Интересно, да вчерашнего времени я не знал про этого депутата...
Почитал http://v-alksnis2.livejournal.com/ — тут он грозится расправами. Интересно, если бы мой ЖЖ взломали, я бы это узнал не сразу... несколько дней бы прошло. Ибо ну не заглядываю я сюда. У меня полно других дел.
Ун чухне эпӗ ҫулта 8 сехет пулса. Юлашки хутӗнче Шупашкара кайса килнӗ чухне ку рекордран иртрӗм. 9 сехет! Ӗнер 5 сехет каҫхине тухрӑмӑр та паян 2 сехет ирхине киле ҫитрӗм. Автобуспа кайсан — тата та нумайрах пулӗччӗ. :) M7 ҫулӗ чаранса ларнӑ. Ҫулӗ тӑршшӗпех 5-6 ҫухрӑмлӑ /хӑш-пӗр вырӑнсенче тата та вӑрӑмраххисем пур/, пробкӑсем тӑраҫҫӗ. Москакасси патӗнчен пуҫласа М7-рен Етӗрне еннеле пӑрӑнса каякан ҫул таран (унта ҫывӑхра тӑвайкки пур) пӗрремӗш пробки вырнаҫнӑ.
Википедире юлашки хут чӗлхесем ҫинчен нумай ҫыртӑм. Час-часах ҫыруллахӗ малтан кириллица ҫинче /е пулман/, кайран латиница ҫинче, каярах вара каллех кириллица ҫинче никӗҫленни ҫинчен вулама тӳр килчӗ.
Ак кунта латиница ҫине куҫарассине Ленинпа Луначарский пуҫарнӑ тесе вулама тӳр кирлӗ:
http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%9B ... B0%D1%86%D0%B8%D1%8F
Интеерслӗ... чӑваш чӗлхине ку юхӑмсем тивмесӗрех иртсе кайнӑ пулас... Ну кириллица ҫине куҫарасси — ку юхӑм чӑваш чӗлхине хытӑ хупӑ сасӑсене илсе килнӗ пулас, тата ытти ҫӗнӗлӗхсене /я, е, ю, ё (йӑ, йӗ, йӳ валли саспаллисем тупӑнман пулас.