 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Игорь Сайман // 4212.7.3202 2013.04.26 14:52 | |
| Геннадий УТКИН:"...чăваш халăх каларăшĕсене пухса вĕсене «Хыпар» хаçатра пичетлет..." Кунта ман шутпа Роман Чепунов тăвакан ĕçе тĕрĕс мар палăртнă. ВĂЛ ЧĂННИПЕ КАЛАСАН ТĔРЛĔ АФОРИЗМСЕН ПĔЛТЕРĔШĔСЕНЕ "ХЫПАР" ВУЛАКАНĔСЕНЕ ĂНЛАНТАРСА ПАРАТЬ. Çавă çеç. | |
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.04.26 18:29 | |
|  | Эп вара Геннадий Уткинпа килĕшĕп. Роман Чепунов тĕрле афоризмсене ăнлантарса панă пултăр, анчах та чăвашли (çавнашкаллиех) пур пулсан ма ăна илсе кăтартмалла мар? «Çын куççулĕ çĕре ӳкмест» — питĕ хитре те сăнарлă каларăш. Мускавсене асанмасăрах. | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.04.26 18:33 | |
|  | Роман Чепуновăн та лайăх статьисем пур — чăн чăвашлисене ăнлантарса панă чух вуланăçем вулас килет. Шел те, сайтра хутра çеç леккелеççĕ вĕсем. Сăмахран «юлашки» сăмахпа сайрарах усă курмалли пирки. 
 | 
| Аçтахар Плотников // 5043.2.1941 2013.04.26 18:34 | |
|  | Унсăр пуçне чăвашăн тата ытти хитре каларăшсем мĕн чухлĕ? Ма вĕсене ăнлантарса парас мар? Йывартарах пулнипе пуль тесе шутлатăп. //вырăслисене интернетра та тупма пулать — куçар та статья хатĕр. | 
| Игорь Сайман // 1177.19.6259 2013.04.26 18:54 | |
| Роман Чепунов ярăмĕнче çав тери расна япаласем пур. Чăваш каларăшĕсем вĕсен хушшинче сав тери сахал. Пĕринче вăл пиар сăмаха ăнлантарма хăтланать, тепринче çĕнĕ вырăссем пирки... Тата ытти те. | |
| Agabazar // 1259-0391 2013.04.26 21:51 | |
|  | Мускав куççуле ĕненмест. Пĕлтерĕшĕ: хăвăн çине çеç шан,- никам та сан хутна кĕмĕ. Çын куççулĕ çĕре ÿкмест. Куççуль тăкни хăçан та пулсан хăйĕн витĕмне кăтартатех тенине пĕлтерет. ПĔЛТЕРĔШĔСЕМ РАСНА ÇЕÇ МАР, ЧАТ ХИРЕ-ХИРĔÇЛЕ! Эппин вĕсене пĕр-пĕринпе улăштараймастăн! | 
| Agabazar // 1259-0391 2013.04.26 21:56 | |
|  | Чăвашсем апла калаççĕ, капла калаççĕ текелесе "лăкăртатма" крлĕ мар пуль. ТЕМЛЕ ТЕ КАЛАÇÇĔ ЧĂВАШСЕМ! Ĕç унта мар... Сăмах витĕмлĕрех, тĕрĕсрех пулмалла — акă мĕн чи кирли! | 
