Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032139 Пурĕ пăхнă

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Марине // 4179.79.0244
2015.07.08 17:33
Тимӗр // 4916-2612
2015-07-08 17:15
Акапасар кунӗн-ҫӗрӗн айӑплать пурне те,а хӑй вырсарни шкулӗ уҫаймасть.
Тӗлӗнтеретӗр Эсир пӗр-пӗринпе тавлашса. Мӗн пустуй кунта ҫырса ларатӑр? Тен, Акапасарӑн та пӗччен вырсарни шкул уҫма хал ҫитмест.ХӐВӐРӐН халӑр пулсан ,ҫынна ятличчен та- та ыттисене шаниччен, ӗҫе пуҫӑнӑр, Акапасара т.ыт.пулӑшӑва чӗнӗр.СИРӖН те пысӑк,ырӑ ӗҫ пулать...
Agabazar // 8931-6856
2015.07.08 17:38
Agabazar
bor1959 // 1039.8.4424 2015-07-07 20:22: <<Вӑт вӗт куштан Акасапар хӑта, мӗн тери куштан эсӗ? Вара ман,Тимӗрӗн,Микулӗн,Атилӑн ачисем чӑвашла вӗренни сакна кирлӗ мар пулсан -мӗн чакаланса ларатăр? Мӗн чӑвашлӑхшӑн ҫуннӑ пек куймӑрланса ларатăр? Кам эсӗр, чӑваш ятне тивӗҫлӗ мар эсӗр ҫав тери куштанланан пулсассӑн! Пул йӗркеллӗрех! Эсӗр кутӑнланнипе ку форума никам та кӗместь! Ҫавна ӑнланăр-ха,Акасапар хӑта!>>

Таймер патне кайса: "Тархасшăн ачусене чăвашла вĕрентĕр-ха!" — тесе тилмĕрес, пуççапас шухăш çук. Унăн арăмне те кайса пуç çапас çук. Миккуль, Атила, бор тата вĕсен арăмĕсем патне кайса та пуç çапмăп. Эсĕр вара, бор, кăмăлăр пулсан, кайса пуççапма пултаратăр. Эсĕр ĕçлекен учреждени (организаци) те вăл "ĕçе" явăçма пултарать. Ун пек пуççапса çÿрекенсене тÿлеме бюджетран укçа та уйăрччăр. Хуть те мĕн калăр, пирĕн вара унашкал пуçсапса çÿрес шухăш пачах та çук.

Agabazar // 8931-6856
2015.07.08 17:44
Agabazar
Тимӗр // 4916-2612 2015-07-08 17:15: <<Чӗлхемӗре сутса ячӗ Акапасар.Песплат кӗтсе ларса чӗлхе пӗтсе пынине лӑпкӑн пӑхса ларать.Халлӗхе кабинет пур,ӗҫ укҫи институтра тӳлеҫҫӗ хутсене вырӑнтан-вырӑна куҫарнӑшӑн.Ҫынсем тӳлевлӗ акӑлчан чӗлхи шкулне уҫаҫҫӗ.Акапасар кунӗн-ҫӗрӗн айӑплать пурне те,а хӑй вырсарни шкулӗ уҫаймасть.Е никам та вӗренме пымасран хӑратӑн-им?>>

Ку — 100% элек. Элек!

Тимӗр // 4916-2612
2015.07.08 21:09
Марине.Эсӗ пӗр япалана ӑнланмастӑн.Эпир,чӑваш чӗлхине упраса хӑварас тесе, чи малтан ачасене ҫуралсанах атте-анне теме тата тӑван чӗлхепе калаҫма вӗрентнӗ.Шкул тата ытти чӑваш темипе хӑйсен ӗҫ вырӑнӗсемшӗн ҫунакансене шанса лармасӑр.Паллах,кун пек туни вӗсене килӗшмест.Мӗнле кӑна тапӑнмарӗ пӗр пӳтсӗрӗ кунта Балтай ҫине.Европӑра пурӑнаҫҫӗ унӑн Атиллипе Азамат,а чӑвашла шатӑртатараҫҫӗ.А кунти чӗлхемӗре аталантарас тӗллевпе тӗрлӗ программа хатӗрлекенсем килти ачисене чӑашла вӗрентес темен.Вӑт ӑҫта ЭЛЕК!.
Ют Ҫын // 3449.34.7161
2015.07.09 02:06
Agabazar-" Хуть те мĕн калăр, пирĕн вара унашкал пуçсапса çÿрес шухăш пачах та çук." Сирӗн пачах нимле шухӑш та ҫук пулас. Вӑхӑт ирттерес шухӑш пур.
Agabazar // 1813.54.8277
2015.07.09 05:05
Agabazar
"Европӑра пурӑнаҫҫӗ унӑн Атиллипе Азамат,а чӑвашла шатӑртатараҫҫӗ"

Ку, паллах, халлап.

Ют Ҫын // 1612.5.4282
2015.07.09 10:23
Agabazar текенни каламан хыпар пурте ХАЛЛАП. Ҫакна ӑнланса илтӗм юлашки ҫурҫул хушшинче. Кама кирлӗ, камӑн ашшӗ-амӑшӗ чӑвашлӑхӑн ӗмӗрне тӑсасшӑн, Ҫавсем шкулта 9 ҫул вӗренмесӗрех чӑвашла шатӑртараҫҫӗ. Балтай ачисене выставкӑра курнӑ,чӑн та чӑвашла поплеҫҫӗ.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.09 13:51
Халлап ҫапаканни кунта,хисеплӗ Акасапар.Тата,паллах, Акташ. Мӗншӗн вӑл Ӗпхӳ хулине кайман хӑйӗн куҫӗпе саммит ӗҫне курма? Шупашкарта халап ҫапса ларать, чаплӑ журналист, "Ӗҫ ветеранӗ", анчах мӗнле Ӗҫ-паллӑ мар.
Agabazar // 2697.76.6666
2015.07.09 19:34
Agabazar
"... Балтай ачисене выставкӑра курнӑ,чӑн та чӑвашла поплеҫҫӗ." Эп вара унченхи Мускав мэрĕ Лужков хоспочын чăвашла пупленине курнă. "Салам, юлташсем!" - терĕ те, ирĕлсех кайрăм. Лужков та чăваш чĕлхине малалла тăсать иккен тесех шутласа илтĕм. Çитменнине тата Лужков хĕрĕсене те чăваш кĕписем парнеленĕччĕ. Эй, мăнтарăн чăваш, сана çавнашкал хыптарма ытла та çăмăл-çке!!!
Agabazar // 6227.8.6430
2015.07.10 08:34
Agabazar

Paĝoj: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, ... 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj