Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.

  12.08.2008 00:30 | Ŝanĝi | Forigi | 10681 Пурĕ пăхнă
Чӑваш хушаматне илес шухӑш пур.Паспортсене пӑхсан мана вырӑс теҫҫӗ,чӑвашла калаҫма пуҫласан,ма санӑн вырӑс фамили тесе ыйтаҫҫӗ.Терес ыйтаҫҫӗ, эпӗ чӑваш мари вара? Раҫҫейре 10 млн Ивановсем,вӑсен хушинче 100 пинь чӑваш,25 ҫултан 90 пинӗ эпӗ вырӑс теҫ.Кам манпа килӗшет?
 

Лето

  04.08.2008 22:39 | Ŝanĝi | Forigi | 4200 Пурĕ пăхнă
Приятных летних впечатлений
 

CyberLink PowerCinema

  31.07.2008 15:03 | Ŝanĝi | Forigi | 10410 Пурĕ пăхнă
Ӗнер CyberLink PowerCinema программӑпа паллашма тӳр килчӗ. Программӑна вырӑс чӗлхи ҫине куҫарман, акӑлчанла ӑнланма йывӑр та мар. Ҫапах та тӗп менюна (локалӗн 30 процентне чӑвашла куҫартӑм) чӑваш чӗлхи ҫине куҫартӑм та питӗ килӗшмелле. UNICOD та усӑ курма чармасть. менюра вара ҫак пунктсем: ТВ, DVD, видео, юрӑ-кӗвӗ, радио, хыпарсем (RSS пухакан), вӑйӑ, справка, экстраз, ӗнерлев. Программӑпа ӗҫлеме пульт усӑ курма пулать. Навигаци питӗ меллӗ. Музыка кайнӑ чухне кӗвӗ файлне чӑвашла ҫырсан ун ятне пӗр улшӑнусӑр кӑтартать. Ҫутҫанталӑк пайӗнче (интернет кирлӗ)Чебоксары (е урӑх вырӑна)хула ятне кӗртме пулать, ҫанталӑк ҫав вырӑнтине кӑтартать.

Далее...

 

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пирки иртнӗ ҫавра сӗтел

  27.07.2008 19:46 | 5104 Пурĕ пăхнă
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ.

Далее...

 

Чӑваш кӗпипе

  23.07.2008 17:28 | 4560 Пурĕ пăхнă
Килти сӑнӳкерчӗксен альбомне пӑхнӑ чухне ҫакна асархарӑм: ман анне качча кайнӑ чухне чӑваш тӗррилӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ иккен! Малтан вӑл сӑнӳкерчӗксем ытлашши пӗлтерӗшлӗ марччӗ, халӗ вара самай килӗшеҫҫӗ.
 

Ман кукаҫи — Карп Григорч

  21.07.2008 21:34 | 6298 Пурĕ пăхнă

Тӑвансем патне ҫитсен вӗсен сӑнӳкерчӗксен пуххинче хамӑн кукаҫин сӑнӳкерчӗкне куртӑм. Карп Григорч ҫуна тума ӑста пулнӑ. 102 ҫула пурӑнса ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ — Евдокия пулнӑ (малтанхи арӑмӗ). Вӗсен Офимия, Елена, Фёкла (хӗр чухнех вилнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне) тата Анастасия хӗрӗсем пулнӑ. Иккӗмӗш хут авлансан (Фёкла ятлӑ пулнӑ) Василий ҫуралнӑ. Анастасийӑн виҫӗ ача пулнӑ — Евдокия, Нина, Николай (вӑл салтак пулнӑ, Тихвина куҫса кайнӑ). Ман атте — Евдокийӑн ачи.
Карп Григорч чаплӑ ҫын пулнӑ!

Далее...

 

Район хаҫачӗсем интереслӗрех?

  21.07.2008 20:36 | 5454 Пурĕ пăхнă
Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа «Тӑван Ен» хаҫата ҫырӑнса илме пуҫларӑм. Ку Шупашкар районӗн хаҫачӗ. Тиражӗ 2250 экземпляр, эрнере икӗ хут тухать: юнкунпа шӑматкун. Хаҫатӗнче ҫырнӑ пек каласан: чӑвашла тухать, хушӑран вырӑсла хушма листасене хушаҫҫӗ.
Хальхинче тӑван киле килсе кайнӑ чухне хаҫата пӑхса тухрӑм. Мӗн калас? Хаҫачӗ интереслӗ, «Хыпарпа» танлаштарсан — кӑсӑклӑрах. Кулленех тӗрлӗ пайсем тухаҫҫӗ: «Ватлӑх хисепе юратать», «Йӗркелӗх хуралӗнче», «Атӑл хумӗсем» (литература пайӗ), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (ман алӑра 4 кӑларӑмӗ кӑна, ҫавна май тен ятарлӑ пайсен шучӗ тата та ытларах пулӗ.

Далее...

 

Чӑваш литературипе ачасем кӑсӑкланаҫҫӗ-и?

  10.07.2008 22:30 | 6379 Пурĕ пăхнă
Интереслӗ пӗтӗмлетӳ шыраса тупрӑм:
http://www.chuvrdub.ru/model.htm

Вулавӑшӗ Шупашкарти пулас... Адресӗ ҫапла: «428027, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, 8 а.» /аран-аран шыраса тупрӑм/. Вӗсене ӗненес пулсан ачасем чӑвашла кӗнекесене те вулаҫҫӗ!

//Сайтне тунӑ чухне эпӗ хатӗрленӗ ӳкерчӗксене те усӑ курнӑ: http://www.chuvrdub.ru/head.html — вулакан хӗрачине ман сайтран илнӗ (Енкка кӗнеки)
 

Признаки психически здорового мужчины (полезная информация из прессы для размышления)

  09.07.2008 20:06 | Ŝanĝi | Forigi | 5404 Пурĕ пăхнă
Существует несколько признаков, по которым можно угадать психически здорового мужчину.

1. Тонкое чувство юмора. То есть не смех над тем, что кто-то упал или у кого-то задралась юбка. А немного подраматургичнее. Это не только приятно, но еще и говорит о качественной работе лобных долей коры головного мозга.

2. Он умеет готовить, и у него есть хотя бы 2 - 3 блюда, которые он делает с блеском. Это сигнализирует о развитом чувстве ответственности и зрелости.

3. У него есть какое-то интересное хобби, занятие, которое ему нравится, но не до фанатизма.

Далее...

 

Чӑвашстанӑн шӗкӗр хулин урамӗсен ячӗсем

  07.07.2008 21:16 | Ŝanĝi | Forigi | 7066 Пурĕ пăхнă
В Чебоксарах 530 улиц

В Чебоксарах утвержден реестр наименований улиц, площадей с допустимыми наименованиями. Подписанный 21 апреля мэром столицы Чувашии Николаем Емельяновым реестр включает 489 наименований улиц в Чебоксарах. Почему-то отдельным списком значатся деревня Чандрово, поселки Лесной, Октябрьский, Сосновка, Первомайский, Пролетарский и Северный - несмотря на то, что эти территории давно являются частью Чебоксар. Так же, как, например, Альгешево, Лапсары или Южный поселок, которые в народе так и называются "поселком". Вместе с улицами указанных отдельным списком поселков общее количество улиц - 530.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 317, 318, 319, 320, 321, [322], 323, 324, 325, 326, 327, ... 373
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)