Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
Тепĕр кунне, эпир аэродром çине çитсен, командир çапла каларĕ:
— Каç юр çуман, çулсем таса. Халĕ паллăсем тăвар!
— Мĕн тума? — ыйтать Варук.
— Летчика курса пĕлме. Хăш вырăнта çĕре перĕнмелле, хăш таран аэродром çулĕпе чупмалла, хăш тĕлте чарăнмалла. Паллăсем ăна пĕтĕмпех кăтартса параççĕ.
Ывăнма пĕлмесĕр ĕçлерĕмĕр.
Самолет сасси илтĕнчĕ.
— Килет! Килет чĕкеçĕм! — кăшкăрса ячĕ Измайлова. — Хĕрсем, тăнлăр ун сассине. Ӳлĕмрен хамăр самолетсене сассинчен уйăрмалла пултăр. Фашистсен самолечĕсен сасси пачах урăхла... Нăрлатать тĕкĕлтуралла.
— Ав, курăнать! Курăнать! — терĕç салтаксем.
Эпĕ те пуçа каçăртрăм. Янкăр уяр тӳпе. Ăна та шăпăрпа шăлса тасатнă тейĕн. Куçăм хура пăнчă шырать. Тупрăм! Вĕçет! Икĕ çунатне сарнă хăлат вĕçет хăюллăн. Кайăкăн тĕкĕ — çутă тенкĕ. Хĕвел пайăрки ун çине илемлетме ылтăн хĕлхемĕ сапать.
Аннăçем анать. Пĕр çаврăм çаврăнчĕ аэродром çийĕн. Туртана кĕнĕн кĕрет хăйĕн картине. Çĕре перĕнчĕ, çулелле сикрĕ мечĕкле. Унтан татах тепĕр хут перĕнчĕ те, çĕртен çатăрласа тытнăн, тек уйăрăлмарĕ. Чупать аэродром тăрăх. Ун айĕн юр тусанĕ тĕрĕлтетет, çавраçил пек. Вăл чарăннăçемĕн, çынсем ыткăнчĕç ун патне. Çунаттисенчен ярса та тытрĕç. Те çавăнпах, лăпланчĕ — çынсен утти майĕн пырать самолет.
— Хĕрсем, хăвăртрах васкăр маскировка тума! — чĕнет Катя.
Вăл пире темле çыхă тыттарчĕ. Вырăна çитсен салт-рăмăр — шăналăк иккен.
— Кунпа самолета витмелле, — ăнлантарать командир.
Ман çав тери летчикне курас килет. Акă сиксе анчĕ. Комбинезон тăхăннă. Вăтам пӳллĕ çын.
— Салам, Булат! — сывлăх сунчĕç ăна кунта пухăннисем.
Ăçтан паллаççĕ! Вăл пурне те алă парать.
Булат текенни пирĕн пата çывхарчĕ. Эпĕ куç илмесĕр пăхатăп. Тĕлĕннипе хытса кайнăскер, ăна хирĕç алă тăсма та мантăм эпĕ. Ăçта унта, ара, чăн-чăн çар летчикне куратăп-çке.
— Катя, сан йыш ӳснĕ-çке? — кулкалать вăл, куçне ман çинчен илмесĕр. — Ну, аллуна чăмăртаттар ĕнтĕ, паллаштар.
Ал парса, хам ята каларăм:
— Талюна.
— Эпĕ Булат ятлă, хушаматăм — Костин, — тет вăл.— Мана ӳлĕм те аэродром çинче кĕтсе илессе шанатăп, Эсĕ тутар хĕрĕ пулас. Çапла-и?
— Çук, эпĕ чăваш хĕрĕ.
— И-и, Атăл тăрăхĕнченех! — кулса ячĕ вăл, сулахай аллипе çурăмран лăпкаса. — Ентешсем, эппин.
Хăш ялтан е хуларан вăл, тĕпчеме иментĕм. Вăл Вальăна та, Варука та алă тытса сывлăх сунчĕ.
Мăн кăмăллă мар курăнать ку çын. Пире çамолетне шăналăкпа витме пулăшать. Хăй ман çине ăшшăн пăха-пăха илет. Куçне тартсан, эпĕ тинкеретĕп вăрттăн. Йăллисене вĕçертсе, ĕнси çинерех шутарчĕ калпакне, çамки çине сарă кăлкан çӳç пайăрки тухрĕ. Ĕненĕс те килмест, Булат ятлă çыннăн çӳçĕ кăмрăк пек хура пулмалла пек туйăнать. Пăхатăп та, вăл сăнĕпе Ким манерлех.
Самолета техник-механиксем сырса илчĕç. Вĕсенчен тахăшĕ çапла ыйтрĕ:
— Булат, мĕнле унта фронтра ĕçсем?
— Ытлашши савăнмалли нимех те çук, — пĕлтерачĕ вăл, пуçне çĕрелле пĕксе. — Хамăрăннисем кăшт чакнă. Нимĕç Брянск патнелле чугун çул тăрăх хĕçпăшал турттарать. Ну, пирĕн бомбардировщиксем çителĕклех тăкрĕç.
Булат вăрахчен тытăнса тăмарĕ, кайрĕ. Ăçта?
— Командир юлташ, самолет чăннипех чĕрĕ кайăк-и вăл? — пат! патлаттарса хучĕ Варук.
Эпир Вальăпа иккĕн, хулпуççисене выляткаласа, пĕр-пĕрин куçĕнчен ыйтуллăн пăхса илтĕмĕр.
— Мĕншĕн апла шухăшлан? — тĕлĕнет командир. Вара тавçăрчĕ пулас та ахăлтатса кулса ячĕ. — Сивĕре шăнса хытасран мар, тăшман килсе бомбăсем пăрахасран пĕркетпĕр. Фашистсем хурчăка куçлă, çĕр çинче чăх чĕппи тĕршĕнсе ларнине те кураççĕ. Витнĕ самолета асăрхаймаççĕ, çӳлтен вăл юр купи пек çеç курăнать.
Малтанхи вăхăтра самолетсене витмен те, хупламан та имĕш. Çавнă пулах тăшман пирĕн аэродромсене самантрах шыраса тупнă. Маскировкăна халĕ чи кирлĕ хĕçпăшал вырăнне шутлаççĕ.
Аэродром çине тепĕр самолет анчĕ.
— Хĕрсем, ку истребительпе Гоша вĕçет. Питĕ харсăр летчик вăл. Эпир унпа пĕрле... — командир шухăшне вĕçлеймесĕрех калама чарăнчĕ. Унăн пичĕ улшăннине асăрхарăм. Вăл куç умне бянокль тытрĕ те тӳпенелле пăхрĕ. Эпĕ те Изжайлова пăхнă çĕрелле тинкертĕм. Ним те курăнмасть. Кăшт та вăхăт иртмерĕ, хăлхана самолет сасси пырса кĕчĕ. Темле урăхла кĕрлет. Хайхискер курах кайрăм: çутă сенкер тӳпере — хура курак ушкăнĕ. «Хĕлле кураксем?» мĕлтлетсе илчĕ пуçра шухăш.
— Фашист самолечĕсем! — хыпаланса ӳкрĕ командир.— Нивушлĕ пĕлчĕç те пирĕн çĕнĕ аэродром ăçтине? Ытла хăвăрт.
Чĕрем йăшкама тытăнчĕ манăн.
Измайлова пире хăй хыççăн чупма команда пачĕ. Паян ирхине аэродром айккинче канав чавнăччĕ. Çавăнта пырса ӳкрĕмĕр. Хĕрсем пăштик-пăштик сывлаççĕ. Хăрамалла-çке.
Ку канава хамăра пытанма чавтарнине чухламан, самолета кирлĕ пулĕ тенеччĕ.
Нихăшĕ те пуçа чикместпер. Сăнатпăр тӳпери çăхансене. Çӳлтех мар вĕсем, лайăх курăнаççĕ. Темшĕн ерипен, йывăррăн вĕçеççĕ хăйсем.
— Чимĕр, хĕрсем, — тет хавас сассипе командир, — фашист бомбардировщикĕсем пирĕн аэродром айккипе иртеççĕ-иç.
— Тупаймарĕç! Урра! — кăшкăрать Валя.
Унччен те пулмасть, аэродром çине тин çеç анса ларнă пирĕн самолет сывлăша вăркăнчĕ.
— Гоша тӳсеймерĕ, — пĕлтерчĕ Измайлова.
Мĕн хăтланать ку Гоша? Вăл фашист самолечĕсем патнелле çывхарать.
— Командир юлташ, вăл пĕччен çапăçма тытăнасшăн мар-и таçта? — тетĕп пăшăрханса.
— Мĕнех, тытăнать. Çав тери паттăр летчик вăл.
— Пĕччен ăçтан çĕнтертĕр пысăк ушкăна?
— Иртсе кайнă, таси паха, — мăкăртатать Варук.— Мĕн-ма вĕсене хыçран хăвалас?
— Хумошова, эсĕ йăнăшатăн, — асăрхаттарать командир. — Фашистсем бомба пăрахма каяççĕ.
— Ăçта?
— Тен, пĕр-пĕр ял çине. Мĕнпур ача-пăча вилет. Тен, чугун çул станци çине вилĕм тăкасшăн. Çакна пĕле тăркачах совет летчикĕ çапăçăва кĕмесĕр мĕнле тӳстĕр? Юрамасть.
Сăнатпăр. Гоша хӳрере пыракан самолет патнех çывхарчĕ. Лешĕ сисмест пулас, унсăрăн пеме тытăнмалла. Вĕсем шав малалла, пĕр тикĕс вĕçеççĕ. Хайхискер, Гоща атакăна кĕрет, вăл, хӳрере пыраканнисене ним вырăнне хумасть тенĕ пек, ертсе пыраканнине тапăнать. Çакна кĕтмен тăшман самолечĕ ним тума та ĕлкĕреймест, ăна çулăм явса илет.
— Маттур, Гоша! — савăнать Измайлова. — Аха, фашист, хăвăн бомбусем çурăлнипех пĕтен. Çав кирлĕ!
Сехĕрленсе ӳкрĕç пулас фашист летчикĕсем тинех. Ретсем арпашрĕç.
— Питĕ лайăх! Халĕ ĕнтĕ пĕрин хыççăн тепри ӳкет, — тет командир савăнăçлăн.
Тĕрĕсех. Акă вут хыпнă иккĕмĕш самолет çĕрелле ярăнчĕ, самант та иртмерĕ — виççĕмĕш, тăваттăмĕш самолетсем тирĕнчĕç çĕре.
Хĕрсе кайнă совет летчикĕ сывлăшра фашистсемпе улăпла çапăçать.
Тĕрĕс-тĕкеллисем каялла çаврăнчĕç. Тарса хăтăласшăн фашист бомбардировщикĕсем.
— Гоша! Çăлăн! — çухăрса ячĕ Измайлова. — Фашист истребителĕсем!
Таçтан муртан килсе тухрĕç тăшманăн виçĕ истребителĕ.
— Çăлăн! Гоша, çăлăн!
Хурахлатса кăшкăрсан та, çĕр çинчи çын сассине ăçтан илттĕр вăл?
Паттăр Гоша. Вăл тăшман истребителĕсемпе те çапăçăва кĕчĕ. Пĕччен виççĕне хирĕç?! Çук, вăйĕ çитмерĕ, персе анчĕ мăнтарăн летчикĕ. Измайлова уласа йĕрсе ячĕ.
Хамăн та куççулĕ питçăмартине вĕтелесе юхса анчĕ. Çапах та командира лăплантарма пикенетĕп:
— Ун пекех татăлса ан макăрăр-ха. Тен, вăл парашютпа сикрĕ пулĕ.
— Ăçтан сикейтĕр, çапăçу ытла аялта пулчĕ-çке. Эх, çынни питĕ лайăхчĕ, пĕрле вĕреннĕ...
— Айтăр кайса пăхар самолет ӳкнĕ çĕре, — чĕнет Варук.
— Юрамасть, эпир — постра, — ассăн сывлать командир. — Пирĕнсĕрех каякансем пур.
Кăшт тăхтасан, эпир хамăр вырăна таврăнтăмăр.
Кун сисĕнмесĕр иртрĕ. Хĕвел вăрман хыçне ансанах таврана çĕр тĕттĕме хупларĕ те. Хĕвеланăç енче тӳпенелле хĕрлĕ чаршав çĕкленчĕ. Унта фронт, çапăçу. Çунаççĕ ялсем, хуласем, вилеççĕ çынсем.
Çĕнĕрен самолет çывхарнă сасă.
— Пирĕн аэродрома-и? — ыйтатăп Катьăран.
— Ăçта кайччăр?
— Хĕвел анчĕ, тĕттĕмленчĕ. Тупайĕç-ши вĕсем аэродрома?
— Вăрман хĕрринчи çĕрпӳртре ларакан связистсем мĕншĕн тата? Вĕсем летчиксемпе çыхăну тытаççĕ. Çывхарать. Сигнал памалла.
Катя, умлă-хыçлă персе, ракета ярать çӳлелле. Тĕттĕм тӳпере йăлл! çуталаççĕ те сӳнеççĕ, çуталаççĕ те сӳнеççĕ.
Анать самолет. Ун патне техниксем чупаççĕ. Эпир вырăнтан тапранмастпăр. Самолета шăналăкпа витме хушмасть командир хальхинче. Çĕрле ахалех ним те курăнмасть имĕш.
Татах, татах йышăнтăпăр самолетсене. Катя пурсăмăра та ракета яма вĕрентрĕ. Çын тума пултарайман япала мар. Ытла тĕлĕнмелле, ракета ямасан, пĕр самолечĕ те аэродром çине анма хăяймасть.
Çул çинче — самолет. Çак вăхăтра шăпах тепри таврăннă. Сигнал парать.
— Илтетĕп. Куратăп сана! Пĕлетĕп анса ларма ирĕк ыйтнине, — калаçать командир ун сăмахне илтме пултарайман сывлăшри летчикпа. — Кăшт тăхта, вĕçкеле.
Ракетăн çутă хунарне кĕтсе çаврăнса çӳрет сывлăшри самолет.
Акă ĕнтĕ аэродром çинчи çул пушанчĕ. Тепĕртакран Катя ракета яма хушрĕ Варука. Курчĕ пулас летчик. Аэродром ăна йышăнма хатĕр. Анчĕ.
— Ой, вăл! — вĕçерĕнчĕ Катьăн хаваслă сасси. — Манăн Виталик таврăнчĕ. Урра! — ниçта кайса кĕме пĕлмесĕр тапăртатать хĕр.
— Мĕнле çын вара вăл Виталик, летчик-и? — кăсăкланать Варук,
— Летчик, летчик, манăн вăл, Хумошова, — кулкалать Катя. Хăй вĕçсе кайманни кăна. Командирсем те ача пек савăнма пĕлеççĕ иккен.
Кам та пулин «Мĕншĕн санăн вăл?» тесе ыйтасса кĕтрĕм. Темшĕн нихăшĕ те шарламарĕ. Вăрттăнлăх арчанах хупăнса юлчĕ.
Пире канма ячĕç. Самолетсем те вĕçсе килмеççĕ. Çĕрлехи тĕттĕм чăрмантарать.
Командир юлчĕ. Мĕншĕн? Кунтах çĕр каçать-ши?
12
Елиспа Уртемовăна курманни хăçантанпа. Пӳлĕме те йыш хутшăннă.
— Уркка, ăçта ячĕç сана? — хăлаçланчĕ Варук, ял хĕрне курнипе савăнса.
— Миçе хут каламалла сана, эпĕ — Ира, — мăкăртатрĕ Уртемова.
— Апла хăнăхман-çке. Ялта «Уркка» теттĕмĕр те, — тӳрре тухма тăрăшрĕ Варук.
Сăмах çыпçăнмарĕ вĕсен. Уртемова тӳртĕн çаврăнса ларчĕ. Тек ăна калаçтарас темерĕмĕр.
— Мĕнле иртрĕç фронтри малтанхи кунсем? — ыйтать Елис пирĕнтен.
— Эпир фронтран аякра, пирĕн пеккисем унта нихăçан та çитес çук, — мĕскĕнленетĕп эпĕ.
— Васкаканĕ упăшкинчен савăнман, — хирĕçлет вăл. — Фронта çитетпĕрех.
Варук тем каласшăн. Çавăн пек самантра ун сăмса çунаттисем хăпартланаççĕ. Тути те йăл-йăл сарăлать.
— Эх, ача, Елис, сан сутмалли юмахна трактор çине ларсан тин йăлтах ăнлантăм.
— Тупсăмне çийĕнчех тавçăрайман — айван. Çакна ан ман, тусăм.
Елис пире тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пама хистет. Вĕсем ăçта кун кунланине пирĕн те питĕ пĕлес килет. Хамăн та аэродром, самолетсем, летчиксем çинчен васкасах каласа парас кăмăл пур. Виçсĕмĕр: Валя, Варук, эпĕ — пĕр-пĕрне пӳле-пӳлех хурсем пек какăлтатрăмăр.
Елисăн черет çитрĕ.
Вăл каласа парать. Мĕн илтнинчен шалт тĕлĕнетĕн. Сунманччĕ кунашкал пулса тухасса. Акă сана Елис, пыр та кур. Ăна медсанбата янă. Вăл — медсестра. Йăнăшман-ши? Ара, унпа юнашарах курс çеç мар, техникум пĕтернĕ çын пур-çке. Тем тесен те, манăн пĕлӳ медицина тĕлĕшĕпе самай çӳлте тăма кирлĕ. Елис вырăнне мана янă пулсан, усси, паллах, ытларахчĕ ĕнтĕ. Чим, эпĕ Елиса ăмсанатăп-и капла? Тупата, ăмсанатăп. Эх, эпĕ те çав, ухмахла шухăш ман пуçра. Елис япăх хĕр-и? Алли çыпăçуллă унăн. Паян та вăл, ав, сахал мар суран сипленĕ, тет. Ку Елис хăпартланса калаçнинчен лайăх сисĕнет. Мана, тен, темиçе хут пысăкрах, йывăртарах ĕç кĕтет. Аслисем пĕлеççĕ-тĕр кама ăçта ямаллине. Пурăнăпăр, курăпăр.
Каçару ыйтнăн, Елиса ыталаса илтĕм. Пуçăмра мĕнле шухăшсем явăнса иртнине вăл сисмерĕ.
Çак вăхăтра Вальăна çыру килсе тыттарчĕç. Калаçу татăлчĕ. Пурте Вальăна сырăнтăмăр.
— Камран? Кам çырать?
— Антип, — тет вăл вăтанарах. — Çар шкулĕ адресĕпе янăскер.
Хĕр вулама тытăнчĕ çырăвне.
Çыру — савнийĕнчен. Пысăк телей вăл юратнă каччăран çыру илесси. Чăннипех ăмсанатăп Вальăна. Сасартăк эпĕ Кимран çыру илес-мĕн пулсан, пĕлместĕп, ту çинчен сикĕп-ши?
Валя çул çинче ăнсăртран хăйĕн савнă каччине — Антипа тĕл пулнăччĕ. Тупата, ĕмĕр иртнĕн туйăнать унтанпа. Пĕрремĕш çыру тин çитрĕ. Çиппи вăрăм çав. Малтан Антип хĕр адресне пĕлме яла çыру çырнă. Пайтах пăлханса кĕтмелле çав ун пек чух.
— Мĕн çырать? — пĕлесшĕн эпир. — Ăçта çӳрет?
— Сталинград патĕнче çапăçатăп тесе çырать.
— Мĕнле чаçре?
— Танкист вăл, — тет Валя сӳрĕккĕн.
Эпир тăруках ăнлантăмăр, çыру вулама чăрмантаратпăр хĕре. Шăп çак вăхăтра ыйтса хăшкăлтарни, чăнах, ытла айванла. Чĕнместпĕр пулин те, куç илместпĕр тантăш çинчен. Йĕрке хыççăн йĕрке вуланăçемĕн Вальăн сăн-пичĕ улшăнса пырать. Вăл пĕр çуталать, хĕрелет, тĕксĕмленет, тути пĕрре пĕрĕнет, тепре йăл-йăл сарăлать.
— Эх, савса курасчĕ, — кулянса илет Елис. — Çĕр çинче юратнă çын пурри вăл — пурнăç сиплĕхĕ.
Валя кулса ячĕ. Кулли хăйĕн хĕвел ăшши пек. Эх, каччи илтинччĕ хĕрĕн чăнкăр-чăнкăр куллине.
— Мĕнле паттăр вăл ман! — мăнаçланать Валя.
— Паттăр?
— Мĕнле апла?
Валя Антип çырăвне вулама тытăнать:
«...Часах Сталинграда ирĕке кăларатпăр. Фашистсене сывлама памастпăр, кунĕн-çĕрĕн тĕветпĕр. Пĕррехинче, ирхине, пытăмăр тухрăмăр тăшман аэродромне. Самолетсем шăкăрр! лараççĕ пĕр ĕрет. Летчикĕсем çук пĕрин те. Канаççĕ. Пире кĕтмен-çке-ха вĕсем. Ятăмăр танка самолет хӳрисем çийĕн. Хӳресĕр самолет сывлăша çĕкленеймест. Пыратпăр ишсе, ватса-çĕмĕрсе, таврана вут-хĕм сирпĕтсе. Пушарăн çăра тĕтемлĕ çĕлĕкĕ йăсăрланса çӳлелле çĕкленет. Курах кайрăмăр — сехĕрленнĕ нимĕç летчикĕсем хăйсен самолечĕсем патнелле чупаççĕ. Пирĕн пулеметран пĕрхĕнчĕ тăшман çине тăхлан çумăр. Чупнă çĕртех куклене-куклене анаççĕ, çавăнтах тупрĕç вилĕм.
Пĕр танк çавăн чухлĕ шар кăтартасса фашистсем шутламан».
— Çав кирлĕ, — тӳссе тăраймарĕ Елис. — Тăшман пуçне — вутпуççи.
Вальăн куçĕсем мăч-мăч хупăнкалаççĕ. Нăш-нăш туртать сăмсине. Халь-халь йĕрсе ярать. Эпир шăпăрт тăратпăр. Ман хамăн та пыра чăмакка капланчĕ.
Хĕр сасси çухалчĕ, тек вулаймасть. Хутне мана тăсать.
«Çав кун эпĕ хамăрăн штаб умĕнче шинель тăхăннă пике куртăм, - çырать малалла Антип, — каснă лартнă эсĕ. Çанçурăмĕ санăнах. Ĕнентĕм. Савăннипе «Валя!» — тесе кăшкăрса ятăм. Вăл пур, çавăрăнса та пăхмасть. Юри тăвать-ши тесе шутлатăп. Чупса пытăм. Ыталаса илтĕм ― çупкă туянтăм. Тĕлĕнтĕм. Пурпĕрех ăраскалăма тав. Сана куртăм.
Ăнланатăп. Ку вăл — мираж. Ялан сан пирки шухăшланăран. Тăшмана çĕмĕрме каятăп-и, командир приказне кĕтсе танк умĕнче тăратăп-и, пурпĕрех эсĕ ман çумра. Шĕкĕр турра, тĕнчере эсĕ пур. Тепĕр чух çапăçусем хыççăн кăтăш пулатăн. Тĕлĕкре сана куратăп. Тем те каласа кăтартма пикенетĕп. Эсĕ чĕнместĕн. Ĕнер вара калаçрăн. Мĕн çинчен? Тавçăрас тесе ан та асаплан, пурпĕрех тавçăраймăн. «Çуратса парăн-и пĕр йĕкĕт?» — тетĕп пек сана. «Пĕрре çеç-и? — кулкалатăн. — Килĕшместĕп. Пĕрре сахал. Харăсах иккĕ». Шухăша кайрăм. Мĕнех, санпа килĕшетĕп, иккĕ-тĕк — иккĕ. Ĕмĕт пурнăçланасса шанатăп. Кĕтсе илĕпĕр акă çĕнтерӳ кунне. Киле таврăнăпăр. Туй кĕрлĕ ялйыша савăнтарса. Эпир санпа нихăçан та, нихăçан та хăраххăн çӳремĕпĕр. Ĕмĕр пĕрле. Эсĕ мана чăнах та икĕ йĕкĕт пĕр харăс парнелĕн. Тĕлĕнтермĕш, мĕн тери ырă пулмалла! Иккĕшне те икĕ хулпуççи çине лартăп та катаччи чуптарăп. Вĕрентĕп. Хам пекех танкист пулĕç. Танкистсем шиксĕр. Тен, эсĕ пĕрне хăвна пулăшаканни пултăр тетĕн? Юрĕ, юрĕ. Хирĕçлеместĕп.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...