Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Аçтахар Плотников: Пил Тымарлана чӑвашлах хуравланӑ

Аçтахар Плотников24.04.2015 10:0110065 Пурĕ пăхнă

Пил Тымарлан лавккасенче (тӗрӗссипе пур ҫӗрте те) чӑвашла калаҫни пирки, ҫакна пула тӗрлӗ пӑтӑрмахсем сиксе тухни ҫинчен пире Софья Савнеш каласа парсаччӗ.

- Эсир кирек ăçта та чăвашла çеç калаçни пăтăрмахсем кăларса тăратмасть-и?

- Çын чăвашла пĕлмест тĕк ку – унăн ыйтăвĕ. Тăлмачă тыттăр. Лавккара та сутуçăсемпе чăвашла çеç калаçатăп. «Говорите на нормальном языке», - теççĕ лешсем. Çакна пулах вун-вун лавккана çăхав çыртăм. Акă нумаях пулмасть лавккана çăкăр патне кĕтĕм. Киле çăкăрсăр таврăнма лекрĕ. Ара, сутуçăсемпе чăвашла калаçрăм. Лешсем ăнанманнине кура сентре çине те тĕллесе кăтартрăм. Пур-пĕрех кутăна переççĕ. Çăхав çырма лекрĕ.

Ку ӗҫ хайхи «Калач» (чӑвашла Кулач) лавккинче пулса иртнӗ курӑнать. Пил Тымарлан ҫӑхавӗ АУО «Хлеб» ертӳҫи патне ҫитнӗ пулас та лешӗ ӑна чӑвашла хурав панӑ. Паллашма сӗнетпӗр:

Вулама ҫӑмӑлах мар пулсан унта ак ҫапла ҫырнӑ:

«Хисеплӗ Пил Николаевич!

Эпир сирӗнтен пирӗн сутӑҫпа Жестянкина Галина Владимировна(ӑ)па пӗрле каҫару ыйтатпӑр.

Лавк(к)ара ӗҫченсене пуху пухса ҫак пулса иртнӗ пӑтӑрмаха сӳтсе яврӑмӑр, Жестянкина Г.В. асӑрхаттару патӑмӑр.

Сутӑҫ хӑйӗн йы(ӑ)нӑшне ӑнланчӗ, чӑваш чӗлхине вӗренме кӑмӑл турӗ.

Эсир, Пил Николаевич, пирӗн лавк(к)асене ҫӑкӑр илме ҫӳрессе шанатпӑр.

Ырӑ сунса кӗтетпӗр!

Лавк(к)а ертӳҫи»

//хӑлӑпсенче ҫыру ҫыраканӗ тунӑ йӑнӑшсене кӑтартрӑм-ха :) Унӑн паян Пӗтӗм чӑваш диктантне хутшӑнса чӑваш орфографи йӗркевӗсене пӑхса тухмаллах :).

 

Ку хурав пире мӗне вӗрентет? Чӑваш чӗлхипе усӑ курассине калакан саккуна пӑснисем пирки ҫыру-ҫӑхавсем ҫырмаллах. Пӗр Пил Тымарлан кӑна мар, кашни ҫырса тӑрсан лару-тӑру кӑштах та пулин ылмашатех. Вырӑнтан хускалатех.

Хӑш-чух, паллах, лавккасем ҫын ыйтнине шута илмеҫҫӗ. Эп те пӗрре хамӑр Лапсарти «Магнит» лавккари сутӑҫсем ватӑ кинемейсене хистесе вырӑсла калаҫтарнине курсан вӗсем патне ҫӑхав ятӑм. Унччен вӑл вырӑнта «Лапсарский» лавккаччӗ — унти сутӑҫсем чӑвашлах калаҫатчӗҫ. «Магнит» йышӑнчӗ те, йӑлт чӑвашла пӗлмен хӗрсене лартса тухрӗ. «Магнит»-ран ҫыру килчӗ ман пата. Хайхи иккен чӑвашла пӗлекен хӗрсене тупма питӗ йывӑр, кун ҫутинче хунарпа шырасан та тупаймӑн. Анчах ман сӗнӗве — чӑвашла пӗлекен хӗрсене тытасси пирки — шута илӗтпӗр терӗҫ-ха. Паянхи кун та «шута илеҫҫӗ». Ҫавӑнпах эп хам Ҫӗнӗ Лапсарта «Арника» лавккана ҫӳретӗп (таварӗсем унта хаклӑрах пулин те), «Магнита» хутран-ситрен кӑна кӗретӗп.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 2865.14.4353
2015.04.24 10:31
Agabazar
Эй, тĕнче!..
Agabazar // 2865.14.4353
2015.04.24 10:31
Agabazar
Ах, анчах!..
Victor // 4047.96.3493
2015.04.24 10:41
Victor
avan
Атила // 3913.58.4645
2015.04.24 11:32
Ҫирӗм ҫул ытла пасарта чӑвашла пӗлекен сутуҫсенчен кӑна чечек,пахча-пахча ҫимӗҫ тата ытти тавар илетӗп.Лавккасенче те "скажи по русски"-тесен тавар илмесӗрех тухса кайма тивет.Но ничаво.Выҫса вилмӗпӗр.
Agabazar // 2332.44.5924
2015.04.24 14:42
Agabazar
Админ юлташ,
Ман шутпа, Васильева М.Н. юлташ хăйĕн хуравне çав тери йĕркеллĕ, культурăллă чăваш чĕлхипе çырнă. Çавăнпа та унта "йăнăшсем" шырама, тен, кирлех те марччĕ пулĕ. Тьху, "йăнăшсем" темелле-и çавсене?

Эп çавăн пекех лавккана пырса чăвашла калаçма ĕмĕтленекенсен стратегипе тактикине палăртма сĕнетĕп çак темăра. Кашниех Пил Тымарлан хыççăн сикеймĕ. Пĕлÿ те, хăнаху та кашнийĕнех Пил хоспочынăнни чухлĕ мар. Пиртен кашнинех çавнашкал пăтăрмах сиксе тухсан ятарлă хут çырса парасса шанма хĕн! Эппин, тавай шухăшлар та малаллах пăхар

Паллах, чăвашла пĕлекен çынах чăвашла хуравлассинчен пăрăнма пултарать. Анчах сутăç чăнах та чăвашла пĕлмест пулсан мĕн тумалла? Мĕн çырнă кун пирки саккунсенче? Хут çине çырнă саккунсемсĕр пуçне тĕнчере кулленхи этикет, кашни çын хăйне еплерех тытмалли йĕркесемпе йĕркевсем пур.
Agabazar // 2332.44.5924
2015.04.24 16:45
Agabazar
"Ҫирӗм ҫул ытла пасарта чӑвашла пӗлекен сутуҫсенчен кӑна чечек,пахча-пахча ҫимӗҫ тата ытти тавар илетӗп.Лавккасенче те "скажи по русски"-тесен тавар илмесӗрех тухса кайма тивет.Но ничаво.Выҫса вилмӗпӗр."

Апла тума пулать. Анчах никама та хăраятас çук. Эсир выçса вилместĕр, анчах сутăçсем те выçса вилмĕç.
Зина // 3470.61.1324
2015.04.24 21:09
Айтăр-ха чăвашла çырма тăрăшакан çынсен йăнăшĕсене ытлашшиех тиркер мар.Вĕсем шкулта экзамен тытмаççĕ-вĕт.Васканă, пăшăрханнă чухне нумайăшĕн йăнăш пулма пултарать.Е тата компьютерпа пичетленĕ чухне сисмесĕрех юнашар тăракан урăх сас палли сиксе тухать.Йăнăшсене турлетес ĕçе вĕренекенсен хушшинче шкулта вĕрентекенсем ертсе пыраççĕ, асăрхаттараççĕ.Чăвашла çыракансене пистерес çеç марччĕ.

Paĝoj: 1, [2]

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj