 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 2949.74.4380 2015.06.23 13:50 | |
|  | |
| Нина // 6565.4.2224 2015.06.23 17:15 | |
| Тымарлана автобусран мӗншӗн кăларса сирпĕтнӗ вара? | |
| Agabazar // 7972.7.6514 2015.06.23 18:36 | |
|  | Таймер ĕнентернĕ тăрăх, Чăвашла калаçнăшăн Тымарлана автобусран кăларса сирпĕтнĕ тĕслĕхсем пулнă. Паллах, хăлха чикки тутантарнă хыççăн.  Таçти Мускавра мар, хамăрăн текен Шупашкартах.  | 
| Нина // 3883.78.4576 2015.06.23 21:31 | |
| Чӗлхи вӑрӑмрах пуль?.. Эпир те калаҫатпӑр та -ха, сирпӗтмен халиччен. | |
| Agabazar // 2867.64.1322 2015.06.24 01:04 | |
|  | Нина // 3883.78.4576 2015-06-23 21:31: <<Чӗлхи вӑрӑмрах пуль?.. Эпир те калаҫатпӑр та -ха, сирпӗтмен халиччен.>>  Эсир, Нина юлташ, пĕлĕшсемпе, туссемпе чăвашла калаçни пирки калатăр пуль-ха... Малашне тепĕр утăм тума "сĕнесшĕн": кондукторпа, водительпе, палламан çынсемпе чăвашла сăмах хушма хăтланса пăхăр. Вара ку сайта килсе пĕлтерĕр, сирпĕтеççĕ-и е сирпĕтмеççĕ-и... Пурте ăнланмалла-и? Е ыйтусем татах пур? | 
| Нина // 1738.81.9847 2015.06.24 07:53 | |
| Agabazar , тавах. Хӑтланса пӑхма пулать те , пикесене транспортран кӑларса сирпӗтсен килӗшӳсӗр, арсем хӳтӗлессе шанма ҫук вӗт... | |
| Agabazar // 1681.03.4966 2015.06.24 13:14 | |
|  | Мĕн таваххи ĕнтĕ? Ĕç вĕт кăларса сирпĕтнинче çеç мар. Кăларса сирпĕтмессе те пултараç. Тĕнчере "урăхла меслетсем" те, урăхла нĕрсĕрлехсем те пайтах. Паллах, ырри унта ним те çук. Ахальтен мар "сĕнÿ" сăмаха хăлăпкасемпе хупрăм. | 
| bor1959 // 1039.8.4424 2015.06.24 18:55 | |
| Паллӑ, Акасапар хӑта провокатор. Халь провокаци ҫинчен мар, Уяв ҫинчен. Пурне те Республикӑмӑр Кунӗ ячӗпе! Сывӑ та ӑнӑҫуллӑ пулӑр!  | |
| Миккуль // 4292.84.0894 2015.06.25 18:26 | |
| Agabazar ҫине тӑнипе, вӑл пулӑшса пынипе чӑвашла калаҫатпӑрах! | |
| АТИЛА // 3913.58.4645 2015.06.26 10:15 | |
| СУЯТӐР.НИКАМ ТА АВОБУСА КӖРСЕН ЧӐВАШЛА БИЛЕТ ЫЙТМАН ХАЛИЧЧЕН.ТЫМАРЛАНПА ИЛЛЕ ИВАНОВСӐР ПУҪНЕ.ХӐРАТӐР.А ВДРУГ КОНДУКТОРӖ ЧӐВАШ МАР.ЫТТИ ҪӖРТЕ ТЕ ХӐРАТӐР. УЙРӐМАХ АКАПАСАР ТЕ ХӐРАТ ТЕ ВӐТАНАТ. | |

Ун пек çынна эп пĕлметĕп. Курман, илтмен.... Тен, телевизорпа кăштах куркаланă пуль теплерен. Хăйне те пĕлместĕп пулсан, паллах, ачисене те пĕлместĕпех ĕнтĕ. Ăçтан пĕлем эп Палттай Микуçĕ ачисемпе хăш чĕлхепе пупленине? Ман тата çакна шăршласа çÿремелле-шим шпион пек?
акапасар мĕнпе тăранса пурăнни вара — сирĕн ĕç мар. Кĕсйĕрти укçа чакса пырать-им? Уншăн акапасар винават мар вара! Винаватсене урăх тĕлте шырăр!
Сăмах май каласан, Тымарлана автобусран кăларса сирпĕтекенни те Акапасар мар. Урăххисем. Хăвашшистсем темелле вĕсене.