Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
— Чим, — тем сиснĕн пăшăрханса ӳкрĕм эпĕ. — Эсĕ мĕн мар "пулĕ те?
— Мĕн çав, мĕн-и, ―мăкăртатать куççулĕ витĕр Елис ― Çавăнпа хамăн хуратута кураймастăп.
— Кама та пулин саврăн-и? — ыйтрăм йăнăш персе ярасран хăрасарах.
— Ăхă, — куçран пăхать Елис. Хăйĕн тути йăл-йăл сарăла-сарăла илчĕ.
Çуркуннехи çанталăк пек ман кĕçĕн тантăшăм. Çумăр хыççăн хĕвел пăхрĕ. Кăсăя чирик-чирик чĕриклетет. Чун ăшшине туйса юрлать хĕр чĕри. Ача-çке хăй, юратма вăй çитернĕ. Ырă çын тĕлне пултăрччĕ иçмасса. Амăшĕн те юратăвĕ йӳнсĕр пулнă. Ун вырăнне хĕрĕ çĕр хут, пин хут телейлĕ, савăнăçлă, ачаш юратупа килентĕрччĕ.
— Кам вăл санăн савнă каччу? Паллаштар-ха. Качча илсе кайĕ те, сисмесĕрех юлăпăр, — тăрăхлакалатăп эпĕ.
Чĕвĕлтетет çумра ял хĕрĕ. Ăнлантăм: Елис леш шофера, Варук аманнă самантра тупăннă çамрăка, юратса пăрахнă иккен.
Тĕлĕнмелле çав пурнăçран, вилĕмĕ те, юратăвĕ те юнашар, пĕр çулпа çӳреççĕ-мĕн.
— Питĕ, питĕ чипер вăл ―Павло, ―çу сĕртерет Елис. - Куçĕ хăй — тарăн çăл. Путрăм тӳрех, ишсе тухасси пулаяс çук. Ăна курсанах чĕре серепене лекнĕ саркайăкла тăпăлтатрĕ. Ним те тăваймăн, куç хитрине юратать, тута — тутлине.
— Хăй юратать-и?
— Вилесле... Шырланкă урлă та вăл мана ача пек йăтса каçарать.
Пулăç пулăçа аякранах курать, теççĕ. Эпĕ вăл шофера чĕрне хури чухлĕ те асăрхаман, вĕсене, ав, юрату пĕр-пĕрин çумне çилĕмпе çыпăçтарнă.
Варука илсе килнĕ хыççăн эпĕ çав шофера нумай хушă курман. Пирĕн чаçе мĕнле майпа юлнă-тăр? Мĕнле йышши халап юптарса ĕнентернĕ-ши?
— Мĕнле çын вăл санăн савни? — ыйтрăм пĕррехинче Елисран.
— Калаймастăп, — пат татса хучĕ Елис. — Пĕлес тесен, пĕрле пĕр пăт тăвар çисе яма хушнă. Эпир вара пĕр чĕптĕм те çимен. Эппин, ăçтан калама пĕлес — вăл капла, вăл çапла çын тесе. Ахаль те хушрăм-ха ăна: «Пул-ха, Павло, кĕрĕк çанни, тавăрса пăхам», ―терĕм. «Мĕншĕн?» ― терĕ вăл. «Ăшчиккӳне курам». «Пурпĕрех кураймастăн», ― тавăрчĕ вăл.
Тĕрĕсех. Çын чунне апла та пĕлеймĕн.
27
Пирĕн çар малалла куçать. Çавна май хамăр самолетсем валли çĕнĕ аэродром тумалла. Пире, хĕрсене, çав ĕçе кӳлчĕç.
Пĕр хĕвеллĕ кун пирĕн йыша вырăн суйласа аэродром тума кăларса ячĕç. Елиспа унăн юратнă каччи те пирĕнпе пĕрлех.
Пулас аэродром вăрман уçланкинче. Лаптăкĕ пысăк. Çывăхрах чугун çул станцийĕ. Выртса тăма станцие çӳрес терĕмĕр. Кунта пушă çурт-йĕр чылай. Хуçисем эвакуацинчен тавăрăнса çитеймен-ха, станцие ирĕке кăларни те нумаях пулмасть. Хĕрсем валли уйрăм пӳрт тупăнчĕ. Арçынсем юнашар урамри пĕччен ларса юлнă киле вырнаçрĕç.
Икĕ каç чиперех ирттертĕмĕр. Виççĕмĕш каç куç хупман. Фашист самолечĕсем килсе бомба пăрахрĕç. Уйрăмах тупикри вакунсем çунчĕç. Вĕсем пушă пулман. Эвакуацирен таврăннă колхозсем валли кĕр аки ирттерме вăрлăх тиесе килнĕ. Пĕтрĕ вăрлăх. Мĕн акĕç колхозсем?
Пысăк инкек пирки çакна пĕлтĕмĕр: вăл сутăнчăкăн киревсĕр ĕçĕ. Тахăш çуртран сигнал панă имĕш. Унта кĕрсе те шыранă пулать, анчах карчăксăр пуçне урăх никама та тупман.
Тепĕр темиçе кунтан эпир те хамăрăн аэродрома самолетсем йышăнма хатĕрлесе çитертĕмĕр. Аслисем килсе çитиччен аэродрома хамăрăн хуралламалла.
Тăратпăр. Алăра кашнин — пăшал. Куçсем вичкĕн, таврана тимлĕн пăхатпăр.
Хĕвел каç енне сулăнсан, ним кĕтмен çĕртен Павло авăнса ӳкрĕ. Тӳсме çук варĕ касать-мĕн. Елис эмел пачĕ. Çын пурпĕрех йăваланать çеç. «Ай-ай, вилетĕп», ―тет. Эпир шеллетпĕр, анчах ку ыратнине ирттермест. Варвитти пуçланчĕ имĕш. Çыннăн юман хыçне каймалла. Кам чарать? Чупрĕ сиккипе.
Елис командир хăлхинчен тем пăшăлтатрĕ те вăл та вăшт çеç шăвăнчĕ вăрманалла.
Кĕçех çĕнĕ аэродрома хак парса йышăнакансем çитрĕç. Аэродрома тĕрĕслеме пуçланăччĕ çеç — çывăхрах пăшал сасси кĕрлесе кайрĕ.
— Кам печĕ?
— Мĕне пĕлтерет?
— Ăçта Елис? Павло ăçта?
Иккĕн-виççĕн чупрĕç пăшал сасси илтĕннĕ еннелле. Эпĕ Елисшăн пăшăрханса ӳкрĕм. Унччен те пулмарĕ, Павлона йăтса килчĕç, хыçалта Елис утать. Ун сăнне пăхса нимех те чухлаймарăм эпĕ.
Павло аманнă, кăкăрĕнчен юн сăрхăнать, гимнастерки йĕпеннĕ.
— Кам пенĕ ăна?
— Эпĕ! — тет Елис.
— Эсĕ? — тĕлĕнетпĕр. — Мĕншĕн?
— Вăл — сутăнчăк. Унăн раци пур, юман кутне пытарса хăварнă. Шăпах пирĕн аэродром çинчен фашистсене пĕлтернĕ чух пырса тухрăм ун патне. Пĕр сăмахсăр шаплаттартăм. Юлашки вăхăтра вăл мĕнле çын иккенне сисрĕм. Эпĕ шухăшлани тĕрĕсех пулчĕ. Çулăма улăм ăшĕнче пытарса усраймăн.
Елис Кирăран радистка ĕçне вĕренни усăллă пулчĕ. Павло чĕрĕ. Суранне çыхмалла. Елис çыхма килĕшмест.
— Ăна допрос тумалла, вилме памалла мар, — теççĕ Елиса.
Çук, вăл килĕшмерĕ. Ирĕксĕрех манăн эмеллеме лекрĕ Павлона. Елисăн хĕрлĕ хĕреслĕ сумкинчен мĕн кирлине илтĕм те суранне çыхса ятăм.
Пурнăçра, ав, мĕнле килсе тухать. Тăшман — çумрах. Эпир пур, тăрантаратпăр, ăшăтатпăр ăна. Чипершĕн хĕр те юратать ăна.
Шухăша каятăп. Эппин, колхозсем валли тиесе килнĕ вăрлăха бомба килсе пăрахма фашистсене вăл чĕннĕ. Маларах пулса иртнĕ ĕçсем те аса килчĕç. Пирĕн аэродрома та темиçе хутчен тăшман самолечĕсем тапăннă. Юрать-ха, пирĕн зенитчиксен тупписем тĕл переççĕ. Сахал мар хура çăхан пере-пере анчĕ тĕтĕм мăкăрлантарса. Сайра хутра, паллах, хурлăхне те кăтарткаларĕç. Эппин, пирĕн аэродром хăш тĕле вырнаçнине вăл систерсе тăнă.
Варук аманнă саманта илес. Эпир çынсăр яла çитсе вырнаçнине Павло вăрттăн сăнанă. Ларнă шапалла тахăш лачакара. Пирĕн пирки те вăл пĕлтернĕ пулса тухать. Тăшман самолечĕ пире, шыв ăсса килекенскерсене курса, урам тăрăх пулеметран шатăртаттарса вĕçсе хăпарчĕ. Эпир чарăннă çурт çине бомба пăрахасшăн антăхнă вăл. Анчах та йăнăшнă, унăн «вутпуççийĕ» урам урлă ларакан çурт çине ӳкнĕ.
Халь сутăнчăк çĕнĕ аэродром хăш тĕлтине пĕлтерме васканă. Чире персе чееленме пăхрĕ вăл. Вăрмана варвиттипе чупнă çын хыççăн никам та пырасса шухăшламан ĕнтĕ.
Совет хĕрĕ юратăва нихăçан та сутман, сутмасть те.
Çак пăтăрмах хыççăн Елис куç умĕнчех улшăнчĕ. Ăçта кайса кĕчĕ унăн ĕлккенлĕхĕ? Сăн-пичĕ шуранка. Куç харшисем хура чĕкеç çунаттилле авăнса тăмаççĕ. Питĕнчи куктĕррисен çаврашкисем унчченхинчен те ытларах сарлакаланчĕç пек.
28
Мана штаба чĕнтернĕ. Илтрĕм те çакна, чĕре сиксех тухатчĕ. Ма кирлĕ пултăм-ши? Ятласшăн мар-и таçта? Апла тесен, айăпа кĕмен пек. Пурпĕрех хăратăп. Пин те пĕр шухăш явăнать пуçра. Тахăшĕ тĕрĕс. Катьăран та ыйтса пăхрăм, вăл та пĕлмĕш пулать. Шалт хăшкăлтăм тавçăрма пикенсе, чирлесе каяс патнех çитрĕм. «Капла çемçешкеленме юрамасть», чаратăп хама.
Тирпейленме тытăнтăм. Аслисем патне кайнă чух пирĕн пурте якалаççĕ. Эпĕ те вара гимнастеркăпа юбкăна çуса типĕтрĕм, якатрăм, çухи çумне çĕнĕрен шурă хăю çĕлерĕм. Вакса сĕрсе, щеткăпа çутатсан, атă йăлтăртатса тăракан пулчĕ.
Тумлантăм. Чип-чипер хĕрех, пăхмалăх пур. (Хама хам мухтамасан, хура курак та çĕклесе кайĕ!)
Кĕтнĕ чух кун иртме пĕлмест.
Каланинчен чылай малтан пырса кĕтĕм эпĕ штаба.
Хаваслă йышăнчĕç. Куропаткин майор та кунтах. Тӳлек калаçаççĕ пурте. Эппин, хăтăрса тăкма чĕнмен. Майĕпен лăплантăм.
Вĕсем манăн шухăш-кăмăлпа кăсăкланаççĕ. Килтисем çинчен те ыйтса пĕлеççĕ.
Пăхрăм та курах кайрăм, Куропаткин замполит сĕтел çине ман рапорта кăларса хучĕ. Эпĕ ăна аманнă Ольăна госпитале ăсатас умĕн панăччĕ.
— Татьяна Итемри, сан вĕçес килет-и? — ытахальтен тенĕ пек каларĕ хучĕ Куропаткин майор.
Ак япала, мĕнле сăмах пулчĕ ку? Калаçаççĕ те. Аэроклубран вĕренсе тухнă çын «аюк, вĕçес килмест» тетĕр-и? Анчах çавăнтах иккĕлентĕм: «Тĕрĕсех илтрĕм-и-ха эпĕ?» Çавăнпа та тутана тăп тытрăм. Çăвара шĕшлĕпе хайăрсан та уçас çук.
— Ма чĕнместĕн?
— Каçарăр. Мĕн терĕр эсир? Эпĕ ăнланмасăр юлтăм.
— Сана самолет парасшăн. Вĕçме килĕшĕн-и? ― тетпĕр.
— Самолет?
— Самолет.
— Ай, кĕтменччĕ кăна! — сисмерĕм те хам кăшкăрса янине, — Паллах, килĕшетĕп.
— Çапла шухăшланă та эпир. Маттур! Хĕпĕртенипе ниçта кайса кĕме пĕлместĕп. Ĕмĕтленни çитет-ши вара тинех? Аэродромра ĕçленĕ чух шухăшпа кашни самолетпа вĕçсе хăпараттăм, вĕçсе килеттĕм. Халĕ ĕнтĕ чăннипех вĕçетĕп пулас. Тĕлĕнмелле.
Иртнĕ эрнере тухтăрсем пирĕн сывлăха тĕрĕслерĕç, «Итемри юлташ, чĕрӳ — чăн-чăн мотор. Самолета çеç вырнаçтармалла», — тесе шӳтлерĕç. Тен, вĕсем летчиксем пулма сывлăхлă çын суйланă пулĕ.
Часах çакă паллă пулчĕ, мана истребитель параççĕ.
«Вĕçевçĕн çивĕч туйăмĕпе пĕлĕвĕ сӳрĕкленмен-ши вăй-халăмра? Йăлтах, йĕп вĕçĕ таран, çĕнĕрен тĕрĕслесе тухмалла, мĕн çухалнине каялла тавăрмалла, çĕннине пуçа хывмалла. Пĕччен вăй çитерейрĕп-ши?» — шухăшлатăп эпĕ.
Эпĕ мĕн шухăшланине пĕлнĕ пекех, мана çапла каларĕç:
— Сана, Итемри юлташ, Совет Союзен Геройĕ Иванов летчик-капитан ертсе пыракан чи чаплă эскадрильйăна яратпăр.
Тата тĕлĕнтермĕш пĕлтĕм: летчикĕсем, Иванов çеç мар, ыттисем те пурте — геройсем. Вĕсем Мускав патĕнчи çапăçура паттăра тухнă. Булат та — герой. Эпĕ пачах тĕшмĕртмен. Хăй кун пирки тĕл пулнă самантсенче нихăçан та сăмах тапратмастчĕ.
Эскадрилья командирĕ — Иванов юлташ хăй те кунтах. Курасса курнă эпĕ ку çынна, сăмах хушман. Паллаштарчĕç пире унпа.
— Акă сана, Иванов капитан, хĕр-летчица, — терĕç ăна, — пулăшăр хăватлă çунат çитĕнтерме.
Мана вĕрентме Булат Костина хушрĕç. Вăл çар йĕркипе манран чăн-чăн пилот хатĕрлеме сăмах тытрĕ.
Хăш чух пурнăç тĕлĕкри пек, ĕненес те килмест.
Тепĕр кунне Булат темĕн чухлĕ кĕнеке йăтса пычĕ. Эпир унпа вĕренмелли программа турăмăр…
Пуçăнтăм ĕçе. Ларатăп кунĕн-çĕрĕн, ним тапранмасăр, çăмарта çинчи чăх пек. Юрать тулта кĕркунне, çумăр, юр çăвать, чĕркуççи таран пылчăк. Летчиксем вĕçмеççĕ, уяр çанталăк кĕтеççĕ. Çавăнпа та Булат ялан тенĕпе пĕрех манпа. Лайăх, питĕ тӳсĕмлĕ учитель теес килет ăна. Ытларах вăл çапăçура хăйсемпе пулса иртнĕ ăнăçусем, пăтăрмахсем çинчен каласа парать.
— Ку чи кирли, — тет вара, каллех çĕнĕрен иртни асне килсен.
Тăнлатăп паттăр летчика! Хам та вĕсемпе пĕрле çума-çумăн вĕçнĕ пек туятăп.
Мана пĕр пĕçертсе, пĕр шăнтса пăрахать. Çамка çине сивĕ тар тапса тухать.
Пĕччен тăрса юлсан, эпĕ вулатăп, вулатăп. Аэроклубра вĕреннисене йăлтах аса илтĕм. Манман, ĕнер кăна вĕреннĕ тейĕн. Çар самолечĕ урăхла.
Чылай вăхăт иртрĕ. Теори — пуçра. Чунăм канăçсăррăн самолет патне туртăнать. Учитель хирĕçлемест.
— Хĕвеллĕ кун килсенех практика пуçланать, хăпартлантарать вăл мана.
* * *
Пĕррехинче, мĕн вĕреннине тепĕр хут пăхса тухнă чух, Елис пырса кĕчĕ.
— Талюна, эпĕ малти рете каятăп, — хыпарларĕ вăл, ― медсестра пулса.
Çĕнĕ хыпар манăн тăнпуçа сапаларĕ. Чĕлхе-çăвар тăлланчĕ. Хирĕç сăмах тупса калаймастăп. Вăл, сутăнчăка хăй аллипе персе амантнă хыççăн, пусахласах хăйне малти рете яма ыйтнă.
Эпĕ ăна чунтан хĕрхенетĕп. Мĕнле-ха капла? Анне фронта тухса килес умĕн каланă сăмахсем аса килчĕç. Вăл Елиса упрама хушрĕ, хăвăнтан ан уйăр терĕ. Ăçта тытса чарăн ăна, вĕри чунлăскере. Каятех. Тем пулĕ, тем килĕ ĕнтĕ. Ним уямасăр пуçне вут-çулăм айне пырса чикĕ-и...
Каçкӳлĕм Елиса ăсатмалла та пулчĕ. Ытла хăвăрт. Чун хурланнипе макăратăп. Унăн кăмăлĕ çĕкленӳллĕ. Елис шăппăн кăна, ман хăлха айĕнче, юрра тытăнчĕ:
Лутра кăна хурăн хур пулмӳ,
Хурăн шывĕнчен те пыл пулмĕ.
Йĕрсе-хуйхăрса, ай, тăрар мар,
Хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ.
Ăсатма Варук та тухнă. Халĕ ун аллинче костыль вырăнне патак.
— Елис йăмăкăм, чипер, сыхланса çӳре, — канаш парать Варук.
— Сыхăн ашшĕ-амăш пур, теççĕ. Анчах, пӳрмен пулсан, çутă куна укçа парса илеймĕн.
Ыталанса хыттăн чуптурăмăр. Виçсĕмĕр те йĕретпĕр. Чунăм ниçта кайса кĕме пĕлмест.
Машина ятарласах Елиса кĕтсе тăнă тейĕн, хăпарса ларсанах тапранса та кайрĕ.
— Сывă пул, Талюна! — кăшкăрать Елис. — Варук! Часрах сывалса çит!
— Тепре куриччен!
— Çыру çырма ан ман!
Тăрса юлтăмăр тараса юпилле. Чунра тăвăр. Çывăх тантăшсене ăсатма юратмастăп эпĕ. Мĕншĕн ĕмĕр пĕрле пурăнмалла мар-ши?
Ял хĕрĕ малти рете кайрĕ. Тĕрĕс. Медсестра пулăшăвĕ питĕ кирлĕ тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçакансене. Елисăн ылтăн алли аманнисене çĕнĕрен пурăнăç парнелет. Кунтан пархатарли мĕн пултăр. Ăмсанатăп. Хамăн та часрах вĕçес килет.
Çĕр каçа юр пĕрчисем ӳккелерĕç. Шăннă çĕр аранах çӳхе сийлĕ шурă мамăкпа витĕнчĕ. Кун таса тӳпепе пуçланчĕ. Хĕвел йăлтăртатса тухрĕ. Çуллахи пекех хитре хăй, анчах сӳрĕлнĕ, сивĕннĕ савни пекех, чуна ăшăтмасть.
Тавтапуç, çанталăкĕ вĕçме юрăхлă. Аэродрома килтĕмĕр.
— Паллаш хăвăн çилçунатлă урхамахупа, — тет Булат, речĕпе ларакан самолетсенчен пĕрне кăтартса.
— Ку Оля вĕçни мар-çке.
— Ольăна палланă-и вара эсĕ? — тĕлĕнет Булат. — Паттăр летчицăччĕ. Коля ятлă пилотпа савниллĕччĕ вĕсем. Вăл та аманчĕ, госпитале ăсатрăмăр.
Шел. Ольăпа пĕр госпитале лекнĕ пулсан аванччĕ.
Самолет кабинине кĕрсе лартăмăр. Иккĕне тăвăртарах. Ку нимех те мар. Учитель ăнлантарма тытăнчĕ, вара мана тĕпчеме. Туятăп, кăмăллă юлчĕ эпĕ каланипе.
Чăн-чăн тĕрĕслев сывлăшра. Эпир вĕренмелли икĕ вырăнлă самолет çине куçатпăр. Руль — Булат аллинче. Вăл вĕçтерет самолета, эпĕ — сăнаканни.
Мана та черет çитрĕ. Ĕнтĕ пилочĕ — эпĕ, сăнаканĕ — Булат. Хушăран вĕрентсе ăс парать.
Татах темиçе кун иртрĕ. Ку хушăра пĕччен вĕçсе çӳрерĕм.
Паян хама панă çар самолĕчĕпе вĕçсе кăтартмалла. Тăтăмăр пырса. Техник рапорт парать: самолет вĕçме хатĕр. Кабинăна кĕрсе лартăм. Команда пуласса кĕтетĕп! Çурăм сăр-сăр сăрлать. Хăратăп. Çавăнтах çемçеккей пулнăшăн ятласа илетĕп. Лăплантаратăп та. Пĕрремĕш хут хăпармастăп-çке сывлăша. Халь тин шикленни килĕшмест. Кун пек ăçтан çар летчици пулăн?
— Вĕçме хатĕр-и? — ыйтать Булат.
— Хатĕр! — тетĕп, пĕтĕм вăй-халăмпа чăмăртанса. Старт параççĕ. «Тус пул, — тетĕп самолета. — Кайрăмăр!» Самолет ăнланать ман кăмăла, итлет, парăнать.
Эпĕ — сывлăшра. Пĕлĕт тăвайккинче хăюллăн ярăнать ман самолетăм. Чĕрне хури тăршшĕ те хăрушă мар. Ярам акă юрласа:
Килмен те курман Шупашкарне,
Паян килсе куртăмăр...
Сехет çине пăхатăп: мана вĕçме уйăрса панă вăхăт иртет. «Атя, тусăм, Çĕр-аннемĕр çумне йăпшăнар», — чĕнетĕп самолетăма. Вăл мана каллех итлет.
— Йĕркеллĕ, машинăна чиперех лартрăн! — мухтать мана Булат. — Пултаран, Итемри юлташ. Маттур!
Халĕ Булат пачах урăх çын. Вĕренме тытăннăранпа пĕрре те «юрататăп» тесе каламарĕ. Çар каччисем кун пек иккен. Эпĕ шарламастăп.
Практика кăлтăксăр иртрĕ. Малта — экзамен.
Комисси членĕсем сĕтел тавра лăках лараççĕ. Тухатăп вĕсен умне. Чĕркуççи халь-халь хуçăлассăн, тĕшĕрĕлсе анассăн туйăнать. Ыйту пачĕ пĕри.
— Мĕнле çын вăл совет пилочĕ?
Кăна айван та каласа пама пултарать. Хăрани таçта кайса кĕчĕ. Шăнăрсем хытрĕç. Ура çинче тăн-тăн тăратăп. Ăстăн пуçтарăнчĕ çавра çăмхана. Тытăнтăм çăмхалама калаçу çиппине.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...