Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
 

Reklamo

La lastaj notoj en Taglibroj de uzantoj

2006 ҫула пӗтӗмлетсе

  29.12.2006 14:10 | 5258 Пурĕ пăхнă
Иртнӗ 2006 ҫула пӗтӗмлетес терӗм. Ку пӗтӗмлетӳ ӗҫне ҫӳрма пысӑк технологи сӑмахӗсене куҫарасси пуҫламӑшӗнче ҫӗҫ пулни пуҫарчӗ. Firefox'а куҫарнӑ чухне питӗ йывӑр... Куҫарма вара эпир темиҫе сӑмахне ҫеҫ куҫарма ӗлкӗрсе...

Пуҫлас вара. Малтан ҫул хушшинче мӗн тунине палӑртар:
* Чи пысӑк ҫитӗнӳ — сервера хостер площадки ҫине уйӑрса лартни.
* Ҫавӑн пекех кирлӗ сайтсем уҫӑлса: gallery.chuvash.org, slapsh.chuvash.org.
* Music.chuvash.org сайтӗнчи юрӑсен калӑпӑшӗ 4 Gb-ран иртрӗ.
* Википедин чӑваш уйрӑмӗ тутарсен уйрӑмне иртсе кайрӗ.
* Википедире темиҫе татӑш хутшӑнакан тупӑнчӗ: Chavash, Victor
* Википеди ҫине ссылкӑна cap.

Далее...

 

ДИСКОТЕКА " РОЖДЕСТВЕНСКАЯ НОЧЬ" В МОСКВЕ

  27.12.2006 17:18 | Ŝanĝi | Forigi | 4467 Пурĕ пăхнă
ЭЙ!ЧЕСНОЙ НАРОД ЧУВАШИИ!!!
НОВЫЙ ГОД НЕ ЗА ГОРАМИ, А ПОТОМ ТРУБА,ТРУБОЙ.
МЫ ВАС В ГОСТИ ПРИГЛАШАЕМ В НОЧЬ, В РОЖДЕСТВЕНСКУЮ НОЧЬ!!! ПОХМЕЛИТЬСЯ,ОТРЕЗВИТЬСЯ,ТАНЦЕВАТЬ И ВЕСЕЛИТЬСЯ,ВСЕХ ЗОВЕМ.

В НОЧЬ С 6 ЯНВАРЯ 2007 года(суббота)начало в 19:00 Ч. ДИСКОТЕКА "РОЖДЕСТВЕНСКАЯ НОЧЬ" для ЧУВАШЕЙ в МОСКВЫ.

Адрес проведения дискотеки: ДК "КОММУНА" г. Москва, Большая Тульская ул.,д.44 (ст.метро ТУЛЬСКАЯ"

Дискотеку проводит ди джей "СЕРЖ" Молодежное Общественное Движение при федеральной Чувашской Национально-Культкрной Автономии
 

GTalk

  25.12.2006 19:22 | 9257 Пурĕ пăхнă
Паян ҫав-ҫавах GTalk программине хамӑн килти компьютер ҫине лартрӑм. Парольне те аса илтӗм — ҫавӑнпа та ӗнтӗ мана хуть те хӑш вӑхӑтра ун урлӑ тупма пултаратӑр — манӑн унти ят — nplotnickov
 

Латиница

  23.12.2006 22:47 | 3588 Пурĕ пăхнă
Юлашки вӑхӑтра кӑмӑла пӗтӗмпех пӗтерсе пыраҫҫӗ. :( Ӗҫлес те килмест. Юрать-ха чӑвашсем... Тата тутарсем те чӑвашсене латинла ҫырма вӗрентме пуҫласшӑн! Пӗтӗм хамӑн сайтсене латиница ҫине куҫарсан хаш сывласа яраҫҫӗ ӗнтӗ. Чӑнах та ывӑнса ҫитрӗм эпӗ латиницӑна усӑ курни япӑххи пирки. Вӗсем нумай... ман вара ӗҫлес вырӑнне латиницӑн япӑх енӗсене уҫса памалла... ун ҫине вӑхӑт иртермелле.

Хӑвсамӑр ҫинчен анчах шутлатӑр пулсан — тӑвӑр мӗн тӑвас килет.
Ак Игрукӗ те тата — чӑвашла латиница ҫинче ҫырать те, вырӑсла кирилица ҫинче. Чӑвашӗсене пӗр енне, вырӑсӗсене тепӗр енне уйӑрасшӑн пулас.

Далее...

 

"Хер перчи"

  21.12.2006 14:14 | Ŝanĝi | Forigi | 5590 Пурĕ пăхнă
Тахӑшӗ инте, ман пата ҫыру ҫырчӗ. Анчах та ни хӑйӗн ятне, ни хурава ӑҫта ҫырса ямаллине ҫырмарӗ! Халӗ инте манӑн темле хуравлас унӑн ҫырӑвӗ ҫине? Эпӗ паллашма хирӗҫ мар, анчах та хӑвӑр ятна ҫырса ярӑр тархасшӑн...
 

Новогодний бал-маскарад

  20.12.2006 12:37 | Ŝanĝi | Forigi | 5241 Пурĕ пăхнă
Появилось желание сходить на чувашский новогодний бал-маскарад (в Москве). Слышала, он переносится с субботы на воскресенье... :( Интересно, это достоверная информация? Если да, почему инфа на сайте не обновлена?
 

Хӗл ларать, е лармасть?

  18.12.2006 15:53 | 11006 Пурĕ пăхнă
Пахатӑп та ҫанталӑк ҫине хӗл ларасси пӗрре те паллӑ мар. Ҫӗнӗ ҫула вара юрсӑр иртермелле пулӗ-ши? Паян ак кӑштах сивӗтрӗ-ха.
Астӑвасса, пӗр ҫул /ун чухне эпӗ шкулта вӗренсе/ та раштав уйӑхӗ юрсӑрччӗ. Ун чухне те пӑшарханаттӑмӑр... ҫӗнӗ ҫул юрсӑр пулать тесе. Анчах та юрӗ ҫурех. Вал ҫул астӑвасса анчах та юрӗ пачах та ҫумарӗ малтан... Хальхинче вара малтан нумай ҫуса тултарнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех ирӗлсе кайрӗ...
 

Made In Chuvashia - Williamsburg Bridge

  15.12.2006 20:49 | 4204 Пурĕ пăхнă

«Суварта»

  11.12.2006 11:19 | 4038 Пурĕ пăхнă

Константин Малышевпа пӗрле (Вместе с К. Малышевым)

Эрнекун Хусанта пултӑм. Хусана хӑнана каясси тӗп тӗллевӗ — «Сувар» хаҫат редакцине вӗсем валли тунӑ сайтпа усӑ курма вӗрентесси.
Хусанта мана К. Малышев хӑй кӗтсе илчӗ. Сӑмах май каласа хӑварасшӑн: Чулхуларан Хусана ҫити пуйӑс 9 сехет ытла каять :( /питӗ нумай станцӑра чарӑнать: Арзамас, Вӑрнар, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Канаш, Сергач, тата ыттисем.

Далее...

 

Укҫа памасӑр ҫӑварне уҫмаҫҫӗ

  10.12.2006 22:51 | 4727 Пурĕ пăхнă
Шупашкарта ӗнер автовокзалта пултӑм. Паянхи мероприти ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн малтан илнӗ билета каялла тавӑрасшӑнчӗ. Пулӑшу паракан чӳрече (справочная) патне пырса тӑтӑм та — йытас терӗм епле билета тавӑрса укҫа илмеллине. Йытрӑм — мана нимӗн те хуравламасть. Укҫа хумалли хатӗрне тӗрӗслерӗ те темӗскер кӗтет. Пӑхрӑм та — унта пулӑшу илмешкӗн 3 тенкӗ тӳлемелле иккен! Укҫине патӑм та — хуравларӗ. :)
Укҫа памасӑр автовокзалта ҫаварӗсене те уҫасшӑн мар иккен! Пулӑшӑва ӑна ҫын валли тунӑ вӗт-халӗ! Ҫук, иккен, пулӑшӑва панӑшӑн вӗсем укҫа ӗҫлесе илеҫҫӗ.
 
Paĝoj: 1, ... 358, 359, 360, 361, 362, [363], 364, 365, 366, 367, 368, ... 379
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)