Ĕçпе республикăри тĕрлĕ района çÿреме тивет. Яланах тенĕ пек шкула кĕрсе тухатпăр, вĕрентекенсемпе тĕл пулатпăр. Уйрăмах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсемпе калаçатпăр.
Юлашки çулсенче чăваш чĕлхипе литературин сехечĕсене чакарчĕç. Эпир шкулта вĕреннĕ чухне ун пек марччĕ: чăваш чĕлхине кун сиктерсе тенĕ пек шĕкĕлчеттĕмĕр. Чăваш литературине мĕн тери юрататтăмăр тата! Урокра хайлавсене сасăпа вулаттаратчĕç те тупăшса алă çĕклеттĕмĕр. Килти вулав валли те паратчĕç. Артемьевăн «Салампине», Агаковăн «Ылтăн вăчăрине» сывламасăр тенĕ пек вуласа тухни халĕ те асра. Халĕ литература учебникĕсенчен хăш-пĕр хайлава пачах кăларса ывăтнă пулмалла. Чи пĕлтерĕшлисен сыпăкĕсем пур унта паллах, анчах çамрăксем тулли вариантне илсе вуласси иккĕлентерет. Кам вăл – Салампи? Пĕлеççĕ-и хальхи çамрăксем? Уйрăмах хулари шкулта ăс пухакансем?
Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсемпе калаçатпăр та вĕсем çакна палăртаççĕ: уроксем çителĕксĕр. Сехетсене чакарни чăваш чĕлхипе литературине çиелтен, хăвăрт кăна, пăхса тухма май парать-мĕн. Кун пек ача мĕн астуса юлĕ?
Чăваш чĕлхи сехечĕсене чакарчĕç… Акăлчан чĕлхине вара парта хушшине ларнă-ларман вĕрентме тытăнчĕç. Эпир унччен ют чĕлхене 5-мĕш класра çеç вĕренме пуçланă. Пирĕншĕн чăваш чĕлхи пĕлтерĕшлĕрех пекчĕ… Хальхи ăру тăван чĕлхене хисеплесе ÿсет тесе калама чĕлхе çаврăнать-ши? Ялсенче те ашшĕ-амăшĕ ачисене вырăсла вĕрентме тытăнчĕ. Шкула кайма пуçлаççĕ те вĕсем… чăваш чĕлхине ют чĕлхе пекех шĕкĕлчемпе тытăнаççĕ.
Чăннипе, намăс куншăн. Ытти çĕршывран килекен хăнасен умĕнче намăс. Вĕсем çичĕ тинĕс леш енче пурăнсан та тăван чĕлхене пĕлеççĕ, ăна ятарласа вĕренеççĕ. Акă нумаях пулмасть Чăваш Ене Швецирен Анатолий Миронов килсе кайрĕ. Вăл – чăваш йăхĕнчен. Çакна тĕпе хурса вăл чăвашла вĕреннĕ. Темиçе чĕлхе пĕлет вăл. Ку – питĕ лайăх. Хăть нимĕçле, хăть китайла вĕрен – никам та чармасть, анчах тăван чĕлхене пĕлмеллех. Ку тăван халăхăмăра хисеплени. Ав Мускавра та чăваш чĕлхи курсĕ ĕçлет. Унта пачах чăвашла пĕлмен çынсем чĕлхене вĕренме килеççĕ. Хăшĕ-пĕрне чăвашлăхпа нимĕн те çыхăнтармасть, çапах вĕсем курса çÿреççĕ. Пирĕн вара мĕнле?
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
Каланисем пурте тӗрӗс.