Пулас кинсем :: Иккĕмĕш пайĕ
* * *
Пĕлтерӳ. Кино пулать кĕçĕр.
Пӳлĕме ним кĕтмен-туман çĕртен Булат кĕрсе тăчĕ. Шартах сикрĕм. Вăл хăйне хаваслă тытать. Шӳтлет, калаçать. Пурсăмăра та кино курма чĕнет. Пĕр мана çеç чĕннĕ пулсан, нимпе те утăм тăвас çукчĕ. Чеескер, мур илесшĕ. Пурте пĕрле тухрăмăр, çавтăнса кайрăмăр.
Кино хыççăн, каялла таврăннă чух, Булат мана çеç хулран çавăтрĕ. Пыратпăр хĕрсем хыççăн. Вăл халь-халь çыру пирки ыйтасран шикленсе сиксе чĕтретĕп. Çавна сисрĕ пулас каччă. Шӳтлесе култарма тытăнчĕ.
...Пурăннă, тет, Атăл хĕрринчи хулара пĕр çамрăк мăшăр. Вĕсен пӳрнеске пек ывăл пулнă. Ăна кунсерен ача садне кайса леçнĕ.
Арăмĕ пуринчен ытла тĕрĕ тĕрлеме, упăшки кĕнеке вулама юратнă, тет. Ĕçрен таврăнсан арăмĕ, йăпăр-япăр тĕрĕ тытса ларать, упăшки — кĕнеке.
— Пути, кайса ил-ха ывăла, — хушать арăмĕ мăшăрне.
— Юрать, — тет упăшки, кĕнеке çинчен куç илмесĕр килтен тухса каять.
Нумай-и, сахал-и иртет вăхăт. Таврăнать. Пĕр аллипе ача çавăтнă, тепринпе кĕнеке тытса вуласа пырать. Пăхать хайхискер арăмĕ — ют ача! Тарăхса каять.
— Эсĕ хăмăр ывăла илсе килмен вĕт!
— Хамăрăн пулмарĕ-и, ара? — тĕлĕнет упăшки, ача çине куçлăх çийĕн пăхса. — Эй, тупнă ятлаçмалли. Пĕррелĕхе юрать, ыран ир каллех кайса ямалла.
Ку кулăш пайăрки питĕ килĕшрĕ, чарăнайми култăм. Шăп çак вăхăтра ыйтрĕ вара вăл:
— Мĕнле пек çыру?
— Чиперех, тавтапуç, — каласа хутăм çепĕççĕн. Анчах эпĕ хам йăнăш тунине çийĕнчех сисрĕм, тутана çатăрр çыртса илтĕм. Эпĕ çыру пирки капла çемçешкелле калаçас теменччĕ, тӳрех-тӳрех хыттăн-хыттăн тавăрса хума шутланăччĕ. Эпĕ шухăшăма пуçтарса иличчен Булат хавассăн сăмах хушса та ĕлкĕрчĕ.
— Эппин, эсĕ те мана юрататăн-и?
— Чур, чур, — тетĕп, — мĕн-ха, эпĕ... Никама та юратма пултараймастăп.
— Ак тамаша, мĕншĕн?
— Ман упăшка пур.
— Упăшка? Эсĕ качча кайнă-и вара?
— Çу-ук. Качча кайман, çырăнман эпир, туй туман.
— Ним те ăнланмастăп, — пуçне усрĕ Булат.
Аран-аран каласа патăм Кимпа иксĕмĕрен хушăри юрату çинчен.
— Эсĕ качча кайман, хĕрех, эппин! А-а эпĕ... эпĕ... Тупата! Лайăх! — хыпăнса ӳкрĕ Булат. Ун сассинче маншăн ют, темле ăнланма хĕн савăнăç хĕлхемĕ чăлтăрах çуталнине туйрăм. Вăл çине-çине аллăма чăмăрта-чăмăрта илчĕ. Вара те ыйтса, те илтнине çирĕплетсе çапла хушса хучĕ: — Çыру çырмасть...
— Çул çинчен çеç пĕр çыру ячĕ. Чул катăкĕ шыва анса кайнă пек çухалчĕ таçта, — хашш сывларăм.
— Вăрçă вăл, Талюна, çын ăраскалĕпе ним шелсĕр перкелешет, — канăçсăрланчĕ Булат. — Нумайăшĕ çапăçу хирĕнчен те тухаймĕç, хăшĕн-пĕрин тăван килне уксах-чăлах таврăнма тивĕ, телейлисем çĕнтерӳ кунне паттăра тухнипе кĕтсе илĕç. Пĕлместĕп, пире мĕн кĕтет-тĕр? Анчах чун систерет: эпĕ те, эсĕ те тĕрĕс-тĕкел, сып-сывă юлатпăр. Пĕтĕмпех юрату пулăшнипе. Сана эпĕ сĕре юрататăп. Куçран вĕçертместĕпех, асту. Тилмĕретĕп: ан сивĕт мана хăвăнтан. Килĕшрĕмĕр-и?
Ун сăмахне ăнкартайманнипе çăвара шыв сыпнăн тутана тăп тытрăм. Пуçра шухăшсем явăнма тытăнчĕç. Чим-ха, ара, ку çын Ким пур çинчех вирелле кавар тума ӳкĕтлет мар-и? Мĕнле хăять? Тепĕр майлă каласан, эпĕ — çураçнă хĕр. Акă кам. Сăмах татнă хĕр урăххине ĕмĕтленмест. Çавăнпа та Булатăн кăшт чухларах калаçмалла. Енчен, эпĕ ăна юратса лĕпĕртетсен, сĕмсĕрле хаклĕччĕç çынсем.
Ятласа тăкас ăна пĕрех хут. Хăптăр ман çумран. Çӳреççĕ çын телейне таптаса.
Çийĕнчех урăх майлă шухăшларăм. «Сăлтавĕ пур-и-ха ăна ӳпкелеме? Çук-тăр та. Вăл çакнашкал тĕнче вăрçăпа ахăрса тăнă самантра та ырра ĕмĕтленет, юратасшăн. Чарни айванла пулса тухĕччĕ. Эппин, манăн та юратмалла-и? Айван...»
— Калаçса татăлтăмăр-и? ― тет вăл каллех эпĕ чĕнмесĕр утнине кура.
— Итле, Булат. Тĕрĕс ăнланма тăрăш, Эсĕ япшар каччă. Эсĕ юратни — хĕршĕн пысăк телей. Анчах хăвна тăрат-ха Ким вырăнне. Вăрçăра сас-хурасăр çухалнă çынна сивленишĕн никам та пуçран шăлмĕ.
— Хĕсĕрлеместĕп. Кăмăла уçса панăшăн каçар. Анчах асра тыт, Талюна, сан валли чĕремре юратуран кермен çавăртăм. Ăна никам та аркатаймĕ. Саншăн ун алăкĕ ялан уçă. Кĕр, вырнаç. Канлĕх тупăн.
Эпĕ ним те шарламарăм, ăшра çеç вут тĕлкĕшрĕ: уйрăмах хальхи вăхăтра хăтлăхра пакшалла ылтăн мăйăр катса ларнине мĕн çиттĕр тейĕ тепри. Анчах та «анчахăн» тĕшши выçă, илĕртмест. Уйрăлтăмăр.
Çĕр каçипех сĕм хупăнмарĕ куçăм. Тавлашаççĕ... Савăнăçăм хăйма юхтарать, хуйхă-суйхă чуна вĕлтренле вĕтелет.
* * *
Пурăнатăн уйăхĕ-уйăхĕпе шав пĕр çынсемпе. Ним те юлмасть калаçу енчĕкĕнче. Миме типнĕ пекех, ăна çĕнетме вăй-хал çитмест. Сасартăк вара тупăнать хăймаланса тăракан пĕвене татаканĕ. Юхать, юхать шыв пĕр кăна. Пирĕн хĕрсем те çавах: тупăнчĕ вĕсене такăлтатмалли. Кашнин чĕлхе вĕçĕ кăтăкланчĕ. Тӳрĕç, тӳрĕç Булата килле хурсах. Кун хыççăн çĕнĕ тĕвĕ шыв çине ишсе тухрĕ.
Çĕр айĕнчен шăтса тухнăн пырса тăчĕ вăл иркӳлĕм.
— Тамара! Тур çырлах! Курманни миçе хĕл, миçе çу! ― кăшкăрса ятăм эпĕ.
Çуралса ӳснĕ вырăнтан аякра çӳренĕ самантра палланă çынпа курнăçни тăван киле таврăннипе танах.
Тĕлпулу мана шурă Шупашкарăн ытарайми сăпкине кӳчĕ. Утрăм урамсем тăрăх, ярăнтăм аслă Атăл çийĕн. Астăватăп-ха: комсомол хула комитечĕ хушнипе типографине çамрăк хĕрсен пухăвне ирттерме кайрăмăр. Çав вăхăтра пур çĕрте те Хетагурова юлташ чĕнсе каланине сӳтсе яватчĕç. Вăл хĕрсене Инçет Хĕвелтухăçне пыма йыхăрчĕ. Типографире ĕçлекен хĕрсене вăл чĕнсе каланипе эпир паллаштартăмăр. Ун чухне те, хальхи пекех, ума тухнă хĕре — Тамарăна куртăмăр. Хăй чиперлĕхĕпе каччăсене тыткăнларĕ. Паян куна çитиех хитрелĕхне сĕвĕртмен, татах илемленнĕ пек туйăнать. Çийĕнче — çар тумĕ. Ăна, тен, шупка симĕс тĕс ытларах сăн парать.
Инçетри Хĕвелтухăçне кайнăччĕ Тамара. Вырăна çитсен, качча тухнăччĕ вăл. Упăшки — çар çынни. Мăшăрĕпе пĕрле çаптарнă сăнӳкерчĕкне ярса панăччĕ. Ĕçе те вырнаçнăччĕ унта. Шупашкарти пекех типографинче — наборщица.
Халĕ вăл çарта кам-ши?
Вĕçĕмсĕр пăш-пăш пăшăлтатать пăшăлти пăтти. Кăсăкланаççĕ хĕрсем. Вăрттăн, пирĕн хушша кĕмесĕр итлеççĕ. Вĕсен вырăнĕнче пулсан, хам та çавахчĕ пуль. Ют хĕр — салтак... Ăçтан, мĕншĕн тата мĕн сăлтава пула килнĕ?
Тамара нимшĕн те мар, пĕр мана курма килнĕ. Ăна вăрçă тухсанах фронта янă. Наборщик — вăл çар специальноçлă професси. Фронтра та хаçат тухать. Унăнне те кашни саспаллине наборщикăн пухмалла. Хаçат çар çыннине çăкăр пекех кирлĕ. Вуламан, ним пĕлмен тĕттĕм çын — тăшман куллине юлать.
Оля çинчен çырнă очерка редакцие ярса панăранпа вăхăт чылай иртрĕ. Малтан, пăлханса, хыпар кĕтрĕм. Кĕтсе илеймерĕм. Юрăхсăр пулĕ тесе, лăпланма тăрăшрăм. Пăшăрханни хурра юлчĕ. Тамара, ав, хăйпе пĕрле очерк пичетленнĕ хаçата илсе килнĕ. Тавах ăна. Тамара наборланă иккен ман очерка. Оля пурнăçĕ, унăн паттăрлăхĕ салтак-наборщицăна шухăшлаттарнă. Шупашкарта вĕреннĕ Оля. Тамарăн та тăван юратнă хули — Шупашкар. Кам çырать очеркне? Авторĕ камне пĕлсен, тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Чи малтанхи хаçата, машинăран тухсанах кĕсйине илсе чикет те, аслисенчен ирĕк илсе, вĕçтернĕ ман пата.
Ларатпăр халĕ пĕр-пĕрин ытамĕнче. Мĕн тери чун савăнать авалхи туссене тĕл пулсан.
Юсанкалатăп та вăлтатăп:
— Упăшку ăçта сан, Тамара?
— Вăрçăра. Танкист. Курск çывăхĕнче. Аякрах та мар вăл. Килсе кайнăччĕ-ха.
Тамарăпа иксĕмĕрĕн çыхăну нумая тăсăлманччĕ ун чух. Сăлтавне маннă. Путех, çырма ӳркеннипе. Унăн пурнăçне тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлместĕп. Çавăнпа та татах ыйтрăм:
— Ача-пăча пур-и сирĕн?
— Çук çав. Кăшт хамăршăн пурăнасшăнччĕ, — хурланчĕ Тамара, çуралнă ачине пытарма тивнĕ пекех. — Ӳлĕм ĕнтĕ ача çуратса утьăкка сиктерĕпĕр.
Тамарăна ăсатса ярсан, хыпалансах очерка вулама лартăм. Хĕрсем те паллашрĕç. Вĕсене те килĕшрĕ.
19
Эпир виççĕн çӳреме хăнăхнă: Варук, Валя тата эпĕ. Тепĕр чух Катя Измайлова командир хутшăнать. Вăрттăн ĕçе пурнăçлама та çак йышпа каятпăр пулĕ тенĕччĕ. Эпĕ йăнăшнă иккен. Пирĕнпе пĕрле хамăр хĕрсем пыраççĕ. Ку мана питĕ савăнтарчĕ.
— Елис пĕрле, эппин, — хĕпĕртет Варук та.
— Уйрăлса юлас килмест санран, Варук, — тет лешĕ. — Тус-йышлă чакаксем пĕрле хаяр хур аçине те тĕкĕнчен чĕпĕтсе парăнтараççĕ.
Варукпа Елис хамăр ушкăнта пулсан, театр кирлĕ мар. Юрататăп эпĕ весене.
Елис васкасах çухавине шурă хăю çĕлеме тытанчĕ. Ăна кура Варук та хăйĕн гимнастеркине хывса пăхрĕ.
— Ай турах, — ахлатрĕ вăл, — ман çуха пылчăкпа лапăртаннă пекех хуп-хура.
— Пылчăк вăл шăн çу мар-ха, шывпа çусан тасалать, ― ăс пачĕ çийĕнчех Елис.
— Çуса тăма вăхăт мар, вĕрçĕнни пур, çавна çыпăçтаратăп.
Кутамккана шăл тасатмалли порошокпа щеткăсăр пуçне апат-çимĕç те чикрĕмĕр.
— Кĕрпе пĕр хутаç пачĕç, — çулланкалать Варук. — Пăтă çиетпĕр.
— Питĕ аван, — çийĕнчех хушса хучĕ Елис. — Пăтă пăтă мар, хырăма шăтармасть, çи те çи.
— Çăкăр сахалтарах, — çавăркаласа пăхать аллинчи çăкăрне Варук.
— Хĕрсем, вăрманта серте çулçă сарнă, — пĕлтерет Валя. — Серте яшки пĕçерĕпĕр.
— Тĕрĕс, — тет Елис. — Серте-пултран шăпах çăкăр хутне кĕрет.
— Тен, çăкăр вырăнне çăнăх ыйтса пăхас, хĕрсем, э? ― куçран чăрр пăхрĕ Валя. — Çăмах çăрăпăр. Серте янă çăмах яшки мĕнешкел тутлă, чĕлхене çăтса ярăн.
— Çăмах яшки хăйма юрнине килĕштерет, — тетĕп çăвара тухнă сĕлекене çăтса.
— Аванччĕ, ― тутине чĕлхипе çулакалать Елис та, ― анчах хăйма виçĕ кунтан тин пуçтарăнать çав.
Елис — медсестра. Вăл хĕрлĕ хĕреслĕ сумкине те хăйпе илет. Унта эмелсем унăн. Тем пулас, тем килес, медицина пулăшăвĕ пурри чăрмантармасть. Киран кутамкки пуринчен те капмар.
— Мĕн кунта сан çав териех, Кира? — хыпашлать ун хутаçне Варук.
— Пыл чĕресĕ, ― евитлет йăпăштин кулса Кира.
— Пыл? ― тĕлĕненçи пулать Елис. ―Ан илех унашкал усал çимĕçе.
— Пыл мĕншĕн усал çимĕç?
— Ара, пыл çисен, хĕр вылять, тет, урпа çисен — ут вылять, тет.
Тӳсеймесĕр култăмăр пĕр кана.
Кирăн кутамккинче, паллах нимле пыл чĕресĕ те çук, вăл унта хăйĕн рацине чикнĕ. Пирĕн алăра — кĕреçе, ун ― радиоаппарат.
Вуник сехет çитеспе грузовик килсе чарăнчĕ. Пире илсе каяканни ку. Ун кăшкарĕ тĕпĕнче — çыхăсем, кĕреçесем.
Япаласем çийĕнче — çутă çунатлă самолет. Чăн-чăн самолет мар вăл, ĕлке кăна, фашист летчикĕсене илĕртмелли. Халĕ ĕнтĕ вăрттăнлăха уçса парсан та чармасть: эпир суя аэродром тума каятпăр. Анчах кун çинчен пурпĕрех никама та шарламалла мар.
Нимĕç авиаторĕсем ытла чăрсăрланаççĕ. Пĕтĕм вăйне хураççĕ пирĕн çине килсе бомба пăрахма. Çавна курса тăнипе пирĕн çар командовани унта та кунта пĕчĕк ушкăншар истребительсем тытать. Вĕсем тăшман самолечĕсене асăрхасанах, никам команда парасса кĕтмесĕр, вĕçсе хăпараççĕ те çапăçăва кĕреççĕ. Нимĕç летчикĕсем ăнтан кайнă: кирек хăш енчен пуçа пырса чик, совет истребителĕсем çавăнтах çула картлаççĕ. Сывлăш вара тытăнать тĕрлĕ сасăпа чĕтренсе тăма! Пулемечĕ шатăртаттарать, туппи — ӳхĕрет.
Тăшман çапла шутлать имĕш: Курскпа Обоянь таврашĕнче вĕçевĕçĕн аэродромсем. Ик-виç кун каялла кăна çар хаçатĕнче çырчĕç: «Нимĕç летчикĕ хăйсен аэродромне радиопа çапла пĕлтерет: «Хĕвелтухăçнелле шăтарса кĕме пулмарĕ. Совет самолечĕсем лĕпĕ пек йышлă. Каялла таврăнатăп».
Пирĕн аэродромсене шутсăр шыраççĕ вĕсем. Чăн-чăн аэродром маскировкăра, тупма хĕн. Эпир туса паракан аэродром ывăç тупанĕ çинчи евĕр уçă пулать. Тăкчăр унта хăйсен вилĕм вутне.
Тиентĕмĕр. Катя шăналăк çĕклесе çитрĕ. Маскировка кирлĕ пулмасть-çке суя аэродромра. Мĕн тума илет?
— Хĕрсем, мейĕр-ха, витĕр ĕлкене, — шупка кăвак шăналăка тыттарчĕ вăл пире. Ав мĕншĕн илнĕ вăл ăна. Витрĕмĕр. Хăй чĕвен тăрса пăхать эпир мĕнле сарнине.
— Командир юлташ, хăпар, — чĕнетĕп ăна. — Сирĕн валли селĕм вырăн пур.
Катя йăл-йăл çеç кулкалать. Шофер ăна хăйпе юнашар кабинăна лартать-мĕн.
— Хĕрсем, эпĕ чыслă вырăн йышăнтăм. Тапрантăмăр. Пирĕн хыçра татах тепĕр машина. Мĕн тиенĕ-ши ун çине? Курăнмасть.
Вăрман çулĕ лакăмлă-тĕкĕмлĕ. Йывăç тымарĕсем çара курпунĕсене кăларса урлă-пирлĕ выртаççĕ. Вĕсем тĕлĕнче машина пире ялт! çӳлелле ывăтать, лак! лартать. Кисреннипе ăшра ӳпке-пĕвер татăлса анмалла ыратать. Хир çулĕ çине тухинччĕ часрах.
Хĕрсем шарламаççĕ. Хутран-ситрен кăна, машина ытлашши сиктернĕ самантра айлатса илеççĕ.
Кульуккасем пек мăшăрăн-мăшăрăн пĕр-пĕрин çумне çыпăçса, ыталанса ларнă эпир: Варукпа Валя — манпа, Елис — Кирăпа.
Çара вырăна тухрăмăр вăркăнса. Сылтăмра çаплах вăрман тăсăлать, сулахайра — хир. Юханшыв хĕрринче — ял. Урамĕсем çара, пӳрчĕсем вырăнĕнче кăмакасем çеç, мăрйисем пĕлĕтелле кăнтарса тăраççĕ. Çын утса çӳрени курăнмасть. Ку таврари ялсем алран алла куçса тăнă. Çыннисем, ĕлкĕрнисем, Тăван çĕршывăн вăрçă çук районĕсене куçнă, ĕлкĕрейменнисене нимĕçсем чура тума хăваласа кайнă.
Вăрман хĕррипе пырсан-пырсан, машинăсем чарăнчĕç. Унта мĕн пуррине пĕтĕмпех пушатса йывăç айне йăтрăмăр.
Валя кутамккинчен пĕчĕкçеç кĕнеке кăларчĕ. Вĕркелерĕ, аллипе шăлкаларĕ кĕнеке питне, вара гимнастерка кĕсйине чиксе хучĕ. Эпĕ курса юлтăм: Алексей Кольцов сăввисем.
Пĕчĕк чухне вĕреннĕ учебник куç умне тухрĕ. Кольцов сăвви пурччĕ унта. Пăхмасăр вĕренеттĕмĕр ăна.
Что ты спишь, мужичок?
Ведь весна на дворе;
Ведь соседи твои
Работают давно...
Япаласем патĕнче Кира юлать. Ун кунта рацие майлаштармалла. Ыттисем, кĕреçе йăтса, Катя Измайлова хыççăн утрĕç.
Суя аэродрома çывăхрах, кунтан пĕр çухрăм леререх, уçă хирте тумалла.
Вальăпа иксĕмĕр, çавтăнса, вăййа кайнă пек утатпăр. Алăра — кĕреçе. Çурăм хыçĕнче — пăшал. Мана тата арман пĕви пĕвелеме кайнă пек те туйăнать. Ача чухнехи аса килет. Пирĕн ял çумĕпе пĕчĕк кăна шыв юхса выртать. Пĕвелесен, сарăлса, тулса илемленет вара вăл — калама та çук! Шыв арманĕсем чарăна пĕлмесĕр ĕçлеççĕ. Пĕри тырă авăртать, тепри çăм тапать. Çуркунне пăр куçма тытăнсан, пĕвесене татса яратчĕç. Пушанса юлать вара çыран, ырашĕ юхса тухнă михĕ евĕрех. Такама хуса çитме васканăн юшкăна касса, çисе, çипçинçе çул хывса чупать шăнкăр-шăнкăр шыв. Ун çинче хĕвел шевли вылянă чух вăл сенкер хăюпа витĕнет. Çĕр типсен, ватти-вĕтти кĕреçе йăтса шыв хĕррине анать арман пĕви пĕвелеме. Пиччесем сăвай çапаççĕ, хăма, тислĕк йăтаççĕ. Эпир, хĕр пĕрчисем, наçилккапа тăпра йăтатпăр. Ывăна пĕлмен. Савăнăçлăн йăпăртаттарса çеç çӳреттĕмĕр. Кăйтăр апачĕ вăхăтĕнче аслисем киле кĕреççĕ. Çамрăксем кунтах юлаççĕ. Эпир, кĕçĕннисем, уйрăм ушкăн пулаттăмăр. Пуçланатчĕ вара вăйă-кулă. Юрă шăранать пĕр кана, ташă ташласа ывăнсан, ăмăртса чупаттăмăр, арçын ачасем кĕрешетчĕç.
Эрне пыратчĕç. Пĕвесем хатĕр. Шыв тулнăçем тулать. Хĕвел пуринчен те ытла савăнатчĕ пулас, унсăрăн вылямĕччĕ шыв çийĕн кĕмĕлĕн, ылтăнăн йăлтăртатса.
Пĕве шывĕ тин сунă ĕне сĕчĕ пек лĕп. Чăматтăмăр, ишеттĕмĕр... Шуç нухратлă пулă — хамăр.
Пăхатăп Валя çине. Вăл та шухăша кайнă, куçĕ çутала-çутала илет, тути сисĕнчĕксĕр йăл-йăл сарăлать. Мĕн-ши ун пуçĕнче? Ытахальтен каларăм хайхискере:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...