Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Нил Лукич, сирĕн хăвăрăн манран каçару ыйтмалла килсе ан тухтăр, уйрăмах критикăна хĕснĕшĕн, — çаплах хирĕлме пăрахмасть Иванова. Вара вăл, пуçне каçăртса, тăп-тап пусса, секретарь пӳлĕмĕнчен тухса кайрĕ.
Мĕн пит тапăнать мана ку хĕрарăм? Ниепле те ăнланаймастăп, халиччен унпа пирĕн çулсем урлă-пирлĕ каçман-çке? »
Юлашкинчен бюро çапла йышăнчĕ: райкомол тĕрĕс çулпа утать. Ку — тĕп хак. Çитменлĕхсем нумай. Пур ялта та комсомол организацийĕсем кирлĕ пек йĕркеленсе çитеймен. Çамрăксене Тăван çĕршыв ума кăларса тăратнă тĕллевсене пурнăçлама, вăрçă вăхăтĕнче юхăнса юлнă халăх хуçалăхне ура çине тăратма, кăçалхи тырпула тăкаксăр пуçтарса кĕрес ĕçе васкасах кулĕнтермелле. ФЗУна йĕркеллĕ йĕкĕтсемпе хĕрсене суйласа ямалла.
19
Агитбригада — пирĕн райкомол çумĕнче. «Мăкань» ятлă ансамбль пур унăн. Районти учрежденисенче ĕçлекен çамрăксенчен йĕркеленĕ ăна. Кăшт çулланнисем те çӳреме ӳркенмеççĕ.
Ансамбль паян-ырăн икĕ çĕрте концерт кăтартмалла: пĕрне — Канаш станцийĕнче, ФЗУна вĕренме каякансем валли, тепĕрне — уй-хирте, Симхапха ялĕн тырă пуссинче, çамрăксен бригади умĕнче.
Канаш станцийĕ — аякра. Пирĕн райкомолăн машнна та, лаша та çук. Çуран утсан, вăхăт сахалтан та пилĕк-ултă сехет иртет тата ывăнатăн. Разъезд урлă кайсан, çул çурри ытла кĕскелет, вăхăт та перекетленет. Çапла турăмăр та.
ФЗУна каякансем йышлăн пырса тулнă станцие. Пирĕн районтан çеç мар-çке, пĕтĕм республикăран пухăннă.
Çамрăксене ФЗУна вĕренме ярас тĕлĕшпе ĕçлеме комсомол райкомĕн иккĕмĕш секретарьне, Сергей Фролова, хушнă. Хытă тăрăшрĕ. Вăл çитмен ял, калаçман хĕрпе йĕкĕт юлмарĕ пуль. Усси акă куç умĕнче. Тăван çĕршывăн рабочи класс ретне тăма кăмăлланисен йышĕ пысăк.
Ăсату уявĕ уйра, çеремлĕхре, пулать. Темиçе ял вăййине пухăннă пек, халăх хĕвĕшет кунта. Такам та пур: каякансем, ăсатакансем, мĕн пулса иртнипе кăсăкланакансем...
Сергей Фролов ман пата пĕр çамрăка илсе пычĕ.
— Паллашăр. Кирилл Хайдуков — пуйăс начальникĕн помощникĕ.
Алă панă май тĕсесе пăхрăм хайхискере. Карттус айĕнчен ука пек вĕтĕ кăтра çӳç пайăркисем тухнă.
— Чим-ха, ăçта курнăччĕ-ха эпĕ сана? — терĕм.
— Пухура тĕл пулнă, Итемри юлташ. Пирĕн Симхапха ялне пынăччĕ-çке эсир.
— Чăнах та-çке.
Астăватăп: хĕрлĕ хăмач кĕпе тăхăннă каччăпа, Мишша Чичкановпа, юнашар ларатчĕ вăл. Çапла, «Кирле» тесе чĕннеччĕ ăна юлташĕ. Лешĕ ун чухне пĕр хĕре, Елюк текенскере, хăйпе юнашар лартасшăнччĕ.
— Тата райкомолта курнăçнă, — астутарма тăрăшрĕ Кирилл.
— Ялтан миçен каятăр? — тĕпчетĕп.
— Иккĕн.
— Тепри кам?
— Елюк.
Сăмах хушайми тĕлĕнтĕм. Елюк патне Кирле юлташĕ, леш хăмач кĕпелли, Мишша, туртăннине туйнăччĕ-çке эпĕ. Мĕнле капла? Кăмăлăм хуçăлчĕ. Анчах кăтартмастăп. Çамрăксен бригадине те шеллерĕм. Йышĕ чакать. Çакнашкал йĕкĕтпе хĕр ялта та питĕ кирлĕ. Мĕн тăвăн? Патшалăхăн рабочи çитмест. Пирĕн пурнăçăн ырă пуласлăхĕ вĕреннĕ, хăй ĕçне лайăх чухлакан рабочирен нумай килет.
Елюк та пырса тăчĕ пирĕн пата. Сывлăх сунтăмăр пĕр-пĕрне.
— Питĕ шел, ялтан пире ăсатма никам та килеймерĕ,— хурлăхлăн каларĕ Елюк, — çамрăксен бригади паян уйра тырă вырать.
— Хамăр ăсатăтпăр вĕсен вырăнне, — тетĕп.
Митинг пуçланчĕ. Пĕрин хыççăн тепри сăмах калать. Промышленность хăватне ӳстерме Тăван çĕршыва нумай пĕлекен рабочисем кирли çинчен калаçрĕç, ФЗУна вĕренме каякансене сывлăх, телей сунчĕç. Акă пуйăс начальникĕпе паллаштарчĕç. Сăмах илет. Вăл Шупашкартан иккен. Çул çинчи йĕркесемпе паллаштарать çамрăксене. Ятлă çынсем калаçса пĕтерчĕç.
— Концерт пуçланать! — пĕлтерчĕç вара.
Пирĕн «Мăкăнь» ансамбль тухрĕ. Савăнтарать хăйĕн юрри-сăввисемпе. Çепĕç сассисем чуна кайса тивеççĕ. Чăнахах. Акă тăваттăн тытăнчĕç ташша илтерме. Тухъяллă икĕ хĕр акăш пек ярăнаççĕ пилĕкĕсене шерепеллĕ пиçиххи çыхнă икĕ яш хушшинче.
Ансамбль килĕшрĕ пурне те, пĕр кана алă çупрĕç кăна.
Концерт вĕçленчĕ. Вăрахах пымарĕ вăл. Кăмăл турам пĕр турам, теççĕ. Хисеп туни паха. Тата каякансен те васкамалла.
Пуйăс начальникĕ ФЗУна вĕренме каякансене йĕркеленсе тăма хушрĕ, вара колоннăна чугун çул станцинелле утма команда пачĕ.
Эпир те Сергей Фроловпа станцие вĕçтертĕмĕр.
Каякансем хăйсен вакунне тупса вырнаçрĕç.
Пушă вакун çук пачах.
Эпĕ Елюка шыраса тупрăм.
— Çыру çыр çитсен вырнаçни çинчен, — тетĕп ăна.
— Кĕтсех тăрăр, çыратпăр.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, пуйăс тапранчĕ те. Юрă янăраса тăрать.
— Сывă пулăр! — алă сулатпăр эпир, перрон çинче тăрса юлнисем.
20
Симхапха ялне çывхаратпăр. Укăлча карти çинче, мăшăр кăвакарчăн пек, икĕ пĕчĕк этем ларать.
— Калăр-ха, эсир артистсем-и? — ыйтрĕ пирĕнтен арçын ачи.
— Тĕрĕс тавçăртăр, — тетĕп. Юлташсем ман ăшшăн кулкаласа илчĕç.
— Пире Мишша тете сире илме ячĕ, — терĕ вăл, сăмсине кĕпе çаннипе шăлкаласа илнĕ май. — Вăл хăйĕн «Нарспипе» уйра тырă вырать.
— Кам вăл «Нарспи»? Арăмĕ-и? — тĕлĕнтĕм эпĕ, Канаш станцийĕнче Мишшапа Елюк пирки шухăшланине асилсе.
— Мĕн эсир? Пĕлместĕр-им, «Нарспи» вăл — Мишша тетен бригадин ячĕ.
— Шутласа кăларнă та! — ахăлтатрĕ пĕр кана пирĕн йыш.
— Илсе кайăр, эппин, пире «Нарспи» тырă вырнă çĕре, — хушатăп хайхискерсене.— Хăвăртрах çитсе савăнтарар вĕсене.
— Камах концерт пăхтăр ĕç вăхăтĕнче? — тет арçын ачи.
— Мĕнле камах? Санăн Мишша тетӳпе тусĕсем.
— Кĕтсех тăр. Мишша тете сире тырă выртарасшăн. Вăл пĕр çыхă çурла илсе тухрĕ. «Автаратăп-ха кăшт артистсен пилĕкĕсене», — терĕ.
Апла пулсан, пирĕн хамăр çемçешкине кăтартма юрамасть.
— Ах, Мишша — чее куян, йĕлтĕр йĕррипе чупмасть, — йăлкăшса илчĕ ташлакан хĕрсенчен пĕри.
— Хамăра концерт пама мар, пулăшма килнĕ пек тыткалас, — терĕ тепри.
Мĕн тумаллине канашларăмăр.
Çырма урлă каçсан, пире ачасем хирелле ертсе кайрĕç. Çак шăхличсемпе паллашатăп. Хĕрачи, чĕмсĕрскер, Таяпи ятлă.
— Мана Аверки тесе чĕнеççĕ, — пĕлтерчĕ арçын ачи. Хăюллăскер иккен ку.
Çитрĕмĕр. Йыш пуç çĕклемесĕр тырă вырать. Пирĕн тавра Мишша çеç явăнатъ.
— Ларса канăр, — сӳрĕккĕн сĕнет хăй. Куçĕсем кулаççĕ, куратăп. Ăшри сăмахне уçăмлăн калама хăяйманнине туятпăр. «Артистсем» тӳрех, калаçса татăлнă пек, Мишша хушасса пăхмасăр, каçалăк умне саланчĕç. Выракансенчен çурла ыйтаççĕ.
— Ан чăрманăр, — текелеççĕ ытахальтен лешсем.
— Мишша, эсĕ мĕн туса тăран тата, ăçта çурласем? — тетĕп.
Бригадир турткалашмарĕ. Пĕр тĕм патĕнчен çурласем илсе килчĕ те валеçсе пачĕ хăнасене. Хăй, именнĕн, çав вăхăтрах савăнăçне пытараймасăр йăлкăшать.
Йышра вырма пĕлмен çын çук та. Пурте хресчен çемйинче çуралса ӳснĕ-çке. Чим, йăнăшрăм. Вăрăм сарă çӳçлĕ Велта Путане пĕлмест. Вăл — латви хĕрачи, Рига хулинчен. Вăрçă вăхăтĕнче эвакуаципе килнĕ те хăнăхса çитнĕ кунта. Амăшĕ кайнă, вăл çаплах пурăнать. Почтăра ĕçлет. Чăваш каччине юратать имĕш. Велта пурпĕрех ĕçсĕр юлмарĕ. Ăна кĕлте çыххи тума вĕрентрĕмĕр. Часах ăнкартрĕ. Улăма вăр-вар тыткалать. Ывăçласа илет те пучах патĕнчен пăрать, унтан хăмăлне çурмаран уйăрать. Пулчĕ те
çыхă. Вара кашнин валли каçалăк умне хура-хура тухать.
Вăрман енчен килсе кассăн-кассăн çил вĕрет те, умри ыраш, йывăр пучахне авса, хумханать. Çамрăксем хĕрсе кайрĕç. Çурла вырни кăна, кăчăрт-кăчăрт тунă сасă, илтĕнсе тăрать таврара. Хыçра — хуркайăк карти евĕр пилĕк кĕлтеллĕ тĕмсем ретленсе юлаççĕ.
Таяпипе Аверки те ĕçсĕр мар кунта. Вĕсем çырмари çăлтан чуна уçăлтаракан сивĕ шыв йăтаççĕ кăкшăмпа, выракансене сăйлаççĕ.
Хĕвел анăçалла сулăнсан, ана çине кĕреçе сухаллă ватă старик пычĕ. Ку çын çĕмел тăваканни иккен. Çумăр ан виттĕр тесен, çĕмелне те пĕлсе купаламалла çав.
Кашни япалан хăйен илемĕ пур. Пĕр тĕле йăтнă кĕлтесем çавра кăшăла вырнаçтарнăн выртаççĕ. Калăн, тупата: сӳннĕ вулкан варинкки тесе. Икĕ кăшăл юнашар. Пĕринче старик тĕрмешет, тепринче — Мишша. Вăл çĕмел тума вĕренет. Ăна мучи кĕлтесене мĕнле майласа хумаллине кăтартать. Нумай та вăхăт иртмест, мăшăр çĕмел хатĕр те. Вĕсем, шĕвĕр тӳпеллĕскерсем, тухъя тăхăннă пикесене аса илтереççĕ.
Тĕттĕмленсен тин вырма чарăнтăмăр. Концерт çул çинче пуçланчĕ. Пурте пĕрле юрă шăрантартăмăр. Яла кĕрсен, аслă урам тӳпинче çамрăксем ташша сӳме тытăнчĕç. Хут-купăс çемми, яра куна ывăннине сирсе, чĕрене çĕнĕ вăй вĕрсе кĕртет.
21
Парти райкомĕнчен чуна çĕклентерекен питĕ хаклă япалапа тухрăм. Аллăмра — парти билечĕ. Эпĕ ĕнтĕ —коммунист. Пĕчĕкренпех ĕмĕтленнĕ тĕллев пурнăçланчĕ. Çапла, çапла — пĕчĕкренпех.
Ача чух, паллах, парти е коммунист мĕн иккенне ăнланман. Маншăн парти вăл — ырă кăмăллă, пурте юратса хисеплекен Иван пичче — Тимухха Иванĕ. Хĕрлĕ билетли тетчĕç ăна.
Ялта колхоз йĕркелесен, председатель пулма ăна, коммуниста, суйланă. Халиччен илтмен-курман çĕнĕ, кăсăклă пурнăç парнеленĕ вăл ял çыннисене. Тӳрĕ кăмăллăскер, çавăнпа мухтава тухнă вăл халăхра.
Иван пичче — пирĕн пускил. Час-часах пирĕн пата каçатчĕ. Тус-юлташлă пурăнатчĕç аттепе. Ăна кура эпир те, ача-пăча, чунтан килĕштереттĕмĕр кӳрше. Ара, вăл пирĕнпе те ăшă пиллĕччĕ. Кирек ăçта тĕл пулсан та сăмах хушмасăр иртместчĕ.
Астăватăп-ха: пĕррехинче, колхоз пахчинчи хăяра шăварма шыв тултарнă икĕ витрене кĕвентепе йăтнăскер, пĕве хĕрринчен хăпараттăм. Иван пичче хуса çитнине сисмен те.
— Ах, маттур хĕрача, — мухтарĕ вăл мана. — Эсĕ темшĕн Габие аса илтерен. Унашкалах чипер, ăслă хĕр пулса çитĕнессĕн туйăнан. Ытла шиксĕр, хăюллăччĕ вăл...
— Кам, ара, вăл? — тĕлĕнсе пăхрăм ун çине. Иван пичче сăнĕ халичченхи пек мар, шухăшлă.
— Габи — нимĕç хĕрĕ.
Ахаль те тĕшмĕртетĕп-ха, ялта çавнашкал ятлă хĕр çук. Ăçта курнă Иван пичче çав нимĕç хĕрне? Эпĕ, айванскер, ун чухне ăнкартман. Ӳсерехпе тин, вĕсем аттепе юмахланинчен, пĕлтĕм. Иккĕшĕ тĕл пулсан, империализм вăрçинче мĕн-мĕн курса тӳснине тăтăшах аса илсе чылайччен калаçса ларатчĕç.
Вăрçа кайнă чух Иван пичче питĕ çамрăк пулнă, вунсаккăр та лайăххăн тултарман. Патша генералĕсем пăшал тыттарнă та ăна çапăçăва кĕртсе янă. Пĕррехинче вĕсем çине тăшмансем питĕ хыттăн тапăнса килнĕ. Иван тетесен чакма тивнĕ. Çавăн чухне çывăхрах шрапнель çурăлать. Ӳкет вара вăл. Тăраймасть ниепле те. Никам та пулăшаймасть ăна. Юнашар вилнисем кăна выртаççĕ. Куç хуралса килет те ăнран каять. Тăна кĕнĕ чух ун умĕнче нимĕç салтакĕсем тăнă. Çапла вăл тыткăна лекнĕ. Пĕччен мар, ун йышшисем татах пулнă-мĕн. Хуса каяççĕ вара вĕсене Германие.
Унта хамăр енчи майлă пысăк ялсем курăнмаççĕ, пĕр е ик килĕллĕ хуторсем кăна тетчĕ Иван тете. Кăна халĕ ĕнтĕ эпĕ хам та лайăхах пĕлетĕп. Куртăм вăрçăра.
Кирпĕчрен çавăрнă çурт-йĕр çывăхĕнче чараççĕ тыткăнрисене. Ĕне выльăх усракан пуян баэр пурăннă унта. Ăна шăпах ĕçлекенсем кирлĕ пулнă. Хуса килнисене хăвараççĕ вара ун патне. Иван тетене витере ĕçлеттереççĕ. Тар юхтарсах тислĕк хырать кунĕн-çĕрĕн, урайĕсене çăвать.
Тахçанччен çапла пăнтăхса пурăнмалла пулатчĕ ĕнтĕ унăн? Юрать, тĕнче ырă çынсемсĕр мар.
Хуçа патĕнче нимĕç хĕрарăмĕ икĕ хĕрĕпе тарçăра пурăннă. Вĕсене тыткăнри вырăс салтакĕсем валли апат пĕçерттернĕ. Кĕçĕн хĕрĕ, Габи ятли, вырăсла калаçма пĕлнĕ-мĕн кăштах. Вăл чунтан юратса пăрахать чăваш каччине. Хитре йĕкĕт пулнă-çке-ха Тимухха Иванĕ. Çĕмĕрт куç, шыв хумĕ евĕр кăтра та йĕпкĕн çӳç илĕртнĕ, ахăр, нимĕç хĕрне. Тем çинчен те пупленĕ вĕсем вăрттăн. Шăпах çав ăслă, хăюллă Габи тарма пулăшать те Иванпа унăн юлташне. Савнă пикине Иван тете чăваша илсе килме те ĕмĕтленнĕ пулнă.
Каярахпа Иван тете революци тунă çĕре хутшăннă, Хĕрлĕ Çар ретне тăрса, çамрăк республикăмăра хӳтĕленĕ. Граждан вăрçи хыççăн тин киле таврăннă, аслă Ленинăн çулăмлă сăмахĕсене чĕрене илнĕскер, ялта вăл чи кирлĕ çынсенчен пĕри пулса тăнă. Октябрьти революци тивлечĕсене мĕнле упрамаллине, ăна халăх хушшине мĕнле сармаллине вĕрентнĕ çынсене. Хăй тавра тӳрĕ кăмăллă хресченсене пухса, колхоз йĕркеленĕ. Хресченсем ĕненнĕ ăна, çавăнпа утнă ун хыççăн.
Фашист тапăнсан вара Иван пичче хăй ирĕкĕпе кайнă вăрçа. Аманса таврăннă киле. Каллех колхоз пуçне тăрать. Хуçалăха юхăнтармасть, фронта мĕн кирлине йăлтах парать, колхозниксем те выçă ларман.
Тимухха Иванĕ пирки лайăххине çеç илтнĕ эпир. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене çапла сунатчĕç:
— Иван тетĕр пек пулма тăрăшăр.
Эпир чăннипех те ун пек пулма хĕмленеттĕмĕр. Тата унăн хĕрлĕ билетне курасшăн. Илтнĕ-çке-ха, чи йĕркеллĕ ачасене çеç кăтартать, тет, вăл хăйĕн тĕлĕнтермĕш кĕнекине. Пĕррехинче май килтертĕмĕр.
Çав çул, колхоз пуçланнă çул, ватти-вĕтти сатурланса ĕçе тухатчĕ. Эпир те, ача-пăча, хирте эрне ытла ĕçлерĕмĕр, пăрие çумкурăкĕнчен тасататпăр.
Вырсарникун ячĕпе, кăнтăр апачĕ хыççăн, шыва кĕме чупрăмăр. Эх, шапăртатрăмăр вара. Канма пĕве хĕрринче ӳсекен лăстăркка йăмра сулхăнне вырнаçрĕç ачасем.
— Чыс та мухтав пĕчĕк ĕçченсене!
Кап çаврăнса пăхрăмăр сас илтĕннĕ еннелле. Пире ним систермесĕр, Иван тете çитсе тăнă-мĕн.
— Сирĕн ĕçĕрпе питĕ кăмăллă эпĕ. Çумкурăкĕнчен тасалнă пăри ани калама çук хӳхĕм. Пултаратăр, чăн-чăн колхозниксем, — мухтарĕ вăл пире. Хăй каска пуканĕ çине ларчĕ те табак чĕртрĕ. Эпир ăна сырăнтăмăр.
— Иван пичче, хĕрлĕ билетна кăтарт-ха пире, — патлаттарса хучĕ Лукань ятлă ача.
— Çав тери курас килет! — терĕм эпĕ те. Ыттисем те тилмĕрме тытăнчĕç.
— Мĕнех, ĕçчен ачасене мĕншĕн кăмăл тăвас мар,— сылтăм аллине хĕвне чикрĕ. Темшĕн вăл хĕвĕнчен кайăк кăларса, пăрр! вĕçтерессĕн туйăнчĕ мана. Куçа мăч! хупмасăр кĕтетпĕр, Иван тете ывăç тупанĕ çине хăмач пек хĕрлĕ питлĕ, пĕчĕкçеç кĕнеке кăларса хучĕ. Хуплашкине уçрĕ.
— Курăр. Кам ку?
— Ай!.. — тавçăрасшăн тинкереççĕ ачасем билетри сăн-ӳкерчĕке.
Эпир палласа иличчен Иван пичче хăй каларĕ:
— Ку вăл — халăхсен çулпуçĕ, ачасене шутсăр юратнă çын — Владимир Ильич Ленин. Пире, коммунистсене, ачасемшĕн чунтан тăрăшма хушса хăварнă. Эсир — çĕршывăн пулас хуçисем. Сирĕн ĕçлеме хăнăхмалла тата лайăх вĕренмелле.
— Э-э, эпĕ тӳрех палларăм ăна. Çапла, вăл — Ленин,— тесе хучĕ Лукань. — Иван тете, кĕнекине тыттарса кăтарт-ха?
Иван тете ачана витĕр курасла тĕсесе пăхрĕ. Унăн хуралнă аллине тиркемерĕ-ши? Варлансан чăнах, çуса тасатаймăн кĕнекине. Вара вăл ăна Лукане тыттарчĕ те ăшшăн кăна çапла каларĕ:
— Ӳссен, эсир те ман пекех хĕрлĕ билетлă коммунист пуласса шанатăп.
— Кама параççĕ çакнашкал кĕнеке? — чунтан кăсăкланать Лукань.
— Тивĕçлисене çеç, — куç хĕсрĕ Иван тете, кулкаласа.
— Эпĕ тивĕçлĕ пулайăп-ши? — ассăн сывласа илчĕ Лукань. — Мана парĕç-ши çакнашкал кĕнеке?
— Мĕнех. Тăрăш, тусăм.
— Мĕн тумалла пулать вара? — тĕпчет çаплах Лукань. Эпир те пĕлесшĕн çунатпăр.
— Чи кирли вăл — тӳрĕ кăмăллă, чăн-чăн çын пулса ӳсмелле. Ĕçе юратăр. Уйрăмах халăх ĕçĕнчен ан пăрăнăр. Халĕ эсир, акă, йышпа колхоз уй-хирĕнче ĕçлетĕр. Ырламалла кăна куншăн сире.
— Акă, Петĕр — кахалрах, вăл ӳркенсе çеç ĕçлет. Ăна хĕрлĕ билет памаççĕ, — кăкринчен тĕллерĕ лапăсти çӳçлĕ ачана Лукань. — Çапла-и?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...