Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5145278 Пурĕ пăхнă

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Agabazar // 3062.61.1628
2015.06.02 18:26
Agabazar
"Пур морфемă та фонемăран тăмасть - тĕслĕхрен "ноль морфемă" (zero morpheme)." Фонемăран пулмасан тата мĕнрен тăрать вăл? Çветтуй сывлăшран мар пуль те?
Agabazar // 2677.86.7706
2015.06.02 19:11
Agabazar
<<sing sang sung. Анчах i - a - u'на пĕр фонемă теейместĕр, мĕншĕн тесен минималлă мăшăрта сасă ылмашăвĕ сăмах пĕлтерĕшне улăштарни шăпах фонемă палли. sing - sung (1 морфемă, 2 тĕрлĕ фонемă).>>

Сăмах пĕлтерĕшĕ улшăнчĕ-им кунта? Виççĕшĕнче те юрласси пирки сăмах пырать вĕт! Юрлать, Юрланă, Юрламалли, Юрлакан... Мĕн улшăнчĕ кунта? Мĕншĕн 2 тĕрлĕ тетĕр тата? Мĕншĕн виç тĕрлĕ мар? :-) Пĕр морфема. Виçĕ алломорф. Пĕр фонема (асăннă вырăнта). Виçĕ аллофон.

Пыр. Пăр. Пар.

Вăт кунта эсĕр калани мая килет! :-) Фонемăсен шучĕ тĕлĕшпе, паллах.

Agabazar // 1123.39.5902
2015.06.03 09:20
Agabazar

Вăл.

Мĕн ку? Пĕр морфемăран тăракан сăмах. Морфема виçĕ фонемăран тăрать: <в>, <ă>, <л>.

Вĕсем.

Мĕн ку? Икĕ морфемăран тăракан сăмах: Вĕ- тата -сем. Чăн та, пĕрремĕш морфеми кунта хăйĕн "тĕп мар" алломорфĕпе реализациленнĕ. Вĕ-Вăл- морфемăн алломорфĕ.

Вĕ-

. Икĕ сасăран тăрать. Алломорф пулнине кура урăхла çавăрттарса калама май пур. Иккĕмĕш сасă кунта, [ĕ] — <ă> фонемăн аллофонĕ. Виçĕмĕш вырăнта, морфемăн "классикăлла" варианчĕпе танлаштарсан, [л] сасă тухса ÿкнĕ. Апла пулин те мĕн пирки иккенне тавçаратпăр. Эппин хайхи "нуль" сассăн та пĕлтерĕшле хăвачĕ пур.

Кунти "нуль" сасă — хайхи <л> фонемăн позицилле аллофонĕ тейĕпĕр çавна кура.

Agabazar // 1123.39.5902
2015.06.03 09:50
Agabazar
Agabazar // 3062.61.1628 2015-06-02 18:26: <<"Пур морфемă та фонемăран тăмасть - тĕслĕхрен "ноль морфемă" (zero morpheme)." Фонемăран пулмасан тата мĕнрен тăрать вăл? Çветтуй сывлăшран мар пуль те?>>

Пÿрт.

Ун çумĕнче "нуль" морфема пур теме пулать, енчен те ăна аффикслă вариантпа оппозицилетпĕр. Пÿртсем. Унпа юнашар тăратсан, хайхи "нуль" морфема виçĕ "нуль" фонемăран тăрать теме пулать.
Пÿрт сăмаха Пÿртлĕ формăпа тăратсан (оппозицилесен) тепĕр лару-тăру: ĕнтĕ эпир асра тытакан "нуль" морфемара чăннипе икĕ "нуль" фонема.

Пÿрт сăмаха Пÿртсемлĕ сăмахпа оппозициленĕ чухне юнашарта икĕ "нуль" морфема пур темелле.
Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 11:56
Victor
Мĕншĕн 2 тĕрлĕ тетĕр тата? Мĕншĕн виç тĕрлĕ мар? :-) Пĕр морфема. Виçĕ алломорф. = sing - sung
sing - sang - sung = паллах 3 морфемă.

Виççĕшĕнче те юрласси пирки сăмах пырать вĕт!
паллах - лексиккăлла пĕлтерĕшĕ пĕрех, çавăнпа та пĕр лексема, унсăр пуçне çав вăхăтрах пĕр морфема.

Анчах грамматика пĕлтерĕшĕ тĕрлĕрен. Тĕрлĕ фонемă - тĕрлĕ пĕлтерĕш. Минималлă мăшăрта.

sing - юрла
sang - юрларĕ
sung - юрланă

Лекскикоголи енчен:
юрла=юрларĕ=юрланă

Морфологие енчен:
юрла+0 vs юрла+рĕ vs юрла+нă
юрла=юрла=юрла
0 vs -рĕ vs -нă

Фонологи енчен:
йурла=йурла=йурла
танлаштармалли нимĕн те çук
Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 12:02
Victor
Agabazar,
сирĕн морфологипе фонологи кăна мар, фонетика, фонологи, морфологи, лекскикологи (тăрсан-тăрасан синтаксиса та кĕрĕпĕр пулĕ) хушшинчи чикĕсене курма хăнăхмалла. Унсăр пуçне этимологине те явăçтаратăр (вăл - вĕсем) тĕслĕхпе.

sing - sang - sung
кунта чăнах светтой сывлăш пур - концепт, абстракци.
чĕлхене примитивлă меслетпе те ăнлантарма пулать, анчах чĕлхе пĕлĕвĕ ку ыйтусене тахçантанпа татса панă, абстракцисене-концептсене тахçанах уçса кăтартнă.
Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 12:07
Victor
вăл - вĕсем
- ыйтăва фонологи татса памасть

Эсир кунта НОЛЬ тесе асăннă япала - фонемă мар.
Ноль фонемă фонологи тĕпченĕ ыйту - вăл иврит, арап, ацтек чĕлхисенче курăмланать.
Чăваш чĕлхинче ноль фонемă çук. Ноль морфемă пайтах.
Agabazar // 3610.6.2762
2015.06.03 12:18
Agabazar
<<юрла=юрларĕ=юрланă>>

1) Юрла — хушу тайăмĕнчи, иккĕмĕш сăпатри, пĕрреллĕ хисепри глагол
2)Юрларĕ — Виççĕмĕш сăпатăн пĕрреллĕ хисепри иртнĕ вăхăта пелтерекен глагол
2) Паллăлахсăр иртнĕ вăхăт глаголĕ

Граммматика пĕлтерĕшĕсем, эппин, тĕрлĕрен. Вара мĕнех?

Сăрт [Сăрт]. Сăртăн [Сăрдăн]. Лексика пĕлтерĕшĕсем пĕр, Грамматика пĕлтерĕшесем тĕрлĕрен (Пĕрремĕшĕ ят укĕмĕнче, Иккĕмĕшĕ туртăм ÿкĕмĕнче). Вара мĕнех? Ку çак тĕслехсенчи сасăсене ( [т], [д] ) уйрăм фонемăсем пек шутлама май памасть. Аллофонсем.

sing - sang - sung

Грамматика пĕлтерĕшĕсем расна пулни асăннă сасăсене "виçĕ фонема" теме сăлтав памасть. Аллофонсем.



Сирĕнни пек шутласан, фонема термин ним тума та кирлĕ мар. "Сасă" тени те мăй таран çителеклĕ!

Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 12:22
Victor
Фонологире - пĕр фонемăна хирĕç пĕр фонемă кăна килет. Мĕншĕн тесен фонологи курăмлатакан Пĕрĕм (единица) - фонемă.

сем - чăваш фонологине кура виçĕ фонемă.
Çак виçе фонемăллă пĕрлешĕве танлаштарма пултаракан минималлă мăшăрсем
сем - сам - сĕм - сум - сом - сим - тем - çем - сет - сер - ...

-сем - чăваш морфологине кура пĕр морфемă.
унпа танлаштарма пултаракан минималлă мăшăрсем
хăйĕнпе пĕрле инфлекци морфемисен çемйинче: -ĕ, -ăм, -и, -не, -шăн т.ыт.те
Victor // 1530.08.1610
2015.06.03 12:28
Victor
sing - sang - sung
Грамматика пĕлтерĕшĕсем расна пулни асăннă сасăсене "виçĕ фонема" теме сăлтав памасть. Аллофонсем.



Фонемă - лексикă пĕлтерĕшне кăна улăштаринччĕ сире кура.
Анчах фонемă кирек хăш пĕлтерĕшпе те çыхăнать - грамматика, лексика.

Анчах мĕн пустуй ăнлантарасси сире. Эсир фонемă мĕнне ăнланаймастăр пулĕ нихăçан та... :)
Акă сире рессурс http://en.wikipedia.org/wiki/Phoneme.
Кунта питĕ лайăх ăнлантарнă.

Paĝoj: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 19

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj