Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
— Пуçла, мĕн пăхса тăратăн? — хистерĕ Анушка.
— Ĕлкĕрейĕп-и эп сан хыççăн? — вырăнтан хускалчĕ лешĕ.
— Эс мана пăрахса та хăварăн-ха.
— Пуçлăр, пуçлăр, — вĕсем ĕçлессине шанман пек хăваларĕ Михала пичче. — Ăмăрт-ха, Анушка, каччăпа!
Анушка вара пуçларĕ. Мĕнпур вăйне пуçтарчĕ. Икĕ çава чылайччен чашлатрĕç. Вĕсен айккинче ытти çавасем сулăнаççĕ, анчах Анушкапа Карачăм вĕсен сассине илтмеççĕ. Хĕрпе каччă пĕр-пĕрин çави сассине çеç илтеççĕ, ку вара вĕсене хăлхара темле илемлĕ юрă янраса тăнă пек, пĕр-пĕрин чĕри тапнине итленĕ пек туйăнать. Лайăх-çке кун пек ăмăртма, лайăх! Алă çава аврине туймасть, çава курăка перĕннине туймасть, ура çĕре туймасть.
— Карачăм, — тет çавине сулса янă чух ун еннелле пăрăннă Анушка, — эпир нумай иртсе кайрăмăр, çитĕ, аван мар.
— Вăтанатăн-им вара?
— Аван мар. Сан хĕрӳсем кĕвĕçме пултараççĕ.
— А-ха, хĕрсем кĕвĕçесрен хăратăн! — чарăнать Карачăм.
Вĕсем çулма пăрахаççĕ те, çависене хулпуççи çине хурса, ыттисем патне пыраççĕ. Ĕнтĕ çаран вĕçне тухасси те инçе мар, тепĕр çĕр метр çеç, ав çавăнта — хăвалăх патне çитмелле те — унта çулмалли улăхăн чикки.
— Эсир мĕн ĕçлеме пăрахрăр, Карачăм? — кăшкăраççĕ хĕрсем.
— Çулăр-ха, сире хăваласа çитетпĕр!
— Курăпăр!
Çапла шуйханса ĕçленĕ хушăра сисĕнмесĕрех кăнтăрла çитет. Кану вăхăтĕнче çынсем сулхăна тĕмĕсем айне ларса апат тăваççĕ. Кунта кашни ушкăнра хăйне евĕр калаçу пуçланать: ваттисем килти ĕçсем çинчен сăмахлаççĕ, çамрăксем çав-çавах пĕр-пĕринчен тăрăхласа кулаççĕ. Кăтра Михала патне пĕр кĕтӳ ача пуçтарăннă, вĕсем старикпе пĕрле кӳлле сĕрекепе пулă тытма кĕме шутлаççĕ. Ятман хăйĕн планшетĕнчен пысăках мар картă кăларнă та политинформаци туса ирттерме хатĕрленет.
Çынсем, апат çисе, пĕрерĕн-пĕрерĕн хăйĕн патне пуçтарăнса çитсен, вăл юлашки кунхи сводкăсем тăрăх фронтри ĕçсем çинчен каласа парать. Халĕ ĕнтĕ колхозниксен пит-куçĕсем палăрмаллах итленĕн курăнаççĕ. Орелпа Белгород патĕнчи вăйлă çапăçусем пирки кашниех шарламасăр, Ятман çинчен куç илмесĕр итлет.
Политинформаци пĕтнĕ çĕре таçтан Левентей килсе тухать, вăл колхозниксене кăçал тырă вырас йĕрке мĕнле пуласси çинчен ăнлантарать.
Ятман, ăна итлесе, çырма леш енне, Тутаркас колхозникĕсем ĕçленĕ çĕрелле пăхать. Лешсем апата ларма васкамаççĕ-ха, çав-çавах çулаççĕ. Вĕсен йышĕ пысăках мар, ĕçлессе те ĕнтĕ халĕ вĕсем хăйсен кӳршисем çине пăха-пăха, ытлашши шуйăхмасăр ĕçлеççĕ, атăлкассене калаçма кансĕрлесрен шикленеççĕ тейĕн.
Тĕрлĕ тĕслĕ пусма кĕпе тăхăннă хĕрарăмсем хушшинче Ятман пуç тӳпи çине тюбетейка лартса янă Кабире курать. Унпа юнашар шурала пуçланă симĕс блузка тăхăннă çинçе пилĕклĕ яштака хĕр çулать. Ăна Ятман паçăрах палларĕ, ку — Олимпиада Осиповна. Вăл хăйне Тутаркас çынниех тесе шутлать пулас, иртенпех кунтан ниçта пăрăнмасăр ĕçлет, атăлкассем патне курма та пулин килмест.
Кӳршĕсем апат тума ларнине курсан, Ятман политинформаци ирттерме вĕсем патне каçрĕ. Кабир Ятман карттине хăех хăва тĕмĕ çине çакса хучĕ, колхозниксене çывăхарах пыма чĕнчĕ.
— Итлетпĕр, кунтан та илтĕнет, — терĕç хĕрарăмсем, хăйсем çавах та малалла сиксе ларчĕç.
Тутаркассем Ятмана яланах юратса итлеççĕ, мĕншĕн тесен вăл калаçусене тутарла ирттерет, ăнлантарасса та лайах ăнлантарать. Чăнах та, хăш-пĕр сăмахсене вăл пăсарах та кала-кала хурать ĕнтĕ, анчах çынсем ăна каçараççĕ: чăвашла калаçнă чухне кун пек айăп вĕсен хăйсен те пулать.
Ятман хăй сăмахне пĕтерсен, ăна пулăшма пĕр аллă çула çитнĕ арçын, сывлăх начартан ватăличченех патак тытнă Назиб тухрĕ.
— Ман ывăлăм, Арифулла, шăп кăна Орел патĕнче вăрçать, — терĕ вăл. — Эпĕ ĕнер çеç унтан çыру илтĕм, итлес кăмăлăр пулсан, ăна вуласа пăхма пулать.
Хăй вăл хута начартарах пĕлет, çавăнпа картус ăшĕнчен кăларнă çыруне Кабире тыттарчĕ. Кабир ăна васкамасăр вуласа пачĕ. Арифулла летчик-истребитель иккен, вăл ĕнтĕ нимĕçсен темиçе самолетне персе ӳкернĕ, халĕ Орел патĕнче çапăçать. «Нимĕçсем пире Сталинградшăн тавăрасшăн, питĕ вăйлăн тапăнса кĕреççĕ. Анчах эпир чакас вăхăт иртрĕ ĕнтĕ. Кĕтсех тăр, атте, часах нимĕçсене кунта та аркатса тăкатпăр», — тесе çырать вăл ашшĕне.
Çынсем ку сăмахсене ырласа илчĕç:
— Кур, мĕн тет: аркататпăр, тет!
— Çыру тăрăх шутласан, пирĕннисем лайăх çапăçаççĕ.
— Çапла унта, Орел патĕнче, — терĕ Назиб мучи хастаррăн, вара çыруне каялла картус ăшне чиксе хучĕ.
Утă çулнă çĕрте кану вăхăчĕ тырă вырнă чухнехи пек нумая пымасть. Атăлкассем хыççăн тутаркассем те ĕçе çĕкленчĕç. Тата кăшт çулмалла та, вара утта пуçтарсан та юрать. Халĕ ĕнтĕ çулма пăрахас умĕнхи юлашки ăмăрту пырать. Çавăнпа-тăр çавасем сулмаклăрах ыткăнаççĕ, вĕсем пĕрре кассах пĕр сенĕклĕх утă-курăк хăвараççĕ. Ваттисем ĕнтĕ халь çамрăксен шуйханăвне пит хутшăнса каймаççĕ, çамрăксем вара паçăрхи пекех шавлă, паçăрхи пекех чарусăр. Вĕсем кăшкăрашни, такам чĕрине те хускатмалла каçса кайса кулни, пĕтĕм улăх тăрăх янраса, Атăл хĕрринчи вăрман катине çитсе çапăнать, вăрмантан, вĕсене йĕкĕлтенĕ пек, хирĕçлесе сас янраса килет. Çапла — нумайччен, мĕн каç пуличчен.
Хыçалтан, анма хатĕрленсе, лутра йывăçсем тĕлне çитнĕ хĕвел хĕртет. Хĕвел шевлисем çавасем çине ӳкеççĕ те, вĕсем вара тĕкĕрсем пек йăлтăртатса каяççĕ. Тарлă çурăма уçăлтарса лăпкă çил вĕрет. Çӳлте паçăрхи пекех кайăксем хăйсен юррине чĕнтĕрлеççĕ. Татса кайнă пĕве патне пĕр кĕтӳ ача пуçтарăннă, вĕсем çăка шăхличсемпе тем тĕрлĕ кĕвĕ те калаççĕ. Темиçе ача шыва кĕрсе кайнă та, кăвакалсем пек, вĕçĕмсĕр шыв айнелле чăмаççĕ, вĕсем кунта ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле ирех килсе тухнă та мĕн каçченех çапла выляççĕ, шыва кĕреççĕ, хурăн çырли татаççĕ, шăхлич тăваççĕ, киле илсе кайма шыв хĕрринче шапа хуранĕ пек япаласем пуçтараççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем каймасан, вĕсем кунта çĕр каçма та юлмалла.
Улăх таврана каç сулхăнĕ çапсан çеç пушанчĕ. Ĕнтĕ унта халь юрă та, çава сасси те, савăнаçлă кулă та илтĕнмест. Çаран шăп. Этем кăна мар, каç енне кайсан кайăк-кĕшĕк те лăпланчĕ. Шывра çеç карма çăвар шапасем, такамран кулнă пек, виçерен тухса ахăраççĕ.
— У, мурсем, хăйсен сассисенчен хăйсем те йĕрĕнмеççĕ, — шывалла чул ывăтрĕ Ятман.
— Йĕрĕнсе мар, вĕсем киленсе, пĕр-пĕринпе тупăшса кăшкăраççĕ, — терĕ Липа. Хăй çавăнтах йĕри-тавралла çаврăнса пăхрĕ. — Эпир виçсĕмĕр çеç юлтăмăр, пурте кайса пĕтрĕç.
— Виççĕн мар, тăваттăн, — хирĕçлерĕ ывăл ачине шăхличĕ туса парас тесе аппаланакан Кабир. — Эс ман ачана мĕншĕн çын вырăнне хумастăн?
— Э-э, чăнах та, тăваттăн-иç! — ашшĕ аллинчи шăхличе куçран вĕçертмесĕр пăхса тăракан пĕчĕк Мирза патне пĕшкĕнчĕ Липа.
Ачи хыççăн васкам пекки туса, Кабир Ятманпа Липăна хыçала тăратса хăварчĕ, вара лешсем киле иккĕш çеç таврăнчĕç. Ятман уксахланине кура, Липа питĕ майĕпен утса пычĕ, çавăнпа икĕ çухрăм çула вĕсем тĕттĕм пуличченех утрĕç.
Эсĕ мĕншĕн ман тулă участокне кĕрсе курмастăн, Олимпиада Осиповна? — терĕ Ятман, ял çумне çитсен.
— Эпĕ эсир çав тулла акма манса кайнă пулĕ тесе-ха — чарăнчĕ лешĕ. — Акнă-и вара ăна?
— Акмасăр. Кашласа кăна ӳсет. Пырса кур.
— Укахвипе пырса куратпăр терĕ Липа. — Мĕншĕн Укахвипе? Пĕччен пыма юрамасть-и вара?
— Юрамасть.
— Ара, эсĕ каччă патне пымастăн, тулă патне пыратăн-çке?
— Çын ăна пĕлмест— куçне пытарчĕ хĕрача — Те тулă патне, те…
— Одимппада Осиповна! — алран тытса хĕрӳллĕн каларĕ Ятман — Ну, халь кĕрсе тух, эппин! Халь çынсем ним калама та пултараймаççĕ мĕншĕн тесен утă çулса таврăнатпăр.
— Утă çулакансем ĕнтĕ киле çитсе тахçанах апат та пĕçерсе çирĕç пулĕ, — майĕпен аллине вĕçертрĕ Липа.
Ку сăмахсем Ятманшăн хăйне питĕнчен вĕри шывпа сапнă пекех пулчĕç. Акă хайхи пĕрремĕш ӳпкевлĕ сăмах! Çынран катăк пуласси çавă вĕт вăл — ĕмĕр çын сăмахне илтсе пурăнас пулать. Чăлах çынна кашни утăмрах эсĕ чăлах тесе, ухсаха эсĕ ухсах тесе асилтерсе тăраççĕ. Ятман пытарса тăмарĕ, хĕрачана тӳрех каларĕ:
— Ухсах çынпа çӳресен çавă ĕнтĕ вăл, Липа— терĕ.
— Ун пек ан кала, — сассине хытарчĕ Липа. — Эс мана тĕрĕс мар ăнлантăн е юриех мана кӳрентересшĕн. Эп сана çын пек утаймастăн тесе каламарĕм-çке, каç пулнă, никам та пире утă çулса килекенсем тесе йышăнмĕ, терĕм. Эс аманнă çын-çке-ха, çавна та ăнланмасть тетĕн-и ĕнтĕ мана, Ятман?
Вăл ун çине халь-халь макăрса ярас пек пăхса илчĕ. Тинех ăнланчĕ Ятман: ун умĕнче çав тери таса чунлă хĕрача тăрать, вăл хăйĕн чăркăшне пула ăна ахалех кӳрентерчĕ.
— Ан çилен — ал пачĕ Ятман. Каçхине урама тух. Ĕнер Укахвисем тухнăччĕ..
— Сирĕн пата çӳреме инçе, хăвăр пырăр, — терĕ Липа. Çапла вĕсем калаçса татăлаймасăрах уйрăлчĕç. «Паллах, килмест, — шутларĕ Ятман,-хам эпĕ çырма урлă çӳреес çук. Тата паян урана çĕнĕрен сиенлерĕм пулĕ». Унтан мĕнпур калаçăва пăсса пăрахнăшăн хăйне вăрçма пикенчĕ.
«Мĕн чухлĕ каланă эпĕ пули-пулмишĕн вĕриленме пăрахас тесе, çук, пăрахаймастăп. Мĕнле пĕтерес çав йăлана? Вăл мана ялан сиен кӳме пултарать, мана çеç мар ĕçе те сиен кӳме пултарать. Иртнинче Левентейпе вĕриленсе илтĕм, халь Липăна çилентертĕм. Çара кайиччен Катрам Иванĕпе çапла хивреленнĕччĕ. Вăл уншăн халь те çиленсе çӳрет пулас. Кун пек нумай çынпа вăрçса пĕтĕп-ха. Юлашкинчен вара: «Ятмана никам та юрас çук, унăн кăмăлĕ çавăн пек, пурне те тиркекен камăл», тейĕç. Чăнах та, Липăпа вăрçмарăм ĕнтĕ, çапах та хам ун сăмахĕсене тĕрĕс мар ăнланса вырăнсăр кӳреннине палăртрăм-палăртрăмах».
Темĕн чухлĕ шухăшласан та, Ятман ку шухăш вĕçне тухаймарĕ. Часах ун куçĕ умĕнче амăшĕ ăна кĕтсе çутса лартнă шăши куçĕ пек çутă курăнса кайрĕ. Ку çутă вара унăн мĕнпур шухăшне чăл-пар салатса ячĕ.
XXV
Тата икĕ кунтан Ятманпа Липа хирте тĕл пулчĕç. Ятман Укахви звенине вăрлăхлăх тулă участокне курма кайнăччĕ, çула май Марине бригадине кĕчĕ те унта агроном ыттисемпе пĕрле кок-сагыз калчисене куçара-куçара лартнине курчĕ.
— Ытла йăвă шăтнă курăнать, сайралатма тытăннă, — терĕ вăл, пĕр калчине хăй аллине илсе.
— Çăра çав, — ĕçлеме чарăнмасăр сăмах хушрĕ Липа. Ятман сăнарах пăхрĕ те хĕрарăмсем патĕнче кашнин умĕнче пĕрер корзинка калча ларнине асăрхарĕ. Çук, кăна вĕсем кунта кăларман, таçти питомникрен илсе килнĕ, халĕ, йăран çине купăста калчи лартнă пек, шăтман вырăнсене кок-сагыз калчи чава-чава лартаççĕ. Атăлкассинче питомннк çук, апла пулсан, Липа Тутаркасра çуркунне вăрлăх акса хăварнă. «Тавçăруллă хĕрача, аякрине курать, — шухăшларĕ Ятман. — Запас калча хатĕрлемеллине те манса хăварман. Кун пек ĕçлесен, кок-сагыз туса илетех».
Анчах çынсем кăмăлсăр пулнинчен Ятман вĕсен ĕçĕсем чаплă маррине туйса илчĕ. Ара, вăл ура айне пăхсах паллă: йăрансем çинче хура вырăнсем нумай, ку вырăнсем вĕсем начар шăтни çинчен калаççĕ. Кок-сагыз калчи питĕ имшер аталанать, ку таранччен тăпра çумĕнчен те хăпăнаймасть.
— Мĕн каласси пур, тупса пачĕ пире ĕç Олимпиада Осиповна! — вăрçнă евĕр каларĕ Марине, Ятман патне пырса. Чунлă япалана пăхнă пек пăхатпăр, эпĕ халĕ ачасем çинчен те ун чухлĕ шутламастăп пулĕ. Тĕлĕкре те çак кок-сагыза куратпăр.
— Ĕçĕ ăнсан, пырать те-ха, — хутшăнчĕ тепĕр хĕрачи, — ĕçлени харама кайсан вара, мăшкăл. Чăнах та, кун пек эпир нимле тырпула та пăхман... Липа вĕсен сăмахĕсене кулса çеç йышăнчĕ:
— Ытла ир вăрçатăр. Хаяртарах сăмахсене кайран вăрçма хăварăр, ку халĕ ĕçĕн пуçламăшĕ кăна. Тепĕр икĕ эрнерен акă удобренипе апатлантаратпăр, унтан темиçе хут çум çумлатпăр, ретсен хушшисене кăпкалатса тухатпăр. Çитменнине тата кок-сагыз вăрлăхне те çу каçах пухса тăма тивет.
— Ав, мĕн калаçать, — тутине пĕрчĕ Марине. — Мана юрĕ ĕнтĕ, эпĕ ĕçлĕп, хĕрсене шел, çавсем кăçал вăййа тухса та кураймаççĕ.
— Вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, ĕçе те, вăййа та.
— Ĕлкĕрен кунта... хăвăн вăййа çӳреме вăхăт юлать-и?
— Эпĕ кашни каç тухатăп! — юриех хыттăн каларĕ Липа.
— Ан суй, — терĕ Марине. — Эс кăçал пĕрре те вăйăра пулман. Ак, Ятманран ыйтма юрать.
— Тĕрĕс, тĕрĕс, — терĕ Ятман. — Пĕр каç та урама тухмасть.
Ку Липăна пĕртак хăюллăх пачĕ:
— Эсĕ пынă-и вара пирĕн пата, Ятман? — терĕ вăл.
— Пымасăр. Ĕнер те пултăм, эсĕ çукчĕ.
— Ну, апла кĕçĕр пырăр, пулатăп.
— Курăпăр, — унăн ытлашши пытарса каламан чĕнӳне йышăнчĕ Ятман.
Хĕрарăмсемшĕн ку сăмах çукран сăмах вылятнă пек çеç туйăнчĕ пулĕ, анчах Ятман ăна мĕнле каланă, çаплипех ăнланчĕ. Тахçантанпах Липăпа урамра курнăçма ĕмĕтленекенскер, вăл каçхине чăнах та Тутаркаса пĕрремĕш хут ĕçсĕр, хĕр патне тесе çеç кайрĕ. Липа вăл пырасса шанмарĕ, çапах та, Зейнабпа вăрăм сак çинче ларса, чĕререн кĕтрĕ, часах кĕтсе те илчĕ.
Малтанхи çĕр кĕске пулнă пек, иккĕмĕш каç Ятман иртерех пычĕ, таврăнасса вара каярах юлса таврăнчĕ. Улĕмрен вăл Тутаркассине каçман пĕр çĕр те хăвармарĕ.
Вĕренсен çапла вĕт вăл: кашни каç урама туртать, кашни каç чун савнипе калаçас килет, унта шурăмпуç хăпариччен, автансем çунат çапса авăтиччен ларас килет. Темиçе каç тухнă хыççăн Ятманăн та чунĕ урамаллах туртрĕ. Епле кĕрсе çывăран-ха амăшĕ чăланта туса панă чаршав айне? Пĕр айккинчен тепĕр айккине нумайччен çаврăнкаласа выртас пулать, нумай шухăш вĕçтерес пулать. Апла выртиччен йăмра айĕнчи е кӳлĕ хĕрринчи сак çинче иккĕн, иккĕн пулмасан — ушкăнпа ларас. Зейнабсен умĕнче сарлака сакă пур. Унта ларма çав тери лайăх. Атăл енчен каçхи нӳрĕ çил вĕрет, хутран-ситрен çил унтан пăрахут кăшкăртнă сасса илсе килет. Кӳлĕ хĕрринче тата та уçă. Унта çанçурăмпа лĕп шыва кĕрсе ларнăн туйăнать. Кӳлĕ чӳхенет, хĕрачапа çывăх ларнăран сан çамрăк чуну та вылянать. Людмила хайĕн уçă сассипе украина юррисем юрлать, ял хĕрĕсем чăваш юррисемпе кăмăла илентереççĕ.
— Ну, тата кала, тата кала, — тет Ятман çумне йăпшăннă Липа. — Эс каланине ман вĕçĕмсĕр итлес килет.
Ун куçĕсем темĕскере ĕмĕтленсе кӳлĕ çинелле пăхаççĕ. Кăнтăрла самаях тĕреклĕн курăнаканскер, Липа каччă çумĕнче пĕчĕк ача пек çеç ларать. Ятман ăна Дон патĕнчи çапăçусем çинчен каласа парать. Вăл савăнăçлă япаласем çинчен пысăк çĕкленӳпе, хавхаланса, хурлăхлă япаласем çинчен вара макăрмаллах хурлăхлăн каласа пама пултарать. Липа ăна сывламасăр тенĕ пек итлет. Хутран-ситрен унăн çак çичĕ вилĕм аллинчен тухнă, пурнăçра питех те нумай курнă çын хăйĕн савнийĕ пулнине те ĕненес килмест. Кунпа пĕрлех ăна кăмăллă та: çак харсăр çын ăна юратать, унпа юнашар ларать, ку сăмахсене пĕр уншăн каласа парать.
— Ятман, итле-ха, Гариф сана мĕншĕн юратмасть вара? — кĕтмен çĕртен ыйтать Липа.
— Унăн мана мĕншĕн юратмалла? — тет Ятман. — Эпĕ ăна ĕçтермен, начальнике суйлама пулăшман.
— Çапах та. Паян правленире Кабирпе калаçса ларатчĕç те, кăшт итлесе юлтăм. Кабир сана темшĕн ырласа илчĕ, лешĕ çавăнтах хирĕç çаптарма пуçларĕ.
— Мĕн тет вара?
— Мĕн калани кирлĕ мар, анчах сана юратмасть.
— Эпĕ ăна тахçанах пĕлетĕп! — кăшт вĕриленет Ятман. — Мана ун юратăвĕ кирлĕ тетне?
— Ман шутпа, Гариф начар çын мар. Мана вăл час-часах канашсем парать.
— Канашсем парать апла?
— Аха. Эсĕ мĕнрен тĕлĕнетĕн? — тет Липа. — Вăл ватă работник, тепĕр çĕрте пире вĕрентме те пултарать...
— Эх, Олимпиада Осиповна! — чарать ăна Ятман. — Çынсене сахал пĕлетĕн-ха эсĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...