■ 02.09.2010 12:27 | 4804 Пурĕ пăхнă
Канашлу пуҫелӗкне «Королева» (http://mavra.boshetunmay.com/ ) хатӗрленӗччӗ. Хӑй таҫта ҫухалчӗ ӗнтӗ, анчах та питӗ пултаруллӑ хӗрача. Пурнӑҫ йывӑҫҫинчи «туратсене» мӗн чухлӗ курман пулӗ, анчах та вӑл хӗрача вӗсене хирӗҫле вырнаҫтарса питӗ ӑнӑҫллӑ та интереслӗ элемент туса хучӗ. Мана вӑл килӗшрӗ — ӑна канашлу пуҫелӗкне вырнаҫтартӑм.
Паян ак ҫак ӳкерчӗке куртӑм:
«Отзывы о Чувашии» баннер валли усӑ курнӑ... — http://gov. Далее...
■ 31.08.2010 00:11 | 4577 Пурĕ пăхнă
Сайтӑн пуҫелӗкне менлерех тӑвас-ши тесе пуҫа самай ватрӑм. Пӗр тӗрле ӳкертӗм — килӗшмест, тепӗр тӗрлӗ — илемлӗ мар. Паян вара тӑватӑ сехет ларнӑ хыҫҫӑн таки хама килӗшекен вараинт турӑм-турӑмах. «Супер!» теейместӗп, анчах та малтанхинчен лайӑхрах пек.
Тӗрлӗ версисем:
Посмотреть на Яндекс.Фотках
Посмотреть на Яндекс. Далее...
■ 29.08.2010 13:09 | 4541 Пурĕ пăхнă
— Ну, хӑш выранта вара сирӗн ҫуртҫум лаптӑкне тасатмасӑр хӑварнӑ?
— Аха!..
— Ӑҫта-ӑҫта?!! Виҫӗ этаж аяларах!!! («хут» сӑмаха усӑ курма меллӗ мар пулчӗ )
Темле Украинӑри хаҫат валли ӳкернӗ.
Кулӑшла ӳкерчӗк авторӗсем:
Идея и контур - Александр Бронзов
Покраска и дизайн - Игорь Жеведь
■ 29.08.2010 10:34 | 24003 Пурĕ пăхнă
Хам тахҫанах уҫнӑ сайта http://takmaksem.ucoz.ru/ ҫӗнӗрен такмаксем вырнаҫтартӑм. Камӑн кунта такмак хушас кӑмӑл пур: вырӑсли-и, чавашли-и - тархасшӑн
■ 29.08.2010 10:30 | 5453 Пурĕ пăхнă
Хам уҫнӑ сайта (http://takmaksem.ucoz.ru/ ) такмаксем вырнаҫтаотӑм. Кам такмак пӗлет: вырӑсли-и, чавашли-и - ҫакӑнта вырнаҫтарӑр.
■ 27.08.2010 10:22 | 4125 Пурĕ пăхнă
■ 25.08.2010 14:33 | 4055 Пурĕ пăхнă
Салам пурне те! Тархасшӑн, калӑр-ха, Сайруна - хӗрача е арҫын ача ячӗ?
■ 21.08.2010 20:40 | 4167 Пурĕ пăхнă
Паянхи куна чӑваш сайтне кӗнипе паллӑ турӑм.Кунта хампа пӗр шухӑшлӑ ҫынсемпе паллашса туслашасса шанас килет.
■ 18.08.2010 21:17 | 4721 Пурĕ пăхнă
Петӗр Ҫӑлкуҫ поэт вилнӗ теҫҫӗ. Чӑнах-и? Мӗн сӑлтава пула? Питӗ шел. Талантлӑ поэт-журналистчӗ...
■ 16.08.2010 14:59 | 4320 Пурĕ пăхнă
Чечен Республикин Президенчӗ Раҫҫейре пӗр Президент - Раҫҫей Президенчӗ ҫеҫ пулмалла тенӗ. Вара, ӑна итлесен, пирӗн чӑвашсен хамӑрӑн Президент пулма пултараймасть иккен. Пирӗн чӑвашсен чеченсем кӑларакан саккунсемпе пурӑнмалла мар ӗнтӗ. Эпир хамӑр уйрӑм халӑх, вӗсен пирӗнпе нимӗнле ӗҫ те ҫук.