Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Китай ҫӗнӗ пурҫӑн ҫулне уҫать?

Аçтахар Плотников24.11.2014 18:384271 Пурĕ пăхнă

Иртнӗ эрнере, чӳкӗн 18-мӗшӗнче, Китайри тухӑҫ енчи Иу хулинче таварпа тиенӗ пуйӑс ҫула тухнӑ. Вӑтам Ази урлӑ каҫса унӑн Испанири Мадрида ҫитмелле. Ҫулӗ пурӗ 21 кун тӑсӑлӗ. Ҫапла май ҫак чукун ҫул ҫыхӑнӑвӗн тӑршшӗ 13 пин ҫухрӑмпа танлашӗ — хальхи вӑхӑтри чи вӑрӑм ҫул. Китайри Иу ятлӑ хула пирки эсир илтмен те пулӗ, анчах та вӑл пысӑк суту-илӳ центрӗ шутланать, унта Китайра кӑларакан пӗчӗк таварсемпе нумай суту-илӳ тӑваҫҫӗ.

Ҫак маршрута уҫни логистикӑпа инфраструктурӑна аталантарма пулӑшакан план шутне кӗрет. Программӑна Китай влаҫӗ «Ҫӗнӗ пурҫӑн ҫулӗ» ят панӑ. Пӗр енчен янравлӑ ӗнтӗ, тепӗр енчен ӗҫӗ пур — унта вӗсем темиҫе миллард таран укҫа хывнӑ. Авалхи пурҫӑн ҫулӗ пекех ку маршрут та Казахстан урлӑ иртет. Казахсем хӑйсем те ҫак ҫула аталантарма пулӑшнӑ — миллиарчӗпе укҫа тӑкакланӑ.

Ҫӗнӗ суту-илӳ ҫулӗ, сӑмах май, Чунцин патӗнчен инҫе мар иртет — кунта вара Hawlett Packed компьютерӗсене тата Apple продукцине кӑларакан Foxconn подрядчикӗн склачӗсем вырнаҫнӑ. Ҫӗнӗ ҫула уҫасса вӗсем те кӗтеҫҫӗ пулинех. 2011 ҫулта кунтан Германири Дейспурка тӳрӗ ҫул уҫнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫапла май Китай тавара транспортлама анӑҫри компанисен витӗмӗнчен хӑтӑлма шухӑшлани лайӑхах курӑнать.

Паллах, тавара туянакан патне ҫитерес тесен тинӗспе йӳнӗрех ларать. Анчах та савутсене ҫӗнӗлле вырнаҫтарма тытӑннӑ хыҫҫӑн караппа кӳрсе килес пулсан вӑхӑт ӳснӗ иккен. 2 уйӑха тӑсӑлма пултарать. Чукун ҫулпа вара 2 эрне хушшинче ҫитерме май пур.

Теприсен шухӑшӗпе ҫӗнӗ маршрут китай ҫыннисене те пулӑшу кӳмелле — Европӑран Китая капӑрлӑх япалисене нумайтарах кӳрсе килме май пулӗ. Юлашки вӑхӑтра вӗсене туянас текенсен йышӗ ӳссе кӑна пырать.

Чукун ҫула пысӑк калӑпӑшпа аталантарни Китайра вӑйлӑ сисӗнет. Ҫӗнӗ пурҫӑн ҫулне пурнӑҫа кӗртнӗ тейӗпӗр. Анчах та пирӗн тухӑҫри кӳршӗ кунпа ҫырлахасшӑн мар — кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вырӑнти МИХсем хупарланӑ тӑрӑх Китайра тепӗр пысӑк проект пуҫарасшӑн иккен. Хальхинче вӗсем Лӑпкӑ океан тӗпӗпе 200 ҫухрӑмлӑ чукун ҫул хывасшӑн теҫҫӗ. Тоннель туса. Ӑна йӗркелесен вара АПШ-на пуйӑспа 2 кун хушшинче ҫитме май пулӗ. Вӑл ҫулӑн пӗр пайӗ Раҫҫей тӑрӑх иртмелле.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

якур // 6478.3.2905
2014.11.24 21:03
Туннель тени иккĕлентереть,паллах.Халлĕхе туннельсĕрех ав мĕн чухлĕ пăтăрмах пулса иртет чукун çул çинче.

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj