Малтанхи вырсарникун мана йӑмӑкӑн телефон сасси вӑратрӗ. 9 сехет ирхиччӗ ун чухне... (ҫапла, эпӗ нумай ҫварма юрататӑп). Пӗр 20 минут калаҫрӗ пулас... Хулха патӗнчех калаҫать те калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн "Кампа ун чухлӗ нумай калаҫрӑн вара?" — тесе ыйтрӑм. Йӑмӑк чӑх пек савӑннӑ тӑрать — "Эльдорадо" лавккинче вӑл ноутбук выляса илнӗ иккен, парнене илмешкӗн вара 600 тенкӗлӗх телефон карточкине илсе унти кода каламалла вӗсене. Ачамкӑн пуҫне пушшех те пӑтратса янӑ — паспорт номерне, тата ытти япалане те пӗлнӗ пек каланӑ ("Сирӗн паспорт номерӗ ХХХ-ХХ ХХХХХХ вӗть-ха?
Юлашки вӑхӑтра эпӗ Юхма Мишшин историллӗ романӗсене хаҫат-журналсенче пичетлеме пуҫланине асӑрхарӑм. Уйӑх маларах «Хыпарта» унӑн Алмуш ҫинчен каласа паракан роман пичетлене пуҫларӗ. Халӗ, ак, «Тӑван Атӑлӑн» 8-мӗш кӑларӑмӗнче — «Пурнӑҫ ҫулӗ — вӑрӑм ҫул» (Купрат патша) роман пичетленме пуҫланӑ. Интереслӗ... Иккӗмӗш пайӗнче Н. Фёдорова ырӑ мар сӑмахпа асӑннӑ вӑл унта... ӑна пичетлӗҫ-ши... Е пичетлемӗҫ? Хальлӗхе пӗрремеш пайне анчах пичетленӗ-ха... Ҫук, иккӗмӗш пайне те пичетленӗ иккен! Ҫук... пичетленӗ чухне касса кӑларнӑ :) Пичетлемен.
Ҫӗн йӗркелӳ саманинче балкарсем те, карачайсем те хӑйсен республикине тума тӑрӑшнӑ.
Ҫакӑн йышши текст ҫырас кӑмӑл ҫуралчӗ. Ку черновик кӑна...
Нумай чӑваш вырӑнтан вырӑна куҫать. Е укҫа ӗҫлесе илме каять, е качча тухать-и — кашнин тӗрлӗрен шӑпа. Урӑх вырӑна лексен вара унта пачах урӑхла культура юхӑмӗ пулнӑран чӑваш пулни мана пуҫлать. Чӑваш пулнине манас мар тесен:
* Тӑвансемпе татӑшах ҫыхӑну тытмалла. Телефонпа шӑнкаравланӑ чухне чӑвашла калаҫмалла.
* Килте чӑваш юррисен пуххине тытса тӑмалла. Хальхи пысӑк технологи вӑхӑтӗнче чӑвашла юрӑсене дисксем ҫинче те сутаҫҫӗ, интертетелте те тупма пулать. Дисксене Шупашкарта кашни ҫӗрте сутаҫҫӗ.
Саккун. Арӑш-пирӗш тата йӗркелӗх. Раҫҫей сакунӗсем пирки калакан ҫапла каларӑш та пур: «Суровость российских законов компенсируется необезательностью их исполнения». Ман шутпа патшалӑх кун пек хӑтланса ҫынсем валли атма хӑварать. Ҫын килӗшмесен вара ҫав саккунсене ӗҫлеттереҫҫӗ (ара унта ҫырнӑ-иҫ, юрамасть тесе), унччен вара — саккунсене тӗппипех пурнӑҫламасӑр та пулать. Кӑна эпӗ Инфобокс компанийӗн ӗҫ-хӗлӗ ҫинче лайӑх сӑнарӑм. Вӗсен партнерсен программи пур. Вӑт, малтан нимӗнле хут та кирлӗ марччӗ. Каҫмасем (ссылкӑсем) ларт кӑна — ытти вара кирле марччӗ.
Start it with a little scratch. Dig deep, shovel, and scoop. For it will flow from you. It will meet them, who will drink from it. They will spit your poison, sifted or mudded, they will make you ashamed. They are the birds, the flowers, the pigs, the frogs, the fish and the stones; the high, the shallow, the deep; the soaring, the floating, the flowing, the still; the inspired, the worthless, the hopeless… What would the killer of good know?
«...Ҫыруллӑх ҫук чухне халӑх кун пек ятсене хӑй асӑнче ҫирӗпрех усрать, ҫыруллӑ саманара вара ытларах хут-кӗнеке ҫиен шанакан пулать те ку енӗпе кӑштах тимсӗртерех пулма тытанать...» (Ю. Мишши, «Хӗвел хапхи», 19 стр.)