĕ.
— Кирек мĕнле пулсан та курасчĕ ăна... Эсĕ ман юлташ пулсан, атя, каяр часрах! Ваçли пĕр сăмахсăр килĕшрĕ.
* * *
Элекçей ытамне ӳксен, Анук ик-виçĕ хут кăшкăрса илчĕ те чĕмсĕрленчĕ. Мĕне пĕлтерĕ ĕнтĕ унăн сасси? Пурпĕр никам та килсе çăлас çук. Мĕнпур шанăçĕ те хăйĕн вăй-хăвачĕ çинче çеç.
Элекçей хĕре юри хатĕрленĕ кравать патне йăтса пычĕ. Вырăн çине пăрахнă чухне Анук, мĕнпур вăйне пухса, Элекçее тапса ячĕ. Лешĕ стена çумне кайса çапăнчĕ. Анук алăка хыпашлакаласа пĕр-икĕ утăм турĕ те тем çине та-кăнса ӳкрĕ. Чавсипе чĕркуççине ыраттарчĕ пулсан та» сасă кăлармарĕ. Мĕнле те пулин хушăка пытансан çеç çăлăнма май пуррине тавçăрса, тепĕр еннелле упаленсе кайрĕ. Кĕçех катка-пичкесем ларакан тĕле çитсе хĕсĕнчĕ.
— Анук! Ăçта эсĕ?
Ниçта та сасă пулмарĕ. «Юратман çын арăмĕ пуличчен,катка-пичкесем хушшинче шăнса хытам», — тесе шутларĕ Анук. Шартлама сивĕ ӳт-пӳ витĕр ăшчике шăнтма, ал-урисене кӳтерме пуçларĕ. Анук пурпĕрех ним шарламасăр ларчĕ. Чĕри çав-çавах юратакан каччи патне туртăнчĕ. «Эпĕ кунтине пĕлсен, ăмăрткайăк пулса вĕçсе килĕччĕ те мана вилĕмрен хăтарĕччĕ... Анчах вăл эпĕ ăçтине пĕлес çук. Пуриншĕн те хам айăплă... Вăл мана ларма ярасшăн марччĕ. Эпĕ итлемерĕм...»
Анука тĕттĕм çĕрте тупас çуккине туйса илчĕ те Элекçей шăрпăк çутасшăн аллине кĕсйине чикрĕ. Шăрпăкĕ пиншак кесйинех юлнă иккен. Вăл ирĕксĕрех амбартан тухрĕ.
Анук куçĕ умĕнче каç çути пĕр самантлăха çеç йăлтлатса сӳнчĕ пулсан та, вăл алăк хăш тĕлтине астуса юлчĕ. Элекçей тухса кайсан çăлăнма май пур пек туйăнчĕ ăна. Анчах алăка тул енчен питĕрсе илни тепĕр хут пăшăрхантара пуçларĕ. Элекçей мĕн ĕçпе тухнине тавçăраймасан та, çăлăнма май шырарĕ. «Амбартан тухма çук пулсан, ăна кунта кĕртес мар. Пуянăн амбарне шалтан питĕрмелли те пулма кирлĕ».
Анук катка-пичкесемпе михĕсем хушшинчен упаленсе тухрĕ те алăк хăлăпне хыпашласа пăхрĕ. Алăк уçăлмарĕ. Хыпашласах шалти кĕлине тупрĕ, питĕрсе лартрĕ. Вара, кравать çинчи тăлăппа чĕркенсе, тӳшек çине выртрĕ. «Турă çырлахтăр, ку ылханлă каçа мĕнле тӳссе ирттерес?» — шăлĕсене шакăртаттара пуçларĕ Анук.
Кĕçех çăрине уçрĕç те алăка тĕксе пăхрĕç. Алăк уçăлмарĕ. Каллех тĕкрĕç, юлашкинчен тапма тытăнчĕç. Алăкĕ хăнк та сикмерĕ.
— Анук! — илтĕнчĕ тултан Элекçей сасси. — Ахалех питĕрĕнсе айкашатăн. Ку сана пулăшас çук. Эсĕ манпа амбарта пулнине ялĕпех пĕлеççĕ ĕнтĕ. Ыран прихучĕпех саланĕ. Эсĕ чыслине никам та ĕненмĕ текех. Мана кĕртменни сана пулăшас çук. Луччă ырă кăмăлпа уç!
Анук уçмарĕ, сассине те памарĕ. Элекçей хăйне шăхăртса хăварасса сисрĕ. «Куна ял пĕлсен, халиччен никамран кулманнине кулĕç».
Ниçта кайса кĕреймен енне Элекçей юнаса алăка тĕкме, шаккама тытăнчĕ.
Анук ни чĕрĕ, ни вилĕ пулса, вырăн çинчен çĕкленчĕ, стена çумне тĕршĕнсе ларчĕ. Алăк çав тери вăйлă силленнипе халь уçăлса каяссăн туйăнчĕ. «Турă çырлахтăр, кĕле тӳстĕрччĕ... Алăк тӳстĕрччĕ...» — чĕтресе пăшăлтатрĕ вăл.
Çак вăхăтра хапха умне лав пырса чарăннине, кил хушшине икĕ каччă кĕрсе тăнине те асăрхамарĕ Элекçей. Вăл Анук ятне асăннинчен икĕ каччă Анук амбартине тавçăрчĕç. Мĕнле майпа Элекçей тулашне юлнине çеç чухлаймарĕç.
Хăй умне пырса тăрсан тин палларĕ Элекçей вĕсене. Вара кусем мĕн ĕçпе килнине тавçăрса илчĕ те сарайне пуртă патне чупса кайма тăчĕ. Анчах утăм та тума ĕлкĕреймерĕ — Микулапа Ваçли ăна ураран ӳкерчĕç. Ан кăш-кăртăр тесе, çĕлĕкне çăварне тĕркелесе чикрĕç. Пилĕкĕнчи пиçиххине салтса, икĕ аллине каялла çыхрĕç те ура çине тăратрĕç. Ĕнтĕ Ваçли пĕччен сыхлама та пултарасса шанса, Микула алăк патне чупса пычĕ.
— Анук, уç!
«Турă çырлахтăр, паллакан сасă мар-и ку? Е ултав-и?» Анук сывлама чарăнсах хăлхине тăратрĕ.
— Анук, эпĕ ку, Микула! Эпир Ваçлипе сана хăтарма килтĕмĕр. Уç часрах!
Анук тăлăпне хывса печĕ те алăка уçса амбартан сиксе тухрĕ. Амбар умĕнче Микула тăрать. Чăвашсен ĕмĕрхи йăлине пăссах чун савакан каччине ыталаса чуптăвас шухăш пырса кĕчĕ Анука. Шалти сисчевлĕ сасси тытса чарчĕ. «Е эсĕ чыслă хĕрне шанмасан?» Анук ырă кăмăлĕн туртăмне сирсе:
— Микула, тен, эсĕ мана чыслă хĕр тесе шутламастăн?.. — терĕ хуллен те именерех.
— Анук, сăмах ун çинчен мар халь. Кунта ху ирĕкӳпе килмен пулсан, атя хăвăртрах!
— Пыратăп, Микула! Кайрăмăр!
Микула, Анук кĕпе вĕççĕннине астуса:
— Сан кĕрĕк ăçта? — терĕ.
— Ман кĕрĕк пӳртре. Халех тумланатăп! — Анук амбара васкаса кĕчĕ те тăлăп тăхăнса тухрĕ. ― Кĕрĕке илсе пырсан, тăлăпна паратăп. Илсе пымасан, сан тăлăпран кĕрĕк çĕлетсе тăхăнатăп! — тесе хăварчĕ Элекçее.
Вĕсем хапха патнелле чупрĕç.
— Ку сана асăнмалăх пултăр. Урăх нихçан та ют хĕрсем патне пырса ан çыхлан. Ĕнтĕ хăвăртрах пӳрте кĕр. Си-вĕре шăнса чире кайăн, ― шӳтлесе илчĕ те Ваçли, Элекçее хăварса, Микуласем хыççăн тухрĕ.
Яла çитеспе, Анук астуман чухне, Микула пиншак кĕсйинчен темле япала кăларса Ваçлие тыттарчĕ:
— Ху пĕлетĕн, ман вăхăт çук ĕнтĕ. Пĕчченех ту, — тесе пăшăлтатрĕ.
Ваçли, килĕшсе, пуçне сĕлтрĕ...
Ирхине, кун çути палăрнă-палăрманах, Михха марисен енчен таврăнчĕ. Вăл пустав сăрнă хулăн тăлăппа чĕркеннĕ те лав çинче те хăйне кăмакари пекех туйса пырать. Канлĕ çывăрма сăлтавĕ те пур. Вăрман кастарас ĕç ăнăçлă пулса пырать. Килти пурнăç çинчен нихçан та ытлашши шухăшламан вăл.
Тăкăрлăкран тухса Вăтакасалла пăрăннă çĕрте çуна сулăнка кайнипе Михха тутлă ыйхинчен вăранчĕ. Тăлăп çухавине пит-куçĕ çинчен сирсе пăрахрĕ. Ял хушшипе пынине курсан, тӳрленерех ларчĕ те:
— Çитнĕ-çке эпир, — терĕ ыйхăллă сассине.
— Çитрĕмĕр, — хуравларĕ Трифун.
— Хăвала хытăрах!
Трифун, кивĕ аçам вĕççĕн ларкăч çинче ларса пынипе витĕрех шăннăскер, ăшă пӳрте хăвăртрах çитсе ӳкес кăмăлĕпе, ахаль те юртакан урхамахне татах хăваларĕ. Миххан çурт-йĕрĕ тĕлнелле çывхарнă май, унта хĕрарăмсем йăркканине асăрхарĕ, анчах кунта мĕн пулнине тавçăрма ĕлкĕриччен, хĕрарăмсем, урхамах çывхарнине курса пулĕ, саланса пĕтрĕç.
Трифун сасартăк Михха хапхи тăрĕнчи шалча çинче тем шурă япала вĕлкĕшнине курах кайрĕ: «Мĕн япала ку?» Патнерех çывхарсан мĕнне чухласа илчĕ те, сивве шăннине манса, ăшĕнче хаваслăн кулса ячĕ. Миххана вăл та ытти хресченсем пекех кураймасть вĕт. Ял паттăрсăр мар-мĕн. Миххана намăс кӳме хăякан та пур. Хапха умне çитсен, Трифун айăпсăр та айванла сассипе:
— Ха, мĕн шалчи кăнтарса тăрать унта? — терĕ.
— Ăçта? — ним тавçăраймасăр ыйтрĕ Михха.
— Ав, ара! — чăпăркка аврипе хапха тăрринелле кăтартрĕ Трифун. Çавăнтах: — Тăрринче темле шурă япала вĕçкелет пекех курăнать ман куçăма, — тесе хушса хучĕ.
Михха, çуна çинчен сиксе анса, Трифун кăтартнă еннелле пăхрĕ те сивĕ тытса пăрахнă пек чĕтресе кайрĕ. Хапхана тикĕтпе варалани намăслă, хĕрарăм чĕрççиттине хапха тăрне çакса яни тата намăслăрах, Трифун, çакна аса илсе, Михха чĕрине ытларах йĕплесшен пулчĕ.
— Кулăшла ку хĕрарăм тенипе... Те типĕтме çуса çакнă ĕнтĕ? Вăрласа каясран та хăраман...
— Хупла çăварна, сăрнай! — хаяррăн кăшкăрса пăрахрĕ Михха. — Туртса антар хăвăртрах!
Тепĕр чухне пурнăçра çавнашкал та пулкалать. Сан тавра, сан çинчен темĕн те пĕр калаçаççĕ. Эсĕ нимĕн те илтместĕн, нимĕн те пĕлместĕн. Сан çине пӳрнепе тĕллесе кăтартса кулаççĕ. Эсĕ курмастăн, туймастăн. Ку тĕлĕшпе Михха килĕнче те çавнашкалах пулса иртрĕ. Тарçисем тахçанах вăранса хăйсен ĕçне тытăнчĕç. Нумайăшĕ хапхаран та тухса çӳрерĕ. Анчах хапха тăрринче мĕн пуррине пĕри те асăрхаймарĕç. Хăшпĕр тарçисем Михха кил-çурчĕ те-лĕнче çынсем вĕшкенине, хапха умĕнче чарăнса тăнине те курчĕç. Мĕншĕнне пĕлес текенсем çеç тупăнмарĕç.
Лукарье çĕре лăпкă та тутлă çывăрса ирттерчĕ. Хальччен вăл, йытăсем йăвашшăн вĕрнине те туйса вăранаканскер, кĕçĕр пĕр вăхăта хаяррăн вĕрнине те туймарĕ. Юратакан арçын ытамĕнче пулма ытла та ырă çав. Ку вăхăта вăл çĕр каçичченех тăсасшăнччĕ. Темĕнле усал çын пырса алăка шаккани пĕтерчĕ. Анчах ун çинчен шухăшласа кăмăлне пăсас килмерĕ, чĕрçиттийĕ таçта çухалнине те пĕлесшĕн пулмарĕ. «Васканипе вырăнпа хутшăнса кăйрĕ пулĕ те, Мавра аппа тупсан леçсе парĕ-ха», — тесе шанчĕ вăл,
Ирхине Лукарье йытăсем вĕрнĕ сасăпа вăранчĕ те, хапхи тĕлне лав çитнине илтсен, упăшки таврăннине тавçăрчĕ. Вырăн çинчен васкаса тăрса, тумланма тытăнчĕ.
Михх а пурте кĕчĕ.
— Хывăн! Тулта ытла та сивĕ кĕçĕр, шăнтăн пулĕ? Лукарье упăшки патне чупса пычĕ, хывăнма пулăшасшăнччĕ. Михха хăй çумĕнчен сирчĕ ăна. Алса тулĕпе чăмăртаса тытнă шур япалана ун еннелле кăнтарса:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...