Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145279 Пурĕ пăхнă

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3907.84.6261
2015.06.01 12:28
Agabazar
Кот. Код.
Иккĕшенче те виççĕмĕш вырăнта пĕр фонема <т>
Анчах та вĕсен реализациленесси тĕрлĕрен. Аллофонĕсен ушкăнĕ пĕр мар тейĕпĕр.
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 13:00
Victor
Мĕн тума?

Иккĕшĕн те виççĕмĕш вырăнта пĕр фонемă мар, пĕр фон: [т].

вырăсла: 1 фон - 2 фонема
Пĕри Т фонемă
Тепри [т] реализациллĕ Д фонемă.

чăвашла: 1 фон - 1 фонема
Иккĕшĕ те Т фонемă.

Cot. Cod.
акăлчанла: 2 фон - 2 фонема
Пĕри <t> фонема
Тепри <d> фонема
Agabazar // 4245.76.7272
2015.06.01 13:18
Agabazar
<<ту - тăвĕ - туйирап - тăваятăп
туйирап - тăваятăп - (и / ай)

Анчах ку ытла та тĕпчемен пулăм. Унсăр пуçне - "чăваш чĕлхинче дифтонг çук" текен йышăну пур>>


Çук-тăк, çук! Анчах ку йывăрлăхсем кăларса тăратмасть.

Ту. Тăвĕ. <У> фонема. -ăв- аллофон. Анчах та ку аллофон икĕ сасăран тăрать тейĕпĕр. Апла калама мĕн чарать? Нимĕн те!
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 16:54
Victor
Чармасть.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.06.01 17:13
Ку орфографи пирки иксӗрӗн тӗл пулса чӗлхе ҫӳхеличчен калаҫма май ҫук-им? Ку тема пит те ансӑр темӑ. Малтан ачусене ҫуратса тултарӑр-ха, малтан ачусене атте-анне теме вӗтентӗр-ха,тӑвансем!
Михаил Волков // 1432.37.7330
2015.06.01 23:30
Карт (сыпăк) çырăвĕнчен сасă çырăвне куçнă чух грексен те, латинсен те, готсен те фонема теорийĕ пулман. Паллах, Кирилпа Мефодий те ку теорине илтмен те, курман та. Теорине, тĕпрен илсен, 19-20мĕш ĕмĕрсенче тунă. Вырăссем халĕ те ку термина ике тĕрлĕ ăнланаççĕ, фонемăсене шутне тĕрлĕрен калаççĕ. Теори вăл гипотеза. Ăслăх ыйтăвĕсене татса памалли никĕс пулаймасть.
Михаил Волков // 1432.37.7330
2015.06.01 23:55
Виталий Котлеев,фонетистсен Ленинград шкулĕпе çыхăннăскер, пĕлтерĕшсене палăртасси фонемăпа çеç мар, сыпăкпа та çыхăннă тенине те астăватăп. Паллах, тĕнчипе сарăлнă карт çырăвĕн чăлхи пулнă май, вăл СИЛЛАБАРИЙ (испан, латин терминĕ) - сыпăк çырăвĕ пулнă. Икĕ орфографипе çырни ырра мар, вырăссем хыççăн мар, тĕнче хыççăн каймалла. Мелĕсене шырамалла çакна тума.
Victor // 3420.00.2527
2015.06.02 06:42
Victor
Ку шухăша хуратнă. Сăлтавĕ: Vyrănsăr
Agabazar // 5066.6.2013
2015.06.02 07:40
Agabazar
"Agabazar
<br>Морфологипе фонологине уйăрма тавçăрайсан хăвăр ăçта йăнăшнине ăнланатăр."


Морфологи морфемăсем çинчен вĕрентет.
Фонологи фонемăсам çинчен вĕрентет.

Морфемăсем фонемăсенчен тăраççĕ.
Фонемăсенче мĕскер пур, çавă морфемăсенче те пур.

Фонемăсем аллофонсемпе реализациленеççĕ пурнăçра.
Морфемăсем алломорфсемпе реализациленеççĕ пурнăçра.

Тата мĕскер кирлĕ?
Тата мĕн çитмест? Е мĕскер ытлашши?
Victor // 1530.08.1610
2015.06.02 12:43
Victor
Уйрăммăн пăхни кирлĕ. Чикки пур.

Пур морфемă та фонемăран тăмасть - тĕслĕхрен "ноль морфемă" (zero morpheme). Е морфемăсен реализацийĕсем (алломорфсем) - апофони, альтернаци майĕпе пулаççĕ - sing sang sung. Анчах i - a - u'на пĕр фонемă теейместĕр, мĕншĕн тесен минималлă мăшăрта сасă ылмашăвĕ сăмах пĕлтерĕшне улăштарни шăпах фонемă палли. sing - sung (1 морфемă, 2 тĕрлĕ фонемă).

Paĝoj: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, ... 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj