 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Надежда // 4203.0.6027 2012.10.27 22:58 | |
| Калăр-ха, плазма,  менеджер сăмахсне чăвашла куçарма пулать-и? | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.10.27 23:55 | |
|  | Ма пулмасть ара? Чи малтан вăл мĕн япалине ăнланмалла, кайран вара çав япалана чăваш шутласа кăларнă пулсан — менле ят панă пулĕччĕ-ши? тесе ыйтмалла. Менеджер валли пĕрре те йывăр мар чăвашла вариант тупма (вырăссем «управленец» усă курма пăхаççĕ пулсан пирĕн чĕлхе те чухăн мар). | 
| Васса // 2717-5310 2012.10.28 17:26 | |
| Вырăссем те куçарман та ку сăмахсене ,чăвашла ма куçарса асапланмалла? | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.10.28 18:56 | |
|  | — Чăваш чĕлхине пуянлатма. | 
| Игорь Сайман // 7205-6496 2012.10.30 22:30 | |
| Нельзя потерять то, чего нет. Вопрс надо ставить так: Почему люди не приобретают чувашский язык, не пользуются им в повседневной жизни? | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.10.31 20:57 | |
| Нет мотивации для пользования.Мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи?  | |
| Васса // 3015.35.5383 2012.11.01 11:51 | |
| Чĕлхе мĕн тума кирлине пĕлместĕр-и эсир, калаçма кирлĕччĕ пулас вăл.... | |
| Тимер // 5574.4.5423 2012.11.02 07:23 | |
| Калаçма вырăсла та пулать.Куратăр хăвăрах:мĕнле хăвăрт пĕтсе пырать чĕлхемĕр.Çавăнпа Игорь питĕ тĕрĕс ыйту лартать.ПОЧЕМУ? | |
| Владимир // 4132.37.7347 2012.11.02 09:27 | |
| (Admin2012-10-28 18:56  — Чăваш чĕлхине пуянлатма.)
 Кунпа эпĕ килĕшетĕп. Хальхи пурнăç улшăнăвĕсем кашни халăх чĕлхинче палăраççĕ. Пирĕн те, хамăр чĕлхене аталантарас тетпĕр пулсассăн, ютран килнĕ (терминсене) сăмахсене чăвашла куçарса пурнăçра усă курма хăнăхмалла. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2012.11.02 11:24 | |
|  | «Чĕлхе мĕн тума кирлине пĕлместĕр-и эсир, калаçма кирлĕччĕ пулас вăл...»
 Совет саманинче те «Канаша çитме кăна кирлĕ» текенни пурччĕ. Çав пысăк сиен кӳчĕ те чĕлхене. Техникăна, кулленхи пурнăçри пулăмсене кĕртмесен — чĕлхе иртнĕ ĕмĕрте, аталанмасăр юлать. | 
