 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 1667.40.4254 2013.02.18 01:49 | |
|  | Томас Джефферсон, Америкăн 3-мĕш президенчĕ: Кам "хăрушсăрлăхшăн" тесе хăйĕн ирĕклĕхне сутать, ÇАВĂН ХĂРУШСĂРЛĂХĔ ТЕ, ИРĔКЛĔХĔ ТЕ ПĂЧЛАНАТЬ. http://aphorism-citation.ru/index/0-454 | 
| Agabazar // 1667.40.4254 2013.02.18 01:56 | |
|  | Кам "пуяс" тесе хăйĕн чĕлхине, культурине, ăс-хакăлне тата ытти çавнашкал пахалăхĕсене сутать, ÇАВĂН ПУЯССИ ТЕ ПУЛМАСТЬ, ЫТТИ ТЕ ПĂЧЛАНАТЬ. Ку тĕлĕшпе ан иккĕленĕр. ДИАЛЕКТИКА. | 
| Тимер // 4134.46.4091 2013.02.18 18:28 | |
| Культура аталанать.Канашра ав каллех тепĕр чиркÿ тума йышăннă.Эппин укçа пур.Герман Лебедев ячĕллĕ маттур та ăслă чăваш ачисене вĕрентсе кăларакан лицея хута яма,шел пулин те,укçа çук Чăваш Республикин.  | |
| Agabazar // 3414.49.4023 2013.02.18 19:10 | |
|  | Çав Тимĕр асăнакан Канаш чиркĕвĕ чăвашлăх лаççи пулса тăмĕ. Чиркĕвĕн унашкал тĕллевсем çук. Даниил Филимонов шайĕнчи çынсем çук унта.  | 
| Якур // 1039.8.4424 2013.02.20 09:17 | |
| Малалла акасапара: Анчах чăвашăн чунне ăшăтма культура вучахĕ мар, ача-пăчан ăслăлăхне аталанма творчество вучахĕ мар-чиркÿ хăпартаççĕ( пуррисене çÿреме те прихожансем çук пулин те). Но тăнлăран та тăнлă акасапар куна ăнланман пек тăвать.Ман шутпа он пишет для того, чтобы писать. Как и многие конторские. "Papar for papar" -бумага для бумаги.  | |
| Agabazar // 3342.80.8870 2013.02.20 20:33 | |
|  | "хут" урăхла çырăнать: paper[пе́йпа]. Пирĕн тема алли тепĕр информаци: http://www.echo.msk.ru/blog/echomsk/1015696-echo/ | 
| Якур // 1039.8.4424 2013.02.22 09:07 | |
| Эпĕ ăнланнă тăрăх акасапаршăн акăлчанла тĕрĕс çырни "вашнăрах"(ятарласа тĕрĕс çырма тăрăшмарăм), чем Тимĕр шухăшне ăнланма тăрăшнинчен. Тимĕр çырать: влаçри шакăр-макăрссене чиркÿ туса юлни "вашнăрах", чем ачасем валли аталану керменĕсем, наци культурин вучахĕсем тунинчен. Унччен çырнăччĕ, Праскье хула варринче пысăк лаптăк ăрса илни çинчен.  | |
| Якур // 1039.8.4424 2013.02.22 09:15 | |
| Эпĕ малтанрах янă çырусене пурнете кăтартман кунта. Çапах та çырасшăн çакăн çинчен: Акасапара Правительство çурчĕ çумĕнче те тепĕр часовня туса лартни пачах хумхантармасть, ăна ăнлантарса пама унăн яланах хатĕр "рецепт" пур. Эсир, тăванăм, районсенчи пушă ларакан чиркÿсене çÿресе курнă-и?  | |
