Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Унтанпа сахал мар çапăçăва кĕнĕ.
Эскадрилья командирĕ Иванов капитан çитрĕ. Аллинче ун темле япала.
— Кĕтетĕн-и? — терĕ вăл мана.
— Кĕтетĕп.
— Аван. Талюна, мана пулăшăн-и?
— Мĕн тума?
— Самолет сăмсине сăрлама.
Вăл шӳтленĕ пек ăнлантăм.
Кăмăлĕ командирăн çав тери ырă. Нихăçан та çынна ятласа кӳрентермест. Мăнаçланмасть. Ăна чăн-чăн юлташ, тантăш вырăннех хуратăп.
Хăюлăх çитерсе, тăрăхласа илтĕм:
— Командир юлташ, савнă хĕрне аякранах паллаттарасшăн-и? Ахалех тăрăшатăр. Юратсан, унсăрах куç илмесĕр пăхĕ. Чунĕ сивĕннĕ пулсан, кăмака çине хурса та ăшăтаймăн.
— Ай-ай, — тĕлĕненçи тăвать командир. — Çавăн пек-и вăл хĕр чĕри?
— Ан юрат урăххине.
— Хĕр инкекĕ мар-ха, Талюна, — командир ĕнсине катăрт-кăтăрт хыçкаласа илчĕ. — Урăххи хуплать.
— Самолет сăмсисене сăрланипе тăшмантан хăтăлма пулать-и? — шăл йĕретĕп эпĕ.
— Тăрăхличчен тăнла-ха эсĕ.
Иванов эскадрильйи тахçанах чапа тухнă. Тăшманăн миçе самолетне пуçхĕрлĕ тăрăнтарман-ши вăл! Ĕнер ăна пирĕн эскадрилья хамăрăн çарсене пенĕ тесе ӳпкеленĕ. Ун пек чух тӳрре тухма хĕн. «Эпир мар» тесе, пуш параппан çапнипе çынна ĕнентереймĕн. Ӳлĕм эскадрильйăна таçтанах пĕлсе тăма паллă тăвасшăн командир.
— Мĕнле тĕспе сăрласшăн? — ыйтатăп эпĕ.
— Хĕрлĕпе. Ку тĕс таçтанах курăнать, — ăнлантарать командир.
Эпĕ пулăшма килĕшрĕм. Командир сăрă та тупса килнĕ-мĕн. Ретри пилĕк самолет сăмсине сăрларăмăр. Тин çеç хăпаракан хĕвел пайăркисем вĕсем çине ӳкрĕç те вучах чĕртрĕç, самолетсем хĕлхемленсе йăлтăртатаççĕ.
Летчиксем çитрĕç. Вĕсем хăйсен самолечĕсене палласа та илеймерĕç пулас, чăрлаттарса пăхаççĕ.
Булат кĕвĕç иккен. Эпир командирпа иккĕн ĕçленĕшĕн тутине тăсрĕ.
— Чаплă командир çумĕнче хĕр чапа тухать, — кулатăп эпĕ. Булат тарăхать.
Летчиксем тав тăваççĕ мана. Пĕри те тепри кĕсйинчен шоколад кăларса тыттарать.
— Ан чăрманăр! — тетĕп, именсе.
— Кӳрентерен, асту. Кучченеçсене илмех тиврĕ.
— Пĕркун манран илмерĕн, — кӳлешет Булат.
— Хăвна çитересшĕнччĕ. Эсĕ пылак юратакан ача-çке, ― ачашшăн калатăп хам. — Айван, сисместĕн-и? Эпĕ пĕр сана çеç саватăп.
— Тĕрĕс-и ку, Талюна? — сасăпах кăшкăрса ячĕ Булат.
— Суймастăп.
Булатăн куçĕ çуталчĕ, йăл-йăл кулать.
— Каçар мана ухмаха. Юрĕ-и, Талюна? Вирелле сăмахсем сана ытла юратнипе чĕлхе вĕçне чĕпĕтрĕç.
— Каçаратăп.
Ташша яра пачĕ ман каччă.
* * *
Совет Çарĕ хĕссе пынине тӳсеймесĕр, тăшман чакнăçем чакать. Фашист пусмăрĕнчен хула хыççăн хула çăлăнать.
Пирĕн эскадрильйăна çĕнĕ задани пачĕç. Командир летчиксене пĕр тĕле пухрĕ те ăнлантарма тытăнчĕ.
Юханшыв хĕрринчи вăрман айккинче нимĕçсен танклă çарĕ пытанса тăрать. Вăл халь-халь пирĕн çара çĕмĕрме тапранмалла имĕш.
Совет штурмовикĕсем нимĕçсен танклă çарне ăшалама каяççĕ. Истребительсен штурмовиксене сыхламалла.
Малтан аэродромран штурмовиксем хăпарчĕç, вара — эпир. Хамăр çула вĕсенчен çӳлерех хыврăмăр, хăваласа çити-çитми пыратпăр. Фронт линийĕ урлă каçнă чух тата çӳлерех çĕклентĕмĕр. Унччен те пулмарĕ, курах кайрăм: тăшман самолечĕсем вĕçеççĕ, саккăрăн. Ыттисем те асăрхарĕç-тĕр. Çапăçма тивет эппин. Чим, мĕне пĕлтерет, пирĕн пата çывхармаççĕ вĕсем. Ырăран мар ку. Чееленеççĕ. Штурмовиксем пиккерен тухнă саманта кĕтеççĕ-тĕр.
Шлемофонта командир сассине илтетĕп:
— Кĕçĕн лейтенант Итемри, сулахайра — «мессерсем», штурмовиксенчен ан хăп.
— Юрать! — тетĕп.
Кăшт аяларах антăмăр пурте. Çĕр çинче мĕн хăтланаççĕ! Тур çырлах! Танксем куçаççĕ! Çулпа çеç те мар, хир тăрăх шăвакансем те нумай. Вăрман патнелле çывхараççĕ. Вăрман хĕрринче те çавах, кăткă пек кĕшĕлтетеççĕ. Тусан мăкăрланать.
Штурмовиксем хăйсен тĕллевне асăрхарĕç, унталла пăрăнчĕç.
Ку хушăра нимĕç самолечĕсем икĕ пая уйрăлма ĕлкĕрнĕ. Сылтăмран та сулахайран çывхараççĕ.
Иванов командир пире приказ парать: «Кăшăла тăрăр та штурмовиксем çийĕн вĕçĕр!»
Истребительсен хушши самаях, пĕр-пĕрне маневр тума чăрмантарас çук. Тытăнтăмăр ăса евĕр енчен енне, çӳлтен аялалла вылянса тăма. Пирĕн хушша кун пек самантра урăх самолет ниепле те пуçне пырса чикеймест.
Сулахайри тăшман самолечĕсем, çывхарас вырăнне, пачах айккинелле пăрăнчĕç. Пире хăйсем хыççăн пыма илĕртеççĕ. Тепĕр чух пулнă пулсан, вĕçертместĕмĕрех. Халĕ пирĕн урăх тĕллев, хамăрăн штурмовиксене хӳтĕлемелле.
Сылтăмра юлнă ушкăн штурмовиксене тапăнма сĕмленет. Командир Булатпа Алешăна фашистсене атакăлама хушать.
Штурмовиксем ĕçе тытăнчĕç: вĕçе-вĕçе пыраççĕ те капланса тăнă тăшман çарĕ çине бомба пăрахаççĕ.
Командир тӳсеймерĕ пулас, Булатпа Алешăна пулăшма тăчĕ. Тăшман самолечĕсен çулне пӳлсе, умлăн-хыçлăн кăлара-кăлара ярать вăл пуля кĕтĕве. Фашист летчикĕсем шартах сикрĕç пулас. Тарма пикенчĕç. Хӳрине кăтартсан, самолета çапса ӳкерме ансат. Иванов капитан чăнах та хăй тĕлленĕ самолета аякка ямарĕ — персе антарчĕ. Булачĕ ушкăна ертсе пыраканнине тивертнĕ. Икĕ самолет тăрăнчĕ çĕре. Тата иккĕшĕ, тытăçуран хăтăлнăшăн хĕпĕртесе, тарчĕç.
Штурмовиксем тапăннă вырăнтан пĕлĕтелле тĕтĕм мăкăрланать, хушăран çулăм чĕлхи сикет. Мĕнпурĕ пурте çунать: çыннисем те, машинисем те. Цистернăсем хаплатса çурăлни пире те илтĕнет.
Ĕç вĕçленчĕ штурмовиксен. Командир истребительсене таврăнма хушать.
Пурте тăван аэродром еннелле çул тытрăмăр. Тек пире тапăнакансем тупăнмарĕç.
32
Каннă чух ман çума Варук пырса ларчĕ.
— Талюна, кӳр-ха, тепĕр хут курам «Ылтăн Çăлтăрна».
— Йăлăхмарăн-и?
— Эх, ача, ун пек япала йăлăхтарĕ-и.
Варук кителе илчĕ те «Ылтăн Çăлтăра» ывăç тупанĕ çине хурса, çавра-çавра тинкерет.
— Сăн курăнать, ача. Пăх-ха, Талюна. Ахальтен мар ылтăн пуль çав, çап-çутă.
Çапла... Ĕнер ыттисенчен пин хут ытларах савăнтăм. Совет Çарĕ Тăван çĕршыв чиккине çитнĕ, Брест хулине, унăн мухтавлă крепоçне ирĕке кăларнă ятпа митинг пулчĕ.
Сахал мар вĕçнĕ. Тăшман самолечĕсене сывлăшра та, çĕр çинче те çунтарнă. Самолечĕсене çеç-и? Пĕтĕм техникине. Пĕррехинче хам та пĕтеттĕм.
Вăйлă çапăçу пулчĕ. Фашист самолечĕсем пирĕнтен икĕ хут йышлă. Çак тытăçура эпĕ те фашистсен пĕр самолетне çĕрелле чикĕлентертĕм. Анчах фашист летчикĕ ман самолета та персе тивертрĕ. Çитессе сунмарăм аэродрома, чи юлашкинчен таврăнтăм. Пурте пăшăрханнă. Булат та. Вăл ман самолета вут хыпса илесрен хăранă.
Летчиксем митингра, Берлина çитсе, тăшмана хăйĕн йăвинче кăклама тупа турĕç. Юлашкинчен Куропаткин замполит Указ вуларĕ. Темиçе летчика Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă. Çав шутра эпĕ те пур. «Ылтăн Çăлтăрне» те китель çумне çыпăçтарчĕç.
Мускав ун чух салют хыççăн салют парать. Вăл мана та саламланă пек туйăнчĕ.
— Ялта илтрĕç пулĕ-ха сана героя кăларни çинчен, ― тет Варук. — Аннӳ ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр савăнать - пулĕ, ача.
— Ытларах куççуль тăкать вăл.
— Мĕншĕн?
— Тимĕр шăллăм Брест крепоçĕнче пуçне хунă-çке. Бреста асăнни халĕ уншăн суран çине тăвар сапнипе пĕрех.
Шăллăмпа ун юлташне — Сергее — вăрçă тухиччен çулталăк малтан çара ăсатрăмăр. Вара килтисем Брестри пограничниксен заставинчен çыру илсе тăчĕç. Кайран, вăрçă вăхăтĕнче, анне ячĕпе хут çитрĕ: «Сирĕн ывăлăр Владимир Брест крепоçне тăшмантан хӳтĕлесе паттăррăн пуçне хучĕ...»
Сергей пирки амăшĕ урăхларах хыпар илтнĕ. Çав крепоçре пулнă кӳршĕ ял ачи çапла çырнă пулать: «...Эпир чакса пытăмăр. Темиçе кун выçăллă-тутăллă пынипе вăй пĕтрĕ. Çитменнине тата Сергей чирлерĕ, варвитти вăйран ячĕ ăна. Пирвайхи кунсенче пулăшкаларăм. Вара выртрĕ те тек тем тусан та тăмарĕ. Пирĕнтен нихăшĕ те унпа юлма пултараймарĕ, хыçран тăшман тĕрлеттерет. Чĕрĕ пуçпа тыткăна лекни тăшман кулли пулни пулĕччĕ. Темиçе кунтан эпир хамăрăннисене хăваласа çитрĕмĕр...»
Сергей, тен, вилмен пулĕ, ăна ырă çынсем çăлма та пултарнă. Тен, партизана лекнĕ. Украина, Белорусси тăрăхĕнче тăшмана нумай тулланă партизансем.
Шухăшласан, пуç çавăрăнса каять. Эпир тунă чи малтанхи аэродром тĕнче вĕçнех юлчĕ. Унтанпа хамăр самолетсем валли миçе аэродром туса пăрахса хăварман-ши!
Фронт малтан малалла каять. Ун хыççăн эпир куçса пыратпăр.
Пирĕн летчиксен мухтавĕ пĕтĕм тĕнчене сарăлчĕ. Вĕсем тăшмана хирĕç арăсланла çапăçни çинчен хаçатсем те çырсах тăраççĕ.
Тĕрĕсех ĕнтĕ, фронтра яланах хăватлă çапăçусем. Хастаррисем героя тухрĕç. Вĕсен кăкăрĕ çинче — «Ылтăн Çăлтăрçем». Тăван аэродром çине каялла тавăрăнманнисем те пайтах. Катя Измайлова кĕçĕн лейтенантăн та пысăк хуйхă пулчĕ. Вăл хăйĕн летчик-шăллĕне — Виталикне — кĕтсе илеймерĕ. Фашистсен пилĕк «мессершмитне» хирĕç пĕр-пĕччен атакăна кĕнĕ вăл. Тăшманăн виçĕ самолетне пуçхĕрлĕ тăрăнтарнă, хăй те пĕтнĕ. Катя тăтăшах макăрать шăллĕне асăнса. Ăçтан тӳсĕн куççуль тăкмасăр, çухату ытла пысăк, тăван-çке вăл. Пирĕн йăпату витĕмсĕр. Мĕнле сăмах тупăн çын хуйхине пусарма? Нихăш чĕлхере те çук-тăр унашкал йăваш, ăшă, çутă сăмах.
33
Тин çеç вĕçсе таврăнтăмăр. Эпĕ аэродромăн пĕр кĕтесĕнче Булата кĕтсе тăратăп. Вăл самолечĕ патĕнче техниксемпе тем калаçать.
Çĕнĕ аэродром ку. Аэродромăн тепĕр вĕçĕнче трактор куратăп. Варук мĕшĕлтетет ун çумĕнче. Ытла ĕçчен хĕр вăл.
Хĕвел çурăма хĕртет. Ытахальтен çĕрелле пăхкалатăп. Сасартăк курах кайрăм, симĕс курăк шăтнă. Юр тин çеç ирĕлме тытăннă, курăк çут тĕнчепе киленме пуçне кăларнă.
Ют çĕршыв курăкĕ мĕн тути калать-ши? Пĕшкĕнсе татас, сăмса патне илсе пырас килет. Çавăнтах, аллăмран такам тытса чарнăн, кăмăл самант улшăнчĕ: ӳстĕрех. Тен, ахаль те паян симĕс курăка çеç мар, шăтас чĕлтĕрти чечек тымарĕсене те аркатрăмăр пулĕ. Каçарăр мана тĕнчене илем кӳрекен, çын куçĕсене илĕртекен пылак тутăллă сарă, кĕрен, чакăр, шурă, кăвак чечексем. Эпĕ айăплă мар. Пирĕн хаяр тăшмана çĕнтермелле.
Çапăçу... Çак сăмаха илтсен чун сӳлетет. Паянхи çапаçу яра куна е темиçе сехете пымарĕ. Паянхи çапăçу мĕнпурĕ те çирĕм минута кăна тăсăлчĕ.
Фашистсен артиллерийĕ пĕр кукăр вырăнта Одер шывĕ урлă каçакан пирĕн çарсене персе тăнă. Çынсем те пĕтнĕ, техникăна та çĕмĕрнĕ. Пирĕн эскадрильйăна хушрĕç хамăрăннисене çул уçса пама. Вĕçрĕмĕр. Ав Одер. Тăван Атăлăмăртан ансăртарах вăл. Тупрăмăр тăшманăн вилĕм кăларса тăракан вучахĕсене, çара йывăç тĕмĕсем хыçне пытаннă. Татти-сыпписĕр переççĕ. Чи малтан вĕсем çине Булат хăлат евĕр ярăнса анчĕ те шатăртаттарчĕ, ун хыççăн — эпĕ, вара ―ыттисем. Пилĕк хутчен çапла тăшман пуçĕ çийĕн вĕçсе иртрĕмĕр. Шăпланчĕç хайхисем. Мĕн юлчĕ-ши вĕсенчен?
Эпир çул уçса панă çарсем чиперех каçрĕç Одер леш енне. Васкаççĕ, çĕр çинчи фашистсене пĕтерме васкаççĕ.
— Талюна! — таçтанах кăшкăрса килет Варук ман паталла. Эпĕ те ăна хирĕç чупатăп.
— Çыру!
— Камран?
— Елисран!
— Çухалнăскер тинех тупăнчĕ-и? Кӳр! Мĕнле çӳрет-ши? Кайнăранпа, акă, пĕрремĕш çыру çырать Елис. Васкаса уçатăп çырăва, вулатăп.
«Юратнă тăванăм, тантăшăм, Талюна! Сывлăх сунатăп!
Час çырайманшăн каçару ыйтатăп. Хĕрӳ çапăçусем пычĕç. Çыру çырма вăхăт та тупаймарăм. Тăван çĕршыв чикки урлă каçса, Польшăна кĕрсе кайрăмăр. Шухăшла-ха! Совет Çарĕ кунти темиçе хуларан фашистсене шăлса тасатрĕ. Ĕнер Майданек лагерĕнчи çынсене ирĕке кăларчĕç. Курасчĕ сан халăх мĕн хăтланнине! Макăраççĕ, фашистсене ылханаççĕ, совет салтакĕсене тав тăваççĕ. Мĕн кăна тӳсмен пулĕ вĕсем лагерьте! Каласа параççĕ те, çӳçпуç вирелле тăрать. Хытă асаплантарнă вĕсене. Миçе çын ĕмĕрне татман-ши кунта! Чирлисем питĕ нумай. Совет врачĕсем пулăшу парса çитереймеççĕ. Эпĕ медсестра çеç, пурпĕрех тар юхтарма тиврĕ.
Мĕн курнине çырсан, шурă хут та тӳсеймĕ. Хам мĕн-мĕн курни-илтни çинчен киле тавăрăнсан тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парăп.
Вăрçă вĕçленсе килет, Талюна. Часах ялта пурте пĕрле пуçтарăнăпăр. Ĕмĕтĕм пĕлĕте çити çĕкленет. Мана хăвпа Ленинграда вĕренме илсе кайăн. Юрĕ-и? Эсĕ медицина институтне, эпĕ — техникумне вĕренме кĕрĕпĕр. Вара — эсĕ тухтăрта, эпĕ — фельдшерта ĕçлĕпĕр. Пĕр пульницара. Чирлисене сыватăпăр.
Çитĕ кун чухлĕ çырса.
Ху мĕнле пурăнатăн? Варук мĕн çĕмĕрттерет? Катя Измайловăпа Булата салам кала. Сире хытă тытса чуптăватăп...»
Çырăвĕ час çитмен. Ăçтан шыраса тупăн? Хăваласа çит-ха.
— Талюна, эпĕ те çыру илтĕм, ача.
— Камран?
— Тимук янă.
— Ăçта вĕçет вăл халь?
Варук мана Демьян çырăвне тыттарать.
Акă сана — герой. Ăна фронта тек яман иккен. Йывăр аманнă çав вăл. Летчиксем хатĕрлекен шкулта ĕçлет. Мĕнех, çынна вĕçме вĕрентесси питĕ пархатарлă ĕç.
«Варвара, Варя, Варук, эпĕ сана килте кĕтсе илетĕп. Асту, чипер пул. Сана чунтан юратакан — Демьян...» тесе çырать вăл юлашкинчен савнă хĕрĕ патне. «...Килтех кĕтсе илетĕп...» Апла Демьян хамăр республикăрах.
— Талюна, асăрхарăн-и, Тимук мана виçĕ тĕрлĕ чĕнет ача.
— Юратать, — хĕпĕртеттеретĕп тантăшăма. Чĕремĕрсем ирĕлччĕр тесен, пилĕк, вунă тĕрлĕ ят тупса чĕнĕр пире, савнисем.
34
Пусма тăрăх мачча çине улăхатпăр. Катьăпа иккĕн эпир. Измайлова юлташ халĕ — лейтенант.
Ку килти мачча мар. Эпĕ пĕчĕккĕ чух анне час-часах унта чей курăкĕ илме хăпартатчĕ. Типĕтнĕ чей курăкне çавăнта усраттăмăр. Тепĕр чух тата чĕкеç йăви курас килетчĕ.
Халĕ эпир хăпаракан мачча — ют мачча. Нимĕç хресченĕн маччи. Хуçисем тарнă. Таçта пурăнаççĕ. Те ырăскерсем, те пире курайманскерсем. Вĕсен хушшинче совет çыннисем майлисем те нумай.
Мачча тăрринче ылтăн е хаклă мул шырамастпăр. Пире тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ хут кирлĕ. Çав хутран чечек кăшăлĕ ăсталасшăн. Пирĕн пысăк хуйхă: Кира радисткăна пытармалла.
Ытла кĕтмен çĕртен пурнăçĕ татăлчĕ Кирăн. Мĕн тери хĕр пĕтрĕ.
Тĕлĕнмелле ĕç пулса иртрĕ.
Совет çарĕсем нимĕçсен пĕр хулине çавăрса илнĕ. Унта — çар гарнизонĕ. Вăл парăнмасть, мĕншĕн тесен çĕнĕ вăй çитсех тăнă вĕсем патне. Самолетсем хĕçпăшал турттарса пынă та парашютпа пăрахнă.
Çак вăхăтра пирĕннисем нимĕçсен аэродромне йышăннă. Тăшманăн хĕçпăшал турттаракан самолечĕсем шăпах хайхи аэродром урлах вĕçнине асăрханă. Вара тахăшĕн пуçĕнче хăюллă шухăш çуралнă: улталамалла нимĕçсен самолечĕсене, аэродром çине антарса лартмалла. Апла тăвас тесен, вĕсен анма чĕнекен радиосигналне пĕлмелле. Анчах мĕнле майпа пĕлмелле-ха? Радистсем, вăл шутрах Кира та, тăрăшнă вара. Вĕсем эфира шăв-шав кăларнă, сигнал панă. Аэродрома тăшманăн пĕр самолечĕ анса ларнă. Экипажне тыткăна илнĕ. Мĕн кирли, тĕпченĕ хыççăн, пĕтĕмпех совет радисчĕсен аллине лекнĕ. Ĕç кайнă вара.
Каç пулсанах нимĕç аэродромĕ ĕçлеме пуçланă пек кăтартма тытăннă. Нимĕç летчикĕсем инкек-синкеке тĕшмĕртмен, сигнал йыхăрать пулсан, вĕсен самолечĕсене аэродрома лартмалла.
Тăшман самолечĕсем автоматла перекен хĕçпăшал, мина турттарнă иккен.
Пирĕн артиллеристсем те ĕç тупнă. Вĕсем аэродрома анакан самолетсене пере-пере тăнă.
Инкекĕ те çыннăн çумрах çав. Те сиссе, те ăнсăртран ― фашистсен çар самолечĕсем вĕçсе иртеççĕ те бомба пăрахаççĕ.
Кира радистка вилмеллех аманать. Пурте хĕрхенеççĕ Кирăна. Ытла та сăпайлă хĕрччĕ ĕнтĕ хăй.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...