 Pri la retejo
 Pri la retejo Novaĵoj
 Novaĵoj Ĉuvaŝio
 ĈuvaŝioĈuvaŝoj
Distriktoj
Urboj
Homoj
Loĝantaro
Simbolaro
 Tradicioj
 TradiciojMitoj kaj Legendoj
Muziko
Vesto
Brodaĵoj
Kuirarto
Ne-kristanaj Nomoj
 Kulturo
 Kulturo Historio
 Historio Literaturo
 Literaturo Ĉuvaŝa lingvo
 Ĉuvaŝa lingvo Forumo
 Forumo Ligiloj
 Ligiloj
  | Agabazar // 1642.66.3086 2015.07.23 12:06 | |
|  | |
| cĕм // 4050.31.1933 2015.07.23 12:18 | |
|  100тен 16-шĕ чăн чăваш,75-шĕ суя чăваш, 9-шĕ унталли-кунталли. Ку сайрта 75шĕпе калаçма-тавлашма кирлĕ мар. Вĕсем - зомби-манкурт-робот шутĕнче çÿреччĕр. Вĕсем çĕртен вунулттăшин шухăш-кăмăлне çирĕплетме пулăшĕç. Тата: Шупашкарта чебраш йышĕ пысăккине кăтартса тăраççĕ. Чебрашпа хутшăнса вăйна ан пĕтер.
 | |
| Нина // 2826.84.5905 2015.07.23 12:58 | |
| Тӑван чӗлхепе ҫырнӑ паспорт ытти ҫӗршывсенче те пур вӗт.Ак хамӑр патрах .......оглы, кызы ...сӑмахсемпе вӗҫленекен ӗҫ хучӗсемпе сахал мар ӗҫлетпӗр-ҫке. Никама та ятламастпӑр. Мӗншӗн Чӑвашра пурӑнаканӑн хӑйӗн тӗп чӗлхинчен вӑтанмалла? Ку Тӑван ҫӗршыва ,тӑван чӗлхене,атте-аннепе мӑн асатте-асаннене, кукаҫипе кукамая хисеплеменнипе танах.Каллех чӑвашсен шутне чакарасси палӑрса тӑрӗ акӑ.Ҫырав (перепесь) вӑхӑтӗнче те ҫыравҫӑсем тимсӗр пулнине кура мӗн чухлӗ чӑваш ҫухалчӗ-чакрӗ.Манӑн 3 ывӑлтан пӗри ҫыравҫӑсене пула вырӑс пулса тӑчӗ."АЙ,КАҪАРӐР,ТӖРӖС МАР ҪЫРТӐМ"-тенипех ӗҫне вӗҫлерӗ.Тепӗр хут ҫырма, тӳрлетме ыйтсан, пире тӳрлетме хушман тенипех ҫырлахрӗ. | |
| Agabazar // 1741.46.2543 2015.07.23 13:33 | |
|  | Нина,
 Тăван чĕлхепе çырни хамăр çĕршывсенче те пур. Ют çĕршывсенче шырама кирлĕ мар. Вырăс чĕлхи нумай çыннăн тăван чĕлхи пулса тăрать. Вĕсен паспорчĕсенче вырăсла çырнă, нимĕç чĕлхипе те, эскимос чĕлхипе те мар. | 
| Тимӗр // 4916-2612 2015.07.23 23:18 | |
| Акапасар сиксе ӳкет паллах.Анчах та пӗтӗм чӑаш халӑхӗн пӗр ывӑлӗ кӑна СССР паспорчӗпе паянхи кун та ҫӳрет.Чӑвашла вкладыш ҫуккипе Раҫҫей паспортне илме килӗшмен.Иванов фамилине те чӑвашла улӑштарнӑ.Ятне те.Вӑл Пил Тымарлан.СССР паспортне пула паянхи кун та тӗрлӗ нуша курать.Судсем урлӑ пӑтӑрмахсене татса парать.Парӑнмасть йывӑрлӑхсене. | |
| Аçтахар Плотников // 1112.37.1875 2015.07.23 23:54 | |
|  | Эп пӗлнӗ тӑрӑх унашкал «уникум» Мускавра та пур. Пӗрре пирӗн «СУМ» лавккара вӑл кӗнеке тавраш туянасшӑнччӗ, анчах эпир «наложенный платежпа» кӑна ярса панине пула ӗҫ-пуҫ тухаймарӗ. Унӑн та СССР паспорчӗ кӑна терӗ, ҫавӑнпа та почта ӗҫченӗсем укҫа куҫарма килӗшмеҫҫӗ имӗш. Вӑл та СССР паспортне унта чӑвашла ҫырнишӗн хӑйне валли хӑварнӑ.
 Чӑвашла вкладыш пама пуҫласан чӑн та унашкал уникумсен нушисем пӗтмелле пек. | 
| Agabazar // 3565.41.5704 2015.07.24 01:48 | |
|  | СССР паспортĕнче нимĕнле "вкладыш" та пулман. 
 Чăвашла çырни унта вырăсла çырнипе тан шутланнă, пĕр ретре тăнă. | 
| =kemerov= // 3343.39.4441 2015.07.24 07:35 | |
|  | Тата CCCР паспортĕнче национальность тенĕ графа пулса. | 
| Agabazar // 3073.67.4072 2015.07.24 09:49 | |
|  | "Национальность" текен графа хальхи вăхăтра, ман шутпа,  пит кирлех мар. Чăвашла çырни вара унашкал графасенчен пин хут пĕлтерĕшлĕрех. | 
| Атнер // 3913.58.4645 2015.07.24 13:52 | |
| Аҫтахар юлташ.Леш Мускаври чӑваш халӑх паттӑрӗ пирки тӗплӗнрех пӗлме пулмасть-ши?.Тата ма=ха куҫарса панӑ укҫине илеймен?.СССР паспорчӗ вӑйне ҫухатман.Тымарлан пек судра хӳтӗлеме майӗ пулман-ши?.Пулӑшмалла тен ӑна?. | |

Совет тапхăрĕнче çеç мар, карахпа та чăвашла çырни кашнин паспортĕнче пулнă.
Ун чухне çакă никама та чăрмантарман.