Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Пĕрремĕш пайĕ
Каялла таврăнсан, Мошков ухтарма хушрĕ. Анчах пĕтĕмпе айăн-çийĕн çавăрса та ним тупаймарĕç. Кăмакара чугунпа пĕçернĕ аш яшки тупăнсан, тимĕрçĕ кĕçех килессе шанса, Мошков стражникпе десятскисене хăварчĕ те Макçăм патне апатланма кайрĕ.
XII
Хăнасем тахçанах саланнă. Муравьев — Атăлкассине, Кĕтерукпа ывăлĕ килне тухса кайрĕç. Марье тата Ванюкпа Анахвис çывăрма выртрĕç. Микулапа Анук кăна вăскамаççĕ-ха, Микула сĕтел хушшинче шут шăрçисене хурса ларать. Полици пĕрин йĕрĕ çине ӳкни ăна чылай шутлаттарать. Саначина шанăçлă çĕре вырнаçтарнă, ун патĕнче ним тупайман пулин те, лăпланас çук-ха вĕсем. Тимĕрçĕ шыва путнă пек çухални полицейскисене пушшех сисчĕвлентерĕ. Пуринчен ытла Тĕмшерпе Энĕшкасси çине куç хывĕç. Халичченхи пекех ирĕккĕн ĕçлес майсем кĕскелĕç.
Анук пир тĕртет. Чĕри йăлтах çуйхă тыткăнĕнче. Вăл сасартăках ывăннине туйса тĕртме пăрахрĕ те, хивсе çине чавсаланса, шухăша путрĕ: «Прахăрпа хĕрĕ сыхă тăман пулсан, Микуласене айăплама хăтланнă ĕçе Огуречников тепĕр хут тĕрĕслемен пулсан, хĕрсе çывăрнă вăхăтра полицейскисем килсе кĕретчĕç те упăшкана çаклатса каятчĕç. Çывăрнă çĕрте çеç-и, кирек хăш вăхăтра, кирек хăш вырăнта та тытма пултараççĕ вĕсем. Вара мĕн кураттăмăр-ши эпир?!»
Микула, сĕтел хушшинчен тухса, Анукпа юнашар пырса ларчĕ. Ыталаса пăшăлтатрĕ:
— Эсĕ темшĕн ытла та салху.
— Ху тавçăраймарăн-и-мĕн? — пăшăрханнине пытармасăр хуравларĕ Анук.
— Халь те хăрама чарăнаймарăн-и?
— Çук, чарăнаймарăм...
— Анук, питех ăнланатăп... Полицейскисемпе пуçламăш хут тĕл пулнă чухне эпĕ те санашкалах хăраса ӳкнĕччĕ. Ман хваттерте «Коммунистический манифест» брошюра пурччĕ. Кĕтмен çĕртен икĕ полицейски кĕчĕç те çӳлĕк çинчи кĕнекесене пăхкалама пуçларĕç. Кусем брошюрăна тупĕç те, пĕтнĕ пуçĕ çакă тесе чун юлмарĕ. Вĕсем мĕнпурĕ те паспорта тĕрĕслеме çеç кĕнĕ иккен, Кайран хама вут-кăвар çине пăрахнă пекех туйрăм. Пит-куçăма намăс çулăмĕ хыпса илчĕ. Шăтăк пулсан, çавăнтах сикĕттĕм. Ку ĕнтĕ хăрушлăха хăнăхманнинчен килсе тухрĕ. Эсĕ те манашкалах, Анук... Халиччен хăрушлăха тӳссе пиçмен пирки кăштах йăшнă. Иртет вăл..
— Хăрушлăха хăнăхасса ĕненместĕп, Микула... Эсĕ ун чухне полицейскисенчен, чăн та, ахалех сехĕрленнĕ. Вĕсем сана ухтарма пыман. Паян вĕсем пирĕн тус-йыша тытма килнĕ. Пирĕн йĕр çине ӳкесшĕн.
— Ан тив, явкаланччăр. Вĕсем çавăншăн выç кашкăр. Анчах пирĕн йĕр çине ӳкесси пăхса та курăнмасть-ха. Тата, Анук, хăвах пĕлетĕн, хамăр хатĕрлесе çитернĕ пысăк çапăçу кунĕсем çывхараççĕ, Пирĕн нихçанхинчен тăнăçлăрах та çирĕпрех пулмалла. Тӳрех калатăп, эпир ытла та чăрмавсăр ĕçленипе хамăр çул çинче тумхахсем пуррине те маннă. Ку вара ĕçшĕн пысăк сиен.
— Ăнланатăп, Микула. Хамăр ăраскалшăн çеç ытлашши хумханмăттăм. Пирĕн ывăл пур. Пире пĕтерсен, вăл мĕн курĕ? Ана кам пăхса ӳстерĕ? Тата... тата... эпир халь ытла та аван пурăнаттăмăр...
Микула чĕри çивĕч япала тĕкĕннĕн ыратса кайрĕ.
— Анук! — кӳренсе ӳпкелесе пӳлчĕ вăл арăмне, — эпĕ сана ăнланаймастăп... — Анук темĕн каласшăнччĕ. Микула сассине хăпартса пӳлчĕ. — Ия, эпĕ сана ăнланаймастăп. Эсĕ, манпа алла-аллăн пырса, çав тери нумай пулăшу кăтартнă хыççăн пирĕн ĕç ăнăçлă вĕçленессе ĕненместĕн иккен. Кĕрешӳре çунатланнă вăй-хăватна тутă пурнăç çапса хуçнă. Эсĕ хамăр пурлăха, кирлĕ пулсан пурнăçăма та, ĕçхалăх телейĕшĕн пама тупа тунине маннă. Ку вара полицейскисенчен те хăрушăрах.
Анук, сехри хăпнипе упăшкине пăшăрхантарнине сиссе, пĕтĕм таса чун-чĕринчен намăсланчĕ. Пичĕ тăрăх куççуль тумламĕсем йăрлатса анчĕç. Микула хăй шухăшне малалла тăсрĕ:
— Эсĕ мана та вилĕмле кĕрешĕве хатĕрленнĕ тус-йышсене пăрахса çапăçу хирĕнчен тарма хушатăн. Çавăн-шăн ырми-канми ĕçлерĕмĕр-ши эпир?.. Аса ил-ха, пилĕк çул каярах, эпĕ яла таврăнсан, вĕçне çити пĕрле пыма çирĕп сăмах турăмăр. Çавăнтан пуçăнса иксĕмĕр ылхавлă патша тытăмне çапса çĕмĕрес ĕмĕт-шухăшпа паттăр йыш пухма тăрăшрăмăр. Халь пирĕн вăй калама çук пысăк... Эсĕ çакнашкал пархатарлă тапхăрта хăраса ӳкнĕ те мана та каялла туртасшăн. Çук, Анук, эпĕ каялла чакмастăп. Кирлĕ пулсан, ку ĕçшĕн мĕнпур пурлăхăма кĕл тума та хатĕр!
— Микула... ан питле, тархасшăн, — упăшкине куçран пăхса йăлăнчĕ Анук. — Юрамисĕр сăмахсене манран текех илтеймĕн. Чăнах, пурлăху-пуçу, ху калашле, çăва патне! Эпĕ нихçан та санран юлмăп. Халь эпĕ ăссăрла сӳпĕлтетнине каçар... Ан çиллен...
— Эпĕ çилленмен те, Анук... Икĕ питленсе. пурăниччен кăмăлта мĕн пуррине уççăн каласа пани аванрах.
— Çитĕ, çитĕ, Микула! Текех ман чĕрене ан каскала! Ĕнен, киревсĕр шухăшсем ман пуçăма урăх нихçан та кĕмĕç...
— Ĕненетĕп... — Микула арăмне кăкăрĕ çумне тытса чăмăртарĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...