Нумай пулмасть ман пата пӗри ҫыру ячӗ, адресне вара чӑвашла ҫырнӑ.
Почта уйрӑмӗнче ахаль пӑхсан чӑвашла пӗр-ик сӑмах та ҫук — йӑлт вырӑсла. Ҫавӑнпа пулах пулӗ халӑх та адреса та почта ӗҫченӗсемпе те (уйрӑмах вӗсем ҫамрӑк пулсан) вырӑсла ҫыраҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Эп хам почтӑпа тӑтӑш усӑ куратӑп, анчах адреса яланах вырӑсла ҫыратӑп. Калаҫма — чӑн та чӑвашла тӑрӑшатӑп. Пирӗн Лапсар уйрӑмӗнче малтан кантӑк умӗнче ларакансем пурте чӑвашсемччӗ, хальтерех вара пӗр хӗре йышӑннӑ та унта — вӑл чӑвашла ӑнланать пулин те вӑйпах вырӑсла калаҫтарать. Уйрӑмра та ӑна пула ыттисем ытларах вырӑсла калаҫма пуҫланине куратӑп. Ҫав ҫамрӑк хӗрпе кӑна, вӑл хӑш-пӗр сӑмаха ӑнланманран, вырӑсла калаҫма тивет.
Адреса вара малашне чӑн та чӑвашлах ҫырма пуҫлӑп.
//кунта пӗр йывӑрлӑх пур-ха та — ман ҫыру-посылкӑна ҫын патне ҫитермелле-ҫке, ҫавӑнпа та йывӑрлӑх-кӑлтӑк ан пултӑр тесе тӑрӑшмалла. Малтан республика таврашӗнчи адрессене чӑвашла ҫырма пуҫлас пуль, кайран, хӑнӑхсан — тен, тулашрисемпе те эксперимент туса пӑхмалла...
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.