Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
Сирĕн тав сăмахне халех йышăнатпăр.
Астутаракансем».
Иккĕмĕш анонимка.
«...Сирĕн комсомолецсен сӳтĕк секретарĕ Симхапхара темĕн те пĕр хăтланнă. Хăшпĕр йĕкĕтсене ним сăлтавсăр судпа сехĕрлентерсе пĕтернĕ, колхозра ĕçлеме тесе, çамрăксен бригади пекки йĕркеленĕ. Юна-юна, хăратса кĕртнĕ унта йĕкĕтсемпе хĕрсене. Ваттисемсĕр каччăсемпе пикесем аташса пăсăлассине кĕтсех тăр. Хĕр пуçăн ача çуратса намăса кĕрĕç.
Ашшĕ-амăшĕсем хыпса çунаççĕ. Ылханаççĕ Итемри текенскере. Пулăшăр! Енчен те эсир ĕçе çаплипех хăваратăр пулсан, Мускава пĕлтерме тивет.
Астутаракансем».
Тĕлĕнтермĕш... Ним айăпсăр çынна та çапла варалама пулать-çке.
— Çӳлерех çĕклĕр пуçăра, Итемри юлташ, акă çапла,— каçăрăлса тăчĕ Нил Лукич. Унтан татах тем калаçкаларĕ, анчах ун сăмахĕсем ман хăлхама кĕмерĕç.
Эпĕ хăвăртрах тухса каясшăн каялла пĕр-ик утăм чакрăм. Секретарь самант хулран пырса тытрĕ, ăшă сăмахсем каласа, алăк патне çитиех ăсатрĕ.
Коридорта парти райкомĕн инструкторĕ Иванова хирĕç пулчĕ.
— Тăхта-ха, — чарчĕ вăл мана. — Эсĕ, мĕн... пĕтĕ тет-и çав? Чăнахах-и вара?
Куçĕсем хăйĕн çынран йĕкĕлтенĕн йăлкăшса илчĕç. Пĕртте килĕшмерĕ ун сăн-сăпачĕ. Ахаль те анонимкăсем вуласа ăшчике хускатнăскер, эпĕ ăна тӳрккессĕн кала та хур:
— Вара мĕн, йывăр çын пулсан, япăх-и?
— Тупата, фронта пĕр хĕр те тăшмана хирĕç çапăçма кайман-тăр, — каллех куçне йăлкăштарчĕ Иванова, — пурте хырăмпа таврăнаççĕ. Ха-ха...
«Эх, намăссăр-çке эсир! Хăвăр парти райкомĕнче ĕçлетĕр», — ятласа тăкассăм килчĕ — хама тытса чартăм. Çапах та сăмах хушмасăр иртес килмерĕ — каларăм:
— Мĕнле чĕлхĕр хуçăлмасть сирĕн вăрçăра пулнă, вилĕме куçран пăхнă хĕрсем пирки çапла паврама?! Темшĕн акă эсир фронта каймасăр юлнă? Паттăр, тӳрĕ чунлă хĕр-упраç тăшмана хирĕç арçынсемпе пĕр тан кар тăчĕ. Пĕлесчĕ, эсир мĕн усă панă-ши? Эй, тепĕр тесен, усал чунлă çынпа калаçса чĕлхене ывăнтарас мар. Сирĕлĕр! — ал сулса мăнаçлăн иртрĕм инструктор умĕн. Вăл пасар хĕрарăмĕ евĕр шуйăхса юлчĕ.
Урама тухсан утмарăм, хыçалтан такам хăваланăн чупа патăм. Комсомол райкомне кĕрсен, кабинетра питĕрĕнсех лартăм. Выртса йăваланса йĕрес килчĕ. Ĕнтĕ куççулĕ те питçăмарти тăрăх юхса анчĕ. Шăп та шай çак вăхăтра ăшри сасă хăтăрса пăрахрĕ: «Мĕнле хăятăн нăйкăшма?!
Фронтовичкăна килĕшмест ку. Халех шăлса типĕт куçна, никам ан куртăр!» Шухăша путрăм. Çук, пулман эпир фронтра юхăнчăк хĕрсем. Халĕ те ята ямăпăр. Пултарнă таран пĕтĕм вăя хурса ĕçлĕп.
Алăк уççине сулахаялла пăртăм. Кабинет уçă, кĕччĕр çынсем.
14
Ир-ирех ман пата, комсомол райкомне, Варук пырса кĕчĕ. Кĕтменччĕ ăна.
— Мĕн пăчăхса ларатăн çакăнта? Пăх-ха, кунĕ мĕнле ырă. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла пирĕн халь иксĕмĕрĕн те, — хик турĕ хăй. — Атя пĕрле.
— Ăçта?
— Кимиркассине, «Социализм» колхоза.
— Эп шăпах унта каяс шухăшпа лараттăм. Паян унта пăру витин никĕсне хывмалла. Сана вара кам кăчăк туртать унта?
— Юльттине тракторĕ чарăнса ларнă. Акă мĕн. Трактористсен курсĕнчен вĕренсе тухичченех техникăна аван пĕлнине кăтартнă тата шанчăклă темиçе хĕре колхозсене ĕçлеме янă. Вĕсем трактора çӳретме пултараççĕ, анчах вансан-тусан юсаймаççĕ-ха.
— Шел, — хĕрхенетĕп Варука, — эппин, хакне кăлараймаççĕ сан курсантсем.
— Мĕн эсĕ? Юльттине — маттур хĕрача. «Шурăмпуç» колхозра чиперех çĕртме туса пĕтерчĕ вăл. Çитес çул, курăн акă, чăн-чăн тракторист пулĕ. Ну, мĕнле, пыратăн-и?
— Ăçтан юлăн санран, — кулкалатăп. — Машинпа-и?
— Пирĕн машшин-лаша — велосипед.
Урама тухрăмăр. Алкум вĕçĕнче Демьян тăрать. Сывлăх сунчĕ. Арăмĕ çине, ăна тахçанах курман пек, юратуллăн, савса пăхса илчĕ.
— Эсĕ мĕн, Талюна, — чыхăнчĕ Демьян, хĕрелчĕ, пуçланă сăмахне каласа пĕтереймерĕ. Каламасăрах ăнланатăп: «Ман арăма, Варука, инкек-синкекрен сыхла», — тесшĕнччĕ ĕнтĕ. Анчах эпĕ те çăмăл маррине —çире пуррине тавçăрчĕ те алне çеç сулчĕ.
— Ан кулян, тус-тантăшăм, — лăплантарма пикенетеп ăна.— Пĕр-пĕрне пăрахсах хăвармăпăр.
Демьянăн сăнĕ çуталчĕ. Вашават çын вăл. Арăмне те, мана та велосипед çине ларма пулăшрĕ. Сывпуллашрăмăр.
Уя тухрăмăр. Юнашар чуптаратпăр хамăр.
— Ырă çын тупăнчĕ ман тĕле, — савăнать Варук. — Телейлĕ эпĕ, Талюна.
Эпĕ — ăнман шăпаллă хĕрарăм. Упăшкам çыру та çырмасть. Ким мана радиопа саламланăшăн кĕвĕçсе пурăнать-ши? Каçармасть ĕнтĕ. Мĕн тăвас? Йăлăнса мĕскĕнленместĕп. Усси пĕрех пулас çук. Ăраскалăм çапла-тăр. Мăнтарăн телейĕ тăрать мана çити-çитми.
Пирĕн велосипедсем ярăнса кăна пыраççĕ. Тусан тĕрлетмест. Çумăр çунăранпа ик-виç кун çеç иртнĕ те, çул пашалу чусти пекех. Кăвак тӳпере шурă пĕлĕт татăкĕсем пире хирĕç шăваççĕ, хăйсен хура мĕлкисене çĕр çумнех антарнă та пыраççĕ куçа курăнман çиппе туртса. Çитменнине, çав мĕлкесем пирĕн çине ӳкекен хĕвел шевлине сӳнтерме пултаракан асамлă хăвачĕпе чуна çӳçентереççĕ.
— Талюна, эсĕ хĕрача е ывăл кĕтетĕн? — кăсăкланать Варук.
— Хĕрача, — пат! татса каларăм.—Вăл манăн чи çывăх тус пулĕ. Эсĕ?
— Эпĕ Тимука ывăл ача парнелесе хавхалантарасшăн. Мĕн çуралаканĕ — йăлтах ывăл пултăр.
— Чим-ха, — чаратăп тус-тантăшăма. — Пурте ывăл çуралсан, тĕнче пĕтет.
— Э-э, ара, ахалех пăшăрханан. Амăшĕ пĕтмесĕр, хĕр пĕтмест тĕнчере тенĕ ваттисем.
— Арçынсем çеç пурăнсан, амăшĕ ăçтан тупăнать-ха? Варук пĕр хушă чĕнмест. Унтан кулса ячĕ.
— Ара, эсĕ хĕр çуратасшăн терĕн-иç. Вăт, шайлашрĕç те. Пурнăçĕ йывăр-çке хĕрарăмăн, çавăнпа çеç тавлашрăм.
— Хĕрарăм арçынран çирĕпрех. Вăл темле йывăрлăха та тӳссе ирттерме пултарать. Асил-ха хамăра. Фронтра чухнехисене.
Эпир «Социализм» колхоз çĕрĕ çине çитсе кĕтĕмĕр. Аякках та каяйманччĕ, вĕтĕ ката çывăхĕнче трактор тăнине асăрхарăм. Варук та курма ĕлкĕрнĕ-мĕн ăна.
— Ав, — кăшкăрчĕ вăл, — Юльттине тракторĕ! Эпĕ унта вĕçтеретĕп. Ĕç пĕтерсен, çав карлăк çумĕнче тăрăп, — аллине тĕллесе кăтартрĕ инçетрех мар кĕпер еннелле.— Сансăр каймастăп, кĕтетĕп. Çавăнта пыр.
Эпĕ малалла ярăнтăм.
Правлени — аслă урамри пĕр пысăк çуртра. Кĕтĕм хайхискер. Председатель пĕчченех, сĕтел хушшинче тем çыркаласа ларать.
— Вай патăр, Иван Капитонович!
— Ай-уй, хăна килнĕ-çке! — сĕтел хушшннчен тухса хирĕç утса пычĕ, алă тытрĕ. — Питĕ хавас сире курма, Итемри юлташ. Района пырсан, райкомола кĕрсех тав тăвасшăнччĕ-ха ял çамрăкĕсене ырă ĕç пуçарса панăшăн.
— Мĕнле пырать вĕсен ĕç-хĕлĕ? — кăсăкланатăп.
— Шĕкĕр турра, тăрăшаççĕ. Пин кирпĕч хĕртсе кăларчĕç те. Чи малтан пăру вити купаласшăн-ха. Паян, кăнтăрла апачĕ хыççăн, никĕсне хыватпăр. Атя, каяр вĕсем патне. Сире курсан мĕнле савăнĕç.
Правленинчен тухрăмăр. Иван Капитоновичăн хăрах ури йывăç. Утнă чух протезĕ çине ытларах тайăннă пек туйăнать.
— Йывăр пулĕ сире çуран çӳреме?
— Аптрамасть. Юрать, пĕр ури юлнă. Арăма, ав, упăшкисем вăрçăран таврăнайман хĕрарăмсем чунтанах ăмсанаççĕ. Мĕн каласси пур, мăшăрлă пурнăç яланах илĕртет. Урасене хăвартăмăр та — çĕнтертĕмĕр. Çав паха.
Пĕр хушă шăпăрт пытăмăр. Шăплăха Иван Капитонович хăй татрĕ.
— Тьфу, ĕнертенпе пыр шăтăкне йӳçĕ тĕтĕм чăрмалать, — пиншак кĕсйинчен шурă тутăр кăларса, питне-куçне шăлкаларĕ. — Паклаттарап тапакне, чун пурпĕрех лăпланмасть.
— Мĕн амакĕ кăшлать тата?
— Ара, ĕç тени, асанне йĕкинчи çип евĕрех, пĕр тĕлте çинçе — халь-халь татăлас пек, тепĕр тĕлте — пиçĕ.
Колхоз ĕçĕ çавнашкал ĕнтĕ вăл. Савăнăçĕпе нуши юнашарах. Уйран васкасах тырпул пухса кĕртмелле. Акма вăрлăхлăх ыраш çапмалла. МТС тракторĕ, чип-чиперех çĕртме сухине пуçăннăскер, пынă çĕртех чăлханнă.
— Тракторисчĕ — çамрăк хĕр, макăрмании кăна: урхамахне ăнăçтарма ниепле майне тупаймасть. Хăй питĕ ĕçченскер пек-ха.
— Юсаканĕ манпа пĕрле килчĕ, — пĕлтертĕм.
— Эппин, унта утмалла ман.
Строительсемпе тĕл пулнă хыççăн трактор патне пĕрле çитсе курма калаçса татăлтăмăр.
Сукмак пире тăкăрлăкран тăкăрлăка, унтан ял хыçĕнчи пысăк лупашкана илсе çитерчĕ. Кунта яш-кĕрĕм, ача-пăча кĕшĕлтетет. Вĕсен хушшинче Кĕçтенкки папай хур аçи евĕр тăп-тап пускаласа çӳрет, аллисемпе хăлаçланать.
— Эй, ачи, эсĕ лайăхрах шăлса якат, амалет... Ĕнсе хыçса тăракан пачах курăнмасть. Пурте тĕрмешеççĕ: нӳрлетнĕ тăма хăма хашаксене тултараççĕ, хатĕр кирпĕчсене кушăхтарма тӳрем вырăна ретĕн-ретĕн лартаççĕ.
Ав, лав килсе чарăнчĕ. Урапа çинче —хĕрлĕ тăм. Лавçи кĕçĕннисен ушкăнĕнчен. Паллах, лашапа çӳреме юратаканскер ĕнтĕ.
Чунра тĕлĕнмелле ырă, çăмăл-çăмăл пулса кайрĕ. Пурне те илтĕнмелле каларăм:
— Мухтав ĕçчен халăха!
— Сывлăх сунатпăр!— саламларĕç вĕсем те пире. Айккинерех ачасен ушкăнĕ пĕр-пĕрин хыççăн утса çаврăнать. Хăйсем савăнăçлăн ахăлтатаççĕ. Сăнарах пăхрăм: тăм çăраççĕ иккен. Мана ĕлĕкхи, пĕчĕккĕ чухнехи, йĕтемре авăн çапни аса килчĕ. Парка шалча тавра сĕлĕ кĕлтисене ретĕн-ретĕн майласа хуртаратчĕç. Пар лашапа, шăчăран вăрăм вĕренпе кăкарнăскерсене, кĕлтесем тăрăх чуптараттăмăр эпир ача-пăчасем. Кусем те шывпа хутăштарнă хĕрлĕ тăма ашаççĕ. Ĕçĕ çăмăлах мар, паллах. Яра куна самаях ĕшентерет пулĕ. Анчах ачасем хаваслă, вĕсемшĕн ку асап мар, вăйă кăна. Машина кирлĕ те-çке. Мĕн тăвăн? Пурте пĕр харăс килсе лармасть. Вăхăт çитĕ-ха, машини те пулĕ.
Часах пире çамрăксем сырса илчĕç. Ватти те пырса тăчĕ. Аллине саппун аркипе шăлкаларĕ.
— Мĕнле пурăнатпăр? — алă патăм ăна.
— Ĕç-хĕл тени мĕнле, Кĕçтенкки папай?
— Ĕçлетпĕр, — терĕ.
— Çамрăксем кахала пемеççĕ-и?
— Тăрмашаççĕ. Мухтама иртерех-ха. Çуркуннехи ĕç хакĕ кĕркунне курăнать, теççĕ. Вăхăт çитĕ, амалет, ун чухне хак парĕç.
— Кӳрентермеççĕ-и шăхличсем, Константин Павлович? — куçне çамрăксем еннелле ывăтса илчĕ председатель.
Хăшпĕрисем куçĕсене айккинелле пăрчĕç. Папай, паллах, сутас çук.
— Килĕштерсе ĕçлетпĕр. Унсăрăн ĕç те каяс çук, амалет, — хушса хучĕ хăйĕн хăнăхнă чĕлхе çавăрăнăшпе, — унсăрăн ят та хуралать.
Ринарх Стахеевпа калаçнинчен çакна пĕлтĕм: правлени пулăшать. Куншăн вăл кăмăллă. Çĕркаç хĕртме кăмакана миçе кирпĕч хуни çинчен ыйтсан, сăнĕ савăнăçпа çуталчĕ.
— Пăру витин никĕсне хума эпир хатĕр. Ма вăраха хăварас, атьăр халех каяр,— чĕнчĕ Ринарх пире.
Пурте пулас вите еннелле утрăмăр. Вырăнĕ — çырма хĕрринче-мĕн, лапамра. Пурă шывĕ сапса йĕр туса палăртнă. Кунтах — питĕ типтерлĕ, йĕркеллĕ хунă кирпĕч куписем. Цемент та илсе килчĕç.
— Итемри юлташ ăс панăччĕ пире çак ĕçе пуçăнма, терĕ Ринарх. —Апла пулсан, малтанхи кирпĕче хума ăна хушас.
— Хутăр, хутăр! Ыйтатпăр!
— Вăл тивĕçлĕ! — килĕшрĕç Ринарх сĕнĕвĕпе çамрăксем.
Мĕнех, эпĕ хирĕçлемерĕм. Анчах халиччен кирпĕч алла тытса курман. Юрать-ха вĕрентекен юнашар тăрать. Кĕçтенкки папай. Вĕрентрĕ. Вара эпĕ пĕрремĕш кирпĕче çирĕплетсе лартрăм.
— Урра! — кăшкăрса ячĕç çамрăк строительсем, йăлт-йăлт сиккелерĕç. Хамăн та чун вĕçет, сикесчĕ ача пек тринкки-тринкки. Юрамĕ çав. Пурпĕрех чун чăтмарĕ, ура тупанĕсем çĕклене-çĕклене илчĕç.
Ман хыççăн Ринарх ĕçе пуçăнчĕ. Ăна юлташĕсем кирпĕч парса тăраççĕ. Вĕлт-вĕлт вылять алли. Пултаруллă. Лайăх строитель пулать унран. Пĕртте иккĕленместĕп.
Çак вăхăтра пĕр хĕрача саппун аркине сарчĕ. Хĕрлĕ питлĕ панулмисем!
— Сире валли кучченеç илсе килтĕм, — сĕнет мана хайхискер.
— Ан чăрман, — каялла чакатăп.
— Ил, ил!—тилмĕрнĕн калаççĕ ыттисем те. Эпĕ çаплах килĕшместĕп.
— Хĕрĕм, апла юрамасть, — ӳкĕтлет Кĕçтенкки папай та. — Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать, тет.
— Ай-уй, хăратрăр, — кулкаласа, икĕ панулми илтĕм.
— Тур калашле — виççĕ, — хутшăнмасăр юлмасть асатте.
Эпĕ ăнлантăм: çамрăксен ĕç аван пырать, пулăшу кирлĕ мар вĕсене.
Эпир çамрăк строительсемпе сывпуллашрăмăр. Пирĕн çĕртме пуссинелле çул тытмалла. Ялтан тухас чух тăрантас кӳлнĕ лав хуса çитрĕ. Ку — председателĕн çӳремелли лаши-мĕн. Кӳме хыçне ман велосипеда вырнаçтарнă.
Кĕпер патне те пырса çитрĕмĕр. Варук курăнмасть-ха. Уйăн леш вĕçĕнче трактор кĕрлеттерет. Юсанă эппин ăна. Тепĕр самантран кунталла çаврăнчĕ. Куртăм: Варук хăй сухалать. Пирĕн тĕле çитсе чарăнчĕ. Кабинăран, йăл-йăл кулкаласа, Варук сиксе анчĕ.
— Эй, эсĕ, асăрханарах, — куç хĕсрĕм ăна.
— Нимех те мар, — текелет вăл.
— Трактор хуçи çак ĕнтĕ, — паллаштаратăп председателе Варукпа.
— Тавтапуç ĕнтĕ сире, Варвара Марковна.
Юльттине пирĕнпе калаçса-мĕн тăмарĕ, трактор кабинине кĕрсе ларчĕ те малалла кĕрлеттерчĕ. Ун хыçĕнче тавăрса пăрахнă касă тинĕс хумĕ пек тăсăлса пырать.
— Ну, пирĕн кайма вăхăт,— алă паратăп председателе.
— Çиччас сире леçсе яраççĕ.
— Мĕн эсир?! Чăрманма ан та шутлăр. Пирĕн хамăрăн «лашисем» хӳхĕм, — Варукпа иксĕмĕр самант велосипедсене утлантăмăр.
— Тепре куриччен! Вăшлатрăмăр киле май.
Райкомра ман пирки анонимкăсем выртнине Варук пĕлмест-ха.
15
Райкомолăн бюро ларăвĕ пырать. Ай-яй, хĕрӳллĕ пуплеççĕ. Сӳтсе явакан ыйту çăмăлли мар çав. Районта ĕççи пуçланнă. Тырпула хăвăрт та тăкаксăр пухса кĕртмелле. Мĕнле хутшăнаççĕ-ха çак аслă ĕçе çамрăксем? Пирĕнтен чылайăшĕ вырăна кайса килнĕ, çавăнпа колхозсенчи лару-тăрăва пĕлетпĕр. Калаçакансен сăмахне шута илсен, ырă тĕслĕхсем сахалтараххи палăрчĕ. Пулăшмалла пирĕн ял çамрăкĕсене.
Агитбригада ĕçне пăхса тухрăмăр. Вăл халĕ те вырăнтан тапранман. Васкамалла.
Ыран пурте яла тухса каятпăр. Çакăнпа лару хупăнчĕ. Хĕвел анасси пайтах-ха. Çырмаллисем пур. Сĕтел хушшине ларма пикеннĕччĕ кăна — Варук кĕрсе тăчĕ. Киле чĕнет.
— Васка, — тет, — тен, Тимука хуса çитетпĕр,—хăй тăпăртатса тăманни кăна. Шухăшларăм та, килĕшрĕм унпа. Чăнах, ĕçлеме тытăннăранпа та лайăххăн канса курман. Хĕвелпе тăратăп та унпах вĕçлетĕп куна. Тухса утрăмăр пĕрле.
Килте Илай пĕчченех. Вăл кантра явать мунчаларан. Анне курăнмасть. Унсăрăн кичем, пӳрт ăшчикки те тĕксĕм пек.
— Анне ăçта?
— Ăçта пултăр ĕнтĕ? Пахчара.
Чӳрече витĕр пахчаналла пăхрăм. Ав, вăл йăрансем хушшинче мĕшĕлтетет. Тавçăртăм: ĕнерех çĕнĕ çĕрулми пĕçерсе çитересшĕнччĕ. Чăмăртаннă-ши иçмасса паранки? Авăрсем тавра хусăкпа мар, аллипе чакаласа çĕрулми шырать.
Ĕç тумне хывса çăмăл платье тăхăнтăм çеç, Илай кăчăк туртрĕ мана. Шашкăлла выляттарасшăн иккен. Алла шашка тытманни миçе çул! Мĕнле шутармаллине те маннă.
— Çĕнтерекенни выляса яраканнине мĕн парнелет? — астутарать Илай. — Тутăрна халех салтса хур.
— Курăпăр-ха, ытла ан хастарлан, — мăкăртататăп эпĕ. — Тен, патакне санăн çиме тивет.
Ах, ытла вăр-вар-çке Илай. Ха, эсĕ ăна. Пуçласа пĕр-ик шашкине кăна шутартăм, вăл пур тапăнма та пуçларĕ, манăннисене кăлара-кăлара пăрахать çеç хăйсен вырăнĕнчен.
— Ун пекех ан хăтлан-ха, ĕмĕтсĕр, — ӳпкелетĕп шăллăма. — Шухăшлама та ирĕк памастăн, шав урă хурса пыратăн.
— Ан мĕшĕлтет, — чăрсăрланать Илай.
Темĕн пек тăрăшрăм. Ăçтан чарайăн ăна! Ман çулсене йăлтах картласа лартрĕ.
— Аля-ли, сартира хупăнтăн, Талюна аппа! Хатĕрлен кучченеç туянма.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...