Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Пӗрремӗш калав пичетленсе тухрӗ

Аçтахар Плотников19.06.2013 22:515856 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ уйӑхри «Тӑван Атӑлта» чӑвашла ҫырнӑ ман пӗрремӗш калав пичетленсе тухрӗ.

Ҫак журналта «Чӑваш калавӗ» конкурс пуҫарни пирки илтсенех ман хамӑн та ҫырса пӑхас шухӑш ҫуралчӗ — ара чӗлхене миҫе ҫул туптатӑп ӗнтӗ, ҫырма вӑхӑт та ҫитрӗ пуль. Вырӑсла калавсем эп унччен те ҫыркаланӑччӗ, чӑвашла вара пулаймастчӗҫ. Тем тесен те фэнтези жанрӗ чӑваш халӑхне ютрах ҫав. Сӑмахран, халапсенче, хӑварах пӗлетӗр ӗнтӗ, аҫтахасене юратмаҫҫӗ, усал шутланать вӑл. Фэнтезире вара, уйрӑмах хальтерех ҫырнисенче, вӑл вӑйлӑ хӑрушкка тӗсӗ ҫех...

«Арҫури аташтарни...» калавпа электронлӑ вулавӑшра паллашма пулать. Унта эп «Тӑван Атӑлта» редакцилемен варианта кӗртрӗм. Журналтине вара ҫу уйӑхӗнчи кӑларӑмра вулайратӑр. Ман вырӑсла ҫырнӑ хайлавсем кӑсӑклӑ пулсан — «Самлиб» сайтра тупма май пур.

Ырлакансем пур ӗнтӗ: «ҫырас ӑсталӑх пур — ҫыр», теҫҫӗ. Темле ҫав. Вӑхӑт тупӑнсан кӑна. Ҫырсан та калавсен ярӑмӗ пек хатӗрлесшӗн.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

2013.07.10 08:13
Саламлатăп.Интереслĕ калав.Творчествăра ăнăçу сунатăп.
Agabazar // 2602.49.8860
2013.07.10 17:42
Agabazar
"Пĕрремĕш калав" тенине Пуплев фигури вырăнне хумалла пулĕ. Шкулта та сочиненисем (хайлавсем) çыртараççĕ вĕт. Çавсенчен хăшĕ-пĕри калавсене питĕ çывăх.
2013.08.24 09:21
Аçтахар Плотников
Кунта сăмахĕ «пĕрремĕш пичетленнĕ» пирки пырать. :)

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj