Йăмраллă ял :: Пĕрремĕш пай
Реве та стогне Днепр широкий,
Сердитый ветер завива.
Додолу перби гне високи,
Горами хвил нидвима...
Юрă çывхарнăçемĕн çывхарса пычĕ, кун тăрăх Ятман хĕрсем ĕç пĕтерсе киле таврăннине чухласа илчĕ. «Ах, ĕлкĕреймерĕм, ман часрах машинăна кӳлсе вĕсене хирĕç каймаллаччĕ», — терĕ хăйне хăй.
Унăн ĕçрен таврăнакан савăнăçлă хĕрсене шăп çав сăрт çинче, яла кĕнĕ çĕрте тĕл пулса кĕтсе илес килчĕ, — вĕсем юрласа аялалла анччăр, эсĕ тăвалла хăпар. Епле вĕсем хур пек карталанса килеççĕ! Ав малта симĕс саппунлă çӳлĕ хĕрача пырать, таçтанах паллать ăна Ятман — Укахви. Унпа юнашар Людмила акăш пек ярăнса пырать, вăл хĕрлĕ-чăпар тĕслĕ кĕпе тăхăннă. Ку кĕпе ыттисем хушшинче уйрăмăнах палăрса тăрать, куçа ытларах илĕртет. Ятман аса илес мар тенĕ çĕртенех хĕрачана укăлча патĕнче тĕл пулнине аса илет. «Чечек вĕт вăл, çурхи чечек! — тет Ятман. — Хăйне тыткаланинчен илсен, ача кăна-ха, анчах пĕвĕнчен пăхсан — хĕр, çитĕннĕ хĕр». Хăй те пĕлмест, Людмила çинчен шухăшласан, темшĕн куç умне Липа тухса тăрать. Сăнран та, пӳрен те вĕсем пĕр евĕрлех, лешĕ аслăрах çеç, çавăнпа вăтанарах парать.
Хĕрсем хыççăн хиртен каччăсем таврăнаççĕ. Вĕсем хушшинче тĕп «каччи» те — Кăтра Михала та пур. Вăл çамрăксене темле кулăшла япала каласа парать, лешсем ун йĕри-тавра пуçтарăнса итлесе пыраççĕ. «Ай, маттур старик! — тет Ятман. — Хăй вунă çынна тăрать. Тытать те ертсе каять халăха, вăл хушнине пурте итлеççĕ».
Яла çитсен, хĕрсен ушкăнĕ, киле таврăннă хур кĕтĕвĕ пек, саланса кайрĕ. Пĕрисем сулахаялла, теприсем сылтăмалла пăрăнчĕç, чылайăшĕсем çырманалла анчĕç.
— Ытлашши нумай ан çыврăр, хĕрсем, пăртак çеç куç хупса илĕр! — кăшкăрчĕ пĕри.
— Кăнтăрлаччен çеç çывăратпăр! — терĕ Укахви. Ятман урăх ним те илтмерĕ, вăл, машина çине ларса, çĕрле лайăх каннă лашасене хирелле хăваларĕ.
XXVII
Тутаркассем тыр вырма хăйсен кӳршисенчен икĕ кун кая юлса тухрĕç. Ырашпа çуртыррине Атăлкасси колхозĕпе пер харăс е унран маларах та пуçтарса кĕртме шутласа хунă Кабир Липăран кӳршĕсем ыраш вырма тухни çинчен пĕлсенех пĕççисене шартах çапрĕ.
— Эпĕ пĕрле тухасшăнччĕ, — терĕ вăл. — Епле-ха пирĕн ниçта та ыраш пулса çитмен? Пĕр гектар та пулин...
— Ĕнер иксĕмĕр пăхса çӳрерĕмĕр-çке, — аса илтерчĕ ăна Липа.
Çапла, ĕнер вĕсем Липăпа пĕтĕм хире пăхса çаврăнчĕç. Тырри талккăшĕпех лайăх, тен, кӳршĕсеннинчен те вăйлăрах пулĕ, анчах вырма çемçерех — пĕрчĕ хуçăлмасть. Паллах, паян та тухма май çук. Атăлкассем паян икĕ бригадăпа выраççĕ ĕнтĕ.
— Ан хăра, Гайнуллович, эпир вĕсене хăваласа çитетпĕр, — лăплантарчĕ Липа. — Иртнĕ çул çĕрулми кăларма та пиртен маларах тухрĕç, эпир вăхăтра пĕтертĕмĕр, вĕсем пиртен кая юлчĕç. Хамăрăнах кайса пулăшмалла пулчĕ вĕт!
Кабир кĕске мăйăхĕ айĕн кулса илчĕ: кунта пурăннăран Липа йăлтах Тутаркас çынни пулса кайрĕ, «эпир» те «пиртен» тесе çеç калаçать, ăмăртура та тутаркассене мала кăларасшăн.
— Кăçал вĕсем ун пек ĕçлес çук, кăçал ăмăртма йывăр пулать, — терĕ председатель.
— Хăрама кирлĕ мар. Жнейкăна ытларах ĕçлеттерсен, хăваласа çитетпĕр, бригадирсене кала: мĕнпур колхозника ĕçе кăларччăр.
Хире чылай кая юлса тухнишĕн кăшт пăшăрханчĕ пулин те, Кабир кӳршĕсемпе ăмăртас шухăша пăрахмарĕ. Тепĕр кунне ирех вăл «Атăл» колхозăн ыраш пуссине кайса çынсем мĕнле ĕçленине чылайччен пăхкаласа çӳрерĕ. Çĕнни нимех те çук пек, халичченхи евĕрлех: жнейкăпа выраççĕ, ун хыççăн кашни уйрăмăн кĕлте çыхса пырать, пилĕкшер кĕлтен тĕмĕ купалаççĕ. Аякран иртекен Ятман ăна асăрхарĕ те, темскер кăшкăрса алă сулчĕ, вăл мĕн каланине Кабир ăнланса та юлаймарĕ. Каç кӳлĕм Кабир кӳршĕсен ыраш пусси патне тепре пычĕ, куçлăхне тăхăнса, атăлкассем мĕн чухлĕ ĕçленнне пĕлесшĕн пулнă пек нумайччен пăхса тăчĕ. Кунта ăна хăйсен колхозникĕсем ӳлĕмрен те пĕрре кăна мар курчĕç. Киле кĕрес умĕн сăрт çине хăпарать те васкамасăр йĕри-тавраналла пăхса çаврăнать, кун каçиччен леш енче ӳссе ларнă çĕмелсене шутлать тейĕн. Тепĕр чухне ĕç вăхăтĕнче пĕр-пĕр бригадăна пырать те хĕрарăмсене васкатма тăрать.
— Ан васкат, хамăр та туятпăр, — теççĕ ăна лешсем. — Чунтанах тăрăшатпăр. Атăлкассисем умĕнче хамăр председателе намăса хăвармастпăрах ĕнтĕ.
Ку сăмахсем председатель кăмăлне çемçетсех яраççĕ.
— Çапла, çалла, — тет вăл. — Тăрăшас пулать. Маларах пуçтарса пĕтерсен, хамăршăн та, патшалăхшăн та лайăх.
— Сăнатăн, сăнатăн эс, Кабир Гайнуллович, кӳршĕсем епле ĕçленине, договор туса ăмăртăва чĕнместĕн, — терĕ пĕр хулăнрах саслă хĕрарăм унран тăрăхланă пек. Ку шухăша ыттисем те ырлăрĕç.
— Чăнах, чĕнес пулать çавсене ăмăртăва!
— Договор тăвас пулать.
— Пурте алă пусатпăр!
Кабир кăна кĕтменччĕ. Вăл хăй тĕллĕн атăлкассисемпе ăмăртнине никам та сисмест тесе, ăна пĕтĕм халăх пĕлсе тăрать иккен.
— Эсир чĕлхе вылятма пăрахăр-ха, — чарчĕ вĕсене председатель. Атăлкассем пирĕнпе договор туса варланмаççĕ те! Вĕсем вăрçăччен юнашар районри малта пыракан колхозпа ăмăртнă.
— Эпĕ пулсан, хăраса тăрас çук! — терĕ хăюллăн паçăрхи хулăн сасах. — Вăйлисемпе тупăшма интереслăрах ĕнтĕ!
— Чĕнмесĕр, пултараймăпăр-и вара эпир?
Тепĕр кунне, бригадăсем малтанхи кунхисенчен ытларах вырса тăкнине курсан, председатель урăхларах шухăшларĕ. «Ыраш вырма икĕ кун маларах тухни ниме те пĕлтермест-ха, — терĕ вăл. — Халăх пĕтĕмпех хирте. Ытти ĕçсене эпир вĕсенчен те маларах туса ирттеретпĕр. Çыратпăр договор»...
Договора вĕсем килте Липăпа иккĕш çырчĕç, часах Кабир ăна Ятманпа Левентее кăтартиччен малтан ял советне илсе кайрĕ. Кунта вăл шăп хăйне кĕтнĕ вăхăтра пырса кĕчĕ. Кабир ял Совет председателье Олангаева договора тыттарчĕ, хăйне ăна районри çар комиссар патĕнчен ярса панă повестка пачĕç.
— Çапла, Гайнуллович, — тенкел сĕнчĕ ăна Олангаев, — санпа эпир граждан вăрçинче те пултăмăр, анчах ку çитмест иккен-ха, сана авă тепре чĕнеççĕ.
— Чĕнеççĕ тĕк каятпăр, эпир ватă мар вĕт-ха, салтак çулĕнчен тухман, — повесткăпа тĕплĕрех паллашрĕ Кабир. — Вăхăт нумай памаççĕ вара, ыранах çитмелле...
— Сахалтарах çав, колхозна пама ĕлкĕрес çук. Çапах та эсĕ кирлĕрех документсене актпах парса хăвар.
— Законлă тăвас пулать ĕнтĕ, — терĕ Кабир, хăй Олангаев вуламасăр тытса ларакан договор çине тинкерчĕ. — Кăна сан патна хăварас та мар пулĕ? Ытла кая юлса çыртăм.
— Мĕншĕн хăвармалла мар? — терĕ Олангаев. — Сан вырăнта ăна урăх председатель пурнăçлать. Пирĕн кунпа килĕшеççĕ пулĕ... Эс кайсан та, колхоз юлать вĕт-ха? — Вăл договора сĕтелĕ çинех хучĕ.
Председатель çара каяссине пĕлсен, Липа, ăна хăйĕн çемйипе çеç хăварса, урама тухрĕ: унăн халĕ Ятмана шыраса тупмалла. Ятман, юри тенĕ пекех, килмест те килмест. Сехет иртрĕ, икĕ сехет, çав-çавах вăл урампа хăпарни курăнмасть. Липăпа Укахви иккĕшех калаçса лараççĕ. Вĕсен те паян калаçу çыпçăнмасть: Укахвин хуйхă — Галимджан виç эрне хушши çыру çырмасть, Липăн та шухăшсем сапаланчăк — Ятман килетĕп тенĕ çĕртенех килеймерĕ, Кабир та вăрçа тухса каять, хăйĕн чĕринче те канăçсăрлăх сисĕнет — паян темле ĕçе туса çитермен пек, каймалли çĕре кайса килмен пек.
— Çапах та, мĕншĕн çырмасть-ха Галимджан? — те иккĕмĕш, те виççĕмĕш хут ыйтрĕ ĕнтĕ Липа. — Вăхăт çук-шим? — Тантăшĕ чĕнменнине кура, вăл ăна хулĕнченех тĕртрĕ.
— Кала-ха, Укахви?
— Эс мана йăпатма ан тăрăш-ха, — сиввĕн каларĕ Укахви. — Çынна çыру çырма вăхăт нумай кирлĕ-им? Чĕрĕ çын çывăрас ыйăхне татса та пулин çыру çырать. Хăвах шухăшла...
Липа Укахвие урăх калама памарĕ, темшĕн ăна халĕ тантăше «вăл вилнĕ» тесе каласа хурассăн туйăнчĕ. Çӳ-ӳлĕ, сарлака хулпуççиллĕ, вăйлă алăсемлĕ, лапсăркка хура çӳçлĕ Галимджан ун куçĕ умĕнче юмахри паттăр пек тăрать, ун çинчен çак усал сăмаха калаттарас та килмест.
— Эй, вăрçăра пулать вăл ун пекки! Те тăшман тылĕнче-ха, те почта çӳремен сĕм вăрманта. Хăшпĕрисем çулталăк ытла çырмаççĕ, куран — çын вилмен...
— Итле-ха, Липа, давай Галимджан çинчен мар, Ятман çинчен калаçар, — ирĕксĕртен кулчĕ Укахви. — Мĕнле ĕнтĕ сирĕн ĕçсем?
— Пыл та çу, — ассăн сывларĕ Липа.
— Кунĕпе ĕçлерĕ вăл паян, ывăнчĕ пулĕ, — терĕ Укахви. — Ара, ун ури те тӳрленсе çитмен вĕт-ха, вăл çавах та жнейкăпа тырă вырать.
— Ĕçшĕн çунакан çын вăл...
— Паллах ĕнтĕ. Тепри пулсан, халĕ, эпе фронтран таврăннă çын тесе, хăяккăн çеç выртмалла е çĕрĕн-кунĕн ĕçсе çӳремелле. Вăл икĕ çыншăн ĕçлет.
— Ырла, ырла, — тантăшĕн хулĕнчен çакăнчĕ Липа. — Тем тесен те, хăвăр ял çынни.
— Ырласа мар. Телейлĕ пулатăн эсĕ унпа, Липа, — ĕнентерсе каларĕ Укахви. — Лайăх çын вăл. Ĕçре ĕçчен, сăнĕ те чипер, пĕвĕ те тĕреклĕ, кăмăлĕ — ылттăн кăмăл. Тем пек аван мар пулсан та, эс каçсерен ху пырса çӳре, ăна çырма урлă каçса килме йывăр, паллах. Юратмастăн пулсан, ан та чăрмантар, хĕр туптăр та авлантăр.
— Авлантăр часрах, мана кун пек йывăр...
— Мĕншĕн йывăр?
— Ара, ялан шухăшласа çӳрес пулать. Пĕлетĕн-и, çĕрĕн-кунĕн ун çинчен шухăшлакан пултăм. Пĕрре те асран каймасть. Ĕçе тухатăп — ăна курас килет, каç çывăрма выртатăп — каллех çавă, ирхине тăрсан чӳрече патне пыратăп та, вăл иртсе каяссăн туйăнать. Сан çавăн пек пулнă-и, Укахви?
— Пулман, — кулчĕ лешĕ.
— Ун пек ухмаха ерме те пулать пулĕ?
— Пĕрре те ухмаха ерместĕн. Эс ан вăтан, хăйне кала, хăйне...
— Унран эпĕ темшĕн вăтанатăп, Укахви. Хам ăна тивĕçлĕ мар пек.
— Ун пек ан шутла, юратакан çынпа яланах çапла пулать: малтан эсĕ ăна хăвăнтан чаплă çын тесе шутлатăн, кайран, хăнăхатăн та, хăвăнпа пĕр танах туятăн.
— Эс чисти юратса курнă çын пекех калаçатăн! — терĕ Липа.
— Тĕрĕс калатăп, ак хăйĕнчен ыйт, — юриех хыттăн каларĕ Укахви, вĕсем патне Ятман çывхарнине курса. Липа ăна, чарăнма хушса, хул айĕнчен тытрĕ.
— Кĕçĕр урамра шăп, — терĕ Ятман, хăй лутра пукан илсе, хĕрсене хирĕç ларчĕ.
— Кĕçĕр каччăсем те пит кая юлса тухаççĕ, — сăмах майĕн тĕртрĕ Укахви.
— Ĕç пулчĕ. Тутаркассен жнейка пăсăлнă, çавна юсас тесе хăтлантăмăр.
— Ан тĕлĕнтер! — хутшăнчĕ Липа. — Жнейка пăсăлнă-и? Мĕнле вара...
— Çаплах, — тавăрчĕ Ятман. — Ĕçленĕ чухне чипер пăхман та, темиçе винтне кăларса ӳкернĕ.
— Садыков халиччен ĕçлемен вĕт вăл. Пĕлмен ĕнтĕ.
— Ĕç чарăнса тăрать-ха капла, — терĕ Липа. — Кабир сирĕнпе ăмăртăва тухасшăнччĕ. Мĕнле пăхман-ха вăл, Садыков?
Укахви ăна йĕкĕлтесе илчĕ:
— Илтетни, Ятман, вĕсем пирĕнпе ăмăртасшăн! Пирĕн ĕнтĕ ыраш вырса пĕтернĕпе пĕрех. Эсир ыраш вырса пĕтернĕ çĕре эпир çуртыррисене пуçтарса кĕретпĕр!
— Ыран пулăшатпăр, — терĕ Ятман.
— Хамăрăн пĕтрĕ-и? — ыйтрĕ Укахви.
— Машинăпа вырмалли пĕтрĕ.
— Пурпĕрех ан кил. Çурлапа ĕçлеччĕр.
— Мĕншĕн тутаркассене кая хăварасшăн вара эс, Укахви?
— Липа Тутаркас патриочĕ пулса кайнă, çавăнпа, — кулчĕ Укахви.
Кабир çара каясси çинчен илтсен, Ятман сасартăк ура çине сиксе тăчĕ. Каланине ĕненмесĕр, хĕрсенчен тепĕр хут ыйтрĕ:
— Эсир чăнласа калатăр-и?
— Чăнласах, ара. Вăл пире сана чĕнтерме те сĕннĕччĕ-ха, — терĕ Липа.
— Кабир çара каять, вĕсем мана кунта тытса тăраççĕ! — хыпăнса ӳкрĕ Ятман, хăй хĕрсем мĕн калассине кĕтмесĕрех хапха патне утрĕ. Ун хыççăн хĕрсем те пӳрте кĕчĕç.
Ĕнтĕ кĕçĕн алăк çине-çине уçăлса хупăнма пикенчĕ. Чĕннĕ тăрăх та, чĕнмесĕр те Тутаркас çыннисем хăйсен председателĕ патне васкарĕç. Килĕрен киле куçса, Кабир çара каять текен хыпар Гариф патне те çитрĕ, темиçе минутран ун вăрăм пӳ-сийĕ те кĕçĕн алăкран пĕшкĕнсе кĕни курăнчĕ.
XXVIII
Марине бригади, ыраш пухса кĕртсе, çуртырри вырма тухрĕ. Ĕçсем бригадир шутланинчен чылай ăнаçлăрах пулса пычĕç. Тыр вырма тухиччен Марине кăçал çынсене ĕçе кăларма йывăр пулать, хĕрарăмсенчен чылайăшĕ ачи-пăчисене, выльăх-чĕрлĕхе, çумпахчисемпе садсене пăрахса хире тухас çук тесе хăранăччĕ. Çынсен ăнланăвĕ пысăк иккен, вĕсем, темле йывăр пулсан та, колхозри ĕçрен пăрăнмаççĕ, вăйпитти арçынсемсĕрех килхуçалăхне илсе пыма та, колхоз ĕçне тума та ĕлкĕреççĕ.
Харкашасси пулатех ĕнтĕ вăл. Малтан бригадăри темиçе хĕрарăм васкаса вырнă хушăра пучах тăкăннине ним вырăнне хумасăр ĕçлерĕç. Марине вĕсене кăшт хăтăркаласа илчĕ, пĕр-иккĕшĕнне, тăккаланчăк нумай тесе вырнă каçалăкне йышăнмарĕ, вара ĕç самаях юсанчĕ. Халь хăмăл çине пăхма та кăмăллă: пучах çукпа пĕрех. Марине, хĕпĕртенипе, хĕрарăмсемпе шӳтлесе те илет.
— Йăмăксем, питĕ таса выратăр, пĕрне те хурлама çук.
— Санăн вăрçас килет-и? — теççĕ хĕрарăмсем.
— Бригадирăн вăрçас килмесĕр? Вăрçмасан, вĕрентмесен, эпĕ бригадир та мар.
— Эсĕ сăлтав туп та ятла кăна!
— Пурте лайăх ĕçлетĕр пулсан, мĕнле чĕрре кĕрес-ха манăн?
Хĕрарăмсем ăна ăс параççĕ.
— Ав тепĕр бригадăна кай, начар ĕçлеççĕ, халĕ те ыраш вырса пĕтереймен.
Укахви участокĕ Маринене уйрăмăнах килĕшет: пĕтĕм тулла тирпейлĕ пухса кĕртнĕ. Хĕрсем суратсене те тĕрĕс тунă, кĕркуннеччен ларсан та шыш каяс çук. Кăçал Укахви хайĕн звенинчен ниçта пăрăнмасăр ĕçлерĕ, ăна ытти çĕре турткаламарĕç, кĕркунне комсомолецсен пухăвĕнче калаçни усăллă пулчĕ курăнать.
— Ну, хăçан çапма пуçлатăн тулла? — ыйтрĕ бригадир Укахвирен.
— Васкамастăп-ха, — терĕ Укахви. — Малтан патшалăха памалли ыраша тулла çапма тытăнăр. Ку вăрлăх ниçта та тармĕ...
— Ыраша паян иртенпех çапаççĕ ĕнтĕ, ыран патшалăха пама каясшăн. Ман тулă тухăçлăхне пĕлес килет...
— Нумаях тухас пек туйăнмасть, — пĕр пучаха аллаппи çине хурса шĕкĕлчерĕ Укахви. – Пĕрчисем шултрах мар.
— Вĕтĕ те мар, — Марине хăй те аллине пучах илчĕ. Кунтан шултра пирĕн нихçан та пулман. Эс хытă çын пек лайăх япалана хурласа ан тăр-ха.
— Эпĕ Ятман туллинчен илсе калатăп. Унăн пучахĕсем раснах шултра, пĕр гектартан вăтăр центнер та ытла тухмалла.
— Эпĕ кайса курман, пулатех-и вара ун тулли? — терĕ Марине.
— Пулать. Халлĕхе пĕрчи çемçе-ха, анчах ĕлкĕрет пек туйăнать. Ятман çапнă хыççăн туллине мана паратăп тесе шантарать-ха, вăрлăхлăх ӳстеретпĕр, тет.
— Ун пирки эп иккĕленместĕп, — кулчĕ бригадир. Вăл ĕнтĕ е Липа аллине е сан алла çакланать. Курăпăр-ха, мĕнле тавăрăр ăна уншăн... Хăвăртан хăшĕ ун аллине çакланать, ăна пĕлместĕп-ха.
— Паллах, эпĕ мар, — терĕ Укахви çирĕппĕн. Кĕлте турттаракансен ĕçне шута илнĕ чухне Марине Сехре Иванне курчĕ те ытла чарăнса тăрас мар тенĕ çĕртенех калаçăва кĕрсе кайрĕ. Тĕрĕссипе, унăн хĕлле вăрманта ĕçленĕ хыççăн хăйĕнпе сăмахламан Ивана кăшт хавхалантарас килчĕ: курмассерен тăлăххăн пăхать, такам кӳрентернĕ çын пек мĕскĕкĕн туйăнать, чунне уçас хамăн каччăнне, ман çинче усал ан шутлатăр, терĕ.
— Миçе лав турттартăн çак паян эсĕ Иван? — пĕлмĕш пулчĕ Марине.
— Кунпа вуниккĕ хутларăм ĕнтĕ, — терĕ лашине йытпырши çитерсе тăракан Сехре.
— Ку юлашки пулĕ?
— Юлашки. Лашана йывăр килĕ тетĕп, тепре хутлама пулатчĕ те...
— Çитĕ-çке, — ăна кĕлте хума пулăшрĕ Марине, — ыран та кун пур.
Иккĕн тиенĕрен кĕлте лавĕ хавăрт тулса ларчĕ. Сехре бригадирпа ним çинчен те калаçма ĕлкĕреймерĕ. Вăл, пуслăх хурса, лава хыттăн çыхса лартрĕ, чалăш пулмарĕ-и тесе, Марине çывăхнех пырса çӳлелле пăхрĕ, унтан хăмăл çинче выртакан тилхепине алла илчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...