Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
 

Reklamo

Taglibro de la uzanto Rockwell

Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи типӗ вырӑн ӑҫта-ши?

  24.03.2023 16:09 | 1197 Пурĕ пăхнă

Кунашкал ыйту лартсан эсир, ахӑртнех, Чилин ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ Атакама пушхирӗ ҫинчен шухӑшланӑ пулӑттӑр. Ма тесен час-часах ӑна тӗнчери чи типӗ пушхир тесе палӑртаҫҫӗ. Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, кунта пӗр тумлам шыв та ӳкмен тапхӑр 400 ҫул тӑсӑлнӑ, 1570 ҫултан пуҫласа 1971 ҫулччен. Атакама пушхирӗ, тен, чи типӗ пушхир те пулӗ, анчах Ҫӗр чӑмӑрне илес пулсан вӑл чи типӗ вырӑн мар.

Планетӑн чи типӗ вырӑнӗ Антарктидӑра, Виктори Ҫӗрӗ районӗнче, ӑна Мак-Мердо айлӑмӗ ят панӑ.

Далее...

 

Пичет машшинкисене туса кӑларма пуҫланӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ

  01.03.2023 11:33 | 1334 Пурĕ пăхнă

150 ҫул каялла, 1873 ҫулта, пичет машинкисене туса кӑларма тытӑннӑ. Ку ӗҫе Ремингтон хапрӑкӗнче пуҫланӑ. Унтанпа самай вӑхӑт иртрӗ пулин те, пичет машинкисемпе усӑ курасси пурнӑҫран тухса ӳкрӗ пулин те ҫак пичет хатӗрӗ хӑй вӑхӑчӗшӗн питӗ революциллӗ пулнӑ. Ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен паллашма сӗнетӗп.

 

Пичет машинкине шухӑшласа кӑларма общество тахҫантанпах ыйтнӑ темелле. 1714 ҫултах Англире тӗрлӗ текстсене пичетлеме пултаракан хатӗре туса кӑларма сӗнекен патша хушӑвӗ тухнӑ.

Далее...

 

600 ҫул ытла вӗрентекен Сент-Эндрюс университечӗ

  26.02.2023 19:27 | 975 Пурĕ пăхнă

Паян, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Шотландири Сент-Эндрюс университечӗ хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Ӑна 612 ҫул каялла, 1411 ҫулта никӗсленӗ иккен. Акӑлчанла калаҫакан тӗнчене илес пулсан чи ватӑ университетсенчен вӑл виҫҫӗмӗш. Оксфордпа Кембридж университечӗсем кӑна ватӑрах. Акӑ мӗн каласа парать кун пирки Calend.ru ресурс:

Сент-Эндрюс хули (акӑлч. St Andrews) ятне Шотландин хӳтӗлевҫи ячӗпе, сӑваплӑ Андрее чысласа панӑ. 1410 ҫулта Сент-Эндрюс хулинче ахаль шкул уҫнӑ. Ӑна Сорбоннӑра пӗлӳ илнӗ ҫынсем никӗсленӗ.

Далее...

 

Улшӑнми токпа ӗҫлекен двигателе шутласа кӑларакан ҫинчен

  25.02.2023 16:01 | 1530 Пурĕ пăхнă

Паян, нарӑсӑн 25-мӗшӗнче, пӗр паллӑ пулӑм пулса иртнӗ. 186 ҫул каялла, 1837 ҫулта, улшӑнми токпа ӗҫлекен электродвигатель тӗлӗшпе патент ҫирӗплетнӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫланать те ӗнтӗ электродвигательсемпе анлӑн усӑ курас тапхӑр. Ӑҫта кӑна ҫук пуль вӗсем халь… Сире вара ҫак пулӑм мӗнле пулса иртни пирки каласа парас шухӑш пур.

1833 ҫулта ялти тимӗрҫӗ, Америкӑри центртан инҫетре пурӑнакан хӑй тӗллӗн вӗреннӗ электрик Томас Дэвенпорт Джозеф Генри электромагнит шухӑшласа кӑларни пирки, унпа усӑ курса тимӗр тӑприне пуянлатни ҫинчен пӗлнӗ.

Далее...

 

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ

  22.02.2023 15:32 | 577 Пурĕ пăхнă

Нигерин кӑнтӑр-анӑҫӗнче вырнаҫнӑ авалхи Ифе хулинче чавнӑ чухне вунӑ пин ытла кӗленчерен тунӑ шӑрҫа тупнӑ, ҫакӑ вара унта пурӑнакансем Хӗвеланӑҫ Африкӑри халӑхсенчен пуринчен те малтан тӗслӗ кӗленче тӑвас ӑсталӑха алла илнине пӗлтерет.

Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ. Ифӑри ӑстаҫӑсем терракотӑпа пӑхӑртан тӑвас енӗпе чаплӑ кӳлепеҫӗсем пулнӑ. Йорубӑсен ҫирӗплетнӗ темиҫе хулинчен тӑракан конфедерацине илес пулсан Ифе тӗп центрӗ шутланнӑ.

Далее...

 

Сахара пушхирте чукун ҫул пур: мӗнле пуйӑссем унта ҫӳреҫҫӗ

  06.04.2022 16:02 | 1967 Пурĕ пăхнă

Паллӑ Сахара пушхир урлӑ Мавритани чукун ҫулӗ иртет. Вӑл ӗнтӗ 60 ҫула яхӑн ӗҫлет, тата та нумай ҫул хушши усӑ кӳрӗ. Анчах та ун тӑрӑх пассажирсене турттармаҫҫӗ. Мӗн тума ӑна хывнӑ-ха — кун пирки эпир сире каласа парӑпӑр.

Ун тӑрӑх мӗн ҫӳрет

Паллах ӗнтӗ, ку чукун ҫул тӑрӑх ҫӳрекен пуйӑссем пассажирсене турттараканскерсем мар. Ҫак ҫула Зуэрат хулинчи шахтӑсенчен тимӗр тӑпрана тинӗс хӗрринчи Нуадибу порта турттарма тунӑ. 3 ҫухрӑм тӑршшӗ пуйӑссем хӑйӑр тӑрӑх хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ.

Далее...

 

Эритрея

  06.03.2022 16:08 | 2606 Пурĕ пăхнă

Эритрея — Африкӑра Суданпа, Эфиопипе тата Джибутипе чикӗллӗ патшалӑх. Унӑн лаптӑкӗ — 117,6 пин тӑваткал метр, унта пурӗ 6 млн ҫын пурӑнать. Тепӗр ҫӑлкуҫсем тӑрӑх патшалӑхра 3,6 млн ҫын кӑна пур. Хисепӗ ҫав тери расна пулни Эритрейӑра халӑх ҫыравне нихӑҫан та ирттерменнипе ҫыхӑннӑ.

Истори

Эритрея патшалӑхӗн ҫӗрӗсем ҫинче ӗлӗк-авал Аксум патшалӑхӗ пулнӑ. Каярах ку ҫӗр Осман империйӗн витӗмне лекет. 1882 ҫулта ку тӑрӑха итальянсем ҫитеҫҫӗ те кунта Итали Эритреи йӗркеленет.

Далее...

 

Брусчаткӑласа пӗтернӗ Газиантеп

  11.01.2022 01:09 | 2191 Пурĕ пăхнă

Салам пурне те! Уяв кунӗсем иртсе кайрӗҫ, ҫавна май сире каллех ҫулҫӳреве чӗнес тетӗп. Паллах, вӑл виртуаллӑ пулӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗн кашни кӗтесне ҫитсе курма укҫа нумай кирлӗ, капла вара тӳлевсӗрех тӗрлӗ ҫӗршывсемпе паллашма май пур.

Австралири Херальтон хулине курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑхран вырӑнсемпе паллашсан япӑх пулмӗ тетӗп. Эпир сирӗнпе хальлӗхе Европӑра та, Ҫурҫӗр Америкӑра та пулса курман пулин те вӑл континентсене паян ҫул тытмӑпӑр. Ытларах пайӗпе Азире вырнаҫнӑ патшалӑхра, Турцире пулса курӑпӑр.

Далее...

 

Достопримечательности в Чебоксарах, что посмотреть

  08.11.2021 20:54 | 2259 Пурĕ пăхнă

Некоторые люди любят на ходу решать, какие достопримечательности и интересные места они посетят. Другим же надо иметь план в голове – чтобы точно провести день весело и познавательно. Именно для таких людей и составлена эта статья про туристические, культурные и просто увлекательные места Чебоксар!

Для начала надо знать, как именно вы любите проводить время, и в зависимости от этого планировать места для посещения. Но сначала важные уточнения – если вы хотите посетить музеи, то помните, что понедельник для них выходной день.

Далее...

 

Австралири пӗчӗк, анчах хӑтлӑ хула — Херальтон

  03.10.2021 14:26 | 2603 Пурĕ пăхнă

Ырӑ кун пултӑр юлташсем! Эпир сирӗнпе Азире те, Африкӑра та, Кӑнтӑр Америкӑра та пулса куртӑмӑр. Ҫавӑн пекех Раҫҫейри пӗр ял тӑрӑх та утса тухрӑмӑр. Паянхи ҫул ҫӳреве вара Австралире ирттермелле тетӗп. Анчах малтанхи пек ялсем тӑрӑх мар, пӗр-пӗр хулана ҫул тытӑпӑр. Калӑпӑр, океан хӗрринче вырнаҫнӑ Херальтон (выр.

Далее...

 
Paĝoj: [1], 2
Orphus

Reklamafiŝoj

Kalkuloj

0 Флудилня (чат)