Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Avan: Чӗлхе

Avan31.01.2012 01:258262 Пурĕ пăхнă
Ырӑ вӑхӑт пурне те канашлӑва хутшӑнма. Ҫуралнӑранпа чӑвашла калаҫатӑп, вырӑсла та аванах пӗлетӗп.Чӑвашсемпе чӑвашла, ытты халӑхсемпе вырӑсла калаҫатӑп.Анчах тӑван чӗлхепе пурнӑҫри пӗтӗм сӑлтава, пулӑма ӑнлантарса пама манӑн пӗлӳ ҫитместь,уйрӑмах ӗҫре...Е чӗлхене малалла аталантармалла, ҫӗнӗ сӑмахсем кӗртмелле кун-ҫула?
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Акулина // 3243.37.1624
2012.02.03 22:08
Тавтапуç
Вол // 1434.82.6525
2012.02.07 17:07
Чăнах та, манăн çав çăпанах. Чăваш чĕлхи çемçе те ăшă, анчах та калаçма пуçлатăп та хам чĕлхе хытса ларнă евĕрлех туятăп, такăнатăп, ăнлантаримасран аптратăп. Калаçма вара халăх çинче пĕрт-те вăтанмастăп.
Акулина // 2777.42.0628
2012.02.08 17:17
Пĕр класра вĕреннĕ хĕр тусăмпа шкулта та, студент чух та чăвашла калаçаттăмăр. Вăл хамăртан инçех мар вырнаçнă вырăс хулинче пурăннă вăхăтра çыхăну татăлчĕ. Нумай пулмасть ăна шыраса тупрăм, вăл манпа вырăсла çеç калаçать. Чун-чĕрем çакна йышăнасшăн мар!
Вол // 1725.85.9347
2012.02.08 18:58
Мобилă! Телефонпа чăвашла калаçмалла. Чăвашлăх чĕлхе çинче!
Акулина // 2777.42.0628
2012.02.08 20:25
Эпĕ телефонпа унпа чăвашла калаçатăп, вăл манпа - вырăсла. Мĕншĕн чăвашла калаçмастăп тетĕп те, чăвашла япăх калаçатăп, çавăнпа мана намăс тет. Вырăсла калаçма намăс мар чăвашпа, чăвашла намăс иккен.
Тимер // 5574.4.5423
2012.02.09 16:53
Ма тутарсем пĕр-пĕринпе тутарла калаçаççĕ? Эпир вара "катăкрах"-им? Ăçтан пире хисеплĕç ытти халăхсем?
Вол // 6157-8880
2012.02.13 15:29
"Е чĕлхене малалла аталантармалла, çĕнĕ сăмахсем кĕртмелле кун-çула?" . Хăв ялта пурăнатăн пулсассăн, икĕ ачаран кая мар ача çуратрăн пулсассăн, чăвашла пĕлетĕн пулсассăн эсĕ çĕр çинче ахаль пурăнмастăн.
Вол // 6157-8880
2012.02.13 15:32
Ху хулара пурăнатăн пулсассăн, çемьере чăвашла калаçатăн пулсассăн, икĕ ачаран кая мар чăваш ачи çуратрăн пулсассăн, эсĕ чăваш!
Акулина // 1914.64.6643
2012.02.13 17:23
Кирек ăçта пурăнсан та чăвашла пĕлнипе çеç чăн чăваш пулаятăн. Анчах ачусем чăваш пулсан çеç хăвна чăваш халăхĕшĕн ырă ĕç турăм теме пултаратăн.
Вол // 6157-8880
2012.02.13 17:55
Пăхăр ха мĕнле Сĕмĕрле районĕнчи РОНОра вырăсла çырма пĕлеççĕ!

Paĝoj: 1, 2

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj