Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.7 °C
 

Reklamo

Малалла утар!

Темӗн лӑпӑртатаҫҫӗ

  09.10.2008 13:01 | 5984 Пурĕ пăхнă
Украина Радине каллех салатса янӑ. Хальхи депутатсем пӗр ҫул ытларах ҫеҫ ӗҫлеме ӗлкӗрчӗҫ (VI суйлав пӗлтӗр авӑнӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ)...

Хронологи:
* 1-мӗш суйлав 1990 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. Унта лекнӗ депутатсем 4 ҫул патнеллех ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ.
* 2-мӗш 1994 ҫулта суйланнӑ — вӑл та 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 3-мӗш суйлав 1998 ҫулхи пушӑн 30-мӗшӗнче иртнӗ. 4 ҫул ӗҫленӗ.
* 4-мӗш суйлав тепӗр 4 ҫултан иртнӗ — малтанхи пекех, пушӑн 30-мӗшӗнче.
* 5-мӗш суйлава вара 4 ҫул ӗҫлеме паман. Депутачӗсене пушӑн 26-мӗшӗнче суйланӑ, анчах та пӗр ҫул ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӗсене унтан хӑваласа янӑ.

Далее...

 

Патаксемпе ункӑсем

  08.10.2008 16:42 | 5907 Пурĕ пăхнă
Кирилицӑллипе латинла алфавитсенчи патаксемпе ункӑсене шутласа пӑхас терӗм :) J, Л, Д - ку саспаллисенче пуринче те кукрашкаллӑ вырӑнсене патаксем шутне кӗртнӗ (тайлӑк патак шутне мар).
Ку процентсен шучӗ хӑшӗ лайӑхрах пулнине кӑтартмасть паллах: Щ саспаллинех текстра сахал усӑ кураҫҫӗ, саспаллийӗ вара виҫӗ патак парать. Ӑна палӑртмашкӑн уйрӑм текста пӑхса тухмалла — унта вара паллӑ пулса тухӗ — ӑҫта патаксем ытларах, ӑҫта сахалрах. Ҫапах та ҫак танлаштару икӗ алфавит патаксемпе кукрашкасен шучӗпе ытлашши уйрӑлса тӑманнине кӑтартать. Латинлинче тайлӑк патаксем ытларах, кирилицӑра — тӳрӗ патаксем.

Далее...

 

Ҫӗнетеҫҫӗ...

  06.10.2008 18:45 | 6310 Пурĕ пăхнă
Ҫӗнни, паллах, питӗ лайӑх та хитре. Пӗр стандартпа тунӑ пулсан — тата та лайӑхрах. Ҫапах та...

Лапсар патӗнчи ҫула ҫӗнетеҫҫӗ — сараҫҫӗ, ҫӗнӗ асфальт витеҫҫӗ. Ҫав хушӑрах автобус чарӑнӑвӗн будкисене те ҫӗнетме шутланӑ курӑнать. Мӗн калас? Хитре вӗсем — пӗр айӑккине чӑваш тӗррине те ҫапса хунӑ. Хитри хитре те анчах ытла та пӗчӗккӗ-ҫке! Ӑна хитрешӗн мар, ҫумӑрта йӗпенесрен тумалла! Лапсарти чарӑнусенче ҫын нумай пухӑнать — Кӳкеҫ еннеле кайнӑ енче те, Мускав еннелле те. Малтанхи чарӑну будкисем, паллах, тахҫанхисемччӗ — хитрелӗхӗ те тахҫанах ҫухалнӑччӗ.

Далее...

 

Юр-ҫумӑр урлӑ...

  28.09.2008 01:08 | 5838 Пурĕ пăхнă
Эх... паян малтанхи кунсемшӗн ҫывӑрса тӑрантӑм. 12 сехет ҫывӑрнӑ :) Паян ӗҫлемелле мар пулин те ӗҫе пӗр япалана кайса пама палӑртнӑччӗ те апатланнӑ хыҫҫӑн ҫула тухрӑм. Урамра вара — йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк. Ҫумӑр пӗрехет, сивӗ ҫилӗ вӗрет. Ку ҫанталӑкра килте ларма лайӑх — анчах та шӑматкун автобуссенче ҫын сахал пулнине кура вӑл япалана ӗҫе леҫесех терӗм, ҫумӑрлӑ ҫанталӑка пӑхмасӑрах килтен тухрӑм. Ӗҫе ҫитнӗ тӗлелле ҫумӑрсӑр пуҫне юр та ҫума тытӑнчӗ! Тата ӗнерех метромост тунӑ вырӑна кайса пӑхас тенӗччӗ (кам пӗлнӗ-ха ҫапла ҫанталӑк пуласса?) — малтан иккеленсе тӑтӑм, кайран вара, ҫумӑрпа юра пӑхмасӑрах, кайрӑм.

Далее...

 

Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ

  22.09.2008 14:04 | 5726 Пурĕ пăхнă
Паян Медведев 2009 ҫул — Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗ пуласи ҫинчен хушу алӑ пуснӑ. Кӑҫал вара — Ҫемье ҫулталӑкӗ.

2009 ҫул Чӑваш Енре мӗн ҫулталӑкӗ пулӗ-ши? Чӑваш чӗлхи ҫулталӑкӗ пулсан тем пек лайӑхччӗ! Николай Васильевич, енчен те чӑнах та чӑваш чӗлхишӗн ҫунать пулсан* — ман шутпа Чӑваш чӗлхин ҫулталӑкӗ пуласси пирки пӗлтермелле.

Ҫапла пултӑрах!
__
* — ман шанас килет. Ахальтен мар пулӗ пӗр пухура вӑл сцена умне тухса калаҫакан ҫынсене вырӑсла кӑна сӑмах каланишӗн хурланӑ.
 

Уксах Тимур

  12.09.2008 08:46 | 6325 Пурĕ пăхнă
Паян ӗҫе килтӗм те пӗлтерӳсен хӑми ҫинче «Конный цырк «Тамерлан» пултарулӑхне кайса курма йыхравлан хута куртӑм. Тӗпрен илсен вӑл чӑваш халӑхӗн тӑшманӗ — тутар-монголсем касса пӗтереймен чылай чӑваша пӗтерекенӗ. Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне килсен вӑл кунта самай сӑтӑр тунӑ, самай халӑха тӗп тунӑ. Ӑна вара чыслаҫҫӗ! «Дневной дозор» кинорах ӑна епле чаплӑн кӑтартнӑ! Гитлера, сӑмахран, эпир хурлатпӑр пулсан, Уксах Тимура вара темшӗн чапа кӑларасшӑн. Тепӗр тесен Аттил та Европӑри чылай халӑх патне хурлӑх илсе килнӗ — эпир вара ӑна чыслатпӑр. Интереслӗ, вӑхӑт иртсен Гитлера та ҫаплах чыслама пуҫлӗҫ-ши?
 

Тулашӗ хитре те шалашӗ йӳҫӗ

  01.09.2008 18:02 | 6653 Пурĕ пăхнă
Шӑматкун, ҫурлан 30-мӗшӗнче ҫӗнӗ наци вулавӑшне кайса курас терӗм. Пӗр сӑлтавӗ, паллах, — ҫӗнӗ ҫурпа паллашасси, шалтан ӑна епле илемлетнине курасси. Тепӗр сӑлтавсем те пурччӗ — чӑвашла вулавӑш валли ҫӗнӗ хайлавсем ӳкерсе илесси тата Волгин кӗнекин хуплашкине («Кӗнекесем» уйрӑмра вӑл ҫеҫ тӑлӑххӑн, хуплашкасӑр тӑрать) ҫапса илесси. Паспорта та манса каймарӑм — унсӑр вулавҫӑ билетне памаҫҫӗ.
Шалта та самай илемлетнӗ иккен! Анчах та, кӗнекисене пурне те куҫарманнине пула никам та ҫуккӑччӗ — стойка хыҫӗнче тӑракан йышӑнакансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук.

Далее...

 

Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.

  21.08.2008 19:49 | 6470 Пурĕ пăхнă
Ӗнер ӗҫре хут коропкӑна чиксе хунӑ картриджа шырама тиврӗ. Картриджӗ тӗрлӗ тӗслӗ принтерӑн, мана вара хӗрли кирлӗ. Яланхи пекех вӑл тӗсли ҫиелте мар, шалта выртать. Пӗрине шыраса тупрӑм та ҫиелтисене каялла чикме пуҫларӑм. Ҫак самантра шалти туйӑм мана «Ан хур, каялла кӑларма тивӗ», — тенӗн туйӑнчӗ. Итлемерӗм, пуҫтарса хутӑм. Пустуй ӗненмерӗм, тупнӑ картридж ӗҫлеменни лекнӗ иккен — каллех лешсене кӑларса теприне шырама тиврӗ.
Паян ӗҫе тухас умӗн ҫав шалти туйӑмах паспорта чиксе тухма хистерӗ. Итлес терӗм — чӑнах та, паспорт кирлӗ пулчӗ.
Шалти туйӑма шанмаллах пулӗ.

Далее...

 

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» пирки иртнӗ ҫавра сӗтел

  27.07.2008 19:46 | 6530 Пурĕ пăхнă
Ҫавра сӗтел иртнӗ иккен. Хыпарта ҫак статьяна тупрӑм:
Республика кунӗнче "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем", "Алӑпа ӑсталанӑ Раҫҫей" фестивальсем ирттересси йӑлана кӗчӗ ӗнтӗ. Уяв хаваслӑхӗ, илемлӗхӗ халӗ те асрах. Мероприяти хыҫҫӑн пӗтӗмлетӳсем тума вӑхӑт. Нумаях пулмасть Наци библиотекинче халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ҫӑл куҫӗсем" фестивалӗн ҫитменлӗхӗсем тата аталану ҫул-йӗрӗ пирки "ҫавра сӗтел" иртрӗ.
1993 ҫулта "Атӑлҫи ҫӑлкуҫӗсем" фестиваль пӗрремӗш хут Оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Республика тулашӗнчен 3-4 коллектив ҫитнӗ. Тепӗр ҫулхине регионсен хушшинче иртнӗ мероприятие сакӑр регионтан тата хамӑр республикӑран вун-вун коллектив хутшӑннӑ.

Далее...

 

Чӑваш кӗпипе

  23.07.2008 17:28 | 5930 Пурĕ пăхнă
Килти сӑнӳкерчӗксен альбомне пӑхнӑ чухне ҫакна асархарӑм: ман анне качча кайнӑ чухне чӑваш тӗррилӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ пулнӑ иккен! Малтан вӑл сӑнӳкерчӗксем ытлашши пӗлтерӗшлӗ марччӗ, халӗ вара самай килӗшеҫҫӗ.
 

Ман кукаҫи — Карп Григорч

  21.07.2008 21:34 | 7387 Пурĕ пăхнă

Тӑвансем патне ҫитсен вӗсен сӑнӳкерчӗксен пуххинче хамӑн кукаҫин сӑнӳкерчӗкне куртӑм. Карп Григорч ҫуна тума ӑста пулнӑ. 102 ҫула пурӑнса ҫитнӗ. Мӑшӑрӗ — Евдокия пулнӑ (малтанхи арӑмӗ). Вӗсен Офимия, Елена, Фёкла (хӗр чухнех вилнӗ. Хӗлле Атӑл урлӑ каҫнӑ чухне) тата Анастасия хӗрӗсем пулнӑ. Иккӗмӗш хут авлансан (Фёкла ятлӑ пулнӑ) Василий ҫуралнӑ. Анастасийӑн виҫӗ ача пулнӑ — Евдокия, Нина, Николай (вӑл салтак пулнӑ, Тихвина куҫса кайнӑ). Ман атте — Евдокийӑн ачи.
Карп Григорч чаплӑ ҫын пулнӑ!

Далее...

 

Район хаҫачӗсем интереслӗрех?

  21.07.2008 20:36 | 6889 Пурĕ пăхнă
Утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа «Тӑван Ен» хаҫата ҫырӑнса илме пуҫларӑм. Ку Шупашкар районӗн хаҫачӗ. Тиражӗ 2250 экземпляр, эрнере икӗ хут тухать: юнкунпа шӑматкун. Хаҫатӗнче ҫырнӑ пек каласан: чӑвашла тухать, хушӑран вырӑсла хушма листасене хушаҫҫӗ.
Хальхинче тӑван киле килсе кайнӑ чухне хаҫата пӑхса тухрӑм. Мӗн калас? Хаҫачӗ интереслӗ, «Хыпарпа» танлаштарсан — кӑсӑклӑрах. Кулленех тӗрлӗ пайсем тухаҫҫӗ: «Ватлӑх хисепе юратать», «Йӗркелӗх хуралӗнче», «Атӑл хумӗсем» (литература пайӗ), «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» (ман алӑра 4 кӑларӑмӗ кӑна, ҫавна май тен ятарлӑ пайсен шучӗ тата та ытларах пулӗ.

Далее...

 

Чӑваш литературипе ачасем кӑсӑкланаҫҫӗ-и?

  10.07.2008 22:30 | 7935 Пурĕ пăхнă
Интереслӗ пӗтӗмлетӳ шыраса тупрӑм:
http://www.chuvrdub.ru/model.htm

Вулавӑшӗ Шупашкарти пулас... Адресӗ ҫапла: «428027, Чувашская Республика, г. Чебоксары, пр. И.Яковлева, 8 а.» /аран-аран шыраса тупрӑм/. Вӗсене ӗненес пулсан ачасем чӑвашла кӗнекесене те вулаҫҫӗ!

//Сайтне тунӑ чухне эпӗ хатӗрленӗ ӳкерчӗксене те усӑ курнӑ: http://www.chuvrdub.ru/head.html — вулакан хӗрачине ман сайтран илнӗ (Енкка кӗнеки)
 

Яковлев шайне ҫитме пулӗ-ши?

  06.07.2008 19:24 | 6677 Пурĕ пăхнă
Статья черновикӗ. Хальлӗхе шухӑшсене кӑна ҫырса хутӑм.

Чӑваш чӗлхи питӗ пысӑк хӑрушлӑхра. Вӑхӑчӗ пер вырӑнта тӑмасть, шӑвать те шӑвать малалла. Чӗлхи вара, пур, пӗр вырӑнта тӑрать пулас. Самани улшӑннипе чӗлхе валли те ҫӗнӗ хатӗрсем кирлӗ. Пӗр пӗлӗш калашле «Чӑваш чӗлхи каллех ҫыруллӑхсӑр чӗлхе пулса тӑчӗ». Чӑнах та, тин ҫеҫ туяннӑ компьютера илес пулсан унта нимӗнле чӑваш чӗлхи те ҫук. Чӑвашла ҫырмалли майне тӑвас пулсан — ӗнерлемелле. Кам пӗлет — ӗнерлет, пӗлменни вара компьютера ҫаплипех, чӑвашла ҫырмасӑр, усӑ курать.
Яковлев саманипе хальхи саманана танлаштарсан мӗн куратпӑр?

Далее...

 

ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМ е вулав вӑрттӑнлӑхӗ

  03.07.2008 09:40 | 6585 Пурĕ пăхнă
Ӗнер мана пӗр япала пирки пӗлтерчӗҫ — пысӑк саспаллисемпе ҫырни вулама чӑрмантарать иккен. ПЫСӐК САСПАЛЛИСЕМПЕ ҫырнӑ текстӑн ҫӳлтипе аялти йӗрӗ тип-тикӗс. Тикӗс йӗртен тухакан мӑкӑлчӑксем ҫук, пур пулсан та вӗсем япӑх палӑраҫҫӗ. Ку вӑл вулама кансӗрлентерет — ҫын сӑмаха вуланӑ чухне сӑмахӑн кӗлеткине курать иккен — ҫав кӗлетки ӑна палласа илме пулӑшать. Алфавитра тӗп йӗртен тухакан саспаллисем пурри лайӑхрах — ку енчен чӑваш алфавичӗ вырӑслинчен лайӑхрах (пирӗн «ӑ, ӗ, ҫ, ӳ» пур, вӗсем пурте тӗп йӗртен тухса тӑраҫҫӗ. «ӑ, ӗ» — кусен тӑрри пур, «ҫ, ӳ» — кусем аялти йӗртен тухса тӑраҫҫӗ).

Далее...

 

Туркменсем хӑйсен уйӑх ячӗсене тавӑраҫҫӗ

  01.07.2008 12:54 | 6656 Пурĕ пăхнă
Туркменсен паянтанпа каллех пурте усӑ куракан уйӑх ячӗсем пулӗҫ. Малтанхи ятсене Сапармурат Ниязов кӗртнӗ пулнӑ иккен. Сӑмахран, кӑрлач уйӑхӗ «Туркменбаши» ятлӑ пулнӑ. Малашне вара ку уйӑх ячӗ... «Январь» пулӗ. Кун ячӗсем те малтанхисем таврӑнӗҫ. Кунта «понедельниксемпе» «воскресеньесем» мар, хайсеннисем пулӗҫ. «Пуҫкунсемпе» (тунтикун, куҫарсан - «тӗп кун») «тӑнчкунӗсем» (вырсарникун, куҫарсан «кану кунӗ» пулать) мар, Duşenbe, Sişenbe, Ҫarşenbe, Penşenbe, Anna, Şenbe, Ýekşenbe.

Юрать-ха пирӗн тунтикунӗсемпе вырсарникунӗсем ҫирӗп (хӑйшӗсене ҫавах та вырӑсла ячӗсем ӑнланмалларах.

Далее...

 

Эх! Мӗн пулать?!

  26.06.2008 22:12 | 6743 Пурĕ пăхнă
Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх хыпар, те начар.

http://lenta.ru/news/2008/06/26/domains/ — 2009 ҫулта пӗрремӗш шайри доменсене регистрацилеме ирӗк парӗҫ. Пӗлместӗп ӗнтӗ, те лайӑх ку, те япӑх. Сӑмахран, .chv регистрацилеме май пулӗ :)

Халӗ халӑхӑн ытларах пайӗ тӳрех пӗлет — домен малтан www-па пуҫланать, .ru-па вӗҫленет. Кайран мӗн пулӗ?
.org, .gov, .ru, .cv доменсенчи чикӗсем юрӑхсӑра тухӗҫ-ши? Сӑмахран, .org доменра коммерциллӗ мар организацисене ҫеҫ, .cv доменра — пӗр патшалӑхри сайтсене ҫеҫ регистрацилеҫҫӗ. Малалла мӗн пулать?

Домен питӗ хаклӑ пулни ҫеҫ чарӗ пулас.

Далее...

 

«Тантӑш» редакцийӗнче пултӑм

  26.06.2008 10:55 | 6750 Пурĕ пăхнă
Эпир конкурс пуҫарнӑччӗ, ҫав конкурс положенийӗ нумай пулмасть «Тантӑшра» пичетленнине каларӗҫ те хаҫата шырама тухрӑм. Ун чухне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пулнӑран чи малтан «Студентсен хули» чарӑнура вырнаҫнӑ «Чӑвашпичет» УАО киоскне кайса пӑхрӑм. Хаҫат пур иккен, анчах та вӑл кун тухнӑскер кӑна. Маларах тухнӑ кӑларӑм ҫук, мана вара шӑп та лӑп вӑл кирлӗччӗ.
Тепӗр кунхине вара «Тантӑш» редакцине ҫул тытрӑм. Ку шӑматкун пулчӗ, анчах та вӑл кун Чӑваш Енре ӗҫлетчӗҫ — тунтикуна ҫапла куҫарнӑччӗ.
Тавах редакцине, хаҫатне тупса пачӗҫ, парнелерӗҫ те.

Далее...

 

Республика кунӗ килӗшмерӗ

  25.06.2008 16:15 | 6489 Пурĕ пăхнă
Кану вӑхӑтне (отпуска) илнӗ чухне Республика Кунӗ лектӗр тесех илтӗм. Анчах та ӗнер Шупашкарта тытӑнса тӑмарӑм — хула, Чӑваш Ен килӗшми пулса тӑчӗҫ. Ӑҫта пӑхан — унта вырӑс чӗлхи кӑна. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ савӑнӑҫлӑн утса тухнине те вӗҫне ҫити ӳкермерӗм. Килӗшмерӗ те каялла кайрӑм. Халӑхӗ те килӗшмерӗ. Бельгинчен килнӗ клоунсем патӗнчен хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗтӳ пекех пыраҫҫӗ. Лешӗсен вара параппанпа хытӑ сасӑ кӑларнисӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Тӑнлӑраххисем вӗсенчен хӑпрӗҫ — «хӑлха ӳҫсе ҫитрӗ вӗсен параппанӗсене итлесе» тесе айӑккинелле уйрӑлса кайрӗҫ.

Далее...

 

Транскрипци

  27.05.2008 22:03 | 7265 Пурĕ пăхнă
Эх... вӑхӑчӗ ҫук, тата сесси ҫывхарса пырать. 10 йӗркерен тӑракан текста транскрипцилемелле.

[паjа́н марина́ ир'э́х търза́ ла́рч,ь//чуна́ ҫ ̌зэндэрэгэ́н' дэмл'э́ ду́jъм ̌зан̌зуръма́ γьзн’ь̌зэ́м’ьн’ хьзе́т’//пу́ҫ ҫин’э чаза́х тэм’ьн’ jъдънза́ ана́с п’эк’ туjъна́т’//чьр’э узала́ cи́сн’ьн’ хы́т:ън таба́т’/ъш върга́т’//убъшк’ин’э́ кура́с/ун гу̌зьн’ч,э́н’ пъγа́с шу́γъш х’ьр’а́ръмън бу̌зьн’ч,э́н’ каjма́рь//х’ьр’а́ръмън jура́тнъ мъжърь́ у́н бурнъ̌зн’э́ тадма́ хал ̌з’ид’э́р’н’ь/jут х’ьр’а́ръм былакн’э́ туданза́ ун въjьн’ч,’э́н’ ир’д’эjм’э́н’/м’э́с’к’ьн’//ҫи́ч,:ь ̌зитсэ́ быра́т’//маринън убъшки́ ь̌зэ́ каjма́ ҫа́к сеγедр’э́ туγага́нч,’:ь//х’ьр’а́ръм тумла́нч,’ь де хъj малда́н пу́рън:ъ т’ьл’э́ ут:а́рч,’ь//а́гъ пал:а́нъ ҫу́рт//чазах под/эзд а́лъгь у́̌зълч,’ь//въ́л//ха́л’ь ди́ма jаланγи́ бек шу́гъл’ тумланма́н//пинжа́г’ь де к’ив’э́л’н’ь/шалбарла́н:ъ//въ́л хъjь́н’ ̌з’ин’э́ тага́м т’ин’г’эр’н’ин’э́ ту́jр’ь пулмал:а́//ар̌зы́н шу́ръ ху́рън т’ьл’ьн’ч,’э́ търага́н х’ьр’а́ръм эн’:э́ пъγр’ь́]

Шел те, транскрипци паллисем пур шрифтра та ҫук :( Уйрӑмах ӳ саспаллийӗн палли ҫук.

Далее...

 
Paĝoj: 1, ... 24, 25, 26, 27, 28, [29], 30, 31, 32, 33, 34, ... 47
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)