Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
— Ман шутпа, — терĕ вăл, — Андрей Семеновича ирĕке кăларас тесен, ун ĕçне урăх çĕрелле яриччен Огуречниковпа калаçса пăхмалла.
— Эпĕ кĕпĕрнатăр патне каятăп! — шăртланчĕ Михха.
— Кĕпĕрнатăр патĕнче пуласси тармĕ-ха вăл, Михаил Петрович, Андрей Семенович ĕçне çӳлелле ăсатасран хăрушă. Тата çакна та манма юрамасть: кĕпĕрнатăр тени — патшан чи шанчăклă чури. Ун кĕпĕрнинче революциллĕ юхăм сарăлнине илтсен, Энтрей хутне кĕме мар, çине тăрса йĕрлеме хушĕ. Сирĕн çине те сивĕ куçпа пăхĕ, Огуречниковпа сӳтсе явсан аванччĕ.
— Ман шутпа та, Константин Сергеевич тĕрĕсех каларĕ, кĕрӳ. Кĕпĕрнатăр тени пирĕнтен ытла та инçе. Огуречников юнашарах. Тен, килĕшĕ?
— Лукарье, Трифуна кала-ха эппин, станувуя хăвăртрах илсе килтĕр.
Михха хăй патне чĕннине илтсен, Огуречников унта харкашу пуласса сисрĕ. Анчах хăраса ӳкес вырăнне чĕри киленсе те мăнаçланса тапма тытăнчĕ. Михха пуян та, хăватлă та, анчах ку ĕçре вăл çĕр ăманĕ кăна. Паян Огуречникова тапăнма хăяймĕ. Паян вăл ун патне чуралла мар, патша саккунĕсем хӳтĕлекен тӳре-шара пек пырса кĕрĕ.
Миххасене станувуй хăнасене йышăнакан пӳлĕмри сĕтел хушшинче тупрĕ. Огуречников, сăнама вĕреннĕскер, пĕр пăхсах хăй киличчен мĕн çинчен калаçнине тата вĕсем мĕнле кăмăллине чухларĕ. Ахальтен-и Лукарье куçне тутăр вĕçĕпе шăлкалать. Михха Огуречникова сиввĕн кĕтсе илчĕ. Çемен паçăрхи пекех хурлăхлă. Лаврский те кăмăллах мар. Огуречников, нимĕн те асăрхаман пек, хисеплĕн саламларĕ:
— Господа, ырă кун сунатăп!
— Килех, Григорий Петрович... Пирĕнпе пĕрле сĕтел хушшине лар-ха, — çиллине аран-аран шăмарса, сĕнчĕ Михха.
Самантлăха вĕсем чĕмсĕрленчĕç. Миххапа Çемен тата Лаврский станувуй сăмах пуçарасса, çĕне хыпар каласса кĕтрĕç. Лешĕ Миххасем ыйту парасса кĕтрĕ. Юлашкинчен Михха черккене эрех тултарса Огуречников умне лартрĕ те:
— Григорий Петрович, эсĕ мĕн, ман ĕçке пăсма шутларăн-и? — терĕ, шăплăха сирсе.
Станувуй Михха çине ним ăнланман пек тинкерчĕ.
— Мĕнле ĕçке?
— Ыранхи ĕçке чĕннĕ-и сире?
— Чĕнчĕç, Михаил Петрович, чĕререн тав тăватăп.
— Эсĕ мĕн, хуньăм хуйха ӳкни ман кăмăла пăсмасть терĕн-и?
— Питех ăнланатăп, Михаил Петрович.
— Апла мĕн кирлĕ тата сана? Хуньăм пуçĕ çинчи хуйха сирсе пăрах та, ĕçĕ пĕттĕр. Вара ман кăмăл та уçăлĕ. Ĕçкĕ те яланхи пекех хаваслăн иртĕ. Вара... — Михха юриех тимлесе Огуречникова куçран пăхрĕ. — Вара... сана та ӳпкелешмелле тумăп. Эпĕ мĕнле çынне хăвах чухламалла. Иксĕмĕр кăçал çеç паллашман.
Кунта килнĕ чухне Огуречников хăйне хăй мăн кăмăллă тыткалама шутланăччĕ. Халĕ, куçа-куçăн тăрсан, ку вырăна ĕçлеме килнĕренпе Миххана пăхăнса пурăнма хăнăхнă кăмăл-шухăшĕ каллех çиеле тухрĕ. Иккĕленмелли çук, Михха ăна, влаçăн çӳлерех пусми çине хăпарма пулăшнă пекех, тӳнтерме те хăват çитерĕ. Кунашкал инкекрен хăтăлас тесен, мĕн тумалла-ха? Паллах, Энтрее кăларса ямалла. Тимĕрçе тивмелле мар. Патшана хирĕç кавар тунă ытти çынсене те шырама юрамасть. Çак вара — хăйне хӳтĕлекен, пурнăç паракан аслă патшана хирĕç кайни, мундир чысне çухатни. Тепĕр тесен, Огуречннков сутăнчăкла ĕç тунине начальниксем пĕлмесен юратчĕ. Енчен патшана хирĕç кавар тунă çынсене урăх станра тупас пулсан, вĕсен йĕрĕ Атăлкассине килсе тухсан — пĕтрĕ пуç. Вырăна, мундире, чыса туртса илнипе çеç çырлахмĕç, суд умне тăратĕç. Айăплисене ăсатас вырăнне каторгăна ăна ăсатĕç. Арăмĕпе ачисене тăлăха хăварĕ. Огуречников çанçурăмĕ çине сивĕ тар тапса тухрĕ. Вара ирĕксĕрех çирĕп тăма шутланă мăнкăмăллăхне тупма лекрĕ. Миххана хирĕç тăмалăх вăй-хал пухасшăн пулсан: «Ан тив, вăл мана вырăнтан кăларттартăр, уншăнах пĕтсе лармăп. Пурнăç енчен тесен, турă ырлăхĕпе юлашки çулсенче мул çителĕклĕ пулнă. Тыткалама пĕлни çеç кирлĕ. Ватăлмалăх кунсене хуйхă-суйхăсăр ирттерĕп. Янашовпа пĕрре сас-хура тума тиветех. Вăл хушнине çеç пăхăнса пурăнма эпĕ стражник е уретник мар. Ман ирĕкĕмре мĕн таран власть пуррине кăтартма та вăхăт. Кунашкал майлă саманта урăх кĕтсе илеймĕн. Патшана хирĕç кавар тунă çын хутне кĕрсе, мана тапăнса пăхтăр, мĕн тăвайĕ, курăпăр!» — тесе шухăшларĕ.
— Григорнй Петрович, мĕншĕн шарламастăн? Е пирĕнпе калаçасшăн мар-и?
— Сăлтавсăрах ӳпкелесе эсир мана кӳрентертĕр... Эпĕ яланах сирĕн кăмăл-шухăшсене тивĕçтерме тăрăшнă. Хальхинче пултараймастăп.
Сасартăк тилĕрсе кайнипе Михха куçĕ-пуçĕ улшăнчĕ. Вăл хашкаса сывлама пуçларĕ.
— Эсĕ, мĕн, пирĕнтен кулма шутларăн-и? Е эпĕ хăвна ырă тунисене мантăн-и?
— Çук, Михаил Петрович, эсир мана ырă тунине пĕртте манман эпĕ. Çавăншăн халь эсир хушнине пурнăçа кĕртейместĕп.
Станувуй мĕн каласшăн пулнине ăнланайман пирки Михха пушшех тилĕрчĕ:
— Илтрĕр-и, эп ăна çын тунине манманран пултăра тытса хупнă, тет.
— Тĕлĕнмелле хисеплеççĕ вĕсем сире! — Михха шухăшне çирĕплетсе сăмах хушрĕ Лаврский.
— Господа, эсир питех йăнăшатăр, — сассине хăпартрĕ Огуречников. — Андрей Семеновича эпир сирĕн пурнăç сиплĕхĕшĕн тытса хупнă... Çапла, çапла, господа! Андрей Семеновича сире пурăнма пархатарлăх пултăр, патша тытăмĕ çирĕп тăтăр тесе тытса хупрăмăр. Ун патĕнче тупнă ирсĕр листовка çине вăрçăпа аслă патшана хирĕç çырни мĕне пĕлтерессе сирĕн те ăнланма вăхăт... — Огуречников юри Миххана куçран пăхса хушса хучĕ: — Унта, Михаил Петрович, сирĕн çинчен çырни те сахал мар...
Огуречников юлашки сăмахĕпе Миххана хăратса хăйпе килĕштересшĕн пулчĕ.
— Интереслĕ, сăрнайсем мĕн çырнă-ши вара ман çинчен?
— Вĕсем унта эсир вăрçă тухнăранпа юмахри пек пуйнине кăтартса панă...
Михха кĕтмен çĕртен ахăрса ячĕ:
— Култарса вĕлеретĕн, Григорий Петрович! Эпĕ пуйнишĕн хăраса ӳкнĕ. Ăна эпĕ хам та пытармастăп. Халь тата ун пирки хут çине çырса халăх хӳшшине сараççĕ пулсан, тав тăватăп кăна. Ман чапа тата çӳлерех çĕклеме тăрăшнăшăн мухтав вĕсене! Кунтан витĕмлĕ реклама шутласа та кăлараймăн.
— Уссăрах савăнатăр, Михаил Петрович, — юнавлă сасăпа каларĕ Огуречников. — Астăватăр-и, пĕррехинче сире мухтаса чап сарнипе кăшт çеç ухмаха ермерĕр.
Михха сасартăк шăпланчĕ:
— Мана мĕнле мухтаса ухмаха ертни çинчен пакăлтататăн эсĕ?
— Хăвăр маннă пулсан, аса илтерме йывăрах мар. Ку ĕç ултă çул каярах, чиркӳ хуралçисен пӳртĕнче, Енел халăх уполномоченнăйĕсен пухăвĕнче, пулса иртнĕччĕ. Эсир утрава хăвăр алла çавăрса илсен, унтан мĕн чухлĕ тупăш курассине, ун чух Николай Степанович шутласа панăччĕ. Сирĕн ăна та реклама тесе савăнмаллаччĕ...
Михха кун çинчен тахçанах маннă. Огуречников сăмах хускатсан, çакă сасартăках куçĕ умне тухса тăчĕ. Чиркӳ хуралçисен пӳрчĕ. Енел çĕр общини суйласа янă уполномоченнăйсен пухăвĕ. Пиш общинипе тавлашуллă утрава Миххана вуникĕ çула тара парас ыйту. Михха майлисем утрава тара парасшăн. Михха утрав хăй аллине лекессе ним иккĕленмесĕр шанать. Шăп çав вăхăтра Микула тухрĕ те утрава Миххана парсан вăл мĕн чухлĕ тупăш курассине шутласа кăтартрĕ, халăха хирĕçтерчĕ. Çакă Михха кăмăлне, ун мăнаçлăхне мĕн таран хуçиине никам та пĕлес çук. Микулана вут тивертекен тесе айăпланипе, Огуречниковпа пуп тăрăшнипе çеç утрава хăй аллине çавăрса илме май килчĕ.
Михха шарламасăр ларнипе Огуречников шухăшне малалла тăсрĕ:
— Ун чухне Николай Степанович пĕр-пĕччен пулнă. Тата вăл сире тăшман тесе мар, утрава шеллесе çеç хирĕç тăнă-и, тен?.. Пуху хыççăн сире куртăм та хăраса ӳкрĕм. Сирĕн пит-куç çинче çын сăнĕ юлманччĕ. Халĕ вара сире хирĕç ун чухнехи Николай Степановичран пин хут ăслăрах, мужиксене ĕнентерме пултаракан, пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă ушкăн тухнă. Çитменнине тата, уççăн мар, вăрттăн ĕçлеççĕ. Тен, вĕсем сире айăпласа çырнă хута вуншар пинĕн халăх хушшине салатнă?
Михха ăнланнă пек пулчĕ.
— Эпĕ вĕсене нимĕр тăватăп! Ыйткаласа çӳреме кăларса яратăп!
— Кама нимĕр тăватăр?! Кама ыйткаласа çӳреме кăларса яратăр?!
Михха чĕлхине çыртрĕ. Кама юнарĕ-ха вăл: Энтрее-и е тупса палăртайман тус-йышсене-и? Огуречников малалла каларĕ:
— Хутаç çактарса яриччен малтан вĕсене, тытас пулать. Халлĕхе, ирĕкре пек чухне, эпир юнани çине сурмаççĕ те вĕсем. Çапла ĕнтĕ, Михаил Петрович, Андрей Семеновича арестленипе эпир аслă патшапа сирĕн умри тивĕçлĕхе тӳрре кăлартăмăр.
— Çитĕ! — вĕчĕрхенчĕ Михха. — Сирĕн тивĕçлĕх мĕн хака тăнине аван пĕлетĕп! Эсĕ луччĕ пултăра ирĕке кăлармалли майсем тупса пар!
— Ку эсир пире пулăшнинчен килĕ.
— Мĕн туса пулăшмалла сире?
— Андрей Семенович кăмăлне çавăрма тăрăшăр. Тус-йышĕсем çинчен каласа патăр.
— Ман шутпа та, урăхла май çук, — сăмах хушрĕ Лаврский.
— Атьăр, пултăр патне каяр! — килĕшрĕ Михха.
VIII
Çемен станувуй патĕнчен кайсанах, Натюш кил хушшинчен тухрĕ те, хапха умĕнче чарăнса, сивĕ те уçă сывлăша ӳпке тулли сывларĕ, вара, Муравьев ку вăхăтра магазинта пулма кирлине аса илсе, унталла уттарчĕ.
Ыран çăварни эрнине ăсатас умĕнхи шăматкун майăн магазинта ахаль чухнехинчен палăрмаллах çын нумай. Хуплу е хуран кукли пĕçермешкĕн килти тулă çăнăхĕпе хутăштарма шур çăнăх, ачисене кучченеçлĕх хĕвелçаврăнăш çăвĕпе тăварланă пулă туянаççĕ. Пир-авăр, шăтăкла сутнă çĕрте те хĕрарăмсем сахал мар.
Натюш, сутă тăвакан приказчиксем хушшинче Муравьев çуккине асăрхасан, вăл кантуртине тавçăрчĕ те кĕпĕрленсе тăракан çынсен хыçĕпе кантур еннелле утрĕ. Алăк патне çитсен, ирĕк ыйтса шаккас вырăнне сылтăм аллине кăкăрĕ çине хучĕ. Чĕри ыррăн пĕçертсе вăркăшрĕ. Унта, шал енче, ăна çунтаракан каччи. Натюш лăпланма тăрăшрĕ. «Манран ăссăр хĕр пур-ши? Захар Павлович чухлĕ маттур каччă ман йышши сĕмсĕрккене пăхать-ши?..» Анчах лăпланаймасăрах кантура кĕчĕ.
Натюш Муравьев хăйне куç хурас çук Пек шутласа питех йăнăшнă. Микула патĕнче пуçламăш хут тĕл пулсанах, çамрăк та сăпайлă, илемĕпе аптăрамалла мар хĕр Муравьев чĕрине ăшă хĕлхем кĕртсе ӳкерчĕ. Пурăна киле вăл хăй Натюша пĕтĕм таса чун-чĕререн юратнине ĕненчĕ. Хăйне шеллемесĕр станувуй патĕнче ĕçленипе Натющ Муравьев куçĕ умне юратакан хĕр пек çеç мар, халăх хăватне пухса çитĕннĕ паттăр пек тухса тăчĕ. Кăмăл-шухăшĕнче мĕн пуррине кăна хĕре каласа пама май килмерĕ. Вĕсем мĕнпурĕ те Натюш пысăк ĕçпе пырсан çеç курнăçкаланă. Кун пек самантсенче чĕрене хумхантаракан туйăм çинчен сăмах хускатаймăн. Халь кĕтмен çĕртен Натюш килсе кĕни Муравьев чĕринчи хаваслă юратăвне, çавăн çинчен кăшт та пулин пĕлтерес ĕмĕтне çĕнĕ вăйпа çĕклерĕ. Вăл тӳсеймерĕ — сĕтел хушшинчен тухрĕ те хĕре ăшшăн алă пачĕ.
— Мĕнле пурăнатăн?..
Юнĕ вĕриленсе чупнипе хĕр пит-куçĕ вутăн-хĕмĕн çунма пуçларĕ. Именнине савнă каччи умĕнче палăртасшăн мар куçне пытарса хуравларĕ:
— Хуллен...
— Ытла та тĕлĕнмелле çав... — Натюш аллине вĕçертмесĕр малалла каларĕ Муравьев: — Паçăр иксĕмĕр пĕр-пĕрне палламан çынсем пекех уйрăлтăмăр.
Натюш сасартăках аванмарланчĕ. Каччă ăна тĕрĕс ӳпкелерĕ-çке, Вăл Муравьев çине хăюллăн пăхрĕ.
— Захар Павлович, тархасшăн, ан çилленĕр. Куншăн пĕтĕмпех эпĕ айăплă.
— Натюш, эсĕ мар, пирĕн пурнăç айăплă. Ялан упранмалла. Ялан васкамалла. Çынсем пек пĕр-икĕ сăмах чунтан калаçма та вăхăт çук.
Натюш каччă сассинче, халлĕхе ытлашшиех ĕненмелле мар та, темле, ăшă кăмăл пуррине сисрĕ. Хĕр чĕри сар çу пек ирĕлчĕ. Йĕкĕт çакна пĕлсен куласран хăранăн Натюш хăвăрт хуравларĕ:
— Ним тума та çук, Захар Павлович... Пирĕн ăраскалсем çав таран... Акă халь те эпĕ самантлăха çеç кĕтĕм.
Муравьев та хĕр сассинче чуна килентерекен туйăм пуррине сисрĕ. Вăл çак сăмаха малалла тăсма та хатĕрччĕ, анчах савнă хĕрĕ хăрушă хыпар илсе килме пултарнинчен шикленчĕ.
— Натюш, эпĕ айванла сӳпĕлтетнине йывăра ан ил, тархасшăн. Мĕн çăмăлпа килтĕн?
Хĕр станувуй Энтрее тĕпченине, малалла мĕн тума шутланине кĕскен каласа пачĕ.
— Апла ĕç ăнса пырать, — терĕ Муравьев хавасланса. — Вĕсем каçпа тин ухтарма шутлани пире пĕр кунлăх ирĕк парать. Эпир унпа усă курма тăрăшăпăр. Сана, Натюш, сыхă тăнăшăн Чĕкеç хăй ятĕнчен те, патша йĕркине хирĕç кĕрешекен ытти тус-йыш ячĕпе те тав турĕ.
Хĕрĕн пит-куçĕ хĕвел пек çуталчĕ.
— Захар Павлович, — тупа тунăн хавхаланса хуравларĕ Натюш, — Чĕкеçе кала... Çĕрне-кунне, ыйха пĕлми сыхă тăрăпăр та тӳре-шарасене хамăра ухмаха тăратса хăварма памăпăр! Ĕнтĕ япĕ каятăп, Захар Паалович... Станувуй арăмĕ самантлăха çеç ирĕк панăччĕ мана. Вăхăта çитмесен ятлаçĕ тата...
— Натюш, тăхта-ха... — чарчĕ хĕре Муравьев. — Хамăр çеç чухне мана ятранах чĕн.
— Юрать! — килĕшрĕ Натюш.
— Тата хăвна упрама тăрăш...
— Уншăн ним те ан пăшăрханăр, Захар Павлович, — халь сăмах панине манса, ашшĕ ячĕпе чĕнчĕ Натюш, Муравьев асăрхаттарма ĕлкĕриччен кантуртан тухрĕ. Урамра, кам та пулин шанмасăр шухăшласран сыхланса, хуллен утрĕ. Анчах хăйне хăй вĕçнĕ пекех туйрĕ. «Натюш, хамăр çеç чухне мана ятранах чĕн... Хăвна ху упрама тăрăш...» — каччă сăмахĕсене аса илсе рехетленчĕ вăл. «Мĕншĕн çапла каларĕ-ши? Ĕç пирки шеллесе çеç мар-ши? Е...» Натюшăн малалла шухăшлас килмерĕ. Ĕмĕтлени-и пек килсе тухмасран шикленчĕ. Станувуй кил-çурчĕ тĕлне çитесси те инçе мар ĕнтĕ. Сасартăк Огуречниковпа Михха, Çемен тата Лаврский имени енчен кунталла утнине курчĕ те, халь çеç çунатланнă ĕмĕт-шухăшĕ самантрах сирĕлчĕ, чĕри çуйланчĕ. Вăл хăйсем пурăнакан пӳлĕме васкаса кĕчĕ те ашшĕне:
— Килеççĕ! — тесе пĕлтерчĕ.
— Камсем?
— Огуречников тата сехметпе хунĕ. Энтрей патне пулмалла.
— Ирĕке кăларĕç-ши?
— Кам пĕлет...
— Пирĕн пĕлмелле, хĕрĕм. Сăна. Эпĕ кил хушшинче астукалăп, — хушса хăварчĕ те Прахăр пӳлĕмрен тухрĕ.
Çак вăхăтра лешсем çенĕк умне çитсе тăчĕç.
— Ăçта вăл? — ыйтрĕ Михха, Огуречникова чарса.
— Вăл ман кабинета пырĕ. Атьăр!
— Çук, Григорий Петрович, кабинета мар, ăна хупнă пӳрте илсе кĕр-ха пире. Курар, пирĕн учитель мĕнле пурăнать?
Пĕр çыпçăнсан Михха хăпас çуккине пĕлнипе тата пĕрле хĕсĕрлесен Энтрей тĕрĕсне каласса шаннипе Огуречников килĕшрĕ.
Дежурнăй стражник алăка уçса пачĕ. Сарай еннелле тухакан пĕчĕк чурече ăшчиккине çутатайманран кунта халь те тĕттĕм-ха. Шăтăк-шатăк çивиттирен кĕрсе тулнă юра вут хупса ăшăтнă кăмака ирĕлтернипе маччаран тумлам-тумлам шыв патлатать, йăс-пăслă сывлăш пыра пăчлантарать. Тахăшĕ тӳсеймерĕ, кăхлатса ӳсĕрчĕ. Урăх чухне пулсан, Миххапа Çемен сехмет пӳрчĕ енне çаврăнса та пăхмĕччĕç. Халь акă Энтрей ăçтине пăхкалама тытăнчĕç. Куç куракан кĕтесре никам та курăнмарĕ те:
— Андрей Семенович! — тесе чĕнчĕ Огуречников. Энтрей хуравламанни станувуй чĕрине шик кӳртрĕ. «Ăçтарах вăл? Тухса тарман-и? Хăйне хăй пĕтермен-и?..» Дежурнăй стражник те, начальник кăмăлне сăмахсăрах ăнланнипе, шырама пуçларĕ. Кăмака хыçĕнче темрен такăнса чут çеç ӳкмерĕ. Кукленсе хыпашларĕ те çын выртнине тупрĕ. Отражник шартах сикрĕ: «Чĕрĕ çын мĕне пула çав тери туймасăр çывăрĕ?» Энтрей вилнĕшĕн хăйне айăпласран хăраса, стражник кăмака хыçĕнчен сирпĕнсе тухрĕ. Огуречников умĕнче хытса тăчĕ.
— Ваше благородие, вăл унта выртать...
— Мĕн терĕн?! — усала сиснĕн ыйтрĕ Огуречников.
— Сывламасть...
Çемен такам çапса хуçнăн сулăнса кайрĕ.
— Пĕртен-пĕр ывăлăма вĕлерчĕç...
Çуйхашнине илтсе, Энтрей йывăр ыйхăран вăранчĕ те ăнланаймасăр тинкерчĕ. Пӳртре çынсем пур иккен. Ашшĕ сасси мар-и çав? Кам вилни çинчен калаçаççĕ? Энтрей кăмака хыçĕнчен тухрĕ. Лешсем Çемен умĕнче кĕпĕрленсе тăнипе асăрхаймарĕç. Энтрей хăлхине йыснăш сăмахĕсем пырса кĕчĕç.
— Хуньăм, тархасшăн, ытлашши ан хуйхăр...
— Мĕнле тӳсес... Пĕртен-пĕр ывăл ӳстертĕм те, ăна та вĕлерчĕç...
Йыснăшĕ те кунта иккен. Энтрее вилнĕ тесе шутлаççĕ. Халех чĕнсе лăплантармасан, ашшĕ тем курса ларĕ.
— Атте!..
Тĕттĕм çĕрти кĕтмен сасă ахаль те сехрисем хăпнă çынсене уяр кун аслати авăтнăн илтĕнчĕ, чĕлхисем çĕтрĕç.
— Атте, мĕн пулнă сана? Мĕншĕн çав тери хуйхăратăн?
— Энтрей, чĕрех-и эсĕ?..
— Хăвах куратăн, атте...
— Сăрнай темерĕн!..
Михха ятран асăнмарĕ те, стражнике ятланине пурте тавçăрчĕç.
Огуречниковăн çилли вĕресе хăпарчĕ.
— Мерзавец, мĕн туса хутăн?! — хаяррăн кăшкăрса, стражнике енчен енне çупса ячĕ вăл.
Ĕненсе çитсен, Çемен ывăлне тарăхса ӳпкелерĕ:
— Акă мĕн кăтартрăн эсĕ... Савăн ĕнтĕ...
Хунĕ сăмахне Михха тăрларĕ:
— Акă ăçта килсе лекрĕн иккен, сăрнай. Аçупа вĕлерес, мана намăса кĕртес терĕн-и?
Ашшĕпе Михха шеллесе те хута кĕрсе калаçнă пулсан, Энтрей чунĕ çемçелнине тӳсеймесĕр пĕчĕк ача пек макăрĕччĕ. Ӳпкелени ун чĕрине хытарчĕ. Çитменнине, вăл, йыснăшĕ çынна çын вырăнне хуманнине килĕштерменскер, ăна чунтан çилленчĕ, хыттăн каласа татма тĕвтурĕ.
— Эпĕ кунта килсе лекнĕшĕн сан мĕн ĕç?
— Мĕн терĕн?!.
— Эсĕ пăхса ӳстермен мана. Çавăнпа эпĕ ăçта çакланнипе те сан ним ĕç çук!
— Энтрей! Тăна кĕр! Йысну сана ырă сунса килнĕ, — кĕрĕвĕ хутне кĕрсе йăлăнчĕ Çемен.
— Мана вăл ырă сунни те, хаяр сунни те кирлĕ мар. Хăй ачисене ӳстертĕр те ăслă-тăнлă çын тутăр. Эпĕ хам ĕмĕре вăл вĕрентмесĕрех пурăнса ирттерĕп!
Энтрей хисепсĕр хăтланни Михха кăмăлне çемçетрĕ. Пултăрĕ тарăхнипе хăй мĕн каласса та пĕлменнине, ăна ятланипе тăна кĕртес çуккине ăнланчĕ.
— Ахалех шăртланатăн! Аçу тĕрĕсех астутарчĕ, эпĕ сана хаяр сунса килмен. Тепĕр чухне иксĕмĕр тавлашаттăмăр, хирĕçеттĕмĕр те, пурпĕр сана тăван шăллăм пек шутлатăп. Çавăншăн сана кунтан çăлса кăларасшăн. Кирлĕ пулсан, кĕпĕрнатăр патне те çитĕп. Халь унта каймасăрах ĕç тухĕ. Григорий Петрович хушнине çеç итлемелле, Вăл та сана ырă тăвасшăн.
Михха калаçа пуçласанах, çемĕçме хăтланнă Энтрей кăмăлĕ каллех хытрĕ. Вăл йыснăшĕпе ашшĕне станувуй хĕтĕртнине туйрĕ. Çавăн шухăшне тĕрĕсе кăларасшăн:
— Григорий Петровичăн хăш сăмахне итлемелле вара ман? — терĕ.
— Сан тавра явкаланнă сăрнайсене тăрă шыв çине кăлар. Ахаллĕн пуçна çиетĕн. Нивушлĕ хăвна ху тимĕрçĕпе, унăн тус-йышĕсемпе тан шутлатăн? Вĕсене çăласшăн ху пуçна пĕтернинчен ухмахла ĕç урăх мĕн пур? Нивушлĕ саншăн çамрăк ĕмĕр шел мар? Тархасшăн, эпир йăлăннине чĕрене хур: пурин çинчен те пытармасăр каласа пар, вара сана кăларса ярĕç. Иксĕмĕр пĕрле ĕçлĕпĕр те, эпĕ сана кĕпĕрнипе паллă пуян тăвăп!
— Энтрей, пуçна чул айне ан чик... — Михха хутне кĕрсе калаçрĕ Çемен.
Йыснăшĕнчен ытла ашшĕ йăлăннине тӳсме йывăр пулчĕ Энтрее.
— Юрĕ, шухăшласа пăхам-ха. Халлĕхе пĕччен хăварăр! — терĕ вăл.
— Юрать, шухăшласа пăхтăр, — килĕшрĕ Огуречников, Энтрейĕн хирĕç тăрас вăй-халĕ арканнине ĕненсе.
Прахăр, чӳрече умĕнчен хăпса, сарай айне кĕрсе кайрĕ, кĕçех пӳлĕмне таврăнчĕ, хăй мĕн курни-илтнине Натюша каласа пачĕ.
IX
Тĕмшере кайнă стражник Касмуххана лартса килчĕ те, вĕсем тӳрех станувуй патне кĕчĕç.
— Килех, килех, Петр Константинович... — яланхи пекех евĕклĕн йышăнчĕ Огуречников. Касмухха хăйне мĕншĕн илсе килнине ăнланаймарĕ-ха, хирĕç сăмах чĕнмерĕ. Огуречйиков ăна ал пачĕ:
— Петр Константинович, тархасшăн, каçар... Аслă патша тарçин тивĕçлĕхĕпе сана чăрмантарма лекрĕ.
— Эпĕ мĕн... Эпĕ сире... итлеме хатĕр... — сăмах хушрĕ Касмухха.
— Тархасшăн, лар! — сĕнчĕ Огуречников. — Петр Константинович, хăвна ху станувуй патĕнчи пек мар, иксĕмĕр чиркӳре е хăнара чухнехи пек сун. Мана çывăх тус-йышу вырăнне хурса, уççăн каласа пар: мĕнле майпа-ха çакнашкал ăслă çын килĕнче аслă патша тытăмне хирĕç тăракан çын пурăннă? Тунмастăп, Петр Константинович, çак мана тĕлĕнтерет çеç мар, пăшăрхантарать те. Пĕр енчен, эпĕ патша тарçи, çавăнпа ним шеллемесĕр ун тăшманне пĕтерме тăрăшмалла. Тепĕр енчен... — Огуречников юриех ассăн сывларĕ, — тепĕр енчен, Андрей Семенович патшана хирĕç кавар тунине ниепле те ĕненес килмест. Унăн ăраскалне çăмăллатас килет. Хăвах ăнланмалла, Петр Константинович, Семен Матвеевича ытла та пысăк хуйхă çапса хуçнă. Михаил Петрович та питех кулянать. Хамăн мундир чысне варалас мар, Андрей Семеновичпа ун тăванĕсене инкек кӳрес мар тесе, санран тепĕр хут йăлăнса ыйтатăп: мана тус-йышу вырăнне шутласа, ĕçе тĕрĕс-тĕкел татса пама пулăш.
Огуречников яланхи пекех хăтланни Касмухха кăмăлне уçрĕ. Вăл çĕрле Мошков хĕстернипе мĕн пулса иртнине те манчĕ.
— Григорий Петрович, турă умĕнчи пекех суймастăп. — Касмухха сăхсăхса илчĕ. — Андрей Семенович ман патăмра тăватă çул çурă пурăнчĕ. Çак хушăра ун патне никам пынине те астумастăп. Ирхине тăрса апат çиетчĕ те шкула каятчĕ. Таврăнсан каллех апатланатчĕ те ачасен тетрачĕсене тĕрĕслеме ларатчĕ. Шăматкун, ачасене вĕрентсе кăларсан, килне, Аманике каятчĕ. Вырсарникун чиркĕве пыратчĕ. Иртнĕ каç ун патĕнче хут тупнине шухăшласан ухмаха ермелле!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...