Eniri | Registriĝo | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
 

Reklamo

Таисия Ташней: 9 класс чăвашла вĕреннĕ ача чăвашла пĕлет-и?

Таисия Ташней12.06.2015 13:5032135 Пурĕ пăхнă

Ку ыйту ахальтен çуралмарĕ-ха ман. Чăваш наци конгресĕн сайтĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, ЧНКн вĕренӳпе ăслăлăх комитечĕн пайташĕ Геронтий Никифоров «Чăваш чĕлхин пуласлăхĕ мĕнле-ши?» статья пичетленĕ. Унта вăл тăван чĕлхемĕр пирки пăшăрханса çырать.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО пĕтекен чĕлхесен шутне кĕртни паянхи кун вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Темиçе çул каялла ун пек хыпара тĕнче тетелĕнчи шырав тытăмĕсенчен пĕринче акăлчанла кăсăклансан кăна (хамшăн ют чĕлхепе шыраса пулăшаканни пĕр вăхăтра Шупашкар район хаçачĕн редакторĕнче ĕçленĕ Борис Чиндыков пулнăччĕ) ЮНЕСКО сайтĕнче кăна тупайнăччĕ.

Чăваш чĕлхине ЮНЕСКО çĕр чăмăрĕнчен çухалакан чĕлхесен шутне кĕртнĕ май «çакнашкал лару-тăрура шкулсенче чăваш чĕлхине вăй илтерсе, тымарлантарса вĕрентмелле пек пулса тухать», – тесе çырать маларах асăннă Геронтий Никифоров.

Вĕренӳ программине илес тĕк Геронтий Никифоров 9 класс пĕтернĕ хыççăн ачасене чăваш чĕлхипе пăрăнми йĕркепе (вырăсла каласан, обязательно) тыттарнине аса илет. «Патшалăх тĕрĕслевĕнче ачасем тăван чĕлхене чухланине, унпа çырура ycă курма пĕлнине, илемлĕ литературăри ĕçсене паянхи пурнăç пулăмĕсемпе çыхăнтарма пултарнине аван кăтартрĕç. Çакнашкал паха пулăмăн пĕлтерĕшĕ чăваш чĕлхине тытма суйласа илмелли экзамен шутне кĕртсен тӳрех чакрĕ. Суйласа илмелли предмет пулнă май ĕнтĕ чăваш чĕлхипе экзамен тытакансен шучĕ çулсерен чакса пычĕ», – пĕтĕмлетет чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ.

Геронтий Никифоров кăçалхи лару-тăрăва тишкернĕ. Республикăри ял шкулĕсенче 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсенчен хальхинче 19 ача çеç чăваш чĕлхипе экзамен тытнă иккен. Ун пеккисем Етĕрне районĕнчи Пушкăрт шкулĕнче 3 ача тупăннă, Урпашра – тăваттăн, Палтайпа Пĕрçырланта – пĕрер, Муркаш районĕнчи Калайкассинче – çиччĕн, Атапайĕнче – иккĕн, Шурчара – пĕрре.

Унтан Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ чăваш чĕлхи республикăра патшалăх чĕлхи пулнине манас марччĕ тесе каланă май ачасен тăван чĕлхе пĕлĕвне Чăвашра патшалăх шайĕнче тĕрӗслемесен тăван чĕлхесĕр тăрса юлмăпăр-ши, чăваш чĕлхине упраса хăвараймасан килес ăрусем мĕн калĕç-ши тесе чунне ыраттатать.

 
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.

Komentoj:

Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.10 23:45
Каллех Agabazar текен чӑваш Лушковпа Балтая пӑтраштаранҫи тӑват. Чисти Леш украинри политиксем пекех. Пулӑмсене ураран пуҫхӗрлӗ ҫавӑраҫҫӗ(" С ног на голову все ставят"). Халап ҫапат,тӗпрен илсен.
Agabazar // 7503.2.7951
2015.07.11 04:40
Agabazar
Украинăна кунта сĕтĕрме кирлĕ мар. Паллă вĕт, пурпĕрех вăл ыйтусемпе хальхи лару-тăрура уççăн калаçма май çук. Уйрамах пирĕнни пек нацилле провинцире.
Миккуль // 4292.84.0894
2015.07.11 06:48
Анчах та,Agabazar текен хоспоччын, тӗнчери пур пулӑмсем те ҫыхӑннӑ. Украин пирки пит те калаҫмалла, анчах та калаҫакансем ҫук. Пирӗн чӑвашра та украин пекех. Нумайӑшӗ чиновник пуласшӑн, влаҫа кӗрсе юласшӑн,хысна укҫине пайласшӑн, пысӑк фуршетсене хутшӑнасшӑн, ... тата калама та хӑрушӑ-"палӑракан авто нумерӗсене те пулин "йӑлтӑрккаллисене"ҫакасшӑн", вара ҫак ҫынсемех "йӗркелӗхшӗн" ҫапӑҫаҫҫӗ иккен. Тӗлӗнтермӗш ку.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.11 10:25
Аре,Акасапар хӑта, украин гимнне юрлани, чӑвашла куҫарни, ОДӐсем ҫырни ҫулталӑк анчах иртет. Леш Боинг-не персе антарни те 17-мӗш числара ҫулталӑк. А эсӗ пӗтӗмпех манса кайнӑ та. Кун пек пурнӑҫ йӗркелесе яма май ҫук.
Agabazar // 3525.73.8267
2015.07.11 11:00
Agabazar
Куратпăр, питĕ аван куратпăр мĕнлерех пурнăç "йĕркелесе янине". Ан сĕтĕрĕр кунта Украина тĕлĕшпе тĕрлĕрен пропаганда. Чиливисăр кĕрлеттерни те çитет.

Гимнсем шарлаттарма халĕ те пултаратăр. Куçарма та. ОДА тесе Украинăра область администрацийĕсене калаççĕ. Боинг пирки Голланди кĕркунне комисси мĕн пĕлтернисене кун çути кăтартма шутлать. Малтанлăха черновике ĕнтĕ кирлĕ вырăнсене валеçсе панă та ĕнтĕ. Раççей шутсăр кăмăлсăр. Кĕркуннеччен кĕтĕпĕр. Курăпăр унта... Халлĕхе вара шăпăрт тăма чĕнетĕп.

9-мĕш класс ачи те айккинче тăтăр.

Ют Ҫын // 6379-1406
2015.07.11 12:48
каллех пустуй палкат Agabazar тете. Кӑвак холланди тата хӗрлӗ хунарсен ҫӗршывӗ мӗн калама пултарӗ ӗнтӗ. Пӗтӗм шанчӑк Agabazar тете ҫинче.
Agabazar // 3525.73.8267
2015.07.11 14:17
Agabazar
Раççей майлă Интернет-ресурс (рамблер-медийный) акă мĕн хыпарлать — http://news.rambler.ru/world/30743425/

Çапах та эп пурне те кун пек япаласенчен май килнĕ таран пăрăнма сĕннĕ пулăттăм.

акапасар Ют Çын текенскерĕн тетĕш мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.12 11:23
Боинг пирки ҫырма ан пуҫлӑр-ха эсир тата,Акасапарпа Акташ.
Agabazar // 4026.00.3509
2015.07.12 22:28
Agabazar
Кунашкал чĕнсе калама кая юлнă ĕнтĕ.

Мĕншĕн тесен çырма пуçланă тахçанах ыттисем. Калăпăр, çавнашкал пуçлакансенчен пĕри — бор.

Акапаарпа Акташ çавна кура пуçлама пултараймаççĕ. Малалла тăсма вара майĕ пур, чăнах та.

Унашкал майсемпе пит усă курасшăнах мар-ха.
bor1959 // 1039.8.4424
2015.07.13 09:17
Акасапар хӑта, эсӗ яланах ҫынсене итлеме хӑнӑхман, хӑвна кӑна итлеме, хӑвӑнпа килленме хӑнӑхнӑ та. Эпӗ ыйтатӑп "Эсир тата ҫырма ан пуҫлӑр-ха"-тесе.Ҫыракансем вӗсем Боингне ҫапса антариччен те пулнӑ уже. Вӗсен репортажӗсем сценарипе июлӗн 15-мӗшӗчченех хатӗр пулнӑ. Кунта пӗтӗмпех сценарипех пырать, вам этого не понять или "ятарласа ӑнланманҫи" тӑватӑр.Только эсир ҫавӑнта ӑнланмасӑр ан хутшӑнӑр-ха, сӑмсӑрсене ан чикӗр!Ҫырӑр суффикс,падеж,фольклор пирки.

Paĝoj: 1, 2, 3, 4, 5, ... 13

Aldoni novan komenton

Via nomo:
Via komento:
B T U T Titolo1 Titolo2 Titolo3 # X2 X2 Bildo http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Сирĕн чăвашла çырма май паракан сарăм (раскладка) çук пулсан ăна КУНТАН илме пултаратăр.
 

Permesitaj HTML tegoj:

... ... ... ... ...

...

...

...

...
... ...
    1. (Ĉiuj tegoj devas esti skribitaj laŭregule. Se tego bezonas fermon - ĝi devas esti fermita)

Orphus

Ытти чĕлхесем

Reklamafiŝoj

Kalkuloj