Ку кӗҫнерникун, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш наци музейӗнче Обществӑлла палатӑн ларӑвӗ иртрӗ. Ман унта хутшӑнма тӳр килчӗ. Ку статья — ҫавӑнта илтнӗ шухӑшсем тавра ҫырнӑскер.
Мӗн палӑртас килет? Калаҫакансен ытларахӑш пайӗ (аудиоверсипе, диктофонпа ҫырса илнӗскерпе, кунта паллашма пулать. Юсаман, касман — А.П.) пӗр кун маларах иртнӗ Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ пирки аса илчӗ. Аса илме аса илчӗҫ-ха вӗсем, анчах та хӑйсен калаҫӑвӗнче темшӗн пӗтӗм «утиала» (Василий атте ун пирки каларӗ) хӑйсем ҫине туртрӗҫ. Чӑн та «пӗрле тӑнӑҫлӑ пурӑнмалла», — теҫҫӗ, ун хыҫҫӑнах «сӑваплӑ Кури килнипе ҫеҫ чӑвашсем ҫутта туха пуҫланӑ», — тесе хураҫҫӗ. Чӑвашсем имӗш тӗттӗм халӑх пулнӑ, хӑйсен культури нимӗн те пулман. Шовинистла сӑмахсем (хӑйсем сисмеҫҫӗ пулин те) сахал мар илтмелле пулчӗ.
Хула ячӗ пирки калаҫнӑ май та чӑвашсен культурине кӑтартма пултаракан, уҫма пултаракан ҫӑлкуҫсене пӗрре те йышӑнасшӑн мар. 1459 ҫулхи карттӑра палӑртнӑ «Вӑта Сӑвар» ята та «еще какое-то название» тесе ҫеҫ палӑртрӗҫ. Ку вара «православи» ҫыннисем чӑвашсен культурине шута илес теменнине, ӑна темӗнле ҫӳп-ҫап евӗр курнине пӗлтерет. «Мирлӗ те тӑнӑҫлӑ пурӑнмалла» теҫҫӗ пулин те хӑйсен шалти туйӑмӗнчен тухакан «кусенчен еплерех майпа хӑтӑлмалла-ши?» сӑмахсене ҫук-ҫук та калаҫҫех.
Чӑвашӗ темле май та толерантно пурӑнас тет. Хӑнана йышӑннӑ евӗр вӗсене темле май та юрас тет, анчах та ют культурӑпа килнӗскерсем вырӑнтисене темшӗн ниепле те, хуть ҫапса пӑрах, ӑнланасшӑн та шута илесшӗн те мар.
Хула историне илес пулсан кунта вырӑссен тӳпи ҫеҫ мар, чӑвашсен те пур. Пирӗн тӳпе пысӑкрах та. Чӑн та кунта малтан халӑх пурӑннӑ пулин те, вырӑссем килсен ҫеҫ пуль Шупашкар хула пулса тӑнӑ. Малтанхи тапхӑрта вӑл чӑн та вырӑссен вӑйӗпе ытларах аталаннӑ. Кӑна хирӗҫлеме ҫук та пулӗ. Анчах ҫакна та шута илес пулать — вӑл вӑхӑтра вырӑс патшалӑхӗ пирӗн пек халӑхсене ним вырӑнне те хуман, хула таврашӗсенчен хӑваланӑ. Хуласенчен вуншар ҫухрӑмран тин чӑвашсем пурӑнма пултарнӑ. Хусан тавра та ҫаплах. Ӑна ярса илсен тутарӗсене хӑваласа янӑ. Чӑвашӗсене хӑварнӑ та, анчах ҫулсем иртсен вӗсене те хӑваласа янӑ — лешӗсем вара пирӗн республика тӑрӑхне кӗрекен ҫӗрсем ҫине куҫнӑ (ял историйӗсемпе паллашсан пӗлме пулать). Шупашкар хулине илес пулсан чӑваш ялӗсем инҫетре вырнаҫнӑ. Халь вӑл, хула ӳснӗ хыҫҫӑн чӑваш ялӗсем ун ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ… Революциччен вара Шупашкар пӗчӗк хула ҫеҫ пулнӑ. Хула варринче вырнаҫнӑ «Ҫӗнтерӳ паркӗ» вырӑнӗнче те сӑртлӑ уй ҫеҫ пулнӑ.
Шупашкар хули чӑвашсен ӗҫченлӗхне пула кӑна ҫакӑн пек ӳсме пултарнӑ. Пинӗ-пинӗпе хӑпартнӑ ҫуртсем хӑйсем тӗллӗн хӑпарса ларман, ҫухрӑмӗ-ҫухрӑмӗпе тӑсӑлакан ҫулсем хӑйсем сарӑлман. Революциччен Уталӑр хулинчен те пӗчӗкрех хула хальхи вӑхӑтра ҫур миллион патнелле халӑхлӑ хула пулса тӑнӑ. Питӗ хӑвӑрт ӳснӗ тесен пӗрре те йӑнӑш пулмӗ.
Улатӑр пек пӗчӗк хула пулнӑ пулсан ҫак калаҫу та — Курине унӑн никӗҫлевҫи пек палӑртасси — тухмӗччӗ. Ку ҫулпа кайсан Сӗве хулине те вӑл никӗсленӗ теме пулать-ҫке (истори тӑрӑх Кури атте Хаяр Иван хушнипе Хусана каяканскер ҫула май Шупашкар хулине кӗрсе крепоҫ вырӑнне сӑвапланӑ, кайран — Сӗве хулинче), анчах православи хастарӗсем темӗншӗн вӑл пӗчӗк хула пирки аса илмеҫҫӗ, унӑн ятне чӑвашсен тарӗпе ӳссе ларнӑ Шупашкарта хӑпартасшӑн.
Ҫук, Кури хӑй вӑхӑтӗнче паллӑ ҫын пулнӑ, сахал мар ӗҫленӗ. Кунпа хирӗҫлемӗпӗр. Палӑк лартса та хисеп тума пулать. Пӗр-пӗр чиркӗве ун ятне пама пулать. Анчах Шупашкар хулине унпа ҫеҫ ҫыхӑнтарни тем тесен те ытлашши.
Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунне аса илнӗ май чӑн та пурин те пӗрле тӑнӑҫлӑ та мирлӗ пурӑнма вӗренесчӗ, кашни халӑхӑн культурине тата шӑпине туйма вӗренесчӗ, таптас тата пӗтерес шухӑшран писесчӗ. Сӑмахпа ҫеҫ мар, ӗҫпе те.
Redakcia noto: La publikigo de artikoloj ne signifas, ke la redakcia estraro dividas la opinion de ĝiaj aŭtoroj.
121 Мб - ох... тав ҫырса илнишӗн итлесе пӑхам. Коммунисӑм вӑхӑтӗнче хӑлаҫланса обществӑлла палаттӑсем хирӗҫ каясси - тертлӗ ҫул, сӑпайлӑ та сапӑр пулма сунатӑп. Унсӑр пуҫне, чӑвашсен вӑл вӑхӑтри "пуян" культурин тӗслӗхӗсем пӗртте ҫук, алӑра факт ҫук. Гури Шупашкарӑн светтойӗ тесен чӑваш кульутри сасартӑк пуянмарланса каять-им вара, Шупашкар малашне Кури ячӗпе кӑна ҫыхӑнать-и вара?.. Гури Шупашкарти чи ӗлӗкхи турӑ ҫуртне - Кӳртӗм ячӗллӗ тӗп чиркӗве - никӗслекен ҫын. Чӑнлӑха уҫса панишӗн, хулан чӑн историйӗ пирки калаҫнишӗн савӑнатӑп кӑна. Унччен Вӑта Сӑвар пулнӑ-тӑр, анчах вӑл манӑҫнӑ, йӗрӗ-тӗпӗ юлман. Гури ӗҫӗ вара ҫиеле тухать. 5 ӗмӗр иртсен те. Усал тӑвакансем тӗп пулаҫҫӗ, юрӑхлӑ ӗҫ тӑвакансем еткерлӗхлӗ пулаҫҫӗ. Кун пирки кӳренсен те, макӑрсан та - чӑнах та, ҫапса пӑрахсан та, никам та илтмӗ.
Мӗн тавлашмалли пур кунта? Шупашкар хулин ячӗ кӑна чӑвашла! Никӗсленсе вӑйланни те, малалла аталанасси те пур тӗлӗшпех вырӑс патшалӑхӗн ӗҫӗ. Паянхи Шупашкар та Раҫҫей пулӑшӗвӗсӗр ура ҫинче тӑраймаҫҫӗ.
Паянхи куна тӑван чӗлхепе калҫма тата ӑна аталантарма май пурри те вырӑс ҫӗршывне пула кӑна. Ҫӗпӗрте те, Тутарстанра та, Мускавра та, Ульяновскра та (Чӗмпӗрте), - чӑвашлӑх вырӑс халӑхне пула кӑна паян та пур.
Володя // 1816.79.2101
2015.11.21 14:41
Хуть килӗшӗр, хуть ан килӗшӗр: Мускав самантлӑха куҫне хупсан, пирӗн халӑх "кӗтӳҫисем" ним тума аптраса умаха тухса каяҫҫӗ.
121 Мб - ох... тав ҫырса илнишӗн итлесе пӑхам. Коммунисӑм вӑхӑтӗнче хӑлаҫланса обществӑлла палаттӑсем хирӗҫ каясси - тертлӗ ҫул, сӑпайлӑ та сапӑр пулма сунатӑп. Унсӑр пуҫне, чӑвашсен вӑл вӑхӑтри "пуян" культурин тӗслӗхӗсем пӗртте ҫук, алӑра факт ҫук. Гури Шупашкарӑн светтойӗ тесен чӑваш кульутри сасартӑк пуянмарланса каять-им вара, Шупашкар малашне Кури ячӗпе кӑна ҫыхӑнать-и вара?.. Гури Шупашкарти чи ӗлӗкхи турӑ ҫуртне - Кӳртӗм ячӗллӗ тӗп чиркӗве - никӗслекен ҫын. Чӑнлӑха уҫса панишӗн, хулан чӑн историйӗ пирки калаҫнишӗн савӑнатӑп кӑна. Унччен Вӑта Сӑвар пулнӑ-тӑр, анчах вӑл манӑҫнӑ, йӗрӗ-тӗпӗ юлман. Гури ӗҫӗ вара ҫиеле тухать. 5 ӗмӗр иртсен те. Усал тӑвакансем тӗп пулаҫҫӗ, юрӑхлӑ ӗҫ тӑвакансем еткерлӗхлӗ пулаҫҫӗ. Кун пирки кӳренсен те, макӑрсан та - чӑнах та, ҫапса пӑрахсан та, никам та илтмӗ.