Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
 

Reklamo

Софья Савнеш: Ҫак вырӑнсенче ҫынсем тата чӗрчунсем ҫухалаҫҫӗ

Софья Савнеш26.05.2014 16:333844 Пурĕ пăхнă

Тӗнчере ҫынсем паллӑ мар салтава пула ҫухалнипе ҫыхӑннӑ вырӑснем пур. Акӑ вӗсем.

 

 

Бермунд виҫкӗтеслӗхӗ. 1944 ҫулхи юпан 21-мӗшӗнче кунта «Рубикон» карапӑн экипажӗ ҫухалнӑ. Бермунд виҫкӗтеслӗхӗ – тупмалли юмах тейӗн, анчах унӑн хуравне никам та пӗлмест. Кунта карапсем ҫухалаҫҫӗ. Ӗнемелле мар-и? Ҫак вырӑнта навигаци тытӑмӗ питӗ япӑх ӗҫлет. Метеоролгсен шухӑшӗпе, Флорида ҫыранне лекнӗ чылай цунами кунтан пуҫланать. 1945 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Бермун виҫкӗтеслӗхӗнче пилӗк ҫар самолече ҫухалнӑ: сывлӑшра ирӗлнӗ тейӗн.

 

 

Молебски виҫкӗтеслӗхӗ. Вӑл Свердловск облаҫӗпе Пермь крайӗн чиккинче вырнаҫнӑ. Кунта ҫынсем, чӗрчунсем ҫухалаҫҫӗ. Вырӑнти халӑх инопланетянин евӗр мӗлкесене курнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, ку мистика ҫак тӑрӑха усӑ та кӳрет. Кашни ҫул кунта туристсем, уфологсем килеҫҫӗ. 1995 ҫулта Валерий Якимов ӑсчах уфолог ушкӑнӗпе пӗрле ҫак виҫкӗтеслӗхе тӗпчеме шухӑшланӑ. Вӗсем чӑннипех ӑнланмалла мар япала курнӑ: ӑна НЛО теме пулать. 1996 ҫулта Максим Шишкин уфолог «Уральский следопыт» кӗнекере туристсен ушкӑнӗ ҫухални пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ.

 

 

Дятлов ту ҫулӗ. Игорь Дятлов ушкӑнӗпе 1959 ҫулта трагеди пулнӑ. Дятлов студент тата тепӗр 9 ҫын Холат-Сяхыл ту ҫине хӑпарма шухӑшланӑ. Манси чӗлхинчен куҫарсан ку - «вилнисен тӑвӗ». Кунта пурӑнакансене ҫак вырӑн тахҫанах шиклентернӗ. Шыравҫӑсем студентсен илемсӗрлетсе пӗтернӗ ӳчӗсене тӗрлӗ ҫӗрте тупнӑ. Мӗн пулнӑ унта? Хальлӗхе татӑклӑн никам та калаймасть.

 

Череповецк шурлӑхӗ. Вологодск облаҫӗнче ҫак вырӑн пирки тӗрлӗ хӑрушӑ халап ҫӳрет. Шурлӑх хӑйӗн патне ҫывӑхарах пыма «ыйтать»-мӗн. Кунти халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑн пирки сахал пӗлекенсем шурлӑх патне пынӑ та темиҫӗ минутранах йӗрсӗр ҫухалнӑ. XIX ӗмерте кунта тӑтӑшах купсасем ҫухалнӑ. 1972 ҫулта шурлӑхра ҫӗр йӑтӑннипе вун-вун ҫар ҫынни вилнӗ. Вӗсем кунта йывӑр техникӑпа пынӑ-мӗн. Халӗ те кунта ҫулсерен темиҫе турист тата вырӑнти ҫын ҫухалать.

 

Шуйттан варӗ. Псков облаҫӗнчи Ляд ялӗ ҫывӑхӗнче вӑл. Ҫак ята ӑна 100 ҫул каяллах панӑ. Революци умӗнех кунта ҫынсем ҫухалма тытӑннӑ. Хӑшӗ-пӗри ҫӑлӑннӑ-ха, анчах темӗнле салтава пула вӗсем нимӗн те ас тумаҫҫӗ. Ку кӑна мар – вӗсем ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен арпашанма та пуҫлаҫҫӗ. 1974 ҫулта ҫак варта Санкт-Петрбургран кӑмпа татма килнӗ ҫынсем ҫухалнӑ. Унччен, 1928 ҫулта, вӑрман касакансем йӗрсӗр ҫухалнӑ. 1931 ҫулта ҫак вырӑна янӑ кулаксем ҫемйипех таҫта кайса кӗнӗ.
 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj